Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атнаш

АтнашКанаш районӗнчи ял, Атнаш ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 65 ҫухрӑмра, Канашран 18 ҫухрамра ларать.

Урамӗсем:

Тавралӑхӗ

Атнаш ялӗ Кӗҫӗн Ҫавал хӗрринче вырнаҫнӑ.

Ҫывӑхри ялсем

Ял кун-ҫулӗ

Яла никӗслекенсем хальхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен тухнӑ.

1925-1931 ҫулсенче Нӗркечпе Атнаш уйрӑм ялсем пек шутланнӑ. Каярах вара ялсене пӗрлештерсе Атнаш ята ҫеҫ хӑварнӑ.

1917 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗн Шӑхасан вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене туса хунӑ хыҫҫӑн Канаш районӗнче шутланма пуҫланӑ. 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче Шӑхасан районне кӗнӗ, 1956 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтччен Канаш районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

1717 ҫулхи ҫырав тӑрӑх 11 кил пулнӑ, 22 арҫын, 18 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1795 ҫулта — 40 кил пулнӑ, 148 арҫын, 173 хӗрарӑм пурӑннӑ.

1897 ҫулхи хут тӑрӑх яла «Атнашево-Нюргечи» ятпа ҫырнӑ пулнӑ, пурӗ вӑл вӑхӑтра ялта 489 ҫына шутланӑ. 1926 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ял 203 килтен тӑнӑ, 457 арҫын, 537 хӗрарӑм пурӑннӑ.

1999 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 336 кил пулнӑ, пурӗ 1075 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулта 327 килте 975 ҫын пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Атнашра лаввка ӗҫлет.

Ҫул-йӗр

Культура

Ялта шкул, ача пахчи, фельдшер пункчӗ, клуб, спортзал пур.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Дубанов И.С. Географические названия Чувашской Республики — Чебоксары. 2010 — с. 38
  • Чувашская энциклопедия, Чебоксраы. 2006 — I том, с. 152.


 
Категорисем: Атнаш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-03-13 22:07:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5720 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем