Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Михаил Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарӗн» 2-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.

Икӗ томлӑ словаре хатӗрлессишӗн М.И. Скворцов (1933—2016) лексикограф, филологи наукисен докторӗ нумай ӗҫленӗ. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн унӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсем тӑрӑшнӑ.

Лексика материалне хатӗрленӗ чухне юлашки ҫулсенче ҫӗршыв тата тӗнче лексиографийӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене шута илнӗ.

Чӑвашла-вырӑсла словарӗн реестрне ин­формаципе коммуникаци технологийӗнчи, ӑслӑлӑхри тата чиркӳпе религи лексикинчи терминсене кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4736.html
 

Культура
Александр Маршал. «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликри видеоран илнӗ скриншот
Александр Маршал. «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликри видеоран илнӗ скриншот

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, юрӑсен авторӗ Александр Маршал ҫӗнӗ трека чӑваш поэчӗн сӑввипе ҫырнӑ. Видеона артист хӑй ӳкерсе илнӗ.

Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.

Ентешӗмӗр малтан та сӑвӑсем ҫырнӑ, ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне халалласа халӗ те нумай шӑрҫалать. Унӑн сӑввисене нумаях пулмасть «Честь имею, Россия!» сӑвӑ пуххисен кӗнекине те кӗртнӗ.

Александр Маршал Сергей Ефимовӑн темиҫе сӑввипе унччен юрӑсем хайланӑ. Хальхине Медицина ӗҫченӗн кунне (ӑна вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, палӑртрӗҫ) тата ҫар медикӗсене халалланӑ.

 

Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче Виталий Ивановӑн «Очерки по истории этнографии Чувашии» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Виталий Иванов — историк-этнограф, истори наукисен докторӗ. Кӗнекене авторӑн 2012-2022 ҫулсенче тӗрлӗ кӑларӑмра пичетленнӗ ӗҫӗсем кӗнӗ.

Кӗнеке тиражӗ пысӑк мар, пурӗ те 100 экземпляр ҫеҫ. Ӑна ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, преподавательсемпе студентсем, Чӑваш Ен историйӗпе тата этнографийӗпе кӑсӑкланакансем валли пичетлесе кӑларнӑ.

Кӑларӑмра чӑвашсен тата Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен историйӗпе, этнос культурипе, этнографи тӗпчевӗсемпе паллаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4730.html
 

Культура
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Мунча» курав уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ экспозици мунча чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ.

Чӑваш наци музейӗн пуян коллекцийӗнче мунча хатӗрӗ нумай: йывӑҫ тата ытти тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ алтӑрсем, йывӑҫ тата пӑхӑр тазсем, тӗртсе тунӑ алшӑллисем, ҫара ӳт ҫине тӑхӑнмалли тумтир...

Мунчара ҫӑвӑннӑ ҫеҫ мар, унта ҫӗнӗ чун ҫут тӗнчене килнӗ, кунтан уйрӑлса каяканнине те мунчара ҫунӑ. Чирлисене сиплемелли йӑла-йӗркене те мунчара ирттернӗ. Мунча мӗн авалтан асамлӑхпа тулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн «Куккук каҫӗсем» проектне калӑплама Раҫҫейӗн культура фончӗ укҫа уйӑрса пулӑшӗ. «Кӗмӗле» грант конкурсӗнче ҫӗнсе илнӗ.

Проекта «Чуччу» спектакль тӑрӑх хатӗрленӗ. Асӑннӑ спектакле кӑҫалхи ака уйӑхӗнче кӑтартнӑ. Спектакль режиссёрӗ — актёр ӑсталӑхӗпе режиссурин кафедрин доценчӗ Алексей Болдырев. Унта режиссура енӗпе пӗрремӗш курсра вӗренекенсем вылянӑ. Спектакль сценарине Олег Уляшевӑн «Качели» пьеси тӑрӑх ҫырнӑ. Алексей Болдырев режиссер-педагог ӑна чӑваш пурнӑҫӗпе ҫывӑхлатнӑ.

«Куккук каҫӗсем» спектакль-притчӑра чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассине, ӑна ҫамрӑксем хушшинче сарассине тӗпе хурӗҫ.

 

Культура
rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш наци ӑслӑлӑх тата ӳнер академийӗн пайташӗсем Мари Элӑн Туҫи Мари районӗнче пулнӑ. Вӑл тӑрӑхра, академи членӗ пулнӑ май, Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн наци аталанӑвӗн центрӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Юрий Виноградов доцент та пулса курнӑ.

Экскурсире пулнисем туҫи марисен, Вырӑс патшалӑхӗн историйӗпе ҫыхӑннӑ палӑксемпе паллашнӑ. Туҫи марисем хӑйсен турханӗсен, ҫӗрпӗвӗсен, халӑх сӑмахлӑхӗнче асӑнакан паттӑрӗсен ячӗсене манмаҫҫӗ иккен ‒ вӗсене халалласа нумай-нумай палӑк лартнӑ. Акпарс паттӑра асӑнса лартни, сӑмахран, пысӑк тата туслӑ пурӑнма чӗнет.

Автобус, тӗпрен илсен, хӑй вӑхӑтӗнче Хурӑнлӑ ҫул иртнӗ вырӑн тӑрӑх кайса килнӗ. Чулхула кӗпӗрнипе Хусан кӗпӗрни хӑй вӑхӑтӗнче чикӗленнӗ вырӑнта, ҫуллӗ тӗмеске ҫине чикӗ юпине купаласа лартнӑ. Вӑл юпана ӗлӗкхи пек пултӑр тесе ҫӗнетсе ҫӗкленӗ. Юнашарах ‒ Александр Пушкин поэт Ӗренпура кайнӑ Хурӑнлӑ ҫул вырӑнӗ...

 

Культура
Алина Каликова. puppet21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Алина Каликова. puppet21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре наука, литература тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакан, асӑннӑ отрасльсенче никӗс пӗлтерӗшлӗ тӗпчевсем тата пысӑк пахалӑхлӑ произведенисем хайланӑ ҫынсем патшалӑх стипендине илсе тӑрӗҫ. Вӗсене ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 5-шер пин тенкӗ парса тӑрӗҫ.

Списокра — пурӗ 15 ҫын. Ҫавсен шутӗнче Александр Федосеев тата Владислав Николаев Николаев художниксем, Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Петухова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Людмила Кузнецова, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ Алина Каликова тата ыттисем пур.

 

Культура
www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗнче ӳкерӗннӗ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ.

Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятире Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн ӗҫченӗсем — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Ирина Кириллова, Вера Никифорова, Ирина Софронова — Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхне тӗрлӗ енчен хакланӑ.

Тухса калаҫакансем хушшинче ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ольга Куликова, ЧР Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4726.html
 

Культура
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

«Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнче тӗлӗнмелле кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Вӑл — «Урӑх ӑру / Другое поколение / A different generation» ятлӑ кӗнеке. Кӗнеке авторӗ — чӑваш палиндромийӗн пионерӗ Марина Карягина.

«Марина Карягина хӑйӗн поэтла сисӗмӗпе тата ирӗклӗ кӑмӑлӗпе чӑвашпа вырӑс сӑмахне чи тарӑн, атомла шайӗнче пӑхӑнтарать. Вӑл вырӑсла вӑхӑтран малта пыракан палиндроми шедеврӗсем хайлать, чӑвашла вара палиндроми поэзийӗн вӗр ҫӗнӗ тӗнчине уҫать. Вӑл ҫырма пуҫличчен чӑваш литературинче палиндромин илемлӗ тӗслӗхӗсем пулман», — хакланӑ чӑваш поэчӗн пултарулӑхне вырӑс тата ют ҫӗршыв авангарчӗн тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ, Германири Галле университечӗн преподавателӗ Сергей Бирюков.

Кӗнекере сӑвӑсене виҫӗ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла — пичетленӗ.

 

Культура
culture.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра пӗтӗм чӑвашсен X «Акатуйӗ» иртӗ. Ӑна Республика кунне халаллӗҫ. Уява йӗркелеме республикӑн Культура министерстви, национальноҫсемпе культура пӗрлешӗвӗсем тата ытти организаци пулӑшӗҫ.

«Акатуй» тӑван халӑхӑмӑрӑн тата Чӑваш Енре тӗпленсе пурӑнакан ытти халӑхӑн тӗрлӗ енлӗ пуян культурипе паллашма май парӗ.

Шупашкарти уява Пушкӑртстанри, Крымри, Красноярск крайӗнчи, Оренбург, Пенза, Сарту, Самар, Тӗмен, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Чулхулари тата Питӗрти йӑхташӑмӑрсем килсе ҫитӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, [98], 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, ...398
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнӗ проекта пӗр иккӗленмесӗрех пуҫӑнма пултаратӑр, уйрӑмах вӑл тупӑш кӳрет пулсан. Ӗҫлӗ плансемпе никампа та ан паллаштарӑр. Харпӑр пурнӑҫа вара туссемпе сӳтсе явма пултаратӑр. Туйӑмсене ан парӑнӑр, унсӑрӑн кӗтменлӗх пулӗ. Канмалли кунсенче лайӑх ушкӑнпа уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт тупсан аван.

Юпа, 20

1935
89
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
77
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
23
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть