Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Спорт

Спорт

Чӑваш Енри вӑрман касакансем Раҫҫей чемпионачӗн регион шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Тупӑшу Киров хулинче ҫурла уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче иртнӗ.

Унта Киров облаҫӗнчи, Чӑваш Енри, Тутарстанри 17 ҫын хутшӑннӑ. Чӑваш Ен командин йышӗнче Артем Шашков, Сергей Субботин, Андрей Климин пулнӑ. Командӑна Николай Судаков ертсе пынӑ.

Пирӗн ентешсем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче мала тухнӑ. Кунсӑр пуҫне Сергей Субботин харпӑр ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Спорт
Чӑваш каччисемпе хӗрӗсем
Чӑваш каччисемпе хӗрӗсем

Ҫурла уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнче спортӑн тата вӑйӑсен наци енӗсемпе Никама Пӑхӑнман Ҫӗршывсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑри ҫамрӑксем те хутшӑннӑ.

Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансен пиҫиххипе кӗрешме, кире пуканӗ йӑтса, шашка выляса, самбо енпе, вӗрен туртса, ухӑран персе, чушкӑлла выляса тата мас-рестлинг енӗпе тупӑшма тивнӗ.

Ӑмӑртӑва Азербайджанран, Арменирен, Беларуҫран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Таджикистанран, Молдавинчен, Туркменистанран тата Раҫҫейрен пухӑннӑ 300 ытла ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Мас-рестлингпа Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне пирӗн республикӑран Роман Савинов, Екатерина Тришина, Надежда Осипова тата Алина Алексеева кӗнӗ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Атласкин патӗнче ӑсталӑха илеҫҫӗ. Ҫак маттурсем кӗнӗ команда ыттисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

 

Спорт

Лондонра ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Клавдия Афанасьева та лекнӗ.

Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва Раҫҫейри 19 спортсмена хутшӑнма ирӗк панӑ. Вӗсен йышӗнче - Клавдия Афанасьева та. Вӑл нейтраллӑ ялавпа ӑмӑртӑва тухнӑ.

Анчах пирӗн ентеш дистанцие вӗҫлеймен. 14-мӗш минутрах ӑна пӗрремӗш карточкӑна кӑтартнӑ. Виҫҫӗмӗш хутӗнче ӑна дистанцирен кӑларнӑ.

Ӑмӑртура Китайри Янг ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Мексикӑри Мария Гонзалез тивӗҫнӗ. Итали спортсменки Антонелла Палмисано финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43790
 

Спорт

Шупашкарӑн ҫурланӑ кунӗнче массӑллӑ зарядкӑна тухасси 2011 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ.

Массӑллӑ зарядкӑна паллӑ ҫӑлтӑра чӗнесси те йӑлана кӗнӗ. Сӑмах май, 2013 ҫулта Шупашкар хули рекордсен Гиннес кӗнекине кӗнӗ. Ун чухне Хӗрлӗ тӳреме 30 пине яхӑн ҫын хускану тума килнӗ.

Кӑҫал массӑллӑ зарядка ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пулӗ. Хальхинче ӑна кам ертсе пырӗ-ха? Паллах, паллӑ ҫӑлтӑр. Анчах унӑн ятне хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ хула ҫыннисемпе хӑнисене зарядкӑна чӗнет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43701
 

Спорт

Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Финляндири Тамперере спорт кӗрешӗвӗ енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Унта юниорсем вӑй виҫнӗ.

Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва Чӑваш Ен спортсменки те хутшӑннӑ. Мария Кузнецова 63 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал Европа ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.

Хальхинче пирӗн ентеш хӑйӗн виҫе категорийӗнче пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку — япӑх мар кӑтарту.

Раҫҫей спортсменкисен йышӗнче пӗртен-пӗр Виктория Ваулина ҫеҫ медель ҫӗнсе илнӗ. Вӑл, Пермь крайӗнче ҫуралнӑскер, 55 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

 

Спорт

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче старта пухӑнӗҫ. Унта велосипедпа ҫитмелле. Спортсменсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗ таран кайӗҫ.

Старта пирӗн ентеш, СССР летчик-космонавчӗ Андриян Николаев космоса ҫӗкленнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ӑна республикипех паллӑ тӑвӗҫ.

Сӗнтӗрвӑрри хулинчен тата Вӑрмар поселокӗнчен те старта тухӗҫ. Вӗсем Шуршӑл ҫывӑхӗнчи стела-ракета ҫывӑхӗнче 11 сехет ҫурӑра тӗл пулӗҫ, центра пурте пӗрле кӗрӗҫ.

 

Спорт

Лайӑх хыпар ҫитнӗ! Чӑваш спортсменки Ирина Юманова Ҫӗпӗр марафонӗнче мала тухнӑ. Вӑл 42 ҫухрӑм та 195 метра чи лайӑх кӑтартупа вӗҫленӗ.

Ҫӗпӗр марафонӗ Омск хулинче иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Ирина дистанцие 2 сехет те 39 минут кӑтартупа вӗҫленӗ. Пӗлтӗр вӑл ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫеҫ ҫӗнсе илейнӗ. Кӑҫал вара 5558 спортсмен хушшинче Ирина чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Палӑртмалла: Ҫӗпӗр марафонне 1990 ҫултанпа Омск облаҫӗн правительстви пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43628
 

Спорт
Полина Петухова кикбоксёр
Полина Петухова кикбоксёр

Чӑваш Енре Раҫҫей спорт мастерӗсен йышӗ ҫак кунсенче тата йышланнӑ. Кӑҫал кӑна ку ята 34 спортсмена панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн спорт министрӗ Павел Колобков темиҫе кун каялла Чӑваш Республикинчи тӑватӑ спортсмена вӑл ята пама хушу кӑларнӑ.

Ҫакна та палӑртмалла. Спорт мастерӗн ятне тивӗҫес тесен хушу кӑларса унта ал пуснипех май килмест. Малтан спортсменсен хӑйсем суйланӑ спорт енӗпе Раҫҫейре е ун тулашӗнчи ӑмӑртусенче норматива тултармалла.

Ҫак кунсенче Раҫҫей спорт мастерӗн ятне илнисем ҫаксем: Полина Петухова кикбоксёр, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем.

Чӑваш Енри кикбоксинг ассоциацийӗнче ӑсталӑхне туптакан Полина Петухова Тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернине ҫу уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Полина Петухова К-1 пайра вӑй виҫнӗ. Полина ҫавӑнта тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Унччен кикбоксинг енӗпе ку норматива Чӑваш Енри икӗ спортсмен: Алексей Соловьев тата Александр Федоров — ҫеҫ пурнӑҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://rmtf.ru/documents/23153
 

Спорт

Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки РФ спорт министрӗ Павел Колобков хушӑва алӑ пуснӑ.

Хушура Чӑваш Енри тӑватӑ спортсмена Раҫҫей спорт мастерӗн ятне парасси пирки каланӑ. Вӗсен йышӗнче Полина Петухова кикбоксер, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем.

Сӑмах май, кӑҫал кунашкал хисеплӗ ята пирӗн республикӑри 34 спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр икӗ спортсмен вара тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗн ятне илнӗ.

 

Спорт

«Подмосковье сегодня» кӑларӑм ҫырнине ӗненсен Раҫҫей штангин «патша майрине» Татьяна Каширинана Шупашкарта йывӑр атлетика енӗпе иртекен ҫӗршыв чемпионатне ирӗксӗр янӑ пулса тухать.

Ногинскри Татьяна Каширина спортсменка чи нумай титуллӑ штангистка пулнӑ май вӑл тӗнче чемпионатне кайма унчченех ирӗк илнӗ. Чӑваш Енре иртекен ҫӗршыври чемпионата килме ӑна ӑмӑрту сумне ӳстерессишӗн чӗнсе илнӗ имӗш. Вӑл тата унӑн тренерӗ Владимир Краснов Раҫҫейӗн йывӑр атлетика федерацийӗн президенчӗ ыйтнине хирӗҫлеме хӑяйман-мӗн.

Татьяна Каширина Шупашкарти ӑмӑртӑва хутшӑнма хӑтланса ҫывӑх вӑхӑтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче иртекен тӗнче первенствине хатӗрленеймесӗр юлма пултарать тесе шухӑшлать эпир маларах асӑннӑ кӑларӑм.

 

Страницӑсем: 1 ... 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, [54], 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, ...108
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть