Раҫҫейре
![]() Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Telegram мессенджера блокировка тӑвассине хирӗҫ ҫынсем митинга тухнӑ. Акци йӗркелӳҫисем унта 5 пине яхӑн ҫын хутшӑнассине пӗлтернӗ, митинга вара 10 пине яхӑн ҫын ҫитнӗ. Мессенджера шухӑшласа кӑлараканӗ – Павел Дуров. «Пин-пин ҫамрӑк тата малашлӑха шанакан ҫын халӗ тӗнче тетелӗ ирӗклӗхне хӳтӗлесе Мускавра акцие тухнӑ. Пин-пин ҫын митинга утать. Эпӗ ҫак ҫынсемпе пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Сирӗн вӑй-хал тӗнчене улӑштарать, - ҫырнӑ Павел Дуров «Контактра» халӑх тетелӗнче. Акцие хутшӑннисем тӳпенелле хутран ӑсталанӑ самолетсем вӗҫтернӗ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври Таганка район сучӗ Роскомнадзор ҫак мессенджера хупма ыйтнине тивӗҫтернӗ. Кӗҫех ҫыхӑну операторӗсем ӑна блокировка тума тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре ҫу уйӑхӗнче ҫӗнӗ саккунсем вӑя кӗрӗҫ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫленӗшӗн тӳлемелли чи сахал виҫе (МРОТ) ӳсӗ. Вӑл 11 пин те 163 тенкӗпе танлашӗ (халӗ – 9489 тенкӗ). Курорт тӳлевӗ вая кӗрӗ. Алтай крайне, Краснодар крайне тата Ставрополь крайне кайма шут тытнӑ туристсенчен талӑкра пӗр ҫынран 50 тенкӗ пухӗҫ. Ҫитес ҫул ку виҫе 100 тенкӗпе танлашӗ. Малашне клиент валюта операцийӗ ирттернӗ чухне банксен хирӗҫлеме май паракан сӑлтавсем нумайланӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен банксем Раҫҫей саккунӗсене пӑхӑнмасӑр ӗҫлекен лотерея, казино йӗркелӳҫисен счечӗ ҫине укҫа куҫарма ирӗк пулмӗ. Ҫавӑн пекех ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне пула хӑрушсӑрлӑх мерисем вӑйланӗҫ. Ку Волгоград, Свердловск, Калининград, Чулхула, Ростов, Самар облаҫӗсене, Мӑкшӑ Республикине, Мускава, Питӗре, Хусана тата Сочие пырса тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» (чӑв. Мода приговорӗ) телекӑларӑмра ӗнер Шупашкар хӗрарӑмӗ Елена-Мирослава Иванова пулчӗ. 38 ҫултискер 157 сантиметр тӑршшӗ, 48-мӗш виҫеллӗ ҫипуҫ тӑхӑнать, 70 килограмм таять. Виҫӗ ывӑл амӑшӗ Мускаври пиццеринче пуҫлӑх ҫумӗнче ӗҫлет. Ҫӗршывӑн тӗп хулине вӑл виҫӗ ҫул каялла тухса кайнӑ. Хӗрарӑм унччен 15 ҫул усал упӑшкине чӑтса пурӑннӑ. Лешӗ пуян пулнӑ, анчах арӑмне хӗнеме юратнӑ-мӗн. 10 ҫултан Елена-Мирослава унпа пурнӑҫ пулмассине ӑнланса илнӗ, ҫапах та тепӗр 5 ҫул тӳснӗ. Хӗрарӑмӑн амӑшӗ Светлана Федосеева каланӑ тӑрӑх, кӗске юбкӑсене унӑн хӗрӗ яланах килӗштернӗ, халӗ те ҫав йӑлана пӑрахаймасть. Стилистсем виҫӗ ача амӑшне ҫулне кура тата модӑпа килӗшӳллӗн тумлантарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей МЧСӗ суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн малтанлӑха пӗтӗмлетӳ тунӑ. Шел те, Чӑваш Енри ҫакнашкал центрсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх нумай тупса палӑртнӑ. Ҫавна май пирӗн регион ку енӗпе япӑххисен йышне лекнӗ. РФ МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем Пушкӑртстанра, Удмурт, Чӑваш республикисенче, Краснодар крайӗнче, Брянск, Владимир, Калуга, Кострома, Мурманск облаҫӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче нумай пулнӑ. Пӗтӗмпе пирӗн ҫӗршывра 40 суту-илӳ центрӗн ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Аса илтерер: Кемӗрти пушар хыҫҫӑн МЧС тата прокуратура 10 пин ытла суту-илӳ центрне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен ҫурринче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Роскачество Раҫҫейри аккредитациленӗ чи лайӑх ултӑ сӑнав центрӗнче, ҫав шутра Роспотребнадзорпа Росстандарт лабораторийӗсем, ҫӑкӑр тӗрӗсленӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче Киров, Чулхула, Ӗрнепур, Пенза, Самара, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Пушкӑрт, Мӑкшӑ, Тутар, Удмурт, Чӑваш республикисенчи, Пермь крайӗнчи суту-илӳ маркӑллӑ 33 батон тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн, 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тата «Петровский» ҫӑкӑр савучӗн батонӗсене пахаланӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче пӗҫерекен батона пысӑк пахалӑхлӑ тавар тесе йышӑннӑ. Тепӗр икӗ савутӑн батонӗсене те экспертсем пахалӑхлӑ тата хӑрушсӑр тавар тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре, ют ҫӗрышвсенче Telegram мессенджер чӑхӑмлама пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Халӗ Шупашкарти хӑш-пӗр провайдер мессенджер ӗҫне чарма пуҫланӑ. «Чебнет», «Мегафон» тата МТС провайдерсем telegram.org тата t.me сайтсене хупланӑ. «Билайнран» ку сайтсем уҫӑлаҫҫӗ-ха. Telegram хальлӗхе штатлӑ режимра ӗҫлет. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври суд мессенджера Раҫҫейре ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Мӑнкун ыркӑмӑллӑх марафонӗ иртет. Вӑл «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшать. Марафон иртнӗ вӑхӑтра Юрия Славянская тата артистсен ҫемйи Антонпа Виктория Макарскисем чӗрӗ сасӑпа юрласа концерт лартӗҫ. Ҫавӑн пекех сусӑр ачасем, ваттисем патне кайма палӑртнӑ. Мари тата Чӑваш республикисенчи православи ҫамрӑкӗсемпе, нимеҫӗсемпе тӗл пулӗҫ. Юлия Славянская Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисенче пулӗ. Антонпа Виктория Макарскисем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти икӗ канмалли вырӑн хӑтлӑ вырӑнсен федераци реестрне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерне. Реестра Раҫҫейри хуласенчи 125 канмалли вырӑн кӗнӗ. Вӗсен йышӗнчен иккӗшӗ – Чӑваш Енри. Мускав ҫыран хӗрри тата Константин Иванов скверӗ хӑтлӑх кӗртес енӗпе Раҫҫейре палӑрнӑ. Ку архитекторсен тивӗҫӗ. Вӗсем хӑ йсен пултарулӑхне ҫак шайра кӑтартса Шупашкара юратнине палӑртнӑ. Кунта Шупашкар ҫыннисен тӳпи те пур. Вӗсем хулари чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ чухне айккинче юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Росприроднадзорӑн Юграри управленийӗн ертӳҫин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Чӑваш Енри ҫынна шаннӑ. Федераци шайӗнчи надзор органӗн Ханты-Мансийск тӑрӑхӗнчи пуҫлӑхӗн тилхепине вӑхӑтлӑха тыттарнӑ этем Улатӑрта ҫуралнӑ. Вӑл — 50 ҫулти Вадим Скворцов. Ҫӗнӗ должноҫ тивӗҫиччен Вадим Скворцов ҫак управлени ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ. Вадим Скворцов 1985—2000 ҫулсенче РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ. Кайран тепӗр тӑхӑр ҫул Раҫҫейӗн патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче тӑрӑшнӑ. Унтан Улатӑр ҫынни тӳре-шара пулса тимлеме пуҫланӑ. Вадим Скворцов 1990 ҫулта Краснодарти ҫар училищине вӗренсе пӗтернӗ, 1999 ҫулта — Стратеги тӗллевӗллӗ ракета ҫарӗсен ҫар академине. 2015 ҫулта ӑна РФ патшалӑхӑн граждан службин иккӗмӗш класлӑ советникӗ чинӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Анатолий Аксаков Инстаграма лартнӑ сӑн ӳкерчӗк. Мӑнкун валли Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн республикӑна илсе килнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта кӑҫал та, пӗлтӗрхиллех, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи Анатолий Аксаков кайма пултарассине хыпарланӑччӗ. Чӑаш халӑх сайчӗ йӑнӑшман иккен. Паян ирпе Анатолий Аксаков Инстаграмра сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. «Внуково» аэропотра, Израиле вӗҫсе каяс умӗн. Семёнов Сергей Палыч Сӑваплӑ ҫулӑм патне пуҫласа каять», — ҫырса хунӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ. Аса илтерер, Анатолий Аксаков — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов та асӑннӑ партире тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |