Сывлӑх
![]() youtube.com сайтри сӑн Республикӑра юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 1 ҫын ҫеҫ сывалнӑ. Чирлекенсем вара 35-ӗн пулнӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 9 пине ҫывхарать – пӗтӗмпе 8954 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7477-шӗ сывалнӑ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ нумайланнӑ – 105 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: Раҫҫейре талӑкра 13592 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкали ку таранччен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() iz.ru сайтри сӑн Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесе сывланисен йышӗ 7476 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вара 8919 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ ҫине-ҫинех пулнӑ: 105 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна палӑртса хӑвармалла: юпа уйӑхӗнче республикӑра 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пӗр талӑкра сывалакансен йышӗ нумай пулман – 8 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарнӑ. Чирлекенсем вара нумайланнӑ: 33 ҫын инфекциленнӗ. Хальхи вӑхӑтра 1338 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран каллех вилнӗ. Хальхинче – 3 ҫын. Ҫапла майпа республикӑра чирлисен йышӗ 105 ҫынна ҫитнӗ. Пӗр талӑкра 31 ҫын инфекциленнӗ, 23 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 8886 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 7468-шӗ сывалнӑ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Пӗр талӑкпа 12846 ҫын инфекциленнӗ. Ку – рекорд. Чӑваш Енре, пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру йӗркеллех, кунсерен 30 яхӑн ҫын инфекциленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнче икӗ пульницӑна тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви паян пӗлтернӗ. Ӗнер Шупашкар районӗнче сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пулнӑ. «Перекетлӗ поликлиника» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май район пульницинчи стационарта тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттермелле. Министр пульницӑн путвалӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе те паллашнӑ. Маларах асӑннӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Ишлейри 2-мӗш номерлӗ район пульницине тата Тутаркассинчи участокри пульницӑна та тӗплӗн юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() sakhaparliament.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвируса пула тепӗр икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 102 ҫынна ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 8855 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7445-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 29 ҫын вируса парӑнтарнӑ, 32 ҫын чирленӗ. Хальхи вӑхӑтра 1308 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Вӗсенчен 1147-шӗ пульницӑра выртать. 860 пациентӑн сывлӑхӗ йывӑртарах. 287 пациентӑна вара сывлӑхӗ питӗ йывӑр. Ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче 28 ҫын выртать. Пульницӑри койкӑсен 43,5 проценчӗ пушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Иртнӗ эрнере ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева ертсе пынӑччӗ, хальхинче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑй хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Кунта дезинфекци тӑвасси, маска тӑхӑнасси, гигиена кӗрет. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская вӗҫемех рейдсем ирттернине ӗнентернӗ. Автобус-троллейбуссен водителӗсене перчеткесемпе, антисемпитксемпе тивӗҫтерменни, пассажирсенчен ҫурри маска тӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() krchet.cap.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра тепӗр виҫӗ ФАП тума палӑртнӑ. Ҫавна май виҫӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. ФАПсем Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫра, Шупашкар районӗнчи Шуркассинче, Етӗрне районӗнчи Янӑмра пулӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 4 миллион ытла тенкӗ. Аукционсем юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗҫ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчиксен ФАПа кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен туса пӗтермелле. ФАП пӗр хутлӑ пулӗ. Унта йышӑнмалли пӳлӗм, процедура тумалли пӳлӗм, эмел упрамалли пӳлӗм тӑвӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 6 ФАП тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 39rus.org сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшалвирусран вилекенсен йышӗ татах нумайланнӑ – 100 ҫынна ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне икӗ ҫын вируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Кун пирки федераци информации центрӗ пӗлтерет. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне чирлисен йышне 30 ҫын хушӑннӑ. Кӑтарту 8789 ҫынпа танлашнӑ. Вӗсенчен 7385-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 25 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри 1304 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Чӑваш Енри кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,02-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хӗрлӗ Чутай районне куҫса ҫӳрекен флюорограф ҫитнӗ. Унта вӑл иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ӗҫлет. Республикӑн туберкулезпа кӗрешекен диспансерӗн ӗҫченӗсем район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялсене каяҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем Штанаш, Вӑрманкасси, Кӗрлев, Ҫӗнӗ Атикасси, Яманкасси, Кушлавӑш, Чурпай, Анат Ҫӗрпӳкасси, Акташ, Кивӗ Атикасси, Вырӑсушкӑнь, Сӗнтӗкҫырми тата ытти ялта пулнӑ. Паян флюрограф Сӗренкасси, Калуккасси, Акчикасси, Шулю, Пӗрремӗш Липовка ялӗсенче ӗҫленӗ. Ыран, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Мишеркасси пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче, юпан 9-мӗшӗнче Атнарти офисра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу корпусне, «Ҫурҫӗр» клиника пулнӑскере, каллех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫак пульница ку енӗпе ӗҫленӗ ӗнтӗ. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланма тытӑнсан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ патнех таврӑннӑ. Халӗ ав пульницӑн каллех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма тивӗ. Унта халӗ сипленнӗ пациентсене албулатори сиплевӗ ҫине куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗрне, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, профильлӗ уйрӑмсене куҫарнӑ. «Ҫурҫӗр» клиника пулнӑ пульница пациенчӗсене халӗ пурӑнакан вырӑнти терапевтран пулӑшу ыйтса сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |