Культура
Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗн тата ҫыравҫӑн Елена Нарпин статйи Турцинче пичетленсе тухнӑ кӗнекере кун ҫути курнӑ. Кун пирки статья авторӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. «Чӑвашри репресси» ятлӑ статьяна Елена Нарпи Бюлент Байрам ӑсчахпа пӗрле ҫырнӑ. Ҫав ӗҫе Турцире тухнӑ «Тӗрӗк тӗнчинчи репресси» пичетлесе кӑларнӑ. «Ку кӗнекере тӗрӗк чӗлхиллӗ чылай халӑхӑн синкерлӗ саманара шар курнӑ культура, тӗн, ӑс-хакӑл ҫыннисен пурнӑҫӗ сӑнарланнӑ. Кӗнекере 700 ытла страница, ӑна тӗслӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, чаплӑ хут ҫинче пичетленӗ. Пирӗн халӑхӑн ХХ ӗмӗрти синкерлӗ шӑпин пӗр пайне ҫак кӗнекере ҫутатса паракан Бюлент Байрама чун-чӗререн тав тӑватӑп!» — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шурпашкарти Хӗрлӗ тӳремре концертпа йӑла-йӗрке программине ирттереҫҫӗ. Вӑл — «Улах». Ӑна «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» фестивальпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Улах — чӑвашсен авалхи йӑли. Унта хӗрсем пухӑнса ал ӗҫӗпе аппаланнӑ: хӗр тупри хатӗрленӗ е пулас ачи валли кӗпе-йӗм тӗрленӗ. Аса илтерер: Шупашкарти кӳлмекре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тӑвасшӑн. Кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100-мӗш сезона уҫма хатӗрленет. Пултарулӑх коллективӗн пухӑвӗнче илемлӗх ертӳҫи Светлана Белова пӗлтернӗ тӑрӑх, юбиейлӑ сезонӑн тӗп пулӑмӗ — «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» театризациленӗ концерт программи. Унта ҫӗнӗ постановкӑсем, ансамблӗн йӑлана кӗнӗ репертуарӗнчен уйрӑлса тӑракан музыка пулӗ. Проектпа юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паллашма май килӗ. Ҫав вӑхӑтрах ансамбль «В семье единой» (чӑв. Пӗрлехи ҫемьере), «Я – артист» (чӑв. Эпӗ — артист), «Виртуоз» программӑсене хатӗрлет. Паллӑ чӑваш композиторӗ Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫинине халалласа «Край родной – навек любимый» (чӑв. Тӑван кӗтес — ӗмӗр юратнӑскерӗм) концерт лартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пирӗн ентешӗмӗрсем – Роман Сергеев тата Михаил Елисеев – «Казачок» нумай сериллӗ фильмӑн авторӗсенчен пӗрисем пулса тӑнӑ. Асӑннӑ фильма халӗ Псков облаҫӗнче ӳкереҫҫӗ. Унта Алексей Кравченко, Георгий Дронов, Владимир Епифанцев паллӑ актёрсем те выляҫҫӗ. «Казачок» – ҫамрӑксем валли ӳкерекен нумай сериллӗ фильм. Сюжет тӑрӑх, Мускавра пурӑнакан шкул ачине, Степана, ашшӗ-амӑшӗ тӑна кӗтмелле тесе асламӑшӗ патне яла яраҫҫӗ. Вӑл унта ҫӑла кӗрсе ӳкет аваллӑха ҫакланать. Стёпа хӑйӗн ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ тӑванӗсемпе палалшать, 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑмсене хутшӑнать. Маларах асӑннӑ Романпа Михаил – Хаваслисемпе тавҫӑруллисен клубӗн ертӳҫисем. Унччен вӗсем «Тайна пропавшей деревни» камит сериалӗн сценарисчӗсем пулнӑ. Ҫав ӗҫӗн премьерине «ТНТ» телеканал утӑ уйӑхӗнче кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейре «Вкусы Чуваши» (чӑв. Чӑваш Ен тути) фестиваль иртӗ. Уява пухӑннисем чӑваш наци кухнин куравӗпе паллашайӗҫ, вырӑнти апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхайӗҫ. Ачасемпе аслисем валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ. Вырӑнти пултарулӑх ӑстисемпе паллӑ чӑваш артисчӗсем концерт лартса парӗҫ. Фестиваль Ишлейри Ҫӗнтерӳ паркӗнче 16 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Александр Островский ҫыравҫӑн «Гроза» (чӑв. Аслати) драмине лартма хатӗрленет. Асӑннӑ ӗҫе вӗсем паллӑ вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ учрежденире «Аслати» драмӑна 1969 тата 2007 ҫулсенче лартнӑ-ха. Хальхинче ӗҫе куракансем патне вырӑсла илсе ҫитерӗҫ. Премьера авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ. Александр Островский драмине лартма театра Иван Чигасов ҫамрӑк режиссёра йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин кунӗ тӗлне «Чувашия: вехи истории и современность» кӗнеке-альбом пичетленсе тухӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче хатӗрлеҫҫӗ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм истори материалӗсемпе тата сӑнӳкерчӗксемпе пуян пулӗ. Кӗнеке аваллӑхран пуҫласа паян кунчченхи тапхӑра уҫса парӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗсем тата авторӗсем — Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов историк-ученӑйсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"На связи" форумри сӑн Канашри, Тӑвай районӗнчи таврапӗлӳ музейӗсене кӑҫал юсӗҫ, Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗн экспозицине ҫӗнетӗҫ ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри музейӗн тӑррине тата фасадне ҫӗнетме 6 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Тавай районӗнчи музейӗн шалтине юсама вара 15,6 млн тенкӗ пӑхса хунӑ. Улатӑрти музея кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме 28,3 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Унта "Вырӑс провинцийӗн дизайнӗ" проект пурнӑҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе кӳлӗнӗ. Культура учрежденийӗнчи пуҫлӑх тилхепине Елена Николаевӑна тыттарнӑ. Елена Николаева 2011 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче директорта ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вара директор пулса унччен Юрий Владимиров тӑрӑшнӑччӗ. Ӑна ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
capella21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре вокал картти тӑвӗҫ. Ӑна валли 3 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Укҫана Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллине уйӑрса парӗҫ. Ҫав укҫапа капелла музыка карттине йӗркелӗ. Ку хыпара республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ТАСС информаци агентствине пӗлтернӗ. «Вокал каттине республикӑра ҫуралнӑ композиторсен хайлавӗсене суйласа илсе хатӗрлӗҫ», — ӑнлантарса панӑ министр. Вокал- онлайн-карттин интернет-порталне те йӗркелеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ. | ||
| Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |