Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви чӑваш кӗнкине юратакансен конкурсне ирттерет. Регионсем хушшинчи «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем) XI конкурса материалсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫак номинацисемпе иртӗ: «Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнеки ҫинчен чи лайӑх хаклав», «Юртанӑ кӗнекери эпизод» темӑпа ӳкерчӗк», «Ача аллипе хатӗрленӗ чи лайӑх кӗнеке».

Ӗҫсене Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртри 820-мӗш пӳлӗмре (Чӑваш кӗнеке издательствинче) йышӑнаҫҫӗ.

 

Культура
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
«Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат «Пӗр класрисем» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑра чӑвашла хаҫатсенчен пӗри, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», тухса тӑма пӑрахӗ. Кун пирки асӑннӑ кӑларӑм тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.

«Тӑванӑмӑрсем, вулаканӑмӑрсем! 25 ҫул тухса тӑнӑ хыҫҫӑн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнать — 2023 ҫултанпа вӑл текех вулакан патне ҫитмӗ. Ҫак хаҫата упраса хӑварас тесессӗн сирӗн пулӑшу кирлӗ!» — чӗнсе ҫырнӑ хаҫатҫӑсем.

Асӑннӑ кӑларӑм — «Хыпар» хаҫат «пепкисенчен» пӗри. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑрать.

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата чӑваш диаспорисенчи хӗрарӑмсем хӑйсен кӑларӑмӗсӗр тӑрса юлӗҫ. Хаҫат кӑларма пӑрахас йышӑнӑва издательство ҫурчӗн администрацийӗ тунӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫне Общество канашӗ сӑнаса тӑрӗ. Унта кӗрес кӑмӑллисене ала витӗр кӑларӗҫ. Конкурса республикӑн Культура министерстви йӗркелӗ.

Общество канашӗнче 11 ҫын пулӗ. Кандидатсен Раҫҫей гражданинӗ, 21 ҫултан аслӑрах пулмалла. Вӗсен Культура министерствин сферинче ӗҫленӗ опыт ҫулталӑкран кая мар пулнине те шута илӗҫ. Общество ӗҫӗнче е ӗҫре ятлӑ-сумлӑ пулнине те пӑхӗҫ.

Общество канашне кӗрес кӑмӑллисен конкурсне хутшӑнас кӑмӑллисен материалӗсене паянтан тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Ӳнер музейӗнче Художниксен союзӗн ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетекен курав уҫӑлнӑ. Регионсем хушшинчи курава «t-21/22» ят панӑ.

Унта 100-е яхӑн художник, скульптор тата декораципе прикладной ӳнерӗн специалисчӗсен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Пултарулӑх ӑстисем хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн тӗрлӗ жанрӗнче — абстракцирен пуҫласа реализм таранах — ӗҫлеҫҫӗ.

Курава мӗншӗн апла ят пани те кӑсӑклӑ. «t» — «Творчество» (чӑв. Пултарулӑх) сӑмахӑн пуҫламӑш саспаллийӗ, «21» — Чӑваш Республикин регион номерӗ, «22» 2022 ҫула пӗлтерет.

Курав авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Мускаври «Коломенское» музей-заповедник территорийӗнче славян искусствин регионсем хушшинчи «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) XI пултарулӑх фестивалӗ иртет. Пултарулӑх мероприятине Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне тата Мускав хулине йӗркеленӗренпе 875 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Фестивале Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра – халӑх ташшин «Суварята» (чӑв. Суварҫӑсем) ача-пӑча халӑх ансамблӗ (ертӳҫи — Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов) тата «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Кондратьева).

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ӑна культура учрежденийӗ «Ночь кино» (чӑв. Кино каҫӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акцие хутшӑннӑ май йӗркелет.

«Ҫеҫпӗл» кинозалта кӗҫӗр, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пысӑк экран ҫинче 2021-2022 ҫулсенчи ӑнӑҫлӑ кинопремьерӑсене кӑтартӗҫ. Вӗсене хамӑр ҫӗршыври ӑстасем ӳкернӗ.

18 сехетре квест иртӗ. 19 сехетре «Последний Богатырь: Посланник Тьмы» (6+) приключени, 21 сехетре «Пара из будущего» (12+) камит, 23 сехетре «Чемпион мира» (6+) драма кӑтартӗҫ. Тӳлевсӗрех!

 

Культура
Борис Чачев. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Борис Чачев. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Борис Чачевӑн куравӗ уҫӑлӗ.

Экспозицие ювелир ӳнерӗн, театрпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен тата скульптурӑран йӗркелӗҫ.

Борис Чачев 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Куйбышев (халӗ — Самар) облаҫӗнчи Сызрань хулинче ҫуралнӑ. Хусанти театр училищинчен художник-бутафор пулма вӗренсе тухнӑ, каярах И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче ӑс пухнӑ.

Художник Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи театрсенче ӗҫленӗ. Хамӑр тӑрӑхрисене илсен, Чӑваш музыка театрӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Культура
Олеся Иванова
Олеся Иванова

Ӗнер Чӑваш наци телерадиокоманийӗн директорне палӑртас тӗллевпе конкурс иртнӗ. Финала икӗ ҫын тухнине пӗлтернӗ. Вӗсем – Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Гурьянов тата Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пресс-служба секторӗн заведующийӗ пулнӑ Олеся Иванова. Вӗсем конкурсра пӗр пек балл пухнӑ.

Вӗсемсӗр пуҫне конкурса Наци радиовӗн сасӑ йӗркелӳҫи Дмитрий Ефремов тата Томскри журналист Андрей Остров хутшӑннӑ.

Алексей Гурьяновпа тата Олеся Ивановӑпа комисси тепӗр хутчен тӗл пулӗ. Кун хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ.

Аса илтерер: унччен ку дожноҫӗ Мускавран килнӗ Светлана Губанова йышӑннӑ.

 

Культура
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Канаш ен» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗ – чылай хаҫатшӑн паллӑ уйӑх.

Канашсен хаҫачӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 ҫул тултарнӑ.

Унӑн пӗрремӗш номерне 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Ун чухне хаҫат эрнере виҫӗ хутчен тухнӑ. Паян вӑл эрнере пӗр хутчен пичетленет.

«Канаш ен» унчченхиллех район тата ял ҫыннин пурнӑҫӗпе паллаштарать. Самана таппипе тан пырас тесе хаҫатҫӑсем тӗнче тӗтелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйсен страницисене хастар тытса пыраҫҫӗ.

 

Культура
Театр артисчӗсем. culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Театр артисчӗсем. culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене черетлӗ, 105-мӗш, сезонта ҫӗнӗ ӗҫсемпе кӗтсе илме хатӗрленет.

Хальхи вӑхӑтра унта Вера Панова пьеси тӑрӑх хатӗрлекен «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл репетицийӗ пырать.

Ҫавӑн пекех «Мӑнаккасем» камите лартассипе тимлеҫҫӗ. Александр Коровкин театрпа кино актерӗн тата драматургӑн «Тетки» пьесине чӑвашла куҫарнӑ. Куракансем валли ун тӑрӑх хаваслӑ спектакль хатӗрлеҫҫӗ.

Александр Островскийӗн «Последняя жертва» пьесине те лартӗҫ.

Унсӑр пуҫне театрта «Фольклортан пуҫласа джазчен» (ку вӑл ҫирӗплетнӗ ят мар, ӗҫ варианчӗ) спектакль-концертпа ӗҫлеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, [92], 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, ...398
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 20

1935
89
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
77
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
23
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ