Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри студентсен отрячӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн 100 пайташӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Краснодар тӑрӑхне тата Крым Республикине ӗҫлеме тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем ача-пӑчан сывлӑх уйлӑхӗсенче ӗҫлӗҫ. «Лето-Non-Snop» студентсен педагогика отрячӗсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн «Чердак» (чӑв. Чартак), Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Солнечный ветер» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫил), Шупашкарти технологипе апатлану техникумӗн студентсен «Тутти-фрутти» тата «Чечек» сервис отрячӗсем Краснодар тӑрӑхне тухса кайнӑ. ЧППУн «Maximum», ЧПУн «ЧуГУнОк», «Пегас», Шупашкарти кооператив техникумӗн «Апельсин» отрячӗсем Крыма ҫул тытнӑ. Уйлӑха каякансем Вожатӑй ӑсталӑхӗн шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, экзамен тытнӑ. Вӗсене професси ӑсталӑхне ӗнентерекен свидетельствӑсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкартан Турцири Антальйӑна вӗҫсе кайнӑ самолет вырӑна тӳрех ҫитеймен. Унта инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 4 сехет те 45 минутра самолета ларнӑ арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ҫавӑнпа «тимӗр кайӑкӑн» Хусанта васкавлӑн анса ларма тивнӗ. 62 ҫулти арҫын чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Самолет сывлӑша вӗҫсе хӑпарсан унӑн юн пусӑмӗ тӑрук аннӑ, вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Самолета ҫӗр ҫине лартсан вӑл тӑна кӗнӗ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа ҫийӗнчех Хусанти пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Эрбина Никитина Потребкооперацин вӗренӳ организацийӗсен ассоциацийӗ «Есть что сказать» (чӑв. Каламалли пурах) информаци материалӗсен, сюжетсен тата цифра пуҫарӑвӗсен конкурсне ирттернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне потребкооперацин вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакан студентсем тата ҫамрӑк преподавательсем хутшӑннӑ. Конкурса массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, интернет-кӑларӑмӗсенче, «Российская кооперация» хаҫатра тата вӗренӳ заведенийӗсен сайчӗсенче пичетленнӗ материалсене йышӑннӑ. «Крутой текст» (чӑв. Чӑнкӑ текст) номинацире Шупашкарти коопераци институчӗн редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина тата студентсен ушкӑнӗ «Делая человека вполне человеком» (чӑв. Ҫынна ҫын пек туса) ӗҫпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «Видеосюжет» номинацире Шупашкарти коопераци техникумӗн колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анит Гамбарян сюжечӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей банкӗ Футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне халалласа укҫа кӑларнӑ. Вӑл — полимертан. Банкнота номиналӗ – 100 тенкӗ. Тираж 20 миллиона яхӑн экземпляр тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ укҫа кӑвакрах симӗс тӗслӗ. Укҫан пиччен енче пултаруллӑ вратарьсем пек пулма ӗмӗтленекен арҫын ача. Тӳнтер енче — ҫӗр чӑмӑрӗ евӗр футбол мечӗкӗ. Ун ҫинче Раҫҫей картти курӑнать. Футбола юратакансене Раҫҫей ялавӗн тӗсӗпе сӑнланӑ тата тӗнче чемпионачӗ иртекен хуласене асӑнса кайнӑ. Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Мускав, Питӗр, Калининград, Волгоград, Хусан, Чулхула, Самар, Саранск, Дон ҫинчи Ростов, Екатеринбург тата Сочи хулисенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра ачалӑх тапхӑрне тӑсма пултарӗҫ. Халӗ ку вӑхӑт 21 ҫулччен шутланать, малашне ҫак вӑхӑта 30-а ҫитересси пирки сӑмах тухнӑ. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен хыпарӗсем) ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, ачалӑх тапхӑрне вӑрӑмлатас пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ачалӑх тапхӑрне вӑрӑмлатас юхӑм тӗнчипех сисӗнет. Сӑмах май, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин пуҫламӑшӗнче ачалӑх вӑхӑчӗ пирӗн патра 14-ччен пулнӑ, 60-мӗш ҫулсенче — 16-ччен, халӗ — 21-ччен. Ӳлӗмрен ҫак вӑхӑта 25—30 ҫулпа танлаштарас сӑмах-юмах пур. «Ҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмлӑнтӑр тесен вӗсен сывлӑхӗшӗн ҫуралсанах тӑрӑшма тытӑнмаллӑ», — тенӗ Вероника Скворцова министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Александр Григорьев Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ Александр Григорьева Мари Эла куҫарнӑ. Александр Григорьев юлашки вӑхӑтра прокурор ҫумӗ пулса тимленӗччӗ. Кӳршӗллӗ регионта та вӑл ҫавӑн пек должноҫ йышӑнӗ. Чӑваш Енри прокуратура ҫыннине, юстицин аслӑ канашҫине, Мари Эла куҫарма Раҫҫейӗн генпрокурорӗ ӗнер йышӑннӑ. Александр Григорьев 1964 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. 1987 ҫулта Пермьри патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тепӗр ҫулхине ӑна Сӗнтӗрвӑрри район прокуратурине стажер пулса ӗҫе йышӑннӑ. Кӗҫех унта вӑл тӗпчевҫӗре тӑрӑшма пуҫланӑ. 1991 ҫултанпа вӑл республика прокуратурин тытӑмӗнче тӗрлӗ должноҫре тимленӗ, Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 33 ҫулти арҫынна полицейскисем 2 ҫул шыранӑ. Ӑна, ултав ӗҫӗпе аппаланнӑскере, тӗнче шайӗнчи шырава та панӑ. Мӗнле хӑрушӑ ӗҫ тунӑ-ха ҫак арҫын? Владимир облаҫӗн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсенчен 37 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ. Хайхискер 2013-2016 ҫулсенче ҫынсен шанчӑкне кӗрсе «услама аталантармашкӑн» кивҫен илнӗ. Парӑм самаях – 37 миллион тенкӗ – пухӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна парса татма шухӑшламан та – полицирен тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ, кайран – тӗнче шайӗнчи шырава. Ҫын йӗп мар-ҫке, тӑрук ниҫта та ҫухалаймасть. Арҫын ӑҫта пытанса пурӑннӑ тетӗр-и? Владимир облаҫӗнчи Никологорти чиркӳре. Халӗ унти полицейскисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра арҫынна Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян 16 сехетре федераци каналӗпе Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемье пирки кӑтартӗҫ. «Мужское\Женское» кӑларӑмӑн официаллӑ ушкӑнӗнче кун пирки анонс панӑ. Хальхинче кӑларӑмра Мария Падиаровӑн ҫемьйи пирки калаҫӗҫ. Палӑртмалла: хӗрарӑм 2012 ҫулта «Раҫҫей миссисӗ» конкурс финалне лекнӗ. Вӑл 13 ачана воспитани парать: 9-шӗ хӑйӗн, 4-шӗ опекӑна илнисем. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Мария 16-ри Даринӑна тата унӑн 14 ҫулти шӑллӗне Даниила каялла ача ҫуртне парасси пирки пӗлтернӗ, анчах хӗрарӑм кайран куншӑн ӳкӗннӗ. Кая юлнӑ: опека органӗсем Даньӑна илсе кайнӑ, кӗҫех Дарина патне килӗҫ, ӑна урӑх ҫемьене парӗҫ. Унччен ҫак кӑларӑмра Марийӑпа опекӑна илнӗ ачасен хушшинчи хутшӑну пирки калаҫнӑ. Ун чухне хӗрарӑм куҫҫульеннӗ. Халӗ хӗрарӑм ҫемйери лару-тӑру лайӑхланнине ӗнентересшӗн. Кӑларӑма пушӑн 7-мӗшӗнче ӳкернӗ. Халӑх тетелӗнче Дарина акӑ мӗн ҫырнӑ: хӗр амӑшӗпех килте пурӑнать, унтан ниҫта та каясшӑн мар. Опека органӗсем вара хӑратаҫҫӗ имӗш. «Мана ку кӑларӑм хама ӑнланма пулӑшрӗ, халӗ эпӗ урӑхла. Халӗ ӑнланатӑп: анне маншӑн пӑшӑрханнӑ, эпӗ вара ҫакна хӑнӑхман, мӗншӗн тесен эпӗ тӑван аннепе кукамая кирлӗ пулман», - ҫырнӑ Дарина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Шупашкарта пурӑнакан 93 ҫулти Юрий Петров Мусквари парада хутшӑннӑ. Шурсухала ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамри тӗп трибуна ҫинчен уяв мероприятийӗсене сӑнама май килнӗ. «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври 8 ветерана темле ыр кӑмӑллӑх организацийӗ Мускава чӗннӗ. Анчах унта ҫитсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: ватӑсем валли йыхрав хучӗ ҫук-мӗн. Ресторанта апатлантарма шантарнӑ-ха. Анчах ватӑ ҫын апат ҫиессишӗнех Мускава кайманни паллӑ ӗнтӗ. Пӑтӑрмах пирки вӑрҫӑ ветеранӗн мӑнукӗ Мария Тишина халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакна Мускав мэрӗ Сергей Собянин асӑрханӑ, ыйтӑва татса пама шантарнӑ. Ыр кӑмӑллӑх организацийӗ урлӑ кайнӑ ветерансем ҫапла вара Мускаври парада лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Калининград облаҫӗнче Балти флочӗн матросӗпе пӗлӗшӗ судра явап тытнӑ. Вӗсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫар карапӗ ҫинчен ҫур тонна ытла топливо вӑрлама тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Ҫак хура ӗҫе пурнӑҫлама матроса пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Анчах иккӗшӗн те, Иван Пуховский аслӑ матросӑн тата унӑн пӗлӗшӗн Валентин Шкалевӑн, суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене преступлени вырӑнӗнче полицейскисем тытса чарнӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак ҫамрӑк арҫынсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» тральщик базинчен 590 килограмм топливо вӑрлама тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 17 пин те 760 тенкӗлӗх. Балти гарнизон ҫар сучӗ Пуховские – 30 пин тенкӗлӗх, Шкалева 27 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Сӑмах май, БТ-212 тральщике «Ҫӗнӗ Шупашкар» ята пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |