Ҫутҫанталӑк
«Чӑваш Енӗн кайӑкӗсем. 1-мӗш кӗнеке» ятпа ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Орнитологсем ку ӗҫпе сахал мар тӑрӑшнӑ. Унӑн авторӗсенчен пӗрне, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан Александр Яковлева илес тӗк, миҫе ҫул ӗнтӗ вӑл ҫунатлӑ туссене тӗпчет! Ӑнланнӑ тӑрӑх, ытти автор та ҫавӑн йышши ҫынах. Вӗсем — Раҫҫейӗн кайӑксене сыхлакан союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗсем Л.Н. Воронов, О.В. Глушенков, Г.Н. Исаков, Е.В. Осмелкин, В.А. Яковлев тата маларах асӑннӑ Саша Яковлев. Кӗнекене кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпех орнитологсен ӗмӗтӗнче пулнӑ-мӗн. Халӗ вара «Сӑрҫум» заповедник пулӑшнипе вӑл кун ҫути курнӑ темелле. Авторсем В.А. Зубакин тата И.И. Рахимов хаклавҫӑсене те тав тӑваҫҫӗ. Кайӑксене ӑслӑлӑх енчен тӗпчесе кӑларнӑ кӗнеке Чӑвашра халиччен пулман иккен. Халӗ хастарсем тепӗр томсем валли материалсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗ ҫерҫи маррисен отрядне кӗрекеннисене пӗтӗҫтерӗ, кайран ҫерҫи йышшисем патне те ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗнекен хӑтлавне ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑ районӗнче кашкӑрсемпе тилӗсен шутне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑхпа та ҫыхӑннӑ. Чӗрчунсем район ҫыннисен сывлӑхне сиен кӳме пултараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирӗк панӑ мӗн пур мелпе сунара тухма юрать. Районти кирек мӗнле вырӑрта та чӗрчунсене пеме ирӗк пур, анчах федераци пӗлтерӗшлӗ сыхлакан территори ҫак йыша кӗмест. ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ аса илтерт: чӗрчун йышне шута илмешкӗн сунара кайиччен ирӗк илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Йӑлӑм енчи вӑрман / Н. Плотников тунӑ сӑн «Йӑлӑм вӑрманне пӗтерме парар мар тесе сасӑлама ыйтатпӑр», — текен чӗнӳ халӑх тетелӗсенчен пӗринче ман пата та килнӗччӗ. Халӑх шӑв-шав ҫӗкленине кура-ши, Шупашкар хула администрацийӗ йӑлӑма тӗкӗнмесси пирки хыпарлать. Республикӑн тӗп хулине Атӑлӑн сулахай еннелле сарассине Шупашкарӑн генпланӗпе пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла туни йӑлӑма пӗтереҫҫӗ тесе пӑшӑрханакансем хулана Атӑлӑн сулахай енне сарассине ырламаннине тӗнче тетелӗ урлӑ палӑртма тытӑнчӗҫ. Ҫак кунсенче вара хула администрацийӗ ку ыйтӑва уҫӑмлатнӑ темелле. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче вӑл «Йӑлӑма хула ҫыннисене анлӑн усӑ курма туса парасси тӗп хула ертӳҫисен приоритетлӑ тӗллевӗ» тесе хыпарланӑ. Унта нумай хутлӑ ҫурт-йӗр, Атӑл хӗррипе коттедж поселокӗсем тата экономика зони туса хумассине пӗлтернӗ. Информацире хулан тӗп архитекторӗн Александр Шевлягинӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ. Унти лаптӑксене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫармасӑр (ахальлӗн вӑл ют харпӑрлӑх шутланать-ҫке) юсаса ҫӗнетме май ҫуккине пӗлтернӗ. Йӑлӑмра ятарлӑ ҫул ҫуккипе велосипедпа ярӑнма та май ҫук, каҫхине ҫуталса ларакан йӗлтӗр йӗрӗсем те, туризм маршручӗсемпе кемпингсем (акӑлчанран куҫарсан, ку сӑмаха автотуристсен ҫуллахи лагерӗсем тесе ӑнланма пулать) йӗркелемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Канашлӑва пухӑннӑ вӑрманҫӑсем Ӗнер Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал туса ирттермелли тӗллевсене палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев хутшӑннӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Глухов иртнӗ ҫул 57,2 гектар ҫинче йывӑҫсене чӗртсе тӑратнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗрен лартнисӗр пуҫне йывӑҫ-тӗме пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫаксене цифрӑсемпех каланӑ-ха вӑл, анчах вӗсем ахаль ҫыншӑн нимех те пӗлтерменнине кура асӑнар мар. Хунав та ӳстереҫҫӗ вӑрманҫӑсем. Ҫак ӗҫ калӑпӑшне планпа унччен пӑхнинчен виҫ хут пысӑклатнӑ-мӗн: 1,2 миллион вырӑнне 3,9 миллион ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер. Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Элӗк районӗнчи Вутланти шкулта вӗренекен ачасем хӗлле кайӑк-кӗшӗке йывӑррине аса илтереҫҫӗ. Ҫунатлӑ туссене ҫынсем сырӑшсем ҫакса парса тата кайӑксене тӑрантарса пулӑшма пултараҫҫӗ. Сырӑша ӑсталама йывӑрах та мар. Йывӑҫран ҫапса тӑваймасан картонтан е пылак сӗткен курупкинчен те хатӗрлеме пулать. Вутланти шкулти кӗҫӗн классенче вӗренекенсем сырӑшсем туса ҫакса хума та ӗлкӗрнӗ. Ун валли вӗсем пластмасса савӑтсемпе, фанерӑпа, курупкӑсемпе усӑ курнӑ. Халӗ вӗсем апат та тӑтӑшах хурса параҫҫӗ, кайӑксене куллен тӑрантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Комсомольски районӗнчи Чӑваш Эльпуҫ ялӗнче пурӑнакансем паян ирхине ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле пулӑмне асӑрханӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн админситарцийӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх пӑхсан унта калаҫу суя хӗвел текен пулӑм пирки пырать-тӗр теҫҫӗ. Ун пекки ҫӳллӗ пӗлӗтсен пӑр катӑкӗсемпе хӗвел ҫути ялкӑшсан пулать иккен. Чӑн-чӑн хӗвел пекех туйӑнать иккен вӑл. Ҫак пулӑм темиҫе минута пынине палӑртаҫҫӗ. Пӗлтӗр, кӑрлачӑн 20-мӗшӗ тӗлӗнче, ун пек пулӑма Улатӑрта пурӑнакансем киленме пултарнӑ. Вӑл Сӑр юханшывӗнчен инҫех мар, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, курӑннӑ. Авалхи ҫынсем ун пек пулӑм ӑнлантарӑвне пӗлменнипе асамлӑх вырӑнне хурса хакланӑ. Чӑваш гербӗпе ялавӗ ҫинче сӑнарланнӑ виҫӗ хӗвел чӑваш мифологийӗпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Симӗссисен «ЭКА» юхӑмӗпе республикӑн Наци вулавӑшӗ пӗлтӗр тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Пӗрле пулса вӗсем ҫутҫанталӑк тусӗсем валли пухусем, тӗлпулусем, экофестиваль ирттернӗ. Ырӑ йӑлана кӑҫал та малалла тӑсасшӑн. «ЭКА» юхӑм пӗрлешӳрисем этемӗн ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнура тата килӗшӳре пурӑнмалли ӑнланакан ҫынсем теҫҫӗ. Асӑннӑ юхӑмӑн членӗсем пӗлтӗр йывӑҫсем лартма, тавралӑха тирпейлеме хутшӑннӑ. 300-е яхӑн ҫын кӗреҫепе тухса 55 пин хыр хунавӗ лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра юхӑмӑн территорири штабӗсене 13 районта уҫнӑ. Унта аслисем те, шкул ачисем те кӗреҫҫӗ. Наци вулавӑшӗнче вара ЭКОволонтерсен шкулне йӗркелесшӗн. Вӑл юнкунсерен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ Виҫӗмкун Пӗтӗм тӗнчери заповедниксен тата наци паркӗсен кунӗ пулчӗ. Ӑна 1997 ҫулта Тискер ҫутҫанталӑка сыхлакан центр тата Тискер ҫутҫанталӑкӑн пӗтӗм тӗнчери фончӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, шӑпах кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, ку вӑл 1916 ҫулта пулнӑ, Байкал тӑрӑхӗнче пуҫласа патшалӑх заповедникне йӗркеленӗ. Чӑваш Ен те уйрӑмах хӳтӗлемелли вырӑнсемпе пуян. Ун пеккисем 135 шутланаҫҫӗ, вӗсенчен 2-шӗ: «Сӑрҫум» ҫутҫанталӑк заповедникӗ тата «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ — федераци шайӗнчисемех. Хамӑр республика правительствин йышӑнӑвӗпе 95 вырӑна уйрӑмах сыхламалли территорисен шутне кӗртнӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен йышӑнӑвӗпе — 38-шне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Интерфакс-Эра» текен экологипе энергетикӑн рейтинг агентстви. Вӑл мӗнпур регионти пурӗ 4 пин предприятие тишкерсе тухнӑ иккен. Лару-тӑрӑва сӑнанӑ май экспертсем экологипе энергетика тата технологи тухӑҫлӑхне шута илнӗ. Вӑл е ку регионти предприяти-организацисем епле ӗҫленине те тӗпе хунӑ. Ҫапла вара рейтингра Чӑваш Ен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ку хыпар пирки раштавӑн пуҫламӑшӗнче тӑван тавралӑха сыхлассипе ҫӗршывӑн тӗп хулинче иртнӗ съездра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |