Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ахтанай

АхтанайШупашкар районӗнчи ял, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 21 ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 9 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Юнашар ялсем

Ял кун-ҫулӗ

Яла малтан Пӗчӗк Пӳкасси тенӗ. Ӑна XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче Теней ӗмпӳ ӑраттинчен тухнӑ Ахтанай никӗсленӗ. Вӑл ҫӳрҫӗртерех ларакан Мӑн Пӳкассинчен тухнӑскер пулнӑ.
1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ.
1931 ҫулта ялта Войков ячӗллӗ колхоз йӗркеленнӗ.
Районсене туса хуриччен Шупашкар уесӗн Йӑлӑмкас вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Шупашкар районне кӗртнӗ.

Халӑх йышӗ

1897 ҫулта ку ялта 37 арҫын, 39 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1926 ҫулхи ҫыравра 25 килте 64 арҫын, 74 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1939 ҫулта 48 арҫын, 62 хӗрарӑм пулнӑ. 1979 ҫулхи ҫыравпа килӗшӳллӗн ялта 23 арҫын, 41 хӗрарӑм шутланнӑ. 2002 ҫулхи ҫырав ялта 19 кил пулнине палӑртнӑ, пурӗ 39 ҫын пурӑннӑ: 21 арҫын, 18 хӗрарӑм.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

«Гвардеец» АУО шутне кӗрет.

Ҫул-йӗр

Культура

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Сторона моя Чебоксарская.
  • Чувашская энциклопедия. III том. 24 стр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Ахтанай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-01-17 23:52:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4199 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем