Зайцӑкасси
Рыкша юхан шывӗ хӗррипе улӑх сарӑлса выртнӑ. Кунта ут кӗтӗвӗсем ҫӳренӗ. Тата кунта шыв арманӗ тума питӗ меллӗ вырӑн пулнӑ. Халӑх вара арман тӑвать.
Каярахпа ку армана Ҫӗрпӳ хулинчи пӗр пуяна сутса янӑ, Андрей Петрович ятлӑскерне. Вӑхӑт иртсен ҫак вырӑнта пасар пухӑнма пуҫлать(кӑштахран ӑна куҫараҫҫӗ).
Чи малтан кил-ҫурт лартакан Шорчекасси ҫынни Александр Степанович Зайцев пулнӑ. Вӑл суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑннӑ. Ун ячӗпе Зайцӑкасси(Куянкасси) пуҫланса кайнӑ.
Иккӗмӗш кил Максим Даниловичӑн пулнӑ. Вӑл та суту-илӳ енӗпе ӗҫленӗ, пасарта шушкӑ пӗҫерсе сутнӑшӑн Шушкӑ Макҫӑмӗ тенӗ.
Ял сарӑлма пуҫланӑ. Виҫҫӗмӗш ҫурта лартаканӗ Василий Петрович пулнӑ. Эзеккассинчен нумай кил куҫа-куҫа килнӗ. Василий Петрович ӑста кӑмака тӑвакан пулнӑ, вӑл тунӑ кӑмакасем сыхланса юлнӑ.
2006ҫ. ЧР Шупашкар р-чи Мулкачкассинчи И.Осиповран В.Д.Степанова вӗренекенӗсем ҫырса илнӗ. – Станьял архивӗ.