Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Экономика

Экономика

Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑри 31 предприяти пӗр миллиард тенкӗ ытлалӑх продукци туса илнӗ. Кун йышшисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать иккен. 2011 ҫулта хайхисен шучӗ 25-пе танлашнӑ, пӗлтӗр — 27.

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, «миллиардҫӑсен клубне» хальхинче республикӑри икӗ стройорганизаци — «СУОР» тата «9-мӗш ЖБК» тата тӑватӑ промышленноҫ предприятийӗ — «Чӑвашторгтехника», ИЦ Бреслер, «Элинокс» тата ЧЭТА — кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах миллиардҫӑсен списокӗнчен туха ӳкнисем пуррине те пӗлтерет Regnum информаци агентстви. Вӗсем — «Молочное дело» тата «Перкарбонат» обществӑсем. Пӗлтӗр вӗсем продукцие миллиард тенкӗлӗхех кӑларайман.

Миллиардҫӑсен шутӗнче республикӑри промышленноҫ предприятийӗсенчен 57 проценчӗ кӗнӗ-мӗн. Ҫак шутра пурте пӗлекен «Акконд», «Химпром», «Элара», Промтракторӑн темиҫе подразделенине (вӗсем халӗ кашниех уйрӑм обществӑсем шутланаҫҫӗ), ВНИИР, Чапаев ячӗллӗ савут, «Букет Чувашии» савут, «Дорисс», «Чӑвашавтоҫул» тата ыттисем пур.

 

Экономика

Республика тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха усӑ курни хыснана тупра кӳрет. Кун пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви ӗнентерет. Республикӑн пӗрлештернӗ бюджетне пӗлтӗр, акӑ, ҫапла майпа 2,4 миллиард ытла тенкӗ пырса кӗнӗ. Ҫак тупрана виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан вӑл 27 процент хушӑннине пӗлтерет.

Республика хыснине кӑна 1 миллиард тенкӗ ытларах пырса кӗнӗ. Ҫак хисеп вара икӗ хута яхӑн, тӗрӗсрех, 1,9 хут пысӑкланнӑ.

Муниципалитетсем те хӑйсен харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха усӑ курса «кӗмӗл» тӑваҫҫӗ. Вӗсен тупӑшӗ иртнӗ ҫул 1,4 миллиарад яхӑн пухӑннӑ. Тупӑш уйрӑмах Шупашкарта самай пухӑннӑ. Тӗп хулана мӗнпур муниципалитет пухнин 57 проценчӗ тивет.

 

Экономика

Паян Китайра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен визичӗ пуҫланнӑ. Унта Чӑваш Ен элчисем те тухса кайнӑ. Чӑваш Ен Аньхой, Цзянси, Хунань, Сычуань провинцийӗсемпе тата Чунцин хулипе промышленноҫпа ял хуҫалӑх, вӗренӳ, туризмпа культура енчен килӗштерсе ӗҫлесшӗн иккен. Пӗр-пӗр хулапа туслашас шухӑш-ӗмӗт те пур-мӗн.

Аса илтеретпӗр, маларах Китай делегацийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑччӗ. Чулхулари тӗлпулу вӑхӑтӗнче енсем суту-илӳпе экономика тата гуманитари енпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки протокола алӑ пуснӑ.

 

Экономика

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне муниципалитетсен хыснине 1,3 миллиард ытларах тенкӗ тупӑш кӗнӗ, ку вӑл ҫулталӑка палӑртнин 7,3 проценчӗ пулнине республикӑн Финанс министерстви хыпарлать. Тӑкак вара 1 миллиардран кӑштах иртнӗ е — ҫулталӑка палӑртнин 5,5 проценчӗ чухлӗ.

Районсемпе хуласен пӗтӗмӗшле хыснине тишкерсен тупӑш пайӗ тӑкакран 307,1 миллион тенкӗ иртнине палӑртмалла. Малтанласа вара 379,6 миллион тенкӗлӗх дефицит пуласса планланӑ. Ҫапах та 14 муниципалитетра хысна дефититпа тулнӑ. Ҫавӑн йышшисен шутӗнче — Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Тӑвай районӗсемпе Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем.

 

Экономика

Республикӑн тӗп хулинче киосксемпе кӗрешӳ пуҫарнӑ. Тӳресем пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунлӑ майпа вырнаҫтарманнисене сӳтеҫҫӗ.

Кӑҫал кӑна тӑватӑ киоска пуҫтарса кайнӑ. Хула администрацийӗ ӑҫтисене те пӗлтерет: вӗсем — Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт, Эгер бульварӗнчи 51-мӗш, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 24-мӗш, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 101-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерсем.

Пӗлтӗр 35 киоска сӳтнӗ, 2012 ҫулта — 54, 2011 ҫулта — 140.

Ҫав вӑхӑтрах хула влаҫӗсем Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче «Епле суту-илӳ киоскӗсем кирлӗ?» сасӑлав ирттерни пирки аса илтереҫҫӗ.

 

Экономика

Паян Шупашкарта малашлӑхлӑ инноваци проектсене шыраса тупас тӗллевпе, пуррисене аталанма пулӑшас тӗллевпе роуд-шоу иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи те ют чӗлхе сӑмахӗсемпе ҫӳпӗленсе кайрӗ те, пур сӑмаха словарьсӗр ӑнланса та пӗтме йывӑр. Роуд тени, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр тенине пӗлтерет.

Ҫак проект пирки Раҫҫейри калӑпӑшлӑ проект тесе хыпарлать республикӑн Экономика министерстви. Хайхи роуд-шоуна тӗрлӗ шайри тӳре-шара та хутшӑннӑ. Вӗсемсӗр пуҫне ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем, технологи усламҫисем, технопарксемпе бизнес-инкубатор пайташӗсем, техника енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан шкулсенче аслӑ курссенче вӗренекенсем, пурӗ 200 ҫын ытла, пухӑннӑ.

Мероприятире тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр мероприяти ҫӗнӗ шухӑшсемпе проектсене палӑртма кӑна мар, авторсемпе заказчиксене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнма май парасса та шаннине палӑртнӑ.

 

Экономика

Уйрӑм ҫынсем кӑна мар, регионсен те кивҫен илме тивет. Ӑна вӑхӑтра татса пымалли те сӑмахсӑрах паллӑ ӗнтӗ.

Пирӗн республика пӗлтӗр патшалӑх парӑмне вӑхӑтра тата кирлӗ пек чакарнӑ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн финанс министерстви. Ҫакна вӑл цифрӑсемпе кӑтартса парать: обязательствӑсене 4,8 миллиард тенке яхӑн пурнӑҫланӑ. Ҫав шутран 1 миллиарчӗ — патшалӑх облигацийӗ, 86,1 миллионӗ — федераци хыснинчен илнӗ хысна кредичӗ, 2,9 миллиарчӗ — кредит тата пӗтӗм тӗнчери финанс учрежденийӗсенчен илнӗ кивҫен. Республика гарант евӗр пулнипе организацисем илнӗ кредита 276,7 миллион тенкӗлӗх татнӑ.

2013 ҫул пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан республикӑн патшалӑх парӑмӗ 381,5 миллион тенкӗлӗх чакнӑ. Процент ҫине куҫарсан ҫакӑ 3,74 процент чакнине пӗлтерет. Кӑҫалхи кӑрлачӑн пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 9,8 миллиард тенкӗ ытларах юлнӑ. 2013 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫав хисеп 10 миллиард тенкӗрен иртнӗ.

 

Экономика

Иртнӗ ҫул республикӑн пурлӑхне тара панипе хыснана 1 миллиард тенкӗ ытла кӗнӗ иккен. ЧР Пурлӑх министерстви ҫак цифрӑна 2012 ҫулхипе танлаштарса кӑтартнӑ та, хисеп 1,9 хут ӳснине асӑрханӑ.

Тупӑшӑн ытларах пайӗ патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗре тара панипе килет-мӗн. Налук мар тупӑшсенчен чӗрӗк пайне яхӑн, тӗрӗсрех, 24 проценчӗ, ҫапла майпа кӗнӗ.

Маларах асӑннӑ ведомство мӗн чухлӗ ҫӗрпе ытти пурлӑха тара панине цифрӑсемпех кӑтартса парать. Ҫулталӑк тӑршшӗпе куҫман пурлӑха 76,7 пин тӑваткал метр тара парасси пирки килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫӗр лаптӑкӗсене илсен, 7,34 пин гектар тара пама 231 килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 92,6 проценчӗ, — ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗ.

 

Экономика

Шупашкарти «Промтрактор» савута хирӗҫ пысӑк индустри паркне тума тытӑннӑ. Тахҫанах палӑртнӑ ӗҫсене тинех тума пуҫӑннӑ теме пулать.

Чи малтанах шыв пӑрӑхӗсемпе шӑк-пӑх пӑрӑхӗсене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫаврӑнса каймалли ҫул ӑҫта пулассине те палӑртмалла. Ун хыҫҫӑн индустри паркне газ ҫитерӗҫ тата электроэнергипе тивӗҫтерӗҫ. Ку ӗҫсене ҫуркуннесене хатӗрлесе ҫитересшӗн иккен — ҫапларах республикӑраи капиталлӑ ҫурт тӑвӑм управленийӗн директорӗ Владимир Громов шантарнӑ.

Республика правительстви инфраструктурӑна кӑна туса парӗ — ҫурчӗсене предприятисем хӑйсем хӑпартӗҫ. Ӑҫта мӗн туса лартасси пирки каласан вырӑнӗсене те палӑртса хунӑ иккен. Пурӗ 10 лаптӑк уйӑрнӑ. 7 компани ӗҫе пуҫӑнма хатӗр, тепӗр виҫҫӗшӗ аукцион ирттерессе кӗтеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/business/view/64389
 

Экономика

Улатӑрти механика савучӗ 120 ҫул ҫитнине халалласа ӗҫ коллективӗн конференцине ирттернӗ. Кӑҫал предприяти 392 миллион тенкӗлӗх продукци (вӑл, тӗпрен илсен, чукун ҫул предприятийӗсем валли ӑсанать) сутма палӑртнӑ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫакӑ 34,2 процент нумайрах-мӗн. Шел те, цифрӑсене хальхи е танлаштаруллӑ хаксемпе илсе кӑтартни паллӑ мар. Апла-и, капла-и, ӳсӗм куҫкӗрет. Производствӑна аталантарма кӑҫал 33,4 миллион тенкӗ хывнӑ. Ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе те савут ҫине тӑрать-мӗн.

Конференцие хутшӑннӑ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин предприятин тӗп директорне Валерий Вялова хула администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ӗҫ коллективне тата уйрӑм рабочисене те грамотӑсемпе тата Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Рабочисене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов, «Раҫҫей чукун ҫулӗ» обществӑн Чулхулари дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Садовников тата асӑннӑ тытӑмӑн Хусан регионӗн инспекторӗ Сергей Волков та саламланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, [53], 54, 55, 56
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 06

1897
127
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
85
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
85
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
28
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
19
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть