Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ӗҫлекен рабочи икӗ куҫне те пӗҫертсе янӑ. Предприятире ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснӑшӑн халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Инкек кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. 55 ҫулти арҫын йӳҫек кӑларакан цехра насус ылмаштарнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл йӳҫекпе икӗ куҫне те пӗҫертсе янӑ. Тем чухлӗ сипленсен те пӗр куҫӗ халӗ те курмасть. Ҫакӑ ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳни шутланать. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑманран тата рабочие хӳтлӗх хатӗрӗпе тивӗҫтерменрен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки ултӑ кунта кӑшӑлвирусран пӗрмаях виҫшер ҫын вилет. Ковид алхасма тытӑннӑранпа пирӗн тӑрӑхра 167 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑшӑлвируспа 65 ҫын чирленине шута илнӗ. Эпидемиологи сезонӗ пуҫланнӑранпа – 10 327. Пӗтӗмпе 8 856 пациент сывалнӑ, ҫав шутран юлашки тапхӑрта – 66. Кӑшӑлвирусран килте сипленекенсем валли пирӗн республикӑна ҫитес икӗ эрнере эмел кӳрсе килмелле. Аса илтерер: укҫана федераци бюджетӗнчен, пурӗ 48,5 миллион тенкӗ, уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсенче COVID-19 чирӗллисем валли койкӑсем малалла хатӗрлеҫҫӗ. «Лару-тӑру кӑткӑс. Ҫӗнӗрен чирленисен шучӗ пульницӑран кӑлараканнисен шутӗнчен кунсерен йышланса пырать», – тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче. Хальхи вӑхӑтра пульницӑсенче ковидпа чирлисем валли 2210 койка хатӗрленӗ, ку вӑл – республикӑри мӗнпур койкӑн чӗрӗк пайне яхӑн, тата тӗрӗсрех каласан, 24 процент. Пульницӑсенче халӗ 2160 ҫын сипленет. Ҫитес 1,5-2 эрнере Шупашкар районӗнчи пульницӑра та ковид-госпиталь туса хурасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем паян та йышлӑ. Унти 170 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен 6-шӗ – интернат ӗҫченӗсем. Тата тепӗр 16 ҫынна амбулатори мелӗпе (тепӗр майлӑ каласан, килте) сиплеҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗнче паян пӗлтернӗ. Психоневрологи диспансерӗнче COVID-19 диагнозне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, чире учрежденире ӗҫлекенсенчен пӗри ертме пултарнӑ. Роспотребнадзорта вара интернат ӗҫченӗсем 14 кун киле каймасӑр ӗҫлемелли йӗркене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() UIHere сӑнӳкерчӗкӗ Турцинчен таврӑннӑ Шупашкар хӗрарӑмне анализшӑн штрафланӑ. Тӗрӗсрех каласан, тӗрӗс мар анализшӑн явап тыттарнӑ. Ют ҫӗршывран килекенсен кӑшӑлвирусран виҫӗ кун хушшинче тӗрӗсленсе ӗлкӗрмелле, ҫавӑн пирки патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнче пӗлтермелле. Турцинчен килнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫӳлтисем хушнине итленӗ-ха, пульницӑна кайнӑ. Анчах вӑл ИФА меслечӗпе тӗрӗсленнӗ. Ку мел организмра кӑшӑлвируса хирӗҫ ятарлӑ белок (вырӑсла ӑна антитела теҫҫӗ) пуррине палӑртма май парать. Хӗрарӑмӑн ПЦР мелӗпе тӗрӗсленмелле пулнӑ. Вӑл анализ ҫын чирленипе чирлеменнине кӑтартать. Йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ тесе хӗрарӑма суд 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула пӗрмай татӑлать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ку амак 164 ҫынна ьеш тӗнчене ӑсатнӑ. Ку вӑл – официаллӑ статистика ӗнентернӗ тӑрӑх. Чӑваш Республики чирлекенсен йышӗпе лайӑх регионсен йышӗнче шутланать. Апла пулин те вирус пирӗн тӑрӑхра та хӑйне аван туять. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑна ку чире тепӗр 64 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Эпидеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра 10262 ҫын чирленине шута илнӗ. Халӗ кӑшӑлвирусран 1308 сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gastritinform.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилнӗ ҫынсем пулнӑ. Ҫав тапхӑртан пуҫласа 48 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе 161 ҫын кӑшӑлвирса пула вилнӗ. Ку таранччен 10198 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 8701-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 63 ҫын чирленӗ, 39 ҫын сывалнӑ, 3 ҫын вилнӗ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 1336 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() РБК тунӑ сӑн Раҫҫейре килте кӑшӑлвирусран амбулатори мелӗпе сипленекенсем валли резерв фондӗнчен 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ку укҫана килте сипленекен пациентсем валли тӳлевсӗр эмел пама уйӑраҫҫӗ. Пульницӑра выртман ҫынсен чирӗ шала ан кайтӑр тесе сипленмелли схема палӑртаҫҫӗ. Тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене тӳлевсӗрех илме май пур. Ҫапла Раҫҫейре 640500 пациент тӳлевсӗр эмелсене тивӗҫмелле. Михаил Мишустин премьер-министр резерв фондӗнчи укҫа-тенке регионсене кӗске вӑхӑтра ҫитерме хушнӑ. Чӑваш Ене 45 миллион та 829 пин те 500 тенкӗ килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() poisknews.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран кашни кунах вилеҫҫӗ. 15 кунра 42 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ӗнер ав каллех вилнӗ – 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапла ку таранччен 155 ҫын вируса парӑнтарайман. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 10074 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8554-шӗ сывалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1365 пациент пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленнине шута илнӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Сӑмах май, малашне пульницӑран кӑшӑлвирус анализӗ «минус» паллӑпа килмесӗрех киле ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫланӑ. Хальлӗхе Хулари клиника центрӗн тухтӑрӗсене прививка тунӑ. Сӑмах май, халӗ центр ковид-госпиталь пек ӗҫлет. Ку пульницӑна вакцина иртнӗ эрнерех ҫитнӗ. Анчах хальлӗхе вӑл нумай мар, тухтӑрсене кӑна прививка тӑваҫҫӗ. Хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен тухтӑрсене пӗрремӗш вакцианцилеҫҫӗ. Ку йыша «Хӗрлӗ зонӑри» тата кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе хутшӑнакан тухтӑрсем кӗреҫҫӗ. Прививка тунӑ тухтӑрсене халӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |