Спорт
2018 ҫулта Корейӑри Пхенчханра хӗллехи Олимп вӑййисем иртӗҫ. Унта кайма пултаракан спортсменсене укҫа парса хавхалантарӗҫ. Ҫак кунсенче Иван Моторин премьер-министр чӑваш спортсменӗсене стипенди парасси пирки распоряжение алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ спортсменсем 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗччен уйӑхсерен 30 пин тенкӗ стипенди илӗҫ. Ҫав йыша Татьяна Акимова биатлонистка, Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ кӗнӗ. Резерва кӗнӗ спортсменсем уйӑхсерен 15 пин тенкӗ илӗҫ. Вӑл йышра — Лана Прусакова фристайлҫӑ тата Вячеслав Акимов биатлонист. Пур стипендиат та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Елена Иванова (Свиридова) ҫӑмӑл атлетка Паян Рио-де-Жанейрӑра Паралимп вӑййисем пуҫланнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыв командине кӗртменнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫутҫанталӑк ахаль те кӳрентернисене Пӗтӗм тӗнчери паралимп комитечӗ те кӳрентерни тӗлӗнмелле пек те, анчах пысӑк пуҫлӑхсене, ҫитменнине, политикӑпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене хирӗҫ спортсменсем хӑйсем тӗллӗн кӑна тӑраймӗҫ. Уйрӑмшар ҫӑхав ҫырни те пӳлӑшман. Паралимп вӑййисене хутшӑнма тивӗҫ спортсменсене кӑштах та пулин хавхалантарас тесе пирӗн ҫӗршывра ҫак уйӑхӑн 7—9-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнче тупӑшусем иртмелле. Раҫҫейри ӑмӑртӑва Лондонри Паралимп вӑййисенче виҫӗ хутчен ылтӑн медале тивӗҫнӗ ҫӑмӑл атлетка Елена Иванова (Свиридова) та хутшӑнӗ. Елена Ивановӑччен пирӗн республикӑри спортсменсем Паралимпиада медальне илсе курман. Елена мӑшӑрӗ Владимир Свиридов та 2012 ҫулта Паралимп вӑййинче инҫӗшне сикессипе бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫак кунсенче Патӑрьел районӗнче «Авангард» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. «Паттӑр» стадиона спорта юратакансем пухӑннӑ. Ӑмӑртӑва 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. Тупӑшӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май вырӑнти «Олимп» командӑна чысланӑ. Вӑл Чӑваш Енре хоккей енӗпе чемпион пулса тӑнӑ. Команда лигӑра 14 вӑйӑ вылянӑ. Чемпионсем ӑмӑртӑва та хастар хутшӑннӑ. Ун чухне 11 номнацире тупӑшнӑ. Ача пахчисен хушшинче Пӑлапуҫ Пашьелти ҫӗнтернӗ. Республикӑри эстафетӑна каймашкӑн вара Ишлӗ тата Аслӑ Арапуҫ командисем тивӗҫнӗ. Тӗп редактор Нина Мазякова ку ӑмӑрту хаҫата рекламӑлани кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхтарни те пулнине палӑртнӑ. Кӗҫех «Советская Чувашия» хаҫат эстафета ирттерет. Ку ӑмӑрту вара патӑрьелсемшӗн тӗп репетици пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Артем Тихонов Нумаях пулмасть тӗнче шайӗнче шашка енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Пирӗн ентешсем унтан таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа килмен вӗсем. Ӑмӑрту Болгарире ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та авӑнӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Унта 17 ҫӗршыври 260 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Шашка енӗпе Азербайджан, Беларуҫ, Болгари, Латви, Литва, Эстони, Польша, Германи, Франци, Израиль, Украина, Молдова, Румыни, Казахстан, Узбекистан, Туркменистан тата Раҫҫей спортсменӗсем вӑй виҫнӗ. Чӑваш шашисчӗсем ӑмӑртуран 5 ылтӑн медаль илсе килнӗ. 8 ҫулти Артем Тихонов черетлӗ ҫитӗнӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Даниил Леонидов та каллех маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑл ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Авӑн уйӑхӗн 14–18-мӗшӗсенче велоспорт-шоссе енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн арҫынсен пӗрлештернӗ командине Чӑваш Ен спортсменӗ кӗртнӗ. Францире иртекен ӑмӑртӑва Чӑваш Ен тата Раҫҫей чысне хӳтӗлемешкӗн Павел Брутта кайӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Павелсӑр пуҫне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине тепӗр 7 спортсмен кӗнӗ. Харпӑр тата ушкӑнпа кам чупассине хальлӗхе палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили чӑваш спортсменкинчен Инна Тражуковӑран иккӗмӗш хут каҫару ыйтнӑ. Хальхинче спортсменка ӑна йышӑннӑ, тавӑҫа каялла илнӗ. Аса илтерер: Мамиашвили Тражуковӑна Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль илменшӗн ҫутӑлтарса янӑ. Инна вӑл пӗрремӗш хут каҫару ыйтсан йышӑнман. Тражуковӑн тренерӗсенчен пӗри Борис Чернов спортсменка тавӑҫа каялла илнӗшӗн тӗлӗннӗ. Ара, Инна Мамиашвилие питӗ кӳреннӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна Тӑван ҫӗршыв сутӑнчӑкӗ тесе каланӑ. Инна халӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнче, Чӑваш Енре унӑн тӑванӗсем юлман. Инна Риори ӑнланманлӑх пирки калаҫасшӑн мар. Тавӑҫа каялла илнине унӑн ашшӗ те ырланӑ. Инна халӗ лайӑх канса тепӗр Олимпиадӑра медаль ҫӗнсе илме ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
2004 ҫултанпа авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа велучупу иртет. Кӑҫал спортсменсем авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитӗҫ. Кӑҫал ҫулсене юсанӑ май спортсменсем хулара вӗлесипедпа ярӑнмӗҫ, тӳрех космонавт ҫуралнӑ яла кайӗҫ. Старт «Химик» культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитсе килмешкӗн — 40 ҫухрӑм. Ҫавӑнпа ҫак дистанцие парӑнтарма пултаракан велочупуҫӑсене старта чӗнеҫҫӗ. Кӑҫал велоколоннӑна Юрий Степановпа Павел Попов ертсе пырӗҫ. Ҫӗрпӳри Владимир Николаев унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗ. Вӑл педале сылтӑм урипе ҫеҫ ҫавӑрӗ. Юрий Степановпа Павел Попов вара педале ятарлӑ хатӗрпе ҫавӑрӗҫ, вӗсен хенбайк пулӗ. Кӑҫал Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан 87 ҫул тултарӗччӗ. Ҫавна май тепӗр старт пулӗ. Вӗсем Шуршӑлтан Кӳкеҫе, 87 ҫухрӑмран кая мар, велосипедпа кайӗҫ, Шупашкар районӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Рио-де-Жанейрӑра иртекен Паралимп вӑййисене Раҫҫей спортсменӗсем хутшӑнаймӗҫ. Ҫутҫанталӑк вӗсене ахаль те кӳрентернӗ… Ӑмӑртӑва яманни чылайӑшӗн чунне хуҫнӑ. Анчах хӑшӗ-пӗри пуҫ усман. 100 ытла паралимпиец Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитетне ыйту ҫырнӑ. Вӗсене хӑҫан пӑхса тухасси паллӑ мар-ха. Чӑваш Ен спортсменки, Лондонри Олимп вӑййисенче виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑн (халӗ — Свиридова) та медальсемшӗн кӗрешмеллеччӗ. Вӑл Риона каяс тесе комитета ҫыру ҫырман. Пӗр ача амӑшӗ кун пирки вуҫех калаҫасшӑн мар. Паралимпиецсене Рио-де-Жанейрӑна кайма ирӗк паманнине кура РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей шайӗнче тупӑшу йӗркелеме сӗннӗ. Елена Ивановӑна унта кайма сӗнсен вӑл иккӗленсе тӑмӗ — ҫула тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Мускаври Кремльте Олимп вӑййисенче малти вырӑнсене тухнӑ спортсменсене чысланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин вӗсене патшалӑх награди тата урапа панӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 100 ытла спортсмен BMW маркӑллӑ урапаллӑ пулнӑ. Вӗсен йышне пирӗн ентеш Дарья Спиридонова та кӗнӗ. Аса илтерер: 18 ҫулти Дарья Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ командӑра тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илнӗ спортсменсене BMW X6 маркӑллӑ урапа парнеленӗ. Кӗмӗл медале тивӗҫнисене BMW X4 маркӑллӑ урапа лекнӗ. Пӑхӑр медальпе таврӑннисене BMW X3 маркӑллӑ урапапа чысланӑ. Кунсӑр пуҫне ылтӑн медаль илнӗ спортсменсене 4 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӗмӗл медаль илнисене — 2,7 миллион тенкӗ, пӑхӑр медальпе килнисене 1,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Инна Тражукова Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна эпир кашниех сиктермесӗр тенӗ пек пӑхма тӑрӑшрӑмӑр. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел ялӗнче (вӑл чӑваш ялӗ шутланать) ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти Инна Тражукова 63 килограмран ҫӑмӑлрах хӗрарӑмсен категорийӗпе кӗрешӗве тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Пӑхӑр медале илейменшӗн спортсменкӑна питӗнчен Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили икӗ хутчен ҫупса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ, хӗрпе РФ министрӗ Виталий Мутков курнӑҫасшӑннине ҫырнӑччӗ. Юнкун Мамиашвили ҫак эрнери юнкунхи пресс-конференцире каҫару ыйтма хатӗррине пӗлтернӗ. Анчах ҫапса янишӗн, Раҫҫее сутакан тесе ӳпкеленишӗн тата ҫын умӗнче кӳрентернишӗн мар, Рио-де-Жанейрори хӑйӗн тыткаларашӗшӗн. Инна вара кӳренӗвӗ иртменнине пӗлтернӗ. Спортсменка «Спорт-Экспресс» кӑларӑма каланӑ тӑрӑх, ытларикун вӑл ҫӗршывӑн спорт министрӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ. Спортри пысӑк пуҫлӑх пӑтӑрмаха пӑхса тухассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |