Сывлӑх
![]() interior.ru сайтри Паянхи кун тӗлне каллех тепӗр 11 пациент кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен республикӑра 665 ҫын ҫак каварлӑ вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач пуҫланнӑранпа 137 пациент чире парӑнтарайман. Паянхи кун тӗлне 17640 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15925-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 95 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 78 ҫын пулнӑ. Палӑртмалла: ҫак кунсенче кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр дози Чӑваш Ене килнӗ. Хальхинче 2 пин доза кӳрсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула вилекенсен шучӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран икӗ хут пысӑкрах. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 10-мӗш тӗлне пирӗн ҫӗршывра 100 пин ҫын пуҫне вилеслӗх 42,13 пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра ку кӑтарту — 51,97. Чирлекенсенчен миҫе ҫын вилнине илсен, пирӗн тӑрӑхра ку цифра 3,65-пе танлашать, Раҫҫейре — 1,80. Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра каллех тепӗр 10 ҫын вилнӗ. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа усал чир Чӑваш Енри 643 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, официаллӑ статистикӑна ӗненсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vedomosti.ru сайтри сӑн Ӗнер 10 пулнӑ, паян, паллах, 11. Кӑшӑлвирусран тепӗр ҫакӑн чухлӗ ҫын вилнӗ. Статистика юлашки вӑхӑтра пӗр пекех пырать: 10, 11, 10, 11… Республикӑра кашалвирусран вилнисен йышӗ 633 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 17364 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 15694-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 89 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 78 ҫынна пульницӑран киле янӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ. Чи малтанах ӑна хӗрлӗ зонӑра ӗҫлекен тухтӑрсене, вӑраха кайнӑ чирпе аптӑракансене тӑваҫҫӗ. Кӑҫал массӑллӑ вакцинаци пуҫланассине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() russian.cgtn.com сайтри сӑн Ӗнер республикӑра кӑшӑлвирусран 11 ҫын вилнӗ тӗк паян миҫе ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пуҫ ватма та кирлӗ мар – 10-шӗн. Мӗншӗн тесен юлашки эрнесенче вируса пула вилекенсен йышӗ ялан пер пек: 10, 11, 10, 11, 10, 11… Юлашки талӑкра 90 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 88 ҫын пулнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енре 17275 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15616-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирус 622 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Раҫҫейре юлашки талӑкра 23309 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pulmonologi.ru сайтри сӑн Пӗр кун 10, тепӗр кун 11, кайран каллех 10, унтан 11… Кӑшӑлвирус статистики вилнисен шутне юлашки вӑхӑтра ҫапла кӑтартать. Ӗнер 10 ҫын вилнӗччӗ, паян – 11. Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе республикӑра кашни кунах вирусран 10-11 ҫын вилет. Паянхи кун тӗлне 17185 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15528-шӗ сывалнӑ. Вилнисен йышӗ 612 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 95 ҫын инфекциленнӗ, 122 ҫын сывалнӑ. Кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1045 ҫын сипленет. Унсӑр пуҫне ӳпке шыҫҫипе аптӑракансем нумаййӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() nypost.com сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра 93 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Юлашки кунсенче чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать. Анчах вилекенсем кашни кунах пур. Паян тепӗр 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнине палӑртнӑ. Ку таранччен пӗтӗмпе 601 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ. Паяхи кун тӗлне Чӑваш Енре 17090 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15406-шӗ сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑрлач уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Раштав уйӑхӗнче пӗр эрнере 47 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулсан 2021 ҫулӑн пӗрремӗш эрнинче – 73 ҫыннӑн. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ лартнӑ 1086 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() businessman.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра 92 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кунашкалли, 100 ҫынран сахалрах чирлени, тахҫантанпах пулман. Паянхи кун тӗлне 16997 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15321-шӗ сывалнӑ. Шел те, каварлӑ вируса пула вилекенсем пулнӑ. Хальхинче 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Республикӑра ку таранччен 591 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1085 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ӳпке шыҫҫипе аптӑракансем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ptzgovorit.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа инфекциленнисен йышӗ 17 пине ҫитсе пырать – паянхи кун тӗлне 16905 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 15232-шӗ сывалнӑ. Вилнисем кашни кун нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кашни кун 10-11 ҫын вилнӗ. Паян 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйӑлнисен йышӗ 580 ҫынна ҫитнӗ. Пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ чакса пырать – 100 ҫын инфекциленнӗ. 87 ҫын сывалнӑ. Палӑртмалла: халӗ республикӑра койкӑсен 26 проценчӗ пушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене раштав уйӑхӗнче кӑшӑлвирус прививкине кӳрсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне ковидран 577 ҫынна прививка тунӑ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Асӑннӑ 577 ҫынран 429-шӗ — пульницӑсенче ӗҫлекенсем, 148-шӗ – вӗрентӳ тата социаллӑ организацисенче тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех нимеҫӗсем. «Гам-КОВИД-ВАК» вакцинӑна республикӑри 11 пульницӑна валеҫсе панӑ. Кӑшӑлвирусран прививка тутарас тесен 122 номерпе шӑнкӑравласа черете ҫырӑнмалла. Эмелшӗн укҫа тӳлемелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() lenta.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнисен йышӗ 570 ҫынна ҫитнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 кун кӑна иртрӗ – кӑҫал 42 ҫын ҫак амака пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗпе танлаштарсан, юлашки талӑкра инфекциленнисен йышӗ пӗчӗкрех – 102 ҫын. Сывалакансем 93-ӗн пулнӑ. Ку таранччен республикӑра 16805 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15145-шӗ сывалнӑ. Ку 90 процентпа танлашать. Сӑмах май, юлашки талӑкра Раҫҫейре 23 пин те 351 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |