Спорт
Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Енри биатлон центрне кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комментатор биатлон центрӗ пирки Татьяна Акимова пӑшӑрханса калаҫнине хыпарланӑччӗ. Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спортсменкӑпа тӗл пулнӑ, центр тӑвассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑрмавӗ ҫӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Вӑрман фондӗнчи ҫав пурлӑха урӑх тӗллевпе усӑ курма мускавсем ӗнер тинех ирӗк панӑ иккен. Ӗҫе туса пӗтерме Чӑваш Ен хыснинче 2018 ҫул валли 100 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, биатлон центрӗ тӑвассине килес ҫул вӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Раштав уйӑхӗн 17-18-мӗшӗнче Чӑваш Енре Раҫҫей Паттӑрӗн Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ. Унта 160 регионти 130 ытла спортсмен ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче паллӑ спортсменсем те пулнӑ. Пирӗн ентеш, Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Гаврилов Шупашкара раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче РФ Президенчӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн килнӗ. Вӑл Раҫҫей Геройӗсен йышӑнӑвӗнче пулнӑ. Спортсменсем Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирӗклӗ кӗрешӳре хӗрӳ тупӑшнӑ. Палӑртса хӑвармалла: Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов пуҫарнипе 2017 ҫулта Шупашкарта хула кунӗнче «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ авиашоу ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Татьяна Акимова биатлонистка Швецинчи Эстерсунд хулинче иртнӗ Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, хӗрарӑмсем 7,5 километра спринта чупнӑ чух Дмитриев Губерниев телекомментатор Татьяна Акимова Чӑваш Енре биатлон центрне тума май килменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнине тӳрӗ эфирта |пӗлтернӗччӗ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ, сӑмах май, тепӗр кунне ҫырнӑччӗ. Дмитрий Губерниев каланӑ тӑрӑх, Инстаграмра тата ытти халӑх тетелӗнче ун патне ачасем пулӑшу ыйтса ҫыраҫҫӗ-мӗн. Ҫак кунсенче Францинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хӗрарӑмсем спринта тухсан Дмитриев Губерниев каллех Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине Раҫҫейӗпех калаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ телекомментатор. Сӑмах май, Михаил Игнатьев Элтепер битлон центрӗ тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. Укҫа уйӑрнӑ иккен, анчах ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ саманта пула строительство урӑх вӑхӑта куҫнӑ — биатлон центрне килес ҫул хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шупашкарти 35-мӗш шкулта ӑс пухакан Артем Цыганов Пӗтӗм тӗнчери кӗрешӳ искусствисен вӑййисенче палӑрнӑ. Минск хулинче иртнӗ ӑмӑртура вӑл призерсен йышне кӗнӗ. Ӑмӑртура сахал мар спортсмен вӑй виҫнӗ: пӗтӗмпе 71 ҫӗршыври 3 пине яхӑн кӗрешӳҫӗ килнӗ. Вӗсем кӗрешӗвӗн 15 тӗсӗнче ӑмӑртнӑ. Ытларахӑшӗ каратэре тата тхэквандора вӑй виҫнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери карате конфедерацийӗ командӑсен хушшинче Тӗнче кубокне те ирттернӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енри шкул ачи Артем Цыганов та кӗнӗ. Артем хӗвелтухӑҫ кӗрешӗвӗсен «Бусинкай» клубӗнче ӑсталӑхне туптать. Пирӗн ентеш 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавра хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче спартакиада иртнӗ. Унта 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑран ӑмӑртӑва ултӑ спортсмен кайнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсем Мускавран пилӗк медальпе таврӑннӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – «ылтӑн». Раҫҫейри 10 регионтан пухӑннӑ 150 ытла спортсмен спортӑн темиҫе тӗсӗнче тупӑшнӑ: бочча, шахмат, дартс, армспорт. Пирӗн пилӗк ентеш боччӑра вӑй виҫнӗ. Янислава Васильева кӗмел медаль ҫӗнсе илнӗ. Алсу Фасхутдинова вара ҫак ӑмӑртурах пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ҫӗмӗрлере ӳснӗ спортсмен Вадим Лабутов вара дартсра – ылтӑн медаль, армспортра икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Фаина Краснова 60 ҫул тултарать. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗнче ҫуралнӑ. Паллӑ спортсменка юбилейӗ тӗлне Патӑрьел районӗнчи тӗп вулавӑш «Фаина Краснова» буклет хатӗрленӗ. Унта спортсменӑн кӗске биографине, спортри ҫитӗнӗвӗсене, сӑн ӳкерчӗкӗсене, унпа паллаштаракан статьясене кӗртнӗ. Фаина Краснова энергетика техникумӗнче тата Волгоградри патшалӑхӑн физкультура институтӗнче вӗреннӗ. Институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче инструктор-методист пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Фаина Краснова — спортсмен, спорт мастерӗ (1978) тата тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗ (1979). Марафон чупӑвӗ енӗпе иртнӗ РСФСР хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн сакӑр хут призерӗ, тӑватӑ хут чемпионки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Татьяна Акимова Раҫҫей спортсменӗсем ҫитес ҫул иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнӗҫ-и? Ӗнер Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ ҫак ыйтӑва татса панӑ. Шел те, комитет пирӗн спортсменсене хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк паман. Эппин, чӑвашсем те унта каяймӗҫ. Комитетӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ларӑвӗ Лозаннӑра иртнӗ. Ҫапах допингпа усӑ курман спортсенене ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ, анчах нейтраллӑ ялавпа кӑна. Олимп вӑййисене чӑваш спортсменӗсем те кайма пултарнӑ. Сӑмахран, унта хутшӑнма Татьяна Акимова биатлонистка хатӗрленнӗ. Аса илтерер: хӗллехи Олимп вӑййисем Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчханра иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ӗнер «Шупашкар Арена» пӑр керменте Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисемшӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ. Раҫҫей кубокӗн шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнакансен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланӑ. Уҫӑ мелпе йӗркеленӗскере Эстонирен, Казахстанран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Монголинчен, Испанирен тата хамӑр ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ 147 спортсмен, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — хамӑр республикӑран, хутшӑннӑ. Вӗсем 8 ушкӑнра кӗрешнӗ. Элтепер ҫак кунсенче ҫеҫ Шупашкарта Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен тӗнче кубокӗ пысӑк шайра иртнине аса илтернӗ. 58 килограмчченхи виҫере ӑмӑртса бронза медале Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри физкультура факульетчӗн студентки, Ҫӗрпӳ район хӗрӗ Анастасия Яковлева тивӗҫнӗ. Канаш районӗнче ҫуралнӑ Надежда Федорова 48 килограмлӑ виҫере кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралнӑ, халӗ Брянск тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алина Морева та виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
«Матч ТВ» федераци каналӗпе Раҫҫейри Паралимп комитечӗн «Пурнӑҫа таврӑнни» преми чыславне кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ унӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Мероприятире паралимп спортне аталантарассишӗн нумай тӑрӑшакан ҫынсене чысланӑ. «Личный пример» номинацире Андрей Михайлов ҫӗнтернӗ. Вӑл Раҫҫейри хусканупа тӗрев енчен сусӑр ҫӑмӑл атлетсен командин тренерӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет. Андрей Михайлов – Раҫҫей Федерацийӗн вӑй-хал культурипе спорт отличникӗ, Раҫҫейри пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Паян Шупашкарта ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑм-ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Тӗнче кубокӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Ӑмӑртӑва Японирен, Китайран, АПШран, Азербайджанран, Монголирен, Швецирен, Украинӑран тата Раҫҫейрен пӗрлештернӗ ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансен ячӗпе Михаил Игнатьев Элтепер саламланӑ. «Пире тӗнчери чи чаплӑ та сумлӑ, паллӑ, вӑйлӑ спортсменсене кӗтсе илме шаннӑ. Ҫакӑ чӑннипех те пысӑк чыс пирӗншӗн. Паянхи пурнӑҫ таппинче патшалӑх политики спорт аталантӑр тесе чӑннипех те курӑмлӑ ӗҫсем туса пыни куҫкӗретех, условисем ҫителӗклӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. Тӗнчери кӗрешӳҫӗсен федерацийӗн вице-президенчӗ Наталья Ярыгина хӑйӗн саламӗнче республика ертӳлӗхне мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ тесе хыпарланӑ ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |