Сывлӑх
![]() bizbi.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Россия-24 телеканалпа пыракан «Факты» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл тӳрӗ эфирта иртнӗ. Олег Алексеевич Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцина тунӑ ҫынсем ӑна мӗнлерех чӑтса ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Аса илтерер: прививкӑна чи малтан «хӗрлӗ зонӑра» ӗҫлекен тухтӑрсене тунӑ. «Спутник V» вакцинӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнчи тӗрӗслевӗпе килӗшӳллӗн пире вакцинӑн пысӑках мар партине пачӗҫ. Чи малтан кӑшӑлвируслӑ пациентсемпе ӗҫлекен тухтӑрсем вакцинациленнӗ. Вӗсем ҫакна йӗркеллех чӑтса ирттернӗ. Пур тухтӑр та хӑйне лайӑх туять, «хӗрлӗ зонӑра» малалла ӗҫлеҫҫӗ», - каласа кӑтартнӑ Олег Николаев. Вӑл каланӑ тӑрӑх, прививка тӑвас кӑмӑллисене хальлӗхе списока кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне тепӗр 130 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку – каллех рекорд. Шел те, каллех вилекенсем пулнӑ. Хальхинче 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен 268 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ. Ҫуррине яхӑнӑшӗ, 123 ҫын, чӳк уйӑхӗнче вилнӗ. Ку таранччен пирӗн республикӑра 12325 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 11206-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 766 ҫын (вӗсен кӑшӑлвирус пурри ҫирӗпленнӗ) пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() canva.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер каҫхине «Россия-24» (чӑв. Раҫҫей-24) телеканалпа кӑтартакан «Факты» кӑларӑмӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Кӑшӑлвирус пирки калаҫнӑ май республика ертӳҫи юлашки тӑватӑ кунта кӑшӑлвирусран сипленме тӳлевсӗр эмел илекенсен шучӗ 4 хут ӳснине пӗлтернӗ. Аса илтерер: ковидран килте сипленекенсене хысна шучӗпе эмелпе тивӗҫтермеллине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин каланӑччӗ. Кайран регионсене вкҫа валеҫсе пачӗҫ. Пирӗн региона ҫав тӗллевпе 48,5 миллион тенкӗ уйӑрчӗҫ. Олег Николаев федераци телеканалне амбулатори ковид-центрӗсене транспортпа тивӗҫтернин, колл-центрсем, нимеҫӗсем ӗҫленине пӗлтернӗ. «Ҫывӑх вӑхӑтра лару-тӑнӑҫланасса шанатпӑр», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвирус саманинче ҫак чир ернисен те, вӑл лекессинчен хӑракансен те питӗ нумай ыйту ҫуралать. Ҫавна май пирӗн республикӑра тата тепӗр хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 122. Тӳлевсӗр ҫак номер ҫине талӑкӗпех шӑнкӑравлама май пур. Специалистсем пулӑшнипе тӗрлӗ ыйтӑва уҫӑмлатма май туса панӑ. Сӑмахран, кӑшӑлвируса сиплекен эмелсене епле илмелле? Нимеҫӗсене киле мӗнле чӗнсе илмелле? Усламҫӑсене патшалӑх пулӑшать-и? Чир ересрен хӑракансен мӗн тумалла? Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов каланӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра унччен уҫнӑ хӗрӳ линисене пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() zdorovie.akipress.org сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем кашни кунах тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Республика ертӳҫисем ҫынсемшӗн тӑрӑшни пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче ҫӗнӗ йышши оборудовани кӳрсе килесси пирки сӑмах хускатнӑ. Хӑрушӑ вируса тупса палӑртма тата сиплеме республика хыснинчен тепӗр 26 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ларура каланӑ тӑрӑх, Канашри медицина центрӗ валли ҫитес вӑхӑтра 11 лаборатори оборудованийӗ туянӗҫ. Ковдипа чирлисене сиплеме кислород концентраторӗсем 50 штук туянма палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне чирлисен йышӗ тата тепӗр 126 ҫын хутшӑннӑ. Вилекенсен йышӗ 6 ҫын нумайланса 265-е ҫитнӗ. |
Сывлӑх
![]() pulmohealth.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе (ӳпке шыҫҫипе) чирлекенсен статистикине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах: ҫак чир кӑшӑлвируса пула пуҫланнине пур чухне те пӗлтерменнине палӑртнӑ вӑл. «Юлашки эрнере пневмонин сӑлтавне палӑртасси лайӑхланчӗ. Асӑннӑ чире шута илнинчен 48,2 процентӗнче чире пуҫаракан сӑлтава палӑртма май килнӗ. Иртнӗ эрнере ку цифра 38,8 процентчӗ. Асӑннӑ тӗслӗхсенчен кӑшӑлвирус 25 процент йышӑнать, иртнӗ эрнере 16 процент пулнӑччӗ. Ӳпке шыҫҫине пуҫарнӑ сӑлтавсен шутӗнче — микоплазма, тӗрлӗ бактерипе вируссем», — тенӗ Надежда Луговская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Улатӑр район пульници ҫумӗнче паян вертолет лапамӗ уҫӑлнӑ. Республикӑри ҫавӑн пек пӗрремӗш лапама Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници тӗлӗнче тунӑччӗ. Улатӑртине уҫма Улатӑрпа Пӑрачкав епископӗ Феодор, район пульницин тӗп тухтӑрӗ Юрий Боголюбов, Улатӑр хулин пуҫлӑхӗ — Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Денис Трифонов, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Лукишин, Республикӑн катастрофа тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗн тӗп врачӗ Ольга Краузе, ҫавӑн пекех Мускаври хӑнасем – Ҫветтуй Лука ячӗллӗ фондӑн правленийӗн ертӳҫи Елена Шморгун тата Спиридон Ҫветтуй ячӗллӗ центрӑн президенчӗ Павел Карпухин хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Улатӑртан пӗрремӗш пациента Республикӑн клиника пульницине авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вертолетпа илсе кайнӑ. Паянхи куна ун пеккисен йышӗ 12 ҫынна ҫитнӗ. Пульницӑна илсе кайнисен пысӑк йышӗ 55 ҫултан аслӑрах арҫынсем. Вӗсене миокард инфаркчӗпе илсе каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() dez911.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвируса пула вилекенсен шучӗ пирӗн республикӑра ӳссех пырать. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне илсен тата тепӗр тӑхӑр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра паян пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 12 пин те 69 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалнисен хисепӗ — 10 пин те 973 ҫын. Вилнисен йышӗ 259 ҫынна ҫитнӗ, ҫав шутран тепӗр тӑххӑрӑшӗ иртсе кайнӑ талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чиртен асӑрханас тесен халӑх йышлӑ вырӑнта маска тӑхӑнмалла, санитарипе гигиена правилисене май килнӗ таран пӑхӑнма тӑрӑшмалла. |
Сывлӑх
![]() kultura.krasnodar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма хистенине ӑнланма пулать темелле. Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсене ӗнер пӗр хушупа паллаштарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӳлӗмре маскӑпа ҫеҫ ҫӳремелле, кулиса хыҫӗнче театр ӗҫченӗсен тӑван-пӗтенӗ е пӗлӗш-таврашӗ пулмалла мар иккен. Ку хыпара Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер тӗлӗнсе пӗлтернӗ. Журналист ҫырнӑ тӑрӑх, тепӗр 10 кунран театрта премьера тухмалла. Анчах репетицие маска чӑмласа ирттерме тивет-тӗр тесе ҫырнӑ пост авторӗ. Хушупа паллашни ҫинчен артистсем алӑ пусма килӗшмен иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() salamina-online.com сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне республикӑра тепӗр 10 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ҫапла майпа ку таранччен 250 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Чӳкӗн 25-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 11940 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 10817-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 119 ҫын чирленине палӑртнӑ. Сывалакансем 284-ӑн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем 873 ҫынна сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |