Сывлӑх
![]() Вячеслав Борисов Чӑваш Республиин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов педагогсемпе тата преподавательсемпе кӑшӑлвирусран прививка тӑвассипе профилактика ӗҫне ирттермелли пирки чӗнсе каланӑ. Ун пирки вӑл ӗнер Шупашкар районӗнче ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Вячеслав Борисов палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туманнисем учреждени ӗҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ, лару-тӑру япӑхсан вӗренӳ заведенийӗсене карантина хупма пултараҫҫӗ. Шупашкар районӗнче халӑхӑн 49,8 проценчӗ кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Район пульници ырӑнти ял тӑрӑхсемпе видеоконференцҫыхӑну мелӗпе эрнесерен канашлу ирттереҫҫӗ, лару-тӑрӑва тишкереҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тухтӑрсем 603 грамм таякан ачан пурнӑҫне упраса хӑварма пултарнӑ. Пепке 23-мӗш эрнере ҫуралнӑ. Ача ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫут тӗнчене вӑхӑтран чылай маларах килнӗ. Унӑн организмӗ вар тулашӗнче пурӑнма хатӗр пулман. Ӑна реанимацие куҫарнӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Пӗчӗкскерӗн куҫне операци те тунӑ. Унтан ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Ача унта 1 уйӑх вӑй пухнӑ. Ӑна София ят хунӑ. Вӑл ҫемьере иккӗмӗш ача. Софийӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫурт /ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑскере халӑхра ҫапла калаҫҫӗ/ кӑшӑлвируспа, ОРВИпе чирлӗ пациентсене, ҫӑмӑлланма хатӗрленекен хӗрарӑмсене, йышӑнать. Ҫапла вал пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку таранччен унта ача кӗтекен 3 пин ытла хӗрарӑма сипленӗ /вӗсен ОРВИ паллисем пулнӑ/, 1800 ытла ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 500 ытларахӑшӗн кӑшӑлвирус пулни ҫирӗпленнӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта унта 123 пациент сипленнӗ. Утӑ уйӑхӗнче вара унта ача кӗтекен 91 хӗрарӑм чире пула лекнӗ. Тухтӑрсем ача кӗтекен хӗрарӑмсем кӑшӑлвируспа ытларах чирленине, чир вӗсемшӗн тата варти пепкешӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шӑмӑршӑра 43 ҫулти арҫынна инсульт пулнӑ та вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки часрах Шупашкарти тухтӑрсене пӗлтернӗ. Санитари вертолечӗ пӗр тӑхтамасӑр Шӑмӑршӑ тӑрӑхне вӗҫнӗ. Пациента хулана ҫур сехетре илсе ҫитернӗ. Ҫул ҫинче вал хӑйне чиперех туйнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ, Далер Касимов реаниматолог тата Валерий Ильин анестезист сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ. Хулана тӗттӗмленсен ҫитнӗ. Пульница умне мар, аэропорта анса ларма тивнӗ. Ҫав каҫах ӑна операци тунӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ. Пациент патне санавиаци чӗнсе ӑна Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗренпе 2,5 сехет иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() glas.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарӗҫ. Ҫакӑ чир Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра ытларах сарӑлнипе сӑлтавланнӑ. «Кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен регионти штаб хӑш-пӗр муниципалитетра чарусем пӑхса хӑварма пултарӗ. Халӑх вакцинациленменнине пула чир-чӗрпе асапланакансем сахал мар», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев. Республикӑри виҫӗ районта: Улатӑр хулипе районӗнче, Пӑрачкав районӗнче — лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() lenta.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ 10 ҫын кӑшӑлвируса пула вилет. Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен 1807 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын чирленӗ, 72 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 30050 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27357-шӗ сывалнӑ. Ку 91,03 процентпа танлашать. Паянхи куна илес тӗк, республикӑри стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 886 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Шупашкарти пульницӑсенче пулнӑ. Вӑл ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлӗ ҫынсене епле сипленине тишкернӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирусран килте сипленекенсене тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерессипе йывӑрлӑх пулмалла мар. Препаратсем ҫителӗклӗ. Хӑш-пӗр пульницӑн тӗп врачӗсене министр сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кӑшӑлвирусран амбулатори мелӗпе сиплесси кал-кал пулса пымалли пирки хытарсах каланӑ. Инстаграмри асӑннӑ поста вуланисем эмелсене тӳлевсӗр памаҫҫӗ тесе ӑмӑртмалла тенӗ пек комментарисем ҫырнӑ. Ун пеккисене ведомство хӑш пульницӑра ҫавӑн пек пулнине кӑтартма сӗнсе хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() news.obozrevatel.com сайтри сӑн Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 10 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен 1787 ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫак чире пула татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 29897 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27222-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 71 ҫын чире парӑнтарнӑ. 77 ҫын вара чирленине палӑртнӑ. Паянхи куна илес тӗк, Чӑваш Енре стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 888 пациент сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Муркаш районӗнчи темиҫе ял медицина пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнӑ. Мӑн Хураҫка ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ хут ҫинче пур иккен те, анчах юсама хупнӑранпа ӑна тек уҫман-мӗн. Яла куҫса ҫӳрекен ФАП юнкунсеререн терапевтпа яла килсе каять. Инфекципе чирлисене Шупашкара илсе каяҫҫӗ. Вырӑнти пульницӑри стационарта пӗр уйӑх ҫурӑ ӗнтӗ урай ҫӑвакансем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Неврологпа терапевт отпускра. «Ҫынсене килте сипленме хистеҫҫӗ. Ҫавна пула шала кайнӑ чирсем. Манӑн ӗҫтешӗм Александр Андреев Чӑваш Ен прокурорӗнчен пулӑшу ыйтрӗ», – тесе хыпарланӑ РФ Патшалӑх Думинчи Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн пуҫлӑхӗн канашҫи Ирина Филатова Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() news.obozrevatel.com сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланма тытӑннӑччӗ. Юлашки икӗ кунра каллех кӑрлач уйӑхӗнчи кӑтартусем пулнӑ: ӗнер 79 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 29742 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27084-шӗ сывалнӑ. Ку 91,1 процентпа танлашать. Шел те, инфекци 1769 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 8 ҫын вилнине палӑртнӑ, 75 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 893 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |