Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
zasekin.ru сайтри сӑн
zasekin.ru сайтри сӑн

Республикӑра Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнине палӑртнӑ. Юлашки талӑкра ав 112 ҫын инфекциленнӗ. Унччен ку кӑтарту 100-тен пӗчӗкрех е кӑшт пысӑкрах пулкаланӑччӗ.

Паянхи кун тӗлне республикӑри 18067 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 16243-шӗ сывалнӑ. Вилекенсем 700-тен иртнӗ – 712 ҫын. Юлашки талӑкра 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сывалакасем 89-ӑн пулнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗнче 1184 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1112 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Элтеперӗ кӑшӑлвирусран хӑҫан прививка тӑвассине пӗлтернӗ. Олег Николаев прививкӑна паян тесен паян тутарма хатӗррине ӗнентернӗ, анчах вакцинаци витӗр тухас текенсем республикӑра йышлӑран черет вӑрӑм имӗш. Кунсӑр Элтеперӗн ӗҫ нумай, унта-кунта тухса кӗме палӑртнӑ.

«Прививка хыҫҫӑн врачсен тӗрӗслесе тӑмалла. Вакцинациччен тухтӑрсен тӗрӗслемелле», — тенӗ республика ертӳҫи. Ун валли вӑхӑт кирлине палӑртнӑ.

Олег Николаев привикӑна нарӑс уйӑхӗнче тутарма палӑртнӑ иккен. Ун чухне Элтеперӗн командировкӑсем вӗҫленӗҫ.

 

Сывлӑх
rv-ryazan.ru сайтри сӑн
rv-ryazan.ru сайтри сӑн

Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула 702 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 12 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ.

Паянхи кун тӗлне 17955 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16154-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын чире парӑнтарнӑ, 109 ҫын кӑшӑлвирус ҫаклатнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальлӗхе хӗрлӗ зонӑри тухтӑрсене, вӑраха кайнӑ чирпе нушаланакансене прививка тӑваҫҫӗ. Кӗҫех массӑллӑ вакцинаци пуҫланмалла.

 

Сывлӑх
eva.ru сайтри сӑн
eva.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра республикӑра тепӗр 13 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа кун пекки пулманччӗ-ха. Пӗр талӑкра 10, 11, 12 ҫын вилнӗччӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче кӑшӑлвирус 162 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Ку таранччен каварлӑ вируса пула 690 ҫын вӑхӑтсӑр вилнӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 17846 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16076-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 105 ҫын вирус ҫаклатнине палӑртнӑ. 73 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ.

Сӑмах май, Чр сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра койкӑсен 33 проценчӗ пушӑ.

 

Сывлӑх
 rv-ryazan.ru сайтри сӑн
rv-ryazan.ru сайтри сӑн

Паян республикӑра 10, 11 пациент мар пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхинче 12-шӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки федераци инормаци центрӗ пӗлтерет.

Вилнисен йышӗ халӗ 677 ҫынна ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне 17741 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16003-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 101 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 78 пациент сывалнине палӑртнӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 149 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче икӗ эрнере вара 97 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку, хальхипе танлаштарсан, 1,5 хут сахалрах. Хальхи вӑхӑтра 1061 пациента тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсен кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ.

 

Сывлӑх

Ҫак кунсенче ҫынсем урамра шӑнса пӑсӑлнӑ тӗслӗхсем йышланнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем ӳсӗр пулнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинисен сакӑр ҫын патне ҫитме тивнӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнче 79 ҫулти арҫын картишне тухсан ӳкнӗ те тӑрайман. Икӗ сехет выртнӑ вӑл. Кайран ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Канаш районӗнчи 62 ҫулти хӗрарӑм кил хушшине тухсан пуҫ ҫаврӑннипе ӳкнӗ. Ҫитменнине вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сивӗре 4 сехет выртнӑ. Унӑн ал сыппине тӑм илнӗ. Канаш хулинче 29 ҫулти арҫын пушмак тӑхӑнмасӑрах ӳсӗр пуҫпа урам тӑрӑх утнӑ.

Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем – 29-89 ҫулти ҫынсем.

 

Сывлӑх

Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ваттисем тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче пиротехникӑна пула шар куракансем кашни ҫулах тупӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах.

Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӳрнине тата ал сыппине ыраттарнӑ. Инкек петарда чӗртме хӑтланнӑ чух пулса иртнӗ. Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ӗҫрен таврӑннӑ чух шар курнӑ. Ун тӗлне петарда сирпӗнсе ӳкнӗ. Хӗрарӑм ик урине те пӗҫертсе янӑ.

Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Улатӑрта 9 ҫулти ача аллинче петарда ҫурӑлса кайсан сулахай алли аманнӑ. Ҫав кунах Сӗнтӗрвӑрри хулинче 13-ри арҫын ача петардӑпа куҫне пӗҫертсе янӑ.

 

Сывлӑх
interior.ru сайтри
interior.ru сайтри

Паянхи кун тӗлне каллех тепӗр 11 пациент кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен республикӑра 665 ҫын ҫак каварлӑ вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач пуҫланнӑранпа 137 пациент чире парӑнтарайман.

Паянхи кун тӗлне 17640 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15925-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 95 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 78 ҫын пулнӑ.

Палӑртмалла: ҫак кунсенче кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр дози Чӑваш Ене килнӗ. Хальхинче 2 пин доза кӳрсе килнӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула вилекенсен шучӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран икӗ хут пысӑкрах. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 10-мӗш тӗлне пирӗн ҫӗршывра 100 пин ҫын пуҫне вилеслӗх 42,13 пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра ку кӑтарту — 51,97.

Чирлекенсенчен миҫе ҫын вилнине илсен, пирӗн тӑрӑхра ку цифра 3,65-пе танлашать, Раҫҫейре — 1,80.

Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра каллех тепӗр 10 ҫын вилнӗ. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа усал чир Чӑваш Енри 643 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, официаллӑ статистикӑна ӗненсен.

 

Сывлӑх
vedomosti.ru сайтри сӑн
vedomosti.ru сайтри сӑн

Ӗнер 10 пулнӑ, паян, паллах, 11. Кӑшӑлвирусран тепӗр ҫакӑн чухлӗ ҫын вилнӗ. Статистика юлашки вӑхӑтра пӗр пекех пырать: 10, 11, 10, 11…

Республикӑра кашалвирусран вилнисен йышӗ 633 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 17364 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 15694-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 89 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 78 ҫынна пульницӑран киле янӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ. Чи малтанах ӑна хӗрлӗ зонӑра ӗҫлекен тухтӑрсене, вӑраха кайнӑ чирпе аптӑракансене тӑваҫҫӗ. Кӑҫал массӑллӑ вакцинаци пуҫланассине пӗлтернӗччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, [69], 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, ...173
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та