Спорт
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Дарья Спиридонова Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнать. Ҫурлан 9-мӗшӗнче Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ команди кӗмӗл медаль илни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне АПШ — пӗрремӗш, Китай — виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Ҫитес вӑхӑтра спортсменкӑсем харпӑр хӑй тупӑшса медальсемшӗн кӗрешӗҫ. Дарья Спиридонова унта хутшӑнӗ-и? Паллах. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 22 сехет те 14 минутра пуҫланӗ. Дарья Спиридонова брус ҫинче хӑнӑхтарусем тӑвӗ. Чӑваш Енре Дашӑшӑн ашшӗпе амӑшӗ тата тренерӗ Наталья Ильичева пӑшӑрханаҫҫӗ. Амӑшӗ хӗрӗ хӑнӑхтарусем тунӑ чухне экран умӗнче лараймасть — пӑлханнипе айккине пӑрӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Спорта юратакансем кӑна мар, унпа пачах туслӑ маррисем те ҫак кунсенче Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна май килнӗ таран сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ. Раҫҫей спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗшӗн пирӗнтен кашниех хӑпартланать пулӗ. Маттурсем хушшинче Чӑвашран тухнисем те пур. Ӗнер пирӗн ҫӗршыв гимнасчӗсенчен каччӑсем кӑна мар, хӗрсем те ушкӑнри нумай енлӗ тупӑшура кӗмӗл медале тивӗҫрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-хӗрсен хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ Дарья Спиридонова та пур. Хӑйӗн спортри пултарулӑхне пике Мускаври спорт шкулӗнче туптанӑ. Кӗмӗл медальшӗн кӗрешнӗ йышра ҫавӑн пекех — Алия Мустафина, Ангелина Мельникова, Мария Пасека тата Седа Тутхалян. Олимпиадӑна кайма тивӗҫнӗ Чӑвашри тепӗр хӗр, Улатӑрти ача-пӑча спорт шкулӗнчен тухнӑ Евгения Шелгунова, саппас ушкӑнра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем старт илеҫҫӗ. Унта кайнӑ спортсменсене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта та хӑйне евӗр Олимп вӑййисем йӗркелеме палӑртнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хавхалантарасшӑн. Ӑмӑрту пуҫланиччен унта хутшӑнма ирӗк паман спортсменсен кӑмӑлне те ҫапла ҫӗклесшӗн. Шупашкарти Олимп вӑййисене организацисемпе предприятисен командисем, ахаль ҫынсем, хула хӑнисем хутшӑнма пултарӗҫ. Унта килнисем ГТО нормативне пурнӑҫлӗҫ, тӗл перӗҫ, баскетболла, сӗтелҫи теннисла, мини-футболла вылӗҫ, чӑрмавсене парӑнтарӗҫ. Йога занятийӗсем иртӗҫ. Ун чухне пултарулӑх ушкӑнӗсем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Олимп вӑййисем ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Сарӑту хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисем иртнӗ. Спортсменсем шыв йӑтас, ӗне сумалли аппарта сӳтсе пуҫтарас тата ытти енӗпе ӑмӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан 2 пин яхӑн ҫын килнӗ. Вӗсенчен 39-шӗ — Чӑваш Енрисем. Тупӑшура спортӑн хӑйне евӗр 17 тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Чӑваш Ен ҫыннисем 11 тӗсре ӑмӑртнӑ. Олеся Игнатьева кунашкал ӑмӑртӑва виҫӗ хутчен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӑл яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Сарӑтури уйсемпе стадионсенче доярсемпе механизаторсем, ҫӑмӑл атлетсем те вӑй виҫнӗ. Регионсен ушкӑнӗнче Чӑваш Ен команди виҫҫӗмӗш пулнӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра вара — улттӑмӗш. Ӑмӑртӑва ҫемьепе каякансем те пулнӑ. Наталья, Сергей тата Софья Калитовсем спортсӑр хӑйсен пурнӑҫне курмаҫҫӗ. Ачисене те вӗсем спортпа туслаштараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва кайнӑ спортсменсене ЧР Спорт тата Ял хуҫалӑх министерствисем парнесемпе хавхалантарнӑ. Тепӗр кӗтмен парнепе те савӑнтарнӑ: спортсменсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Допинга хирӗҫ пӗтӗм тӗнчери агентствин никама пӑхӑнман комиссийӗ допинг тупса палӑртнӑ Раҫҫейри 11 футболист хушаматне ятарлӑ списока кӗртнӗ. Канада ҫынни Ричард Макларен ертсе пыракан комисси палӑртнӑ списокра Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускаври "Измайлово" футбол клубӗн вратарӗн Камела Алекссеван хушамачӗ те пур. Раҫҫейӗн юниорсен тата ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командисен йышӗнче вылякан 19 ҫулти спортсменкӑсӑр пуҫне йышра Руслан Камболов, Павел Соломатин, Иван Князев, Сергей Евтушенко, Егор Генералов, Сергей Петров, Илья Зуев, Михаил Мищенко, Егор Никулин, Екатерина Маслак пур. Камила Алексеевӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӑйӑсене хутшӑнаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шупашкарӑн халӗ хӑйӗн хоккей команди пур. Команда ытти хула спортсменӗсемпе ӑмӑртма тытӑнӗ. Хоккеистсем командӑна «Шупашкар» ят панӑ. Спортсменсем логотиппа формӑна та суйланӑ. Форма ҫине чӑваш пӑхаттирне Улӑпа сӑнланӑ. Халапа тӗпе хурса суйланӑ ӑна. Унпа килӗшӳллӗн, шӑпах Улӑп Шупашкара йӗркеленӗ. Вӑл Атӑл хӗррине канма ларнӑ. Тӑнӑ чухне ҫӗре чавсаланнӑ. Унта йӗр юлнӑ, кайран ҫӑлкуҫсем тапма тытӑннӑ, унтан вӗсем юханшывсем пулса тӑнӑ. Вӗсен хӗрринче хула йӗркеленме пуҫланӑ. «Шупашкар» команда паян 18 сехет ҫурӑра Мӑкшӑ Республикин командипе вылӗ, ыран – Ҫырчаллӑ спортсменӗсемпе. Вырсарникун малти вырӑнсемшӗн кӗрешӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Даурен Куруглиев — Чӑваш Енри паллӑ спортсмен. Вӑл тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать. Даурен — ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ. Нумаях пулмасть РФ спорт министрӗ Виталий Мутко Даурен Куруглиева «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парас тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ. Даурен Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт местерӗ» ята Чӑваш Енри икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр 15-шне Раҫҫей спорт мастерӗн ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Дарья Спиридонова Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Допинг харкашӑвӗ спортсменсен кӑмӑлне пусарчӗ, ҫапах вӗсем ку ыйтӑва татса парасса юлашки кунччен шанчӗҫ. Раҫҫей спортсменӗсене Олимпиадӑра хутшӑнма ирӗк панӑ. Анчах пурне те мар. Ҫӑмӑл атлетсем унта каяймӗҫ. Унччен допинг ӑша янипе ҫакланнӑ спортсменсем те Рио-де-Жанейрӑна вӗҫмӗҫ. РФ спорт министрӗ Виталий Мутко каланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне Раҫҫейри 272 спортсмена Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Чӑваш Енрен унта тӑваттӑн кайӗҫ. Дарья Спиридонова гимнастка тӗп ӑмӑртусенче тупӑшӗ. Вячеслав Поляшовпа Евгения Шелгунова — резервра. Ирина Калентьева маунтинбайк енӗпе ӑмӑртӗ. Чӑваш Енри 6 ҫӑмӑл атлет та Олимп вӑййисене кайма пултарнӑ. Анчах Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсемшӗн, Дарья Клишинӑсӑр пуҫне, ӑмӑрту пуҫланмасӑрах вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ. Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра. Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла. Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шупашкарта маунтинбайк центрӗ уҫӑлсан Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Спортсменсем кросс-кантри дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Чӑваш велочупуҫи Ирина Калентьева, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, чемпион ятне 13-мӗш хут тивӗҫнӗ. Ирина Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ те. Спортсменка Чӑвашра маунтинбайк центрӗ уҫӑлнӑшӑн савӑнать. Унччен вӗсем путвалта тренировкӑсем ирттернӗ. Хӗрарӑмсен «элитинче» 19 спортсменка тупӑшнӑ. Пирвайхи 150 метрта ҫеҫ пурте пӗр тан пынӑ. Кайран Ирина Калентьева мала кайнӑ. Вӑл 5 ҫаврӑма 1 сехет те 17 минутра парӑнтарнӑ. Финиша пуринчен те малтан, самай маларах, ҫитнӗ. Арҫынсен йышӗнче вара Тимофей Иванов пӗрремӗш пулнӑ. Тупӑшу вӗҫленнӗ кӑна — Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панине пӗлнӗ. Мӗн тери савӑнӑҫ пулнӑ ку вӗсемшӗн. Олимпиадӑра кросс-кантри дисциплинӑра хӗрарӑмсем – ҫурлан 20-мӗшӗнче, арҫынсем 21-мӗшӗнче тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |