Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мартынкасси

МартынкассиЭлӗк районӗнчи ял. Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхне кӗрет. Чӑваш Сурӑм ялӗнчен 7 ҫухрӑмра ларать. Ялтан район тӗпне ҫитме 18 ҫухрӑм каймалла.

Ялта пилӗк урам: Вӑрман, Колхоз, Союз, Кооператив тата Вӗрентекенсен урамӗ.

Тавралӑх

Ялта икӗ пӗчӗк пӗве пур.

Юнашар ялсем

Кун-ҫулӗ

1927 ҫулччен Етӗрне уесӗн Элӗк вулӑсӗнче шутланнӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн, районсене туса хунӑранпа, Элӗк районне кӗнӗ. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Вӑрнар районне кӗртнӗ. 1965 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен Элӗк районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

2006 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне кунта 143 ҫын пурӑннӑ: 65 арҫын, 78 хӗрарӑм.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ялта «Мартынкасси» ял хуҫалӑх производствӑлла кооператив (ЯХПК) пур.
Ҫавӑн пекех ялта Элӗк райповӗн лавкки ӗҫлет.

Культура

Ялта клуб (Кооператив урамӗ, 12 ҫурт), вулавӑш (Кооператив урамӗ, 12 ҫурт), фельдшерпа аккушер пункчӗ (Кооператив урамӗ, 9 ҫурт) пур.

Каҫӑсем



 
Категорисем: Мартынкасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-15 19:57:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3068 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем