Спорт
Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнчи спринтра тивӗҫнӗ ылтӑн медальпе Биатлон енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова икккӗмӗш хут пьедестал ҫине хӑпарӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла, финиша вӑл виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Пӗлтерер, ҫак самантра биатлонистсем пасьютра (хӑваласа ҫитмелле) 10 километра тупӑшаҫҫӗ. Старта пӗрремӗш тӑнӑ Татьяна Акимова выртса пенӗ чухне пӗрремӗш ҫаврӑмра мишене пӗр хутчен лектереймерӗ. Кайран вӑл кашнинчех тӗл пеме пултарчӗ. Татьяна Акимова финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Пӗрремӗш вырӑна хрантсус спортсменки Анаис Шевалье (пенӗ чухне вӑл пӗр хутчен йӑнӑшрӗ) тухрӗ, иккӗмӗшне — Итали биатлонистки Доротея Вирер. Пирӗн Татьяна Акимована Америка спортсменки Сьюзен Данкли хӑваласа ҫитет пуль тесе шикленни тӳрре килмерӗ. Ӗнерхи спринтра Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗнче пуҫласа ылтӑн медале тивӗҫрӗ. |
Спорт
Татьяна Акимова биатлонистка пирӗн ентеш иккенне республикӑра пӗлмен ҫын ҫук тесен те тӗрӗс пулать пуль. Ҫак енӗпе Тӗнче кубокӗнче тупӑшакансем хушшинче Раҫҫей биатлонисткисем ӑмӑртнине пӗрре мар хумханса тинкернӗ спорта юратакансем. Паян вара чехсен Нове-Место хулинчен савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: ҫак Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш этапӗнче Татьяна ылтӑн медале тивӗҫнӗ! Каламасӑрах паллӑ, ку питӗ пысӑк ҫитӗнӳ! 7,5 км тӑршшӗ дистанцие спортсменка пӗтӗм мишеньсене тӗл лектерсе 21 минут та 1,8 ҫеккунт хушшинче тухма пултарнӑ. Уншӑн ҫак ылтӑн медаль — Тӗнче кубокӗнчи пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳ. Иккӗмӗш вырӑнта — Франци спортсменки Анаис Шевалье (2,4 ҫеккунт кая юлнӑ; 0), виҫӗмӗшӗ — Сьюзен Данкли американка (+3,2; 0). Раҫҫей ушкӑнне кӗрекен ытти хӗрсем: Ольга Подчуфарова (+1.18,9; 1) 31-мӗш вырӑнта, Анастасия Загоруйко (+1.19,3; 1) — 32-мӗш, Светлана Слепцова (2.00,6; 3) — 47-мӗш, Екатерина Глазырина (1.38,3; 2) — 63-мӗш. Малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр сана, ентешӗмӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Ен «Шелковый путь – 2017» (чӑв. Пурҫӑн ҫулӗ—2017) пӗтӗм тӗнчери раллине хатӗрленет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Мускав – Астана (Казахстан) – Сиань (Китай) маршрутпа иртмелле. Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче паян ку ыйтупа канашлу иртнӗ Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене ирттерекен дирекцин, влаҫ органӗсен тата йӗрке хуралҫисем пуҫтарӑннӑ. 2009 ҫултанпа йӗркелекен ралли ун чухне Раҫҫей, Казахстан тата Туркменистан урлӑ выртнӑ. Кӑҫал пуҫласа вӑл Китая ҫитмелле. Ҫапла ралли пӗр маршрутпа мӗнпур Евразие пӗрлештерӗ. Вӑл Шупашкар урлӑ та кайӗ. Автомобильсем пирӗн патра ҫӗр каҫма чарӑнӗҫ. Аэропорт патӗнче вӗсем валли палаткӑсенчен вӑхӑтлӑх уйлӑх (бивуак) хатӗрлӗҫ. |
Спорт
Ҫӗнӗ Мӑратри шкулти ӑмӑртӑва хутшӑннисем Комсмольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче Раҫҫей паттӑрӗсене, вӑрҫӑра пуҫ хунисене чысласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Альберт Борисов спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ май тӑван ҫӗшыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене аса илнӗ. Шкул каччисем — ҫамрӑк гвардеецсемпе активистсем — ялти палӑк умне асӑнса гирлянда хучӗҫ. Турнирта 4 ушкӑн вӑй виҫнӗ: хӗрсен тата каччӑсен, вӗрентекенсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗсен. Тупӑшура чи вӑйлисем каччӑсем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна хӗрсен ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗрентекенсем те ачасенчен кая юлман, 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Турнир вӗҫленсен шкул директорӗ хастарлӑхшӑн пурне те тав тунӑ, парнесемпе тата грамотӑсемпе чысланӑ, малашне те автилӑ пулма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Татьяна Акимова биатлонистка Пирӗн ентешӗмӗр, чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова асӑннӑ спорт енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тупхӑрне те хутшӑнӗ. Виҫҫӗмӗш тапхӑр Чех Республикинче раштав уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче иртмелле. Хӗрарӑмсенчен унта пирӗн ентешӗмӗрсӗр пуҫне Ольга Подчуфарова, Екатерина Глазырина, Анастасия Загоруйко, Светлана Слепцова хутшӑнмалла. Арҫынсенчен Раҫҫейӗн тренер йышӗ Антон Шипулина, Антон Бабикова, Максим Цветкова, Матвей Елисеева, Евгений Гараничева тата Дмитрий Малышкӑна кӗртнӗ. Хальлӗхе чи пысӑк очколлисем — 288 баллӑ Мартен Фуркад хрантсус тата 277 очколлӑ Лаура Дальмайер нимӗҫ. Раҫҫей спортсменӗсенчен очко шучӗпе Антон Шипулин — 173 балпа виҫҫӗмӗш вырӑнта, 86 очколлӑ Екатерина Глазырина — 24-мӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Улатӑрти хоккей курупки пулнӑ вырӑн Ҫак кунсенче «Звезда» телеканалпа «Фетисов» ток-шоура (ӑна Вячеслав Фетисов пысӑк титуллӑ спортсмен, хоккеист ертсе пырать) Улатӑрти япӑха тухнӑ хоккей лапамӗ пирки сюжет кӑтартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Студие РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова та чӗннӗччӗ. Унта вӑл Улатӑрта темиҫе хут та пулнине, анчах ку ыйту пирки пуҫласа илтнине пӗлтернӗ. Чӑн та, вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара коньки ҫине тӑрас тесен те ярӑнма вырӑн тупаймӑн. Хоккей аталанӑвӗшӗн чунне ырттаракансем хула пуҫлӑхӗсем патне кайнӑ. Анчах вӗсене унта нимпе те лӑплантарайман, мӗншӗн тесен лару-тӑру кӑткӑс. «Паян е ҫӗннине мӗн те пулин тумалла, е пуррине аталантармалла», — ҫынсене хула администрацийӗнче ҫапларах хуравланӑ. Телекӑларӑма хутшӑннисем вырӑнти тӳре-шараран тӗлӗннине палӑртнӑ. «Спорт кайсан спорт мӗнпе кӗрешет, пирӗн ачасем патне ҫавӑ — сиенлӗ йӑла-йӗрке — килет», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӗсем. Телекӑларӑма хутшӑннӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов депутат республикӑн спорт министрӗпе ку ыйтӑва сӳтсе явма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Омар Муртузалиевпа (сулахайри) Михаил Игнатьев Раштавӑн 9–10-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешрӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче Раҫҫейӗн спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн вице-президенчӗ Омар Муртузалиев пирӗн республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл та Шупашкара Ирӗклӗ майпа кӗрешекен хӗрарӑмсен Раҫҫейри уҫӑ кубокне килнӗ. Элтеперпе спорт кӗрешӗвӗ федерацийӗн вице-президенчӗ пирӗн тӑрӑхра хӗрарӑмсен ирӗклӗ майпа кӗрешессине малалла аталантарасси пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев Омар Муртузалиева Чӑваш Ене тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек ҫӳллӗ шайри ӑмӑртусем ирттерни регионӑн ӗҫлӗ климатне те, кунта пурӑнакансен социаллӑ кӑмӑл-туйӑмне те витӗм кӳрет. Омар Муртузалиев вара регион ертӳҫи ҫамрӑк, спортпа туслӑ, яштака пулни республикӑна спорт енчен аталантарма никӗc хывать тесе шухӑшлать иккен. Унтан вӑл пирӗн тӑрӑхра хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешессине ытларах аталантарас шухӑшлине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Татьяна Акимова биатлонистка Ҫак вӑхӑтра Биатлон енӗпе тӗнче кубокӗ малалла пырать. Виҫӗмкун ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ Словенири Поклюкӑра пуҫланчӗ. Эпир, чӑвашсем, хамӑр ентешӗмӗршӗн Татьяна Акимовашӑн ҫунма пултаратпӑр. Татьяна медальсемпе савӑнтараймасть пулин те Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ ытти хӗрарӑм хушшинче хӑйне тивӗҫлипе кӑтартать. Пасьютра ӗнер, ав, 60 спортсменран финиша 20-мӗш ҫитрӗ. Паян биатлонисткӑсем, ҫав шутра Татьяна Акимова та, эстафетӑра тупӑшӗ. Вӑл Ольга Подчуфарова хыҫҫӑн старта тухӗ, унтан — Светлана Слепоцова, юлашкинчен — Анастасия Загоруйко. Чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Тӗнче кубокӗнче тупӑшнин кӑтартӑвӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн биатлонисчӗсен союзӗн танлаштарӑмӗнче иккӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. Унӑн активӗнче хальлӗхе — 176 очко. Свердловск облаҫӗнчи Екатерина Глазырина пӗрремӗш вырӑнта. Унӑн пирӗн ентешрен 32 очко нумайрах. Лидерсенчен виҫҫӗмӗш вырӑнта — 131 очколлӑ Екатерина Шумилова (Ханты-Мансийск автономи округӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Вероника Чумикова Раштавӑн 9–10-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ. «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнчи ӑмӑртӑвӑн ӗнерхи ирхи программинче бронза медальсене выляттарнӑ. Унта пур виҫе категорийӗпе те ҫав вырӑншӑн кӗрешнӗ. 58 килограмчченхи хӗрарӑмсен хушшинче Канаш район хӗрӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищинче вӗренекен Вероника Чумикова бронза медале тивӗҫнӗ. Ольга Смирнова тренер патӗнче ӑсталӑха туптакан хӗр финалти кӗрешӳре 2:1 шутпа Екатерина Вьюнована ҫӗнтернӗ. Канаш хӗрӗпе вӑй виҫни Мускав хулишӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗшӗн ӑмӑртнӑ. Екатерина Вьюнова маларах Шупашкарти олимп резервӗн училищинче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Татьяна Акимова биатлонистка Хальхи вӑхӑтра биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ пырать. Унӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнер, раштавӑн 9-мӗшӗнче, Слловенири Поклюка хулинче пуҫланчӗ. 2016/2017 ҫулсенчи тапхӑрӑн хальхи ӑмӑртӑвӗнче ултӑ тупӑшу пӑхса хӑварнӑ: икӗ спринт (кӗске инҫӗшне чупасси), хӑваласа ҫитессишӗн тупӑшмалли икӗ ӑмӑрту тата икӗ эстафета. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне арҫынсенчен Антон Бабиков (Пушкӑртстан), Максим Цветков (Мускав), Матвей Елисеев (Мускав), Антон Шипулин (Свердловск облаҫӗ), Евгений Гараничев (Тӗмен облаҫӗ), Юрий Шопин (Чӗмпӗр облаҫӗ), хӗрарӑмсенчен Чӑваш Енри Татьяна Акимова, Анастасия Загоруйко (Тӗмен облаҫӗ), Ольга Подчуфарова (Мускав), Екатерина Глазырина (Свердловск облаҫӗ), Светлана Слепцова (Югра) кӗнӗ. Пӗрремӗш тапхӑрти ӑмӑрту хыҫҫӑн Татьяна Акимова уйрӑм зачетпа Раҫҫей биатлонисчӗсенчен чи вӑйли: ун чухне вӑл 49 очко пухса тӗнчери ҫав ӑмӑртӑва хутшӑннӑ биатлонисткӑсем хушшинче 23-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Ӗнерхи спринтра пирӗн ентеш финишра 29-мӗш вырӑна тухнӑччӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла вӗҫленнӗ пасьютра вӑл хӑйӗн позицине лайӑхлатрӗ — 20-мӗш тухрӗ. Пенӗ чухне Татьяна тӑватӑ хутӗнче те (иккӗ — выртса тата ҫавӑн чухлех — тӑрса) тӗрӗс лектерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |