Персона
![]() Мӑшӑрӗпе Нина Вагапова педагог-хореографпа. sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Арслан Вагапов хореографӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ. «Вечер, посвященный 85-летию А.С. Вагапова. В мире танца» (чӑв. А.С. Вагаповӑн 85 ҫулхине халалланӑ каҫ. Ташӑ тӗнчинче) ят панӑ ӑна. Арслан Степанович балетмейстер тата педагог 1937 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Узбекистанри Фергана хулинче ҫуралнӑ. Ачалӑх ҫулӗсем унӑн Урал тӑрӑхӗнче иртнӗ. 1966 ҫулта Питӗрте балетмейстера вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Тутарстанра, Коми Республикинче тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Англи тата Польша ҫӗршывӗсенче вырӑс ташшин ӑсталӑхне вӗрентнӗ. 1973–1975 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл халӗ те лара-тӑра пӗлмест, артистсемпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш журналистикин тата педагогикин ветеранӗ, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Карягин пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫавна халалласа унӑн вӗренекенӗсем, пӗрле ӗҫленисем, ентешӗсемпе тӑванӗсем астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннӑ. Сергей Карягин Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «1976-мӗш ҫултан 2002-мӗш ҫулччен Сергей Карягин «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра корреспондент, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлне тарӑннӑн ҫутатса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Енри «Астӑвӑм» кӗнекене тата "Патӑрьел районӗн энциклопедине" кӑларас тата пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа «Чӑваш Республики умӗнчи» тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Кунта сӑмах «Русская песня» Мускаври патшалӑх академи театрӗн илемлӗх ертӳҫи тата директорӗ Надежда Бабкина пирки пырать. Надежда Бабкина кӑҫал «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект сӑнӗ пулса тӑнӑччӗ. Проекта пирӗн республика пуҫарса янӑччӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче юрӑҫ пирӗн республикӑри 10 муниципалитетра «Песни России» марафон ирттернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Персона
2022 ҫул — Чӑваш Республикинчи мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ
Республикӑра мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пынӑ май, шкулта вӗренекенсем те паллӑ ҫынсем ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ мӑнукӑм та акӑ «Нарспи» поэма авторӗн Константин Васильевич Ивановӑн кун-ҫулӗпе интересленме тытӑннӑ, ҫуллахи каникул кунӗсенче класӗпех чаплӑ поэт ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ялне кайса курма шутлаҫҫӗ. — Пирӗн Шӑмӑршӑ ялӗнче те ҫӗр-шывӗпех палӑрнӑ Иванов ҫуралнӑ, — терӗм мӑнукӑма. — Иван Филиппович Иванов. Шел, ун ҫинчен ентешсем пӗлсех каймаҫҫӗ. Наукӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ хӑш-пӗр ӗҫӗ халӗ те патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланать. Иван Ивановӑн кун-ҫулӗпе эпӗ хӗрӗх ҫул каяллах интересленме пуҫланӑччӗ. Шӑмӑршӑри Илпек урамӗнче пурӑннӑ Илья Васильевич Муллин пенсионер мана Иван Филиппович пирӗн районтан тухнӑ пӗрремӗш профессор пулнӑ тесе пӗлтернӗччӗ. Эпӗ унпа малтанласа килӗшмерӗм: пӗрремӗш профессор Тури Чаткасра ҫуралса ӳснӗ Семен Федорович Сайкин тесе шутлаттӑмӑр вӗт-ха! Ҫук иккен: Сайкин доктор диссертацине 1965 ҫулта хӳтӗленӗ пулсан, Иванов унран 29 ҫул маларах — 1936 ҫултах — биологи наукисен докторӗ пулса тӑнӑ. |
Персона
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫинче Пермь тӑрӑхӗнчи Андрей Попов тимлеме пуҫлани ҫинчен те, халӗ ку должноҫре ӗҫлеме килӗшекен ҫынна суйламалли конкурс иртесси пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарласах тӑчӗ. Анчах эпир пӗр хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр иккен. Нумаях пулмасть Андрей Попов пирки ҫӑхав шӑрҫалакансем тупӑннӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Андрей Поповӑн ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар тӑрӑшнӑ опыт пулман, апла тӑк ӑна директор пуканне шанса пама май килмен. Прокуратура ҫӑхава республикӑн Правительство ҫуртне ярса панӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫав ҫӑхав хыҫҫӑн республикӑн Культура министерстви театр валли ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫине суйласси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Хусанти культура институчӗ чӑваш артистки ҫинчен фильм ӳкерет. «Деятели культуры Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем) проект ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫне чӑваш артисткинчен пуҫлас тенӗ. Ҫапла вара фильмӑн пӗрремӗш серийӗ чӑваш халӑх артистки, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ Алевтина Сергеева-Зинкина ҫинчен пулӗ. Фильм артисткӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе, студентсене вӑл академи вокалне вӗрентнипе тата ытти кӑсӑклӑ самантпа паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш чунӗллӗ хастарсене канашсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Лидия Филиппова архивӗнчи видеовӗнчен илнӗ скриншот Канаш районӗнчи тата тепӗр шкулта Ҫеҫпӗл Мишшин парттине уҫнӑ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ун пек парттӑна вилӗмсӗр поэт-трибун ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл ялӗнчи шкулта уҫнӑччӗ. Хальхи вара — асӑннӑ тӑрӑхри Шӑхасанта. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 123 ҫул ҫитрӗ. Вилӗмсӗр ентешне вӑл тӑрӑхри хастарсем асра тытаҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, парттӑна уҫас тесе «Канашсем» ентешлӗх ертӳҫи Юрий Тарасов тата Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ ҫине тӑнӑ. Поэт ҫуралнӑ кун, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн асӑннӑ пӗрлӗхсен хастарӗсем (видеора эпир Лидия Филиппова тата Анатолий Кипеч калем ӑстисене уйӑрса илтӗмӗр) Канаш районне тухса кайнӑ. Вӗсем Канаш районӗнчи библиотекӑра тата Шӑхасанта иртнӗ мероприятисене хутшӑннӑ. Унта ачасем те, аслисем те йышлӑн хутшӑннӑ. Шӑхасанти шкулта Ҫеҫпӗл парттине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ырӑ хыпара эпир Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт «Пӗр класрисем» страницӑра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артисчӗ Пётр Садовников 50 ҫул тултарнӑ. Пулас артист 1972 ҫулта Етӗрне районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчи (институтӗнчи) чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мускавран таврӑнсанах вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗҫтешӗсем тата театр ӳнерне ӑнланакансем Пётр Садовникова нумай енлӗ пултаруллӑ актёр тесе хаклаҫҫӗ. Артист, чӑн та, нумай роль калӑпланӑ. Ҫав шутра — тӗп сӑнарсене те, сцена ҫине самантлӑха тухаканнисене те; драмӑллисенче те вылянӑ, камитсенче те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш наци конгресӗн "Контактри" сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Василий Артемьев 75 ҫул тултарнӑ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Василий Артемьевич – философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм тӗнчери информатизаци академийӗн пайташӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Кириллов архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть «Вера Голубева» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Геннадий Кириллов. Кӗнекере РСФСР тава тивӗҫлӗ артисткин Вера Голубеван (1928-2020) кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑларӑма артистка ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнекере артистӑн аса илӗвӗсене, дневника ҫырса пынисене, ҫырусемпе сӑнӳкерчӗксене, пьесӑсене куҫарнисене, вӑл уйрӑмах ӑнӑҫлӑ вылянӑ рольсене кӑтартса хӑварнине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |