Раҫҫейре
![]() Ирина Васильева архивӗнче сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Васильевсем чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кремльти концертра пулнӑ. Ҫавӑнта кайса курма вӗсем Ирина Дубцован «Главное – семья» (чӑв. Чи кирли – ҫемье) мультимеди проектӗнче ҫӗнтернӗрен тивӗҫнӗ. Унта Васильевсем «Спорт ҫемйи» номинацире палӑрнӑ. Ирина тата Владимир Васильевсем – ҫичӗ ача амӑшӗпе ашшӗ. Чи асли — 20 ҫулта, кӗҫӗнни — 2-ре. Васильевсен ачисем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ – каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Владимир — каратэ енӗпе тӗнче чемпионӗ. Ирина — каратэпе хура пиҫиххин пӗрремӗш данне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 1 пин тенкӗлӗх укҫа ҫине мӗн ӳкерессине суйлаҫҫӗ. Списокра – 25 символ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарти Анне палӑкӗ те пур. Укҫа Атӑлҫи федераци округне халалланӑскер пулӗ. Халӗ хӑш хулари паллӑ вырӑна сӑнлассине суйлаҫҫӗ. Сасӑлав раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Пӗрремӗш канал Чӑваш Енре «Народный ледниковый» проектӑн ҫӗнӗ сезонӗ валли сюжет ӳкерет. Вӑл – федераци каналӗ валли пӑрлӑ шоу йӗркелекен паллӑ Илья Аврбухпа пӗрле. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен призерӗ, Европа тата тӗнче чемпионӗ Илья Авербух Шупашкара килнӗ. Сюжете Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта нумаях пулмасть уҫӑлнӑ «Пӑрлӑ Аренӑра» ӳкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Россия-Культура» канала яма ан манӑр. 12 сехет те 20 минутра пуҫланакан «Неизведанные маршруты России» кӑларӑма пӑхмалла. Унта ертӳҫӗ Чӑваш Енпе паллаштарӗ, чей ӗҫмелли йӑла-йӗркене кӑтартӗ, Хӗл мучипе тӗл пулӗ, тракторпа ярӑнӗ. Ҫавӑн пекех хӑйне евӗр процедурӑсем кӗтеҫҫӗ ӑна: йӗппе тирсе сипленни, вакра шыва кӗни… Чи вӑрттӑнни вара – халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ кӗпере кӑтартни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Федерацин ӗҫ службин сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин ӗҫ служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн ҫӗршывра декретри 14 ытла хӗрарӑм «Демографи» нацпроектпа килӗшӳллӗн вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑк амӑшӗсем персоналпа ӗҫлекен специалиста, бухгалтера, социаллӑ сферӑри психолог, информресурс енӗпе специалиста, маркетплейссен аналитикне, программиста, графика дизайнера вӗренсе тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Cap.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен пӗтӗм тӗнчери ҫутӗҫ акцине хутшӑнса Географи диктанчӗ ҫырӗ. Унта хутшӑнакансем ҫӗршыв географийӗпе унӑн халӑхӗ, наци пуянлӑхӗ, кунта пурӑнакан чӗрчунсем, кунта ӳсекен ӳсентӑран ҫинчен хӑйсем мӗн пӗлнине кӑтартса пама пултарӗҫ. 40 задание 45 минутра пурнӑҫлӗҫ. Географи диктантне И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра (Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт) 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() npk-va.com сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Раҫҫей Правительствинче тасатмалли сооруженисем темӑпа черетлӗ лару иртнӗ. Вӑл малтан палӑртнӑ пек 40 минута мар, 3 сехете пынӑ. Жанна Рябцева пӗлтернӗ тӑрӑх, регионсене асӑннӑ темӑпа ячӗшӗн ӗҫлемеллине, федераци хыснинчен миллиардшар тенкӗ кӗтсе лармалла маррине асӑрхаттарнӑ. Атӑла тасатма тесе сооруженисем тума уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пысӑк пайне хӑш-пӗр регионта унталла та кунталла сапаласа (тӗрӗсрех каласан, кӗсьене чиксе) пӗтернӗ. Федераци шайӗнчи органсемпе хастарсем уйрӑмах асӑрхаса тӑма шантарнӑ регионсем хушшинче – Чӗмпӗр, Кострома, Ярославль, Тверь, Астрахань облаҫӗсем тата Чӑваш Ен. Вӗсенче пуҫиле ӗҫсем те пуҫарнӑ, прокуратура подрядчика/яваплӑ тӳре-шарана тытса чарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрӗнче «Пысӑк тӑхтав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енри виҫӗ шкул ачи унта 1 милион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Соня Степанова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Екатерина Аврамова, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти Елена Ракчеева. Сӑмах май, конкурса, Чӑваш Енри 19 шкул ачи хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Мускав ҫывӑхӗнчи Ногинскри ҫӑлав центрӗ ҫумӗнче Раҫҫей Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дрон операторӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти 11 специалист хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Петр Кадкин опытлӑ ТОП-5 специалист йышне кӗнӗ. Жюри вӑл условлӑ «катастрофа» вырӑнӗнче шар курнӑ ҫынсене тупса вӗсем ӑҫта, миҫере, мӗнле суранланнине хӑвӑрт палӑртнине уйрӑмах мухтанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Зайцевсен архивӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлери Зайцевсен ҫемйи Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра палӑрнӑ. Вӗсем «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире малти вырӑна йышӑннӑ. Зайцевсем тӑватӑ ывӑл ӳстереҫҫӗ. Мӑшӑр килӗштерсе пурӑнать. Палӑртмалла: конкурс кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 388 ҫемье хутшӑннӑ. Вӗсенчен 88-шӗ тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |