Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов та хутшӑннӑ. Парламентарипе «Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Елена Бадаева хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки сӑмах хускатнӑ. Елена Бадаева РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев патне усламҫӑсене пулӑшмалли саккунпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӑсатнӑ иккен. Анчах Мускавран хурава ҫур ҫултан та кӗтсе илеймен. Елена Бадаева суту-илӳ павильонӗсем вырнаҫнӑ ҫӗре аукционсӑр илме ӗмӗтленет-мӗн. Валентин Шурчановпа Елена Бадаева мӗн ҫинчен сӑмахлани пирки сессие хутшӑннӑ Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ малалла ӗҫленӗ. Унта республикӑн 2019 ҫулхи, 2020 тата 2021 ҫулсенчи хыснине тишкернӗ. Ларура пулнӑ Александр Белов журналист кӑсӑклӑ пӗр япалана асӑрханӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлова вӑл чӑваш парламентӗнче «Ҫулталӑк джентельменӗ» ят парас тесен лешӗ ҫав чыса ним мар тивӗҫеесине палӑртнӑ. Хыснана тишкернӗ чух сӑмах илнӗ май Владимир Михайлов хӗрарӑмсене юрамалла калаҫнӑ иккен. ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егоровнӑна вӑл «тӗлӗнсе каймалла каласа кӑтартрӗ, эпӗ унӑн доклачӗпе хавхалантӑм: кӗскен, уҫӑмлӑ, ӑслӑ. Эсир вара, Светлана Александровна (Светлана Енилина, финанс министрӗ. — асӑрхат. В.С), паян тӗлӗнсе каймалла килӗшӳллӗ. Сире ку костюм питӗ каять», – тесе ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ малалла ӗҫленӗ. Унта республикӑн 2019 ҫулхи, 2020 тата 2021 ҫулсенчи хыснине тишкернӗ. Ларура пулнӑ Александр Белов журналист кӑсӑклӑ пӗр япалана асӑрханӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлова вӑл чӑваш парламентӗнче «Ҫулталӑк джентельменӗ» ят парас тесен лешӗ ҫав чыса ним мар тивӗҫеесине палӑртнӑ. Хыснана тишкернӗ чух сӑмах илнӗ май Владимир Михайлов хӗрарӑмсене юрамалла калаҫнӑ иккен. ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альбина Егоровӑна вӑл «тӗлӗнсе каймалла каласа кӑтартрӗ, эпӗ унӑн доклачӗпе хавхалантӑм: кӗскен, уҫӑмлӑ, ӑслӑ. Эсир вара, Светлана Александровна (Светлана Енилина, финанс министрӗ. — асӑрхат. В.С), паян тӗлӗнсе каймалла килӗшӳллӗ. Сире ку костюм питӗ каять», – тесе ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чебоксары.ру сайтран илнӗ сӑн 2017 ҫула пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӳре-шара тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Республика Раҫҫейри тухӑҫлӑ ӗҫлекен 40 регионсен йышне кӗнӗ. Вӗсене хавхалантармашкӑн федераци хыснинчен 20 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе региона мӗн чухлӗ укҫа уйӑрасси татӑклӑн паллӑ мар, ҫапах Чӑваш Ене 200 миллион тенкӗ патнелле килмелли пирки систернӗ. Ку укҫана социаллӑ ыйтусене татса панӑ ҫӗре яма палӑртнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр Чӑваш Ен тухӑҫлӑ ӗҫлекен регионсен йышне лекмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарта «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртнӗ. Унта регионти уйрӑмӑн ертӳҫине суйланӑ. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ /news/20403.html|иртнӗччӗ__. Раҫҫейри паллӑ политика Анатолий Аксакова маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗччӗ. Хальхи конфенцире Олег Николаева, чӑн та, партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫине суйланӑ. Унта парти Чӑваш Енӗн Элтеперӗн суйлавне (шучӗпе вӑл 2020 ҫулта иртмелле. Республика ертӳҫи отставкӑна юри кайса ҫитес суйлав ирттересси пирки калаҫакансем те пур) хутшӑнас ӗмӗтлине те уҫҫӑнах пӗлтернӗ. Ку кандидат — Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче хӑйне евӗр тӗл пулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ парти пайташӗсем: Анатолий Аксаков, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Александр Андреев («Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ»), Юрий Кислов («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата ытиисем — пухӑнса Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Петрова чысланӑ. Ӑна РФ Федераци Канашӗн наградипе, «Парламентаризма аталантарас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе, хисеп тунӑ. Наградӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ҫакса янӑ. Александр Петров Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Ертӳҫи, вун пӗрмӗш суйлаври Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Ертӳҫи пулнӑ. Аса илтерер, Александр Петрова маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре Мускавра пулнӑ. Унта вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Транспорт эрни–2018» ХII-мӗш форум ӗҫне хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Евгений Дитрих ертсе пынӑ ирхи апатланӑва хутшӑннӑ. Ҫапла ят панӑ анлӑ канашлӑва Михаил Игнатьева та йыхравланӑ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту инфраструктурӑна ҫӗнетесси, комплекслӑ плана пурнӑҫа кӗртесси, укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсем пулнӑ. Мероприятине федерацин, регионсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, транспорт тытӑмӗнче ӗҫлекен пуҫлӑхсем, РФ регионӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ пысӑк компанисен ертӳҫисем, ӑсчахсем, инвесторсем, обществӑлла организацисен представителӗсем, банк тытӑмӗнче вӑй хуракансем чылайӑн пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ отпускра-ха. Вӑл ӑҫта канни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницине сӑнаса тӑракансем вӑл ӑҫта пулнине пӗлеҫҫӗ. Элтепер унта сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарсах тӑрать. Михаил Васильевич Эльбрус тӑвӗ ҫине ҫитнӗ. «3450 метр ҫӳллӗшӗнче сывлӑш тап-таса та сиплӗ!» - ҫырнӑ Михаил Игнатьев. Эльбрус тӑвӗ ҫинче ӳкернӗ сӑна чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Эппин, вӑл Кавказра канать. Палӑртмалла: Эльбрус – Раҫҫейри тата Европӑри чи ҫӳллӗ ту. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм, хула администрацийӗнче ӗҫлекенскер, хӑйне сӑлтавсӑрах преми панӑ. Пӗтӗмпе - 100 пин тенкӗ ытла. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ака уйӑхӗччен администраци пуҫлӑхӗ хушмасӑра хӑйне преми памалли пирки 39 хушу кӑларнӑ. Ҫапла вӑл 108 пин тенкӗ ытла преми илнӗ. Ку кӑна мар-ха, хӗрарӑм муниципалитет службин канащҫин ятне саккуна пӑсса илнӗ. Ҫакнашкал хӑтланни ырӑпа вӗҫленмен. Ҫак кунсенче суд пулнӑ. Хӗрарӑма 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл ӗҫри машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе ярӑнса ҫӳренӗ-мӗн. Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пуҫлӑх сахалтан та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе нумай чупнӑ. Ертӳҫӗсен кунашкал хӑтланма юрамасть, пачах тепӗр май – вӗсен пурлӑха перекетлемелле. Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне куншӑн асӑрхаттару панӑ. Сӑмах май, прокуратура кунашкал тӗрӗслевсене яланах ирттерет, ҫакнашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупсан суда парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |