Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пултарни

Моисейӗн пӗрремӗш кӗнеки

Пултарни

Асӑрхаттарни. Ҫак Кӗнекесене Синод авалхи еврей чӗлхинчен вырӑсла куҫарттарнӑ Библирен илсе куҫарнӑ. Тӑваткал скобкӑра вырӑсла куҫаракансем Христос ҫураличчен III ӗмӗрте ҫитмӗлӗн грекла куҫарнӑ Библирен илнӗ сӑмахсене кӑтартнӑ.>>

Пӗрремӗш сыпӑк

Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ. Ҫӗрӗн сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те пулман, тӗпсӗр шыв тӗлӗнче тӗттӗм тӑнӑ, шыв ҫийӗн Турӑ Сывлӑшӗ варкӑшнӑ. Турӑ каланӑ: ҫутӑ пултӑр, тенӗ. Ҫутӑ пулса тӑнӑ. Турӑ ҫутӑ аваннине курнӑ та, Турӑ ҫутта тӗттӗмрен уйӑрнӑ. Турӑ ҫутта — кун, тӗттӗме каҫ тенӗ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пӗрремӗш кун. Турӑ каланӑ: шыв хушшинче тӗрек пултӑр, вӑл шыва шывран уйӑрса тӑтӑр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.] Турӑ тӗрек туса карнӑ та тӗрек айӗнчи шыва тӗрек тӗлӗнчи шывран уйӑрнӑ. Ҫапла пулса тӑнӑ. Тӗреке Турӑ тӳпе тенӗ. [Турӑ ку аваннине курнӑ.] Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: иккӗмӗш кун. Турӑ каланӑ: тӳпе айӗнчи шыв пӗр ҫӗре пухӑнса тӑтӑр та, типӗ вырӑн тухтӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. [Тӳпе айӗнчи шыв хӑйӗн вырӑнне пухӑнса тӑнӑ та, типӗ вырӑн тухнӑ.] Типӗ вырӑна Турӑ ҫӗр тенӗ, пухӑнса тӑнӑ шывсене тинӗссем тенӗ. Турӑ ку аваннине курнӑ. Турӑ каланӑ: ҫӗр ешӗлӳсен, [хӑй йышши, хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, ҫӗр ҫинче хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан ҫимӗҫлӗ йывӑҫсем ӳстертӗр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. Ҫӗр ешӗлӳсен, хӑй йышши, [хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, [ҫӗр ҫинче] хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан [ҫимӗҫлӗ] йывӑҫсем ӳстерсе кӑларнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: виҫҫӗмӗш кун. Турӑ каланӑ: [ҫӗре ҫутатса тӑма тата] куна каҫран уйӑрса тӑма, хӑватсем кӑтартма тата вӑхӑта, куна, ҫулталӑка палӑртса тӑма тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫутӑсем пулччӑр; ҫӗр ҫине ҫутӑ ярса тӑмашкӑн вӗсем тӳпе тӗрекӗ ҫинчи ҫутаткӑҫсем пулччӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. Турӑ икӗ пысӑк ҫутӑ тунӑ: пысӑкрах ҫутине куна тытса тӑма, пӗчӗкрех ҫутине каҫа тытса тӑма тунӑ, ҫӑлтӑрсем те тунӑ; Турӑ вӗсене тӳпе тӗрекӗ ҫине лартнӑ: ҫӗре ҫутатса тӑма, кунпа каҫа тытса тӑма, ҫутта тӗттӗмрен уйӑрса тӑма лартнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: тӑваттӑмӗш кун. Турӑ каланӑ: шывра чӗрӗ чунсем кӗшӗлтетчӗр; ҫӗр ҫийӗн, тӳпе тӗрекӗ айӗн вӗҫен кайӑксем вӗҫсе ҫӳреччӗр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.] Шывра пулса тӑнӑ мӑн пулӑсене, шывра кӗшӗлтетекен пур тӗрлӗ чӗрӗ чуна Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. Турӑ вӗсене пилленӗ: хунӑр, йышлӑланӑр, тинӗс шывӗсене тулӑр, ҫӗр ҫинче вӗҫен кайӑксем ӗрчеччӗр, тенӗ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пиллӗкӗмӗш кун. Турӑ каланӑ: ҫӗр ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе чӗрӗ чунсем кӑлартӑр, выльӑхсем, ҫӗлен-калтасем, тискер кайӑксем ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе кӑлартӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. Ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, выльӑхсене те ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, пур ҫӗлен-калтана та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. Турӑ каланӑ: Хамӑр сӑнарлӑ, Хамӑр евӗрлӗ этем тӑвар, вӗсем тинӗсри пулӑсене, тӳпери вӗҫен кайӑксене, [тискер кайӑксене,] выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен мӗнпур ҫӗлен-калтана пуҫ пулса тӑччӑр, тенӗ. Турӑ вара Хӑй сӑнарлӑ этем пултарнӑ, ӑна Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ; вӗсене арҫыннине, хӗрарӑмне пултарнӑ. Турӑ вӗсене пилленӗ, Турӑ вӗсене каланӑ: хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, [тискер кайӑксене,] тӳпери вӗҫен кайӑксене, [пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре,] ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр, тенӗ. Турӑ тата каланӑ: акӑ Эпӗ сире пӗтӗм ҫӗр ҫинчи мӗнпур курӑка, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ тӗслӗ курӑка тата йывӑҫ ҫимӗҫӗ кӳрекен, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ йывӑҫ патӑм, — ҫакӑ сире апат валли пулӗ; пӗтӗм чӗрӗ чуна — ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑка, тӳпери мӗнпур вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур [ҫӗлен-калтана] — апат валли Эпӗ пӗтӗм ешӗл курӑка патӑм, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: улттӑмӗш кун.

Иккӗмӗш сыпӑк

Тӳпепе ҫӗре тата вӗсен мӗнпур ҫарне ҫапла йӗркелесе туса ҫитернӗ. Хӑй тӑвакан ӗҫӗсене Турӑ ҫиччӗмӗш кун тӗлне туса ҫитернӗ, тумалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, ҫиччӗмӗш куна Вӑл канлӗхлӗ тунӑ. Турӑ ҫиччӗмӗш куна пилленӗ, ӑна сӑваплӑ тунӑ, мӗншӗн тесессӗн Хӑйӗн тумалли, пултармалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, Вӑл ҫав куна канлӗхлӗ тунӑ. Тӳпепе ҫӗр ҫапла пулса кайнӑ, вӗсене ҫапла пултарнӑ, ҫавӑн чухне, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗрпе тӳпене пултарсассӑн, ҫӗр ҫинче нимӗнле ӳсентӑран та, нимӗнле курӑк та ӳсмен-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарман, ҫӗр ӗҫлесе тӑма этем те пулман, анчах ҫӗр ҫинчен пӑс тухса тӑрса пӗтӗм ҫӗр питне шӑварса тӑнӑ. Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ. Хӗвелтухӑҫ енче, Эдемра, Ҫӳлхуҫа Турӑ рай пахчи лартса ӳстернӗ, Хӑй пултарнӑ этеме ҫавӑнта вырӑнаҫтарнӑ. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тӗрлӗ йывӑҫ ӳстерсе кӑларнӑ: пӑхма — илемлӗ, апат валли лайӑх пулнӑ вӗсем; рай варринче вара чӗрӗлӗх йывӑҫӗ тата ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ӳстернӗ. Рая шӑварса тӑмашкӑн Эдемран юханшыв юхса пынӑ; унтан вӑл туратланса тӑватӑ юханшыв пулса кайнӑ. Пӗри Фисон ятлӑ пулнӑ, вӑл пӗтӗм Хавила ҫӗрӗ тавра юхса выртать, унта ылтӑн пур; ҫав ҫӗрти ылтӑн паха; унта бдолах тата оникс чулӗ пур. Иккӗмӗш юханшывӗн ячӗ Гихон [Геон]: вӑл пӗтӗм Куш ҫӗрӗ тавра юхса выртать. Виҫҫӗмӗш юханшывӗн ячӗ Хиддекель [Тигр]: вӑл Ассири умӗнчен юхса иртет. Тӑваттӑмӗш юханшывӗ — Евфрат. Ҫӳлхуҫа Турӑ [Хӑй пултарнӑ] этеме ертсе пынӑ та ӑна Эдем пахчине — ҫавӑнта ӗҫлесе тӑма, пахчана сыхласа тӑма — вырӑнаҫтарнӑ. Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫапла вӗрентсе каланӑ: эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Турӑ тата каланӑ: этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар, тенӗ. Хирти мӗнпур чӗрчуна, тӳпери пур вӗҫен кайӑка Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тунӑ, унтан, вӗсене мӗнле ят панине курас тесе, чӗрӗ чунсем хӑйсене этем мӗнле ят парӗ, ҫавӑн ятлӑ пулччӑр тесе, [вӗсене] этем патне ертсе пынӑ. Этем пур выльӑх-чӗрлӗхе, тӳпери пур вӗҫен кайӑка, хирти пур тискер кайӑка ят хурса тухнӑ; анчах этем валли ӑна пулӑшса тӑма ун евӗрлӗскерӗ тупӑнман. Ҫӳлхуҫа Турӑ этем ҫине тарӑн ыйхӑ янӑ; вӑл ҫывӑрса кайсассӑн, унӑн аяк пӗрчисенчен пӗрне кӑларса илнӗ те ҫав вырӑна ӳт илтернӗ. Этемрен илнӗ аяк пӗрчинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑм тунӑ та ӑна этем патне ертсе пынӑ. Вара этем каланӑ: акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт; артан, [хӑй] упӑшкинчен, илнӗрен ӑна арӑм тейӗҫ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те — Адам та, арӑмӗ те — ҫарамас пулнӑ, пӗр-пӗринчен вӑтанман.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Ҫӳлхуҫа Турӑ пултарнӑ хир кайӑкӗсенчен ҫӗлен пуринчен те чеерех пулнӑ. Ҫӗлен арӑма каланӑ: Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и? тенӗ. Арӑм ҫӗлене каланӑ: эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр, Турӑ: рай варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫеҫ ан ҫийӗр, терӗ, вӗсене ан тӗкӗнӗр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, терӗ, тенӗ. Ҫӗлен арӑма каланӑ: ҫук, вилместӗр, Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр, тенӗ. Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх иккен, куҫпа пӑхма та хитре иккен, пӗлӳ парассипе те сӑхлантарать иккен, — арӑм ҫакна курнӑ та унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ; тата упӑшкине те панӑ, вӑл та ҫинӗ. Ӗнтӗ иккӗшӗн те куҫӗсем уҫӑлнӑ, вӗсем хӑйсем ҫарамас пулнине пӗлнӗ; вара смоква йывӑҫӗн ҫулҫисене сыпа-сыпа ҫӗлесе пилӗкӗнчен ҫакса янӑ. Вӗсем кун сулхӑнлатнӑ вӑхӑтра райра ҫӳрекен Ҫӳлхуҫа Турӑ сассине илтнӗ; Адампа унӑн арӑмӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнчен райри йывӑҫсем хушшине пытаннӑ. Ҫӳлхуҫа Турӑ Адама чӗнсе: [Адам,] эсӗ ӑҫта? тенӗ. Вӑл: эпӗ Санӑн сассуна райра илтрӗм те хам ҫарамас пулнипе хӑраса пытантӑм, тенӗ. [Турӑ] каланӑ: эсӗ ҫарамассине сана кам каларӗ? Эпӗ ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимерӗн-и эсӗ? тенӗ. Адам каланӑ: йывӑҫ ҫимӗҫне мана ҫав арӑм, Эсӗ панӑскер, пачӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑма каланӑ: эсӗ капла мӗн турӑн? тенӗ. Арӑм: мана ҫӗлен илӗртрӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна тунӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫисе пурӑнӑн; санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупa арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ. Арӑма каланӑ: эсӗ йывӑр ҫын чухне санӑн асапна ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пырӑп; ачусене тертленсе ҫуратӑн; эсӗ упӑшкушӑн тӗмсӗлӗн, вӑл вара санӑн хуҫу пулӗ, тенӗ. Адама вара ҫапла каланӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫинӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑранса пурӑнӑн; ҫӗр сана йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем ӳстерсе парӗ; эсӗ хирти курӑкпа тӑранса пурӑнӑн; ҫӗртен пулнӑскер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ. Адам хӑйӗн арӑмне Ева ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗтӗм пурӑнакансенӗн амӑшӗ пулса тӑнӑ. Ҫӳлхуҫа Турӑ Адампа унӑн арӑмӗ валли тир тумтирсем туса вӗсене тӑхӑнтартнӑ. Ҫӳлхуҫа Турӑ каланӑ: акӑ Адам, ырӑпа усала пӗлсе, Пирӗнтен пӗри пек пулса тӑчӗ; халӗ ӗнтӗ вӑл тата, аллине тӑсса, чӗрӗлӗх йывӑҫӗн ҫимӗҫне те татса ан ҫитӗр, ӗмӗрех пурӑнмалла ан пултӑр, тенӗ. Ҫӗртен илнӗскер ҫӗр ӗҫлесе пурӑнтӑр тесе Ҫӳлхуҫа Турӑ ӑна Эдем пахчинчен кӑларса янӑ. Адама хӑваласа янӑ та чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сыхламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Адам хӑйӗн арӑмӗпе Евӑпа хутшӑннӑ; Ева йывӑр ҫын пулса Каина ҫуратнӑ, вӑл: эпӗ Ҫӳлхуҫаран ҫын тупрӑм, тенӗ. Тата унӑн шӑллӗне, Авеле, ҫуратнӑ. Авель — сурӑх кӗсекен ҫын, Каин ҫӗр ӗҫлекен ҫын пулнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Каин Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫимӗҫӗ парне кӳнӗ, Авель те хӑйӗн кӗтӗвӗнчи малтан ҫуралнӑ путексене, чи самӑррисене, парне кӳнӗ. Ҫӳлхуҫа Авеле те, унӑн парнине те кӑмӑл тунӑ, Каина вара хӑйне те, унӑн парнине те кӑмӑл туман. Каин питӗ тарӑхнӑ, пуҫне чиксе ҫӳренӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: эсӗ мӗншӗн тарӑхрӑн? мӗншӗн эсӗ пуҫна чикрӗн? ырӑ тунӑ чухне пуҫна ҫӗклеместӗн-и? ырӑ тумастӑн пулсассӑн, алӑку умӗнче ҫылӑх выртать; вӑл сана хӑй патне туртать, анчах эсӗ ӑна пӑхӑнтар, ӑна пуҫлӑх пул, тенӗ. Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, каланӑ: [атя хире каяр,] тенӗ. Хире тухсассӑн, Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, хирӗҫ тӑрса ӑна вӗлернӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: Авель шӑллу ӑҫта санӑн? тенӗ. Вӑл: пӗлместӗп; эпӗ шӑллӑма хуралҫӑ-им? тенӗ. [Ҫӳлхуҫа] каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? санӑн шӑллу юнӗн сассийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет; санӑн аллу тӑкнӑ юна, санӑн шӑллун юнне, ҫӑтнӑ ҫӗр халӗ сана ылханчӗ; эсӗ ҫӗр ӗҫленӗ чухне вӑл сана текех хӑйӗн вӑйне парса тӑмӗ, ҫӗр ҫинче эсӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑн, тенӗ. Каин Ҫӳлхуҫа [Турра] каланӑ: ман ҫине хунӑ хаса чӑтас чӑтӑмран та пысӑкрах: акӑ Эсӗ халӗ мана ҫӗр ҫинчен хӑваласа яратӑн, эпӗ Санӑн куҫу умӗнчен ҫухалӑп, ҫӗр ҫинче эпӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑп; мана тӗл пулакан кирек кам та мана вӗлерӗ, тенӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна каланӑ: кам Каина вӗлерӗ, ӑна уншӑн ҫичӗ хут тавӑрмалла, тенӗ. Каина тӗл пулса никам та ан вӗлертӗр тесе, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна паллӑ тунӑ. Вара Каин Ҫӳлхуҫа умӗнчен пӑрахса кайнӑ, вӑл Эдемран тухӑҫалла, Нод ҫӗрне, кайса вырӑнаҫнӑ. Каин хӑйӗн арӑмӗпе хутшӑннӑ; арӑмӗ, йывӑр ҫын пулса, Еноха ҫуратнӑ. Каин хула лартнӑ; хулине ывӑлӗн ячӗпе Енох тенӗ. Енохӑн Ирад [Гаидад] ҫуралнӑ; Ирадран Мехиаель [Малелеил] ҫуралнӑ; Мехиаелӗн Мафусал ҫуралнӑ; Мафусалран Ламех ҫуралнӑ. Ламех хӑй валли икӗ арӑм илнӗ: пӗри Ада ятлӑ, тепӗри Цилла [Селла] ятлӑ пулнӑ. Ада Иавала ҫуратнӑ: вӑл кӗтӳ кӗтсе чатӑрта пурӑнакансенӗн ашшӗ пулнӑ. Унӑн шӑллӗн ячӗ Иувал: вӑл пӗтӗм кӗслеҫӗсен, шӑхлич калакансен ашшӗ пулнӑ. Цилла та Тувалкаина [Фовела] ҫуратнӑ: вӑл пӑхӑртан тата тимӗртен тӗрлӗ япала туптаса тӑвакан ӑста пулнӑ. Тувалкаинӑн йӑмӑкӗ — Ноема. Ламех хӑйӗн арӑмӗсене каланӑ: эй Ада, эй Цилла! итлӗр эпӗ каланине; эй Ламех арӑмӗсем! тӑнлӑр ман сӑмахсене: суранӑмшӑн эпӗ ар пулнӑ ҫынна вӗлертӗм, хама амантнӑшӑн яш ачана вӗлертӗм; Каиншӑн ҫичӗ хут тавӑрас пулсассӑн, Ламехшӑн ҫитмӗл ҫичӗ хут тавӑрӗҫ, тенӗ. Адам татах хӑйӗн арӑмӗпе, [Евӑпа,] хутшӑннӑ, Ева ывӑл ача ҫуратнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] Каин вӗлернӗ Авель вырӑнне Турӑ мана тепӗр вӑрлӑх пачӗ, тенӗ. Сифӑн та ывӑл ача ҫуралнӑ: вӑл ӑна Енос ятлӑ хунӑ; ҫавӑн чухне вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ятне асӑнса чӗне пуҫланӑ.

Пиллӗкӗмӗш сыпӑк

Адамӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Турӑ этеме пултарнӑ чухне, Вӑл ӑна Хӑй евӗрлӗ тунӑ чухне, Вӑл вӗсене арҫыннине тата хӗрарӑмне пултарнӑ, вӗсене пилленӗ, вӗсене пултарнӑ кун вӗсене «этем» тесе ят хунӑ. Адам ҫӗр вӑтӑр [230] ҫул пурӑннӑ та, унӑн хӑй евӗрлӗ, хӑй сӑнарлӑ ывӑл ҫуралнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ. Сиф ҫуралнӑ хыҫҫӑн Адамӑн кунҫулӗ сакӑрҫӗр [700] ҫула пынӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Адам пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ. Сиф ҫӗр пилӗк [205] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енос ҫуралнӑ. Енос ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сиф сакӑрҫӗр ҫичӗ [707] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Сиф пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вуникӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ. Енос тӑхӑрвунӑ [190] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Каинан ҫуралнӑ. Каинан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Енос сакӑрҫӗр вунпилӗк [715] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Енос пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ. Каинан ҫитмӗл [170] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Малелеил ҫуралнӑ. Малелеил ҫуралнӑ хыҫҫӑн Каинан сакӑрҫӗр хӗрӗх [740] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Каинан пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вунӑ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ. Малелеил утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Иаред ҫуралнӑ. Иаред ҫуралнӑ хыҫҫӑн Малелеил сакӑрҫӗр вӑтӑр [730] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Малелеил пурӑннӑ кунҫул пурӗ сакӑрҫӗр тӑхӑрвун пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ. Иаред ҫӗр утмӑл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енох ҫуралнӑ. Енох ҫуралнӑ хыҫҫӑн Иаред сакӑрҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Иаред пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл икӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ. Енох утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Мафусал ҫуралнӑ. Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, Мафусал ҫуралнӑ хыҫҫӑн вӑл тата виҫҫӗр [200] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Енох пурӑннӑ кунҫул пурӗ виҫҫӗр утмӑл пилӗк ҫул пулнӑ. Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ; унтан вӑл курӑнми пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ. Мафусал ҫӗр сакӑрвун ҫичӗ ҫул пурӑннӑ та, унӑн Ламех ҫуралнӑ. Ламех ҫуралнӑ хыҫҫӑн Мафусал ҫичҫӗр сакӑрвун икӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Мафусал пурӑннӑ кун-ҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл тӑхӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ. Ламех ҫӗр сакӑрвун икӗ [188] ҫул пурӑннӑ та, унӑн ывӑл ача ҫуралнӑ, хамӑр ӗҫе тунӑ чухне, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ылханнӑ ҫӗре хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе тӑнӑ чухне пире ҫакӑ лӑплантарӗ тесе, Ламех ӑна Ной ятлӑ хунӑ. Ной ҫуралнӑ хыҫҫӑн Ламех пилӗкҫӗр тӑхӑрвун пилӗк [565] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Ламех пурӑннӑ кунҫул пурӗ ҫичҫӗр ҫитмӗл ҫичӗ [753] ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ. Пилӗкҫӗр ҫула ҫитсессӗн Нойӑн [виҫӗ ывӑл] Сим, Хам тата Иафет ҫуралнӑ.

Улттӑмӗш сыпӑк

Ҫӗр ҫинче этемсем ӗрче пуҫласассӑн, вӗсен хӗрӗсем те ҫуралсассӑн, Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем илемлине курнӑ та вӗсене кам хӑшне суйланӑ, ҫавна хӑй валли качча илнӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] каланӑ: ҫак ҫынсем Манӑн Сывлӑшӑма ӗмӗрех хирӗҫ тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт анчах; вӗсен кунҫулӗ ҫӗр ҫирӗм ҫул пултӑр, тенӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче улӑпсем пулнӑ, уйрӑмах вӗсем Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем патне кӗре пуҫласассӑн, кусем вӗсем валли ача ҫурата пуҫласассӑн нумайланнӑ: вӗсем паттӑр ҫынсем, мӗн авалтанпах чаплӑ ҫынсем пулнӑ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ; ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ. Вара Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам пултарнӑ этемсене Эпӗ ҫӗр ҫийӗнчен пӗтеретӗп, этемрен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калта, тӳпери вӗҫен кайӑк таранах пӗтеретӗп, вӗсене пултарнӑшӑн Эпӗ ӳкӗнтӗм ӗнтӗ, тенӗ. Ной вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче тивлетлӗ пулнӑ. Акӑ Нойӑн пурӑнӑҫӗ: Ной хӑйӗн ӑрӑвӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ; Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ. Нойӑн Сим, Хам тата Иафет ятлӑ виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ. Ӗнтӗ Турӑ куҫӗ умӗнче ҫӗр ирсӗрленсе ҫитнӗ, ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ. [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ҫӗр ҫине пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр пӗтӗмпе ирсӗрленнӗ, пурте хӑйсен ҫӗр ҫинчи ҫулне пӑсса пӗтернӗ. [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: пӗтесси ҫитрӗ, мӗн пурри Манӑн умӑмра пӗтӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр вӗсенӗн усал ӗҫӗсемпе тулса ҫитрӗ; акӑ Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп. Ху валли гофер йывӑҫӗнчен карап ту; карап ӑшӗнче пӳлӗмсем ту, унӑн шалашне те, тулашне те сӑмалапа сӗрсе тух. Ӑна ҫапла ту: карапӑн тӑршшӗ виҫҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пултӑр. Карапунта шӑтӑк туса хӑвар, тӑррине пӗр чикене ҫити ансӑрлат, карапа кӗме унӑн айккине алӑк ту; пурӑнмашкӑн ун ӑшӗнче аялти хутне, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш хутне ту. Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ. Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ. Ҫавӑн пекех карап ҫине тата [пӗт ӗм выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗлен-калтана тата] пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр илсе кӗр, вӗсем санпа пӗрле чӗрӗ юлччӑр; вӗсем аҫаллӑ-амаллӑ пулччӑр. Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑксен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр. Эсӗ ху валли ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ ҫимӗҫ ил, ӑна хӑв патна пухса хур; вӑл саншӑн та, вӗсемшӗн те апат пулӗ, тенӗ. Ной пӗтӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм; пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил; ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвармашкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил, мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп, тенӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑйне мӗн хушнине Ной пӗтӗмпе тунӑ. Ҫӗр ҫине шыв тулнӑ вӑхӑтра Ной ултҫӗр ҫулта пулнӑ. Ной хӑй те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те ҫӗр ҫине шыв тулас умӗн карап ӑшне кӗнӗ. [Таса вӗҫен кайӑксем те, таса мар вӗҫен кайӑксем те,] таса выльӑхсем те, таса мар выльӑхсем те, [тискер кайӑксем те,] ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсем те — пурте, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, Ной патне карап ӑшне мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн аҫаллӑ-амаллӑ кӗнӗ. Ҫичӗ кунран ҫӗр ҫине талай ҫитнӗ. Ной пурӑнӑҫӗн ултҫӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ; вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫунӑ. Шӑп ҫав кун Ной карап ӑшне кӗнӗ; Ной ывӑлӗсем те, — Сим, Хам тата Иафет, — Ной арӑмӗ те, унӑн ывӑлӗсен виҫӗ арӑмӗ те унпа пӗрле кӗнӗ. Хӑйсем те кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пур выльӑх, ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе, вӗҫсе ҫӳрекенсем, пур вӗҫен кайӑк, пур ҫунатлӑ кайӑк та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе Ной патне карап ӑшне кӗнӗ, ӳтӗнче чӗмӗ пуррисем пурте аҫаллӑ-амаллӑ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӗнӗ; Ной патне карап ӑшне кӗнӗ пур тӗрлӗ чӗрчун, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, аҫи те, ами те кӗнӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсем кӗнӗ хыҫҫӑн карапа хупса лартнӑ. Ҫӗр ҫине шыв хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тулса пынӑ, шыв хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пынӑ та карапа ҫӳлелле ҫӗкленӗ, вӑл ҫӗртен ҫӳлте пулнӑ; ҫӗр ҫинче шыв вӑйлӑлансах пынӑ, питех те тулса ҫитнӗ, карап шыв ҫийӗн ишсе ҫӳренӗ. Шыв ҫӗр ҫине шутсӑр нумай капланса тулнӑ; пӗтӗм тӳпе айӗнчи ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ; вӗсен тӗлӗнчи шыв вунпилӗк чике чухлӗ хӑпарнӑ, ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ. Ҫӗр ҫинче ҫӳрекен пур чӗрчун та вилсе пӗтнӗ: вӗҫен кайӑксем, выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта, пур ҫын та вилсе пӗтнӗ; типӗ ҫӗрте пурӑнӑҫ сывлӑшне сӑмсапа сывлаканни пурте вилсе пӗтнӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем пурте пӗтнӗ; этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, ҫӗлен-калти, тӳпе айӗнчи вӗҫен кайӑкӗ таран — пурте ҫӗр ҫинчен пӗтнӗ, Ной ҫеҫ, унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Шыв ҫӗр ҫинче ҫӗр аллӑ кун тулса пынӑ.

Саккӑрмӗш сыпӑк

Турӑ Ноя тата унпа пӗрле карап ӑшӗнче пулнӑ пур тискер кайӑка, пур выльӑх-чӗрлӗхе, [пур вӗҫен кайӑка, шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана] асне илнӗ; вара Турӑ ҫӗр ҫине ҫил янӑ та, шыв тулма чарӑннӑ. Тӗпсӗр авӑрӑн ҫӑлӗсем, пӗлӗт чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара тӳперен ҫумӑр ҫума чарӑннӑ. Шыв майӗпен ҫӗр ҫинчен каялла кайнӑ, ҫӗр аллӑ кун иртсессӗн шыв чака пуҫланӑ. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш кунӗнче, карап Арарат тӑвӗ ҫине пырса чарӑннӑ. Вуннӑмӗш уйӑха ҫитиччен шыв пӗрмаях чакса пынӑ; вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ту тӑррисем курӑна пуҫланӑ. Хӗрӗх кун иртсессӗн Ной хӑй тунӑ карап чӳречине уҫнӑ та [ҫӗр ҫинчен шыв чакнине пӗлмешкӗн] ҫӑхана кӑларса янӑ; вӑл вӗҫсе тухнӑ та ҫӗр ҫинчи шыв типичченех пӗр аяккалла вӗҫсе кайнӑ, пӗр каялла вӗҫсе килнӗ. Унтан ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнине пӗлмешкӗн Ной кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; анчах кӑвакарчӑнӗ урине пусса ларса канма вырӑн тупайман та ун патне каялла карап ҫине вӗҫсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пур тӗлте те шыв тӑнӑ; Ной аллине тӑснӑ та ӑна ярса тытса хӑй патне карап ӑшне кӗртнӗ. Тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та карап ӑшӗнчен каллех кӑвакарчӑна кӑларса янӑ. Кӑвакарчӑн ун патне каҫ пуласпа каялла вӗҫсе ҫитнӗ, акӑ сӑмсипе вӑл ҫу йывӑҫҫин ешӗл чӗрӗ ҫулҫине хыпса килнӗ; Ной вара ҫӗр ҫинчен шыв чакса кайнине пӗлнӗ. Вӑл тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та [каллех] кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; кӑвакарчӑн вара ун патне каялла таврӑнман. [Ной пурӑнӑҫӗн] ултҫӗр пӗрремӗш ҫулӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн [пӗрремӗш] кунӗ тӗлне, ҫӗр ҫинче шыв юлман; Ной карап тӑррине уҫса пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр ҫийӗ кушӑхнӑ. Иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗ тӗлне, ҫӗр пӗтӗмпех типсе ҫитнӗ. Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр; хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле илсе тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрчеччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ. Вара Ной тухнӑ, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те тухнӑ; карап ӑшӗнчен мӗнпур тискер кайӑк, [мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх,] мӗнпур ҫӗлен-калта, мӗнпур вӗҫен кайӑк — ҫӗр ҫинче мӗн ҫӳрекенни пурте — ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тухса кайнӑ. Вара Ной Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ; кашни таса выльӑх ӑрӑвӗнчен, таса вӗҫен кайӑксен мӗнпур ӑрӑвӗнчен илсе, вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. Ырӑ шӑршӑ Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнӑ, вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Хӑй ӑшӗнче каланӑ: этем пирки ҫӗре урӑх ылханмӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал; халӗ тунӑ пек тумӑп, пӗтӗм пурӑнакана урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп: ҫӗр сывӑ чухне акассипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл, кунпа каҫ нихӑҫан та чарӑнса лармӗҫ, тенӗ.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ; эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ. Ноя, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене Турӑ татах каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗнпе тата сирӗнтен кайран килес тӑхӑмӑрпа халал хыватӑп, сирӗнпе пӗрле пулнӑ пур чӗрӗ чунпа — вӗҫен кайӑксемпе, выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑкпа — карап ӑшӗнчен тухнисемпе пуринпе те, ҫӗр ҫинчи пур чӗрчунпа та халал хыватӑп; урӑх нимӗнле чӗрчуна та талай шывӗпе пӗтермӗп тесе, текех ҫӗре ҫука хӑваракан талай пулмӗ тесе, Эпӗ сирӗнпе халал хыватӑп, тенӗ. [Ҫӳлхуҫа] Турӑ тата каланӑ: Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата сирӗн патӑрти пӗтӗм чӗрӗ чун хушшине ӗмӗртен ӗмӗре яланлӑха хывнӑ халалӑн палли ҫакӑ: Эпӗ пӗлӗт ҫине асамат кӗперӗ каратӑп, вӑл Манпа ҫӗр хушшине [ӗмӗрлӗхе] хывнӑ халал палли пултӑр. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ. [Манӑн] асамат кӗперӗ тӳпере пулӗ, Эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа [ҫӗр хушшине,] ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ӳтри кашни чӗрӗ чун хушшине хывнӑ ӗмӗрлӗх халалӑма аса илӗп, тенӗ. Турӑ Ноя татах каланӑ: Манпа ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни чӗрчун хушшине хывнӑ халал палли ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ. Нойӑн карап ӑшӗнчен тухнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Сим, Хам тата Иафет. Хам вара Ханаанӑн ашшӗ пулнӑ. Ҫаксем виҫҫӗшӗ Нойӑн ывӑлӗсем пулнӑ; пӗтӗм ҫӗр ҫинчи халӑх вӗсенчен пулса кайнӑ. Ной ҫӗр ӗҫлеме пуҫланӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстернӗ; вӑл иҫӗм эрехӗ ӗҫнӗ те ӳсӗрӗлнӗ, хӑйӗн чатӑрӗнче ҫарамас выртнӑ. Хам, Ханаан ашшӗ, хӑй ашшӗ ҫарамасне курнӑ та тухса хӑйӗн икӗ тӑванне каласа панӑ. Симпа Иафет тумтир илнӗ те ӑна хӑйсен хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, кутӑн кӗрсе ашшӗн ҫарамасне витсе тухнӑ; вӗсем хыҫалалла пӑхса пынӑ, хӑйсен ашшӗн ҫарамасне курман. Ной мухмӑртан урӑлса тӑнӑ та хӑйне кӗҫӗн ывӑлӗ мӗн тунине пӗлсе каланӑ: Ханаан ылханлӑ пултӑр; вӑл хӑйӗн тӑванӗсем патӗнче чурасенӗн чури пулӗ, тенӗ. Унтан каланӑ: Симӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ; Ханаан Симӑн чури пулӗ; Турӑ Иафет йӑхне хушсах пытӑр, вӑл Сим чатӑрӗсене кӗрсе вырӑнаҫтӑр; Ханаан унӑн чури пулӗ, тенӗ. Тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн Ной виҫҫӗр аллӑ ҫул пурӑннӑ. Ной пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр аллӑ ҫул пулнӑ, вӑл вара вилнӗ.

Вуннӑмӗш сыпӑк

Ной ывӑлӗсен — Симӑн, Хамӑн тата Иафетӑн — йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ. Талай хысҫӑн вӗсен ача-пӑча ҫуралнӑ. Иафет ывӑлӗсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас. Гомер ывӑлӗсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма. Иаван ывӑлӗсем: Елиса, Фарсис, Киттим тата Доданим. Вӗсенчен ӗрченӗ халӑхсем утравсем ҫине ларса тухнӑ; кашнийӗ хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен чӗлхипе калаҫакансемпе пӗрле, хӑйсен ӑрӑвӗнчен тухнисемпе пӗрле, хӑйсен халӑхӗ хушшине вырӑнаҫнӑ. Хам ывӑлӗсем: Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан. Хуш ывӑлӗсем: Сева, Хавила, Савта, Раама тата Савтеха. Раама ывӑлӗсем: Шева тата Дедан. Хушӑн тата Нимрод ҫуралнӑ; ҫавӑ ҫӗр ҫинче паттӑра тухнӑ; вӑл Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр кайӑкҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр кайӑкҫӑ Нимрод пек, теҫҫӗ. Малтан унӑн патшалӑхӗ Сеннаар ҫӗрӗнчи Вавилон, Эрех, Аккад тата Халне хулисенчен тӑнӑ. Ҫак ҫӗртен Ассур тухнӑ, вӑл Ниневи, Реховоф-ир, Калах хулисене туса лартнӑ, Ниневипе Калах хушшине Ресен хули лартнӑ; ку аслӑ хула. Мицраимран Лудим, Анамим, Лесавим, Нафтухим, Патрусим, Каслухим ҫуралнӑ, ҫаксенчен Филисти халӑхӗ пулса кайнӑ; Мицраимран тата Кафторим ҫуралнӑ. Ханаанран Сидон ҫуралнӑ, — ку унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ, — тата Хет, Иевусей, Аморрей, Герсесей, Евей, Аркей, Синей, Арвадей, Цемарей таса Химафей ҫуралнӑ. Каярахпа Ханаан ӑрӑвӗсем сапаланса кайнӑ, ханаансен ҫӗрӗ Сидонран пуҫласа Герар еннелле Газа патне ҫитнӗ, кунтан Содом, Гоморра, Адма тата Цевоим еннелле Лаша патне ҫитнӗ. Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Хам ывӑлӗсем. Симӑн та ачисем пулнӑ, Сим вӑл — Еверӑн мӗнпур ывӑлӗн ашшӗ, Иафетӑн аслӑ пиччӗшӗ. Сим ывӑлӗсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд, Арам [тата Каинан]. Арам ывӑлӗсем: Уц, Хул, Гефер тата Маш. Арфаксадран [Каинан ҫуралнӑ, Каинанран] Сала ҫуралнӑ, Саларан Евер ҫуралнӑ. Еверӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ; пӗрин ячӗ Фалек, вӑл ҫуралнӑ кунсенче ҫӗр уйӑрнӑран ӑна ҫапла ят панӑ; унӑн шӑллӗн ячӗ — Иоктан. Иоктанран Алмодад, Шалеф, Хацармавеф, Иерах, Гадорам, Узал, Дикла, Овал, Авимаил, Шета, Офир, Хавила тата Иовав ҫуралнӑ. Ҫаксем пурте — Иоктан ывӑлӗсем. Вӗсем вырӑнаҫнӑ ҫӗр Мешаран пуҫласа тухӑҫ енчи Сефар тӑвӗ патне ҫитиччен тӑсӑлнӑ. Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Сим ывӑлӗсем. Ной ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем ӗнтӗ, вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ ӗнтӗ. Талай хыҫҫӑн вӗсенчен халӑхсем ӗрчесе кайса ҫӗр тӑрӑх саланнӑ.

Вунпӗрмӗш сыпӑк

Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхепе, пӗр пек калаҫнӑ. Тухӑҫ енчен тапранса кайса вӗсем Сеннаар ҫӗрӗнче тӳремлӗх тупнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр кирпӗч тӑвар та ӑна вутпа хӗртер, тенӗ. Ҫапла вӗсенӗн чул вырӑнне кирпӗч пулса тӑнӑ, акшар вырӑнне ҫӗр тикӗчӗ пулнӑ. Вара вӗсем каланӑ: хамӑр валли хула лартар, тӳпене ҫитекен пашне тӑвар, вара хамӑр ята чапа кӑларӑпӑр, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сапаланса каймӑпӑр. Ҫӳлхуҫа этем ывӑлӗсем тӑвакан хулапа пашнене пӑхма аннӑ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: акӑ вӗсем пӗр халӑх, пуринӗн те пӗр чӗлхе; вӗсем акӑ мӗн тума тытӑнчӗҫ, вӗсем хӑйсем мӗн тума шухӑш тытнине пӑрахас ҫук; анар та вӗсенӗн чӗлхине арпаштарса ярар, пӗри мӗн каланине тепӗри ан ӑнланайтӑр, тенӗ. Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫав тӗлтен пӗтӗм ҫӗре салатса янӑ; вӗсем вара хулипе пашнине тума чарӑннӑ. Ҫавӑнпа хулине Ватилон тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн унта Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗр чӗлхине арпаштарнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫавӑнтан пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх салатса янӑ. Симӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫултан, ҫӗр ҫулта чухне, Симӑн Арфаксад ҫуралнӑ; Арфаксад ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сим тата пилӗкҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ]. Арфаксад вӑтӑр пилӗк [135] ҫул пурӑннӑ та, унӑн [Каинан ҫуралнӑ. Каинан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфаксад тата виҫҫӗр вӑтӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, вӑл вара вилнӗ. Каинан ҫӗр вӑтӑр ҫул пурӑннӑ та, унӑн] Сала ҫуралнӑ. Сала ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфаксад [Каинан] тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ]. Сала вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Евер ҫуралнӑ. Евер ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сала тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.] Евер вӑтӑр тӑватӑ [134] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фалек ҫуралнӑ. Фалек ҫуралнӑ хыҫҫӑн Евер тӑватҫӗр вӑтӑр [370] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.] Фалек вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Рагав ҫуралнӑ. Рагав ҫуралнӑ хыҫҫӑн Фалек икҫӗр тӑхӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ]. Рагав вӑтӑр икӗ [132] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Серух ҫуралнӑ. Серух ҫуралнӑ хыҫҫӑн Рагав икҫӗр ҫичӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ]. Серух вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Нахор ҫуралнӑ. Нахор ҫуралнӑ хыҫҫӑн Серух икҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ]. Нахор ҫирӗм тӑхӑр [79] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фарра ҫуралнӑ. Фарра ҫуралнӑ хыҫҫӑн Нахор ҫӗр вунтӑхӑр [129] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ]. Фарра ҫитмӗл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ. Фарран йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Фарран Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ. Аранӑн Лот ҫуралнӑ. Аран хӑйӗн ашшӗ Фарра пурӑннӑ чухнех хӑй ҫуралнӑ ҫӗрте, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнче, вилнӗ. Аврампа Нахор хӑйсем валли арӑмсем илнӗ; Аврам арӑмӗ Сара ятлӑ пулнӑ; Нахор арӑмӗ Милка ятлӑ пулнӑ. Милка Аранӑн хӗрӗ пулнӑ, Аран Милка ашшӗ тата Иска ашшӗ пулнӑ. Сара тип варлӑ пулнӑ, унӑн ача пулман. Фарра хӑйӗн ывӑлне Аврама, хӑйӗн мӑнукне — Лота, Аран ывӑлне — тата Сарӑна — хӑйӗн кинне, хӑй ывӑлӗн Аврамӑн арӑмне — ертнӗ те, вӗсемпе пӗрле Ханаан ҫӗрне кайма тесе, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ; анчах Харрана ҫитсессӗн, вӗсем ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ. Харран ҫӗрне ҫитнӗ чухне Фарра икҫӗр пилӗк ҫулта пулнӑ, Фарра Харранра вилнӗ.

Вун иккӗмӗш сыпӑк

Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай; санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна мухтавлӑ тӑвӑп, эсӗ пиллӗхлӗ пулӑн; Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылханакансене ылханӑп; сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ, тенӗ. Хӑйне Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Аврам тухса кайнӑ; унпа пӗрле Лот та кайнӑ. Харранран тухса кайнӑ чухне Аврам ҫитмӗл пилӗк ҫулта пулнӑ. Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑванӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тата Харранра чухне хӑйсен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; унтан Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ. Аврам ҫав ҫӗр тӑрӑх Сихем текен вырӑна ҫитиччен, Море юманлӑхне ҫитиччен, тӑршшӗпех ҫӳресе тухнӑ. Ҫак ҫӗрте ун чухне ханаансем [пурӑннӑ]. Аврама Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, каланӑ [ӑна]: ҫак ҫӗре Эпӗ санӑн йӑхна парӑп, тенӗ. Унта Аврам хӑйне курӑннӑ Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ. Ҫав тӗлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухӑҫ еннелле, тапранса кайнӑ; вӑл унта чатӑрне ҫапла карса лартнӑ: Вефиль чатӑртан анӑҫалла, Гай тухӑҫалла пулнӑ; ҫакӑнта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ та [хӑйне курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. Вара Аврам тапранса тухнӑ та малалла, кӑнтӑралла, кайнӑ. Ҫав ҫӗрте выҫлӑх пулнӑ. Ҫав ҫӗрте выҫлӑх вӑйлӑланса ҫитнӗрен Аврам Египета пурӑнма кайнӑ. Египет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑйӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп; сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ; эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ. Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫитсессӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ; ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫуртне илсе пынӑ. Ун майӗпе Аврама аван пулнӑ; унӑн вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, ашаксем те, арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем те, лашалла ашаксем те, тӗвесем те пулнӑ. Анчах Ҫӳлхуҫа Сарӑшӑн, Аврам арӑмӗшӗн, фараона хӑйне те, унӑн килне те йывӑр асап кӑтартнӑ. Вара фараон Аврама чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эсӗ мана мӗн турӑн капла? вӑл санӑн арӑму иккенне мана мӗншӗн каламарӑн? мӗншӗн эсӗ: «вӑл манӑн йӑмӑк» терӗн? эпӗ ӑна хам валли арӑм тума илсеттӗм. Акӑ халӗ санӑн арӑму, илсе каях [ӑна], тенӗ. Фараон хӑй ҫыннисене хушнӑ та, вӗсем вара Аврама хӑйне те, унӑн арӑмне те, унӑн мӗн пуррине пурне те, [унпа пӗрле Лота та] кӑларса янӑ.

Вун виҫҫӗмӗш сыпӑк

Аврам хӑй те, унӑн арӑмӗ те хӑйсен мӗнпур пурлӑхне илнӗ те Египетран тапранса тухса кӑнтӑралла кайнӑ, унпа пӗрле Лот та пынӑ. Аврам выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен те, ылтӑн-кӗмӗл тӗлӗшӗнчен те питӗ пуян пулнӑ. Вӑл, кӑнтӑр енчен Вефиль патнелле куҫа-куҫа пырса, унччен хӑй Вефильпе Гай хушшине чатӑр лартнӑ вырӑна, хӑй малтан парне вырӑнӗ тунӑ ҫӗре, ҫитнӗ; унта Аврам Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. Аврампа пӗрле ҫӳрекен Лотӑн та ҫавӑн пекех вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, чатӑрсем те пулнӑ. Вӗсене пӗрле пурӑнма ҫӗр хӗсӗк пулнӑ, пурлӑхӗ питех те нумай пулнӑран вӗсем пӗрле пурӑнайман. Аврам выльӑхӗсен кӗтӳҫисемпе Лот выльӑхӗсен кӗтӳҫисем хушшинче тавлашу тухнӑ; ун чухне ҫав ҫӗрте ханаансемпе ферезейсем пурӑннӑ. Аврам Лота каланӑ: санпа манӑн хушшӑмӑрта, санӑн кӗтӳҫӳсемпе манӑн кӗтӳҫӗсем хушшинче хирӗҫӳ ан пултӑр: эпир — тӑвансем; пӗтӗм ҫӗр санӑн умӑнта мар-и вара? уйӑрӑл манран: эсӗ сулахаялла кайсассӑн, эпӗ сылтӑмалла кайӑп; эсӗ сылтӑмалла кайсассӑн, эпӗ сулахаялла кайӑп, тенӗ. Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтериччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шывпа шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ; Лот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кайнӑ. Вара вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫланӑ; Лот ҫав таврари хуласенче пурӑннӑ, чатӑрӗсене Содома ҫитиех лартса тухнӑ. Содом ҫыннисем усал пулнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче питӗ ҫылӑхлӑ пулнӑ. Лот Аврамран уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха, халӗ ху тӑракан вырӑнтан ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле, тухӑҫпа анӑҫ еннелле ҫаврӑнса пӑх; ҫак эсӗ куракан пӗтӗм ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе парӑп, санӑн йӑхна ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек тӑвӑп; ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пӗрчине кам та пулин шутласа кӑларма пултарайсассӑн, санӑн йӑхна та шутласа кӑларӗҫ; тӑр, ҫак ҫӗрӗн тӑршшӗне те, урлӑшне те утса тух: ӑна Эпӗ сана [тата санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе] парӑп, тенӗ. Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; ун та вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.

Вун тӑваттӑмӗш сыпӑк

Сеннаар патши Амрафел, Елласар патши Арисх, Елам патши Кедорлаомер таса Гоим патши Фидал пурӑннӑ кунсенче ҫавсем Содом патшине Берана хирӗҫ, Гоморра патшине Биршана хирӗҫ, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор теекен Бела патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ. Вӗсем пурте хальхи Тӑварлӑ тинӗс вырӑнӗнче, Сиддим ятлӑ айлӑмра, пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ. Кедорлаомер вӗсене вуникӗ ҫул пӑхӑнтарса тӑнӑ пулнӑ, вунвиҫҫӗмӗш ҫулхине вара вӗсем пӑлхав хускатнӑ. Вунтӑваттӑмӗш ҫулхине Кедорлаомер тата унпа пӗр канашлӑ патшасем ҫитнӗ те Аштероф-Карнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, Шаве-Кириафаимри эмимсене, хӑйсенӗн Сеир теекен ту хушӑкӗсенче пурӑнакан хоррейсене пушхир ҫывӑхӗнчи Ел-Фаран патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе тухнӑ. Унтан таврӑнсассӑн, вӗсем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласассӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрейсене те ҫӗмӗрсе тухнӑ. Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Севоим патши таса Сисор теекен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим айлӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ, Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фидала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ. Сиддим айлӑмӗнче тикӗт шӑтӑкӗ нумай пулнӑ. Тара пуҫланӑ Содом патшипе Гоморра патши ҫав шӑтӑксене кӗрсе ӳкнӗ, ыттисем тусем ҫине тарнӑ. Ҫӗнтерекенсем Содомпа Гоморрӑн мӗнпур пурлӑхне тата сых ятне хатӗрленине те пӗтӗмпех илсе кайнӑ. Аврам тӑванӗн ывӑлне, Содомра пурӑнакан Лота, унӑн пӗтӗм пурлӑхӗ-мӗнӗпех илсе кайнӑ. Хӑтӑлса юлнисенчен пӗри пынӑ та Аврам еврее хыпар тунӑ; Аврам ун чухне Мамре юманлӑхӗнче пурӑннӑ. Мамре вӑл аморрей ҫынни, Эшколпа Анер тӑванӗ, пулнӑ, кусем Аврампа пӗр канашлӑ тӑнӑ. Аврам, хӑйӗн йӑхсашӗ [Лот] тыткӑна ҫакланнине илтсессӗн, хӑй ҫуртӗнче ҫуралнӑ виҫҫӗр вунсакӑр чурине вӑрҫӑ кӑралӗ тыттарнӑ та тӑшмансем хыҫҫӑн Дан патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ; вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрӑлса, вӑл хӑйӗн чурисемпе пӗрле вӗсене ҫӗрле тапӑннӑ та пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; вӗсене Дамаскӑн сулахай енчи Хова теекен вырӑна ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; вӗсен пӗтӗм тупӑшне туртса илнӗ, хӑйӗн йӑхташне Лота та, унӑн мӗнпур пурлӑхне те, ҫавӑн пекех тата хӗрарӑмӗсене те, халӑхне те каялла тавӑрнӑ. Вӑл Кедорлаомера тата унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкса каялла таврӑннӑ чухне Содом патши ӑна хирӗҫ Шаве айлӑмне тухса тӑнӑ, ҫав вырӑна халӗ Патша айлӑмӗ теҫҫӗ; Салим патши Мелхиседек те ҫӑкӑрпа эрех илсе тухнӑ, — вӑл Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ, — Мелхиседек ӑна пиллесе каланӑ: Ҫӳлти Турӑ, тӳпепе ҫӗр Патши, Аврама пиллӗхлӗ турӗ; тӑшманусене хӑвӑн аллуна ӳкернӗ Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑ, тенӗ. [Аврам] ӑна хӑйӗн пӗтӗм тупӑшӗнчен вуннӑмӗш пайне панӑ. Содом патши Аврама каланӑ: ҫыннисене мана пар, туприне хӑвӑн валли ил, тенӗ. Анчах Аврам Содом патшине каланӑ: аллӑма Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши енне, ҫӗклетӗп, санӑн: эпӗ Аврама пуйтартӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп; хамӑн чурасем ҫинисӗр пуҫне, манпа пӗрле килнӗ ҫынсене тивӗҫлӗ пайсемсӗр пуҫне санӑнне нимӗн те илмӗп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хӑйсен пайне илччӗр, тенӗ.

Вун пиллӗкӗмӗш сыпӑк

Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, [ҫӗрле] Аврама Ҫӳлхуҫа Турӑ курӑннӑ чухне, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна каланӑ: Аврам, ан хӑра; Эпӗ — санӑн хӳттӳ; санӑн тивлетӳ питех те пысӑк [пулӗ], тенӗ. Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Эсӗ мана мӗн парӑн? акӑ эпӗ ача-пӑчасӑр юлатӑп; манӑн ҫуртӑма ҫак Елиезер, Дамаск ҫынни, пӑхса тӑрать, тенӗ. Аврам тата каланӑ: акӑ Эсӗ мана тӑхӑмлӑ тумарӑн, акӑ ӗнтӗ манӑн еткерҫӗм хам ҫуртӑмра ҫуралса ӳснӗ чура ывӑлӗ, тенӗ. Ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна татах каланӑ: вӑл санӑн еткерҫӳ пулмӗ; кам санран ҫуралӗ, санӑн еткерҫӳ ҫавӑ пулӗ, тенӗ. Унтан ӑна тула илсе тухнӑ та каланӑ [ӑна]: тӳпе ҫине пӑх-ха, ҫӑлтӑрсене шутласа кӑларма пултараятӑн пулсассӑн — шутласа кӑлар, тенӗ. Ӑна тата каланӑ: санӑн ҫавӑн чухлӗ тӑхӑм пулӗ, тенӗ. Аврам Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ. Вара ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗре санӑн аллуна еткерлӗхе памашкӑн сана Халдея ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухрӑм, тенӗ. Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ҫӗре хам тытса тӑрассине ӑҫтан пӗлес манӑн? тенӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Ман валли виҫӗ ҫулхи тына пӑру, виҫӗ ҫулхи качака, виҫӗ ҫулхи така, улатӑпа тата ҫамрӑк кӑвакарчӑн ил, тенӗ. Аврам вӗсене пурне те илнӗ те, ҫурмаран касса, пӗр пайне тепӗр пайне хирӗҫ хунӑ; вӗҫен кайӑкӗсене ҫеҫ касман. Ҫав мӗн пусни ҫине темӗн чухлӗ ҫӑткӑн кайӑк вӗҫсе аннӑ, анчах Аврам вӗсене хӑвала-хӑвала янӑ. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра Аврама тарӑн ыйхӑ пуснӑ: ӑна хӑрушӑ сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене чура туса пусӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пы- тарӗҫ; кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ. Хӗвел анса тӗттӗм пулса ҫитсессӗн, акӑ кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тата вут ҫулӑмӗ касса ҫурнӑ выльӑхсем хушшинчен иртсе кайнӑ. Ҫӳлхуҫа ҫав кун, ҫапла каласа, Аврампа халал хывнӑ: ҫак ҫӗре Египет юханшывӗнчен пуҫласа аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, патне ҫитиччен Эпӗ санӑн тӑхӑмна паратӑп: ку вӑл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен, хетсен, ферезейсен, рефаимсен, аморрейсен, ханаансен, [евейсен], гер- гесейсен тата иевусейсен ҫӗрӗ, тенӗ.

Вун улттӑмӗш сыпӑк

Анчах Сара — Аврам арӑмӗ — ӑна ача ҫуратса паман. Сарӑн Агарь ятлӑ тарҫӑ, Египет хӗрӗ, пулнӑ. Сара Аврама каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫамӑр манӑн варӑма ача ҫуратмалла мар питӗрсе лартнӑ; эсӗ манӑн тарҫӑм патне кӗр: тен, манӑн ун урлӑ ача пулӗ, тенӗ. Аврам Сара сӑмахне итленӗ. Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫлани вунӑ ҫул иртсессӗн, Аврам арӑмӗ Сара хӑйӗн тарҫине, Египет хӗрне Агаре, упӑшки валли арӑмлӑха панӑ. Аврам Агарь патне кӗнӗ те, Агарь йывӑр ҫын пулнӑ. Йывӑр ҫын пулнине кура Агарь хӑйӗн хуҫине, Сарӑна, хисеплеми пулнӑ. Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑплӑ; эпӗ хамӑн тарҫӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулнине кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ. Аврам Сарӑна каланӑ: акӑ хӑвӑн тарҫу хӑвӑн аллунта; мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ. Сара вара Агаре хӗсӗрлеме пуҫланӑ, лешӗ ун патӗнчен тухса тарнӑ. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Агаре пушхирте ҫӑл патӗнче, Сур еннелле каякан ҫул ҫинчи ҫӑл патӗнче, тӗл пулнӑ. [Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна] каланӑ: Агарь, Сара тарҫи! эсӗ ӑҫтан килтӗн, ӑҫта каятӑн? тенӗ. Вӑл: эпӗ Сарӑран, хамӑн хуҫамӑмран, таратӑп, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна каланӑ: хӑвӑн хуҫу патне таврӑн, ӑна пӑхӑнса пурӑн, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна тата каланӑ: санӑн йӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарса пырӑп, йышлӑ пулнӑран ӑна шутласа кӑларма та пулмӗ, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна татах каланӑ: акӑ эсӗ йывӑр ҫын, эсӗ ывӑл ача ҫуратӑн, санӑн асапна Ҫӳлхуҫа илтнӗрен эсӗ ӑна Измаил ятлӑ хурӑн; вӑл ҫынсем хушшинче хир ашакӗ пек пулӗ; унӑн алли пурне те хирӗҫ пулӗ, пурин алли те ӑна хирӗҫ пулӗ; вӑл хӑйӗн пӗтӗм тӑванӗ умӗнче пурӑнӗ, тенӗ. Хӑйпе калаҫакан Ҫӳлхуҫана [Агарь] «Эсӗ мана куракан Турӑ» тесе ят панӑ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл: эпӗ ҫакӑнта хама Куракана чӑннипех куртӑм, тенӗ. Ҫавӑнпа та ҫав ҫӑла Беэр-лахай-рои теҫҫӗ. Вӑл Кадеспа Баред хушшинче вырӑнаҫнӑ. Агарь Аврама ывӑл ҫуратса панӑ; Агарьтен ҫуралнӑ ывӑлне [Аврам] Измаил тесе ят хунӑ. Агарь Аврама Измаила ҫуратса панӑ чухне Аврам сакӑрвун ултӑ ҫулта пулнӑ.

Вун ҫиччӗмӗш сыпӑк

Аврам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫула ҫитсессӗн, ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; Манӑн умӑмра ҫӳре, айӑпсӑр пул; Эпӗ санпа Хам хушшӑма Хамӑн халалӑма хыватӑп, сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, тенӗ. Аврам ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ: Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ. Турӑ Авраама тата каланӑ: эсӗ вара Эпӗ хывнӑ халала уяса тӑр, эсӗ хӑв та уяса тӑр, сан хыҫҫӑн килес ӑрусем те сыпӑкран сыпӑка уяса тӑччӑр. Манпа сирӗн хушшӑмӑрти тата сан хыҫҫӑн килес ӑрусен хушшинчи сыпӑкран сыпӑка пымалли, эсир уяса тӑмалли Манӑн халалӑм акӑ ҫакӑ: сирӗн пур арҫын та ӳт кастарнӑ пултӑр; ӳтӗр хӗррине касӑр: ҫакӑ Манпа сирӗн хушшӑмӑра хывнӑ халал палли пулӗ. Сирӗн ӑрӑвӑрта пур арҫын ачӑр та ҫуралсан сакӑр кунран ӳт кастарнӑ пултӑр: хӑвӑр килӗрте ҫуралнине те, пӗр-пӗр ют халӑх ҫыннинчен кӗмӗл парса туяннӑ тӑван мар ачана та ӳт касӑр. Хӑвӑн ҫуртунта ҫуралнине те, кӗмӗл парса туяннисене те ӳтне каснӑ пултӑр: Манӑн халалӑм сирӗн ӳтӗр ҫинче ӗмӗрлӗх халал пулӗ. Ӳт кастарман арҫынна, [саккӑрмӗш кунне] хӗрринчи ӳтне кастарманскере, ҫав чуна ӗнтӗ хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл Манӑн халала пӑсать, тенӗ. Турӑ Авраама татах каланӑ: Сарӑна, хӑвӑн арӑмна, Сара тесе ан чӗн, унӑн ячӗ Сарра пултӑр; Эпӗ ӑна пиллӗп, унран сан валли ывӑл ача парӑп; Саррӑна пиллӗп, унран халӑхсем ӗрчесе кайӗҫ, унран халӑхсен патшисем тухӗҫ, тенӗ. Авраам ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та кулса янӑ, хӑй ӑшӗнче вӑл: ҫӗр ҫулхи ҫынран ывӑл пулӗ-ши вара? тӑхӑрвуннӑри Сарра та ҫуратӗ-ши вара? тенӗ. Авраам Турра каланӑ: эх, Санӑн куҫу умӗнче Измаил сывӑ пулсассӑн та юрӗччӗ! тенӗ. Турӑ [Авраама] каланӑ: хӑвӑн арӑму, Сарра, хӑех сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Исаак ятлӑ хурӑн; Эпӗ унпа [Эпӗ унӑн Турри пулӑп тата] унӑн килес ӑрӑвӗсен Турри пулӑп тесе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп. Эсӗ Измаилшӑн йӑлӑннине те Эпӗ илтрӗм: акӑ Эпӗ ӑна пиллӗп, ӑна йышлӑ тӑвӑп, питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп; унран вуникӗ ҫулпуҫ ҫуралӗ; Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп. Анчах Хамӑн халалӑма Исаакпа хывӑп; ӑна сана Сарра тепӗр ҫулхине шӑп ҫак вӑхӑтра ҫуратса парӗ, тенӗ. Вара Турӑ Авраампа калаҫма чарӑннӑ та ун патӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ. Авраам хӑйӗн ывӑлне Измаила, хӑйӗн ҫуртӗнче ҫуралнисене пурне те, кӗмӗлне парса сутӑн илнисене пурне те, хӑйӗн ҫуртӗнчи мӗнпур арҫынна, пухнӑ та, Турӑ хӑйне каланӑ пек, ҫав кунах вӗсенӗн хӗрринчи ӳтне касса янӑ. Хӑйӗн хӗрринчи ӳтне каснӑ чухне Авраам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫулта пулнӑ. Унӑн ывӑлӗ Измаил вара хӑйӗн хӗрринчи ӳтне каснӑ чухне вунвиҫӗ ҫулса пулнӑ. Авраама та, унӑн ывӑлне Измаила та пӗр кунрах ӳт касса янӑ; унпа пӗрле унӑн ҫуртӗнчи пур арҫынна та — килте ҫуралнисене те, ют халӑхран кӗмӗл парса сутӑн илнисене те — ӳт каснӑ.

Вун саккӑрмӗш сыпӑк

Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра Мамре юманлӑхӗнче хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ларнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ. Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та — акӑ ун умӗнче виҫӗ ҫын тӑрать. Вӗсене курсассӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупса кайса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурунтан пӑрӑнса иртсе ан кай; кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр, эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑнтарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ. Вӗсем: епле калатӑн, ҫапла ту, тенӗ. Авраам васкасах Сарра патне чатӑра кӗнӗ те каланӑ [ӑна]: виҫӗ сата паха ҫӑнӑхран хӑвӑртрах чуста ҫӑрса тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫер, тенӗ. Авраам хӑй кӗтӗвӗ патне чупса кайнӑ та, лайӑх ҫамрӑк пӑру тытса, ӑна тарҫине панӑ, лешӗ ӑна васкасах хатӗрле пуҫланӑ. Авраам вара ҫу, сӗт тата пӗҫерсе хатӗрленӗ пӑрӑвне илнӗ те вӗсен умне лартнӑ; хӑй вӗсен ҫывӑхӗнче йывӑҫ айӗнче тӑнӑ. Вӗсем ҫинӗ. Ӑна: Сарра арӑму ӑҫта? тенӗ. Вӑл хуравланӑ: кунта, чатӑрта, тенӗ. Вӗсенчен пӗри каланӑ: Эпӗ сан патна [тепӗр ҫулхине] ҫак вӑхӑтра татах килӗп, Саррӑн вара, санӑн арӑмун, ывӑл ача пулӗ, тенӗ. Сарра ҫакна ун хыҫӗнче, чатӑр алӑкӗ патӗнче итлесе тӑнӑ. Авраампа Сарра ватӑлса ҫитнӗ, ҫулланнӑ ҫынсем пулнӑ; Саррӑн хӗрарӑмсен пулаканни те пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ. «Ватӑлса ҫитсессӗн манӑн ҫав савӑнӑҫа курмалла пулӗ-ши? ӗнтӗ манӑн хуҫамӑм та ватӑ» тесе, Сарра хӑй ӑшӗнче кулса илнӗ. Ҫӳлхуҫа Авраама каланӑ: мӗншӗн-ха Сарра [хӑй ӑшӗнче]: «чӑнах та, ватӑлса ҫитсен те ҫуратӑп-ши?» тесе, кулса илчӗ? Ҫӳлхуҫашӑн йывӑрри пур-и вара? Каласа хунӑ вӑхӑтра, тепӗр ҫулхине, Эпӗ сан патна килӗп, Саррӑн ывӑл ача [пулӗ], тенӗ. Сарра вара туннӑ, вӑл: эпӗ кулман, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑранӑ. Анчах Турӑ [ӑна] каланӑ: ҫук, эсӗ култӑн, тенӗ. Ҫав ҫынсем тӑнӑ та Содом [тата Гоморра] еннелле ҫул тытнӑ; Авраам вӗсемпе пӗрле вӗсене ӑсатма кайнӑ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам мӗн тӑвас тенине [Хамӑн чурамран] Авраамран пытарӑп-ши вара? Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ халӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йышне хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳреме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрентсе хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗ- тӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ. Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх; анам та пӑхам: Ман патӑма ҫитекен сасӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ. Ҫак ҫынсем ҫавӑнтан Содомалла ҫаврӑнса кайнӑ; Авраам ҫаплах Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ. Авраам ҫывӑхарах пынӑ та каланӑ: Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫынсемпе пӗрле пӗтерӗн-им вара, [тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулӗ-ши вара]? Тен, ҫак хулара тӳрӗ пурӑнакан аллӑ ҫын тупӑнӗ? Эсӗ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ аллӑ ҫыншӑн [вӗсем унта пурӑнаҫҫӗ пулсассӑн] ҫак [пӗтӗм] вырӑна хӗрхенмӗн-и, пӗтерсех пӑрахӑн-и? Эсӗ ун пек тӑвас ҫук, тӳрӗ ҫынна усал ҫынпа пӗрле пӗтерес ҫук, тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулмӗ; Эсӗ ун пек тума пултараймастӑн! Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара? тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Содом хулинче Эпӗ тӳрӗ ҫын аллӑ тупас пулсассӑн, Эпӗ вӗсемшӗн [пӗтӗм хулана тата] ҫак пӗтӗм вырӑна хӗрхенӗп, тенӗ. Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, тӳрӗ ҫынсене шутланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх пилӗк ҫын тупас пулсассӑн, пӗтерессӗм ҫук, тенӗ. Авраам Унпа калаҫма чарӑнмасӑр татах каланӑ: тен, унта хӗрӗх ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх ҫыншӑн та ҫавна тӑвассӑм ҫук, тенӗ. Авраам татах каланӑ: эпӗ калаҫнӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унт а вӑтӑр ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: унта вӑтӑр ҫын тупӑнсассӑн, пӗтермӗп, тенӗ. Авраам каланӑ: акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, унта ҫирӗм ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: ҫирӗм ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ. Авраам каланӑ: эпӗ тата тепӗр хут каланӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вунӑ ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: вунӑ ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Авраампа калаҫма чарӑннӑ та кайнӑ; Авраам хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ.

Вун тӑххӑрмӗш сыпӑк

Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Содома пырса ҫитнӗ. Лот курнӑ та вӗсене кӗтсе илме ура ҫине тӑнӑ, вара вӗсене ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: ырӑ ҫыннӑмсем! хӑвӑр чурӑр килне кӗрсемӗр, ҫӗр каҫӑр, урӑрсене ҫӑвӑр, ирхине тӑрӑр та хӑвӑр каяс ҫула кайӑр, тенӗ. Вӗсем: ҫук, эпир урамра ҫӗр каҫатпӑр, тенӗ. Вӑл вӗсене хистесех чӗннӗ; вӗсем вара, ун патне кайса, унӑн килне кӗнӗ. Вӑл вӗсене хӑна тунӑ, тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ, вӗсем ҫинӗ. Вӗсем ҫывӑрма выртичченех Содом хулинче пурӑнакан ҫынсем, ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах, пӗтӗм хула халӑхӗ, ҫурта ҫавӑрса илнӗ те, Лота чӗнсе кӑларса, ӑна ҫапла каланӑ: сан патна ҫӗр выртма кӗнӗ ҫынсем ӑҫта? вӗсене пирӗн пата кӑлар-ха, эпир вӗсемпе выртса паллашар, тенӗ. Лот, вӗсем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те каланӑ [вӗсене]: тӑ- ванӑмсем, усал ан тӑвӑр; манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса парам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗсем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ. Вӗсем [ӑна]: кунтарах кил-ха, тенӗ. Унтан каланӑ: акӑ ютран килнӗ ҫын, пире ҫавӑ вӗрентесшӗн-и? халӗ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тӑвӑпӑр, тенӗ. Вӗсем ҫак ҫынна, Лота, тапӑнмах-хӗстермех пуҫланӑ, ӗнтӗ алӑкне ҫӗмӗрсе кӗме пырса капланнӑ. Вара леш ҫыннисем аллине тӑснӑ та Лота хӑйсем патне пӳрте туртса кӗртнӗ, [пӳрт] алӑкне питӗрсе лартнӑ; пӳрт алӑкӗ умӗнче тӑракан ҫынсене вара — кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах — суккӑр тунӑ, вӗсем алӑк шыраса хӑшкӑлсах ҫитнӗ. Леш ҫынсем Лота каланӑ: санӑн кунта тата кам пур? кӗрӗвӳ-и, ывӑлусем-и, хӗрӳсем-и, — санӑн хулара кирек кам пулсассӑн та, вӗсене пурне те ҫак вырӑнтан илсе тух, эпир ҫак вырӑна пӗтеретпӗр, мӗншӗн тесессӗн кунта пурӑнакансем ҫынсене епле йӗртни-асаплантарни Ҫӳлхуҫа патне ҫитрӗ, Ҫӳлхуҫа пире ӑна пӗтерме ячӗ, тенӗ. Лот тухнӑ та, хӑйӗн хӗрӗсене ҫураҫнӑ кӗрӳшӗсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: тӑрӑр та ҫак вырӑнтан тухса кайӑр, Ҫӳлхуҫа ку хулана пӗтерет, тенӗ. Анчах та кӗрӳшӗсене вӑл шӳт туса каланӑ пек туйӑннӑ. Шурӑмпуҫ ҫуталса килсессӗн, Ангелсем Лота васката пуҫланӑ: тӑр, арӑмупа ху патӑнти икӗ хӗрне ил те тух, хуланӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн санӑн пӗтмелле ан пултӑр, тенӗ. Вӑл васкаманран леш ҫынсем [Ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллинчен тытса илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ. Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри каланӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ. Анчах Лот вӗсене каланӑ: ҫук, Патшамӑм! акӑ Санӑн чуру Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӗ, Эсӗ мана питех те хӗрхеннипе манӑн пурӑнӑҫӑма ҫӑлса хӑвартӑн; анчах та эпӗ ту ҫине тарса ӗлкӗреймӗп: мана инкек хӑваласа ҫитӗ, эпӗ ҫӑлӑнаймӑп; акӑ ҫак хулана тарма ҫывӑхарах, вӑл пысӑках та мар; эпӗ ҫавӑнта тарам; манӑн чунӑм [Сан урлӑ] сыхӑ юлӗ, тенӗ. Вара ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ саншӑн ҫакна та тӑвӑп: эсӗ калакан хулана пӗтерсе пӑрахмӑп; васка, ҫавӑнта тарса хӑтӑл, эсӗ унта пырса ҫитмесӗр Эпӗ ӗҫе тытӑнаймастӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак хулана Сигор тесе ят панӑ. Хӗвел тухнӑ, Лот Сигора пырса ҫитнӗ. Содомпа Гоморра ҫине Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫумӑр пек ҫӑвакан кӳкӗртпе Ҫӳлхуҫаран тухнӑ вут-ҫулӑм тӑкнӑ, ҫак хуласене, ҫакӑнти пӗтӗм тавралӑха, ҫав хуласенче пурӑнакан мӗнпур халӑха, ҫӗр ҫинче мӗн ӳснине [пӗтӗмпех] тӗп тунӑ. Лот арӑмӗ, ун хыҫӗнче пыраканскер, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та тӑвар юпа пулса тӑнӑ. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ, вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать. Ҫав таврари [пӗтӗм] хулана пӗтернӗ чухне Турӑ Авраама асне илнӗ, вара Лот пурӑнакан хуласене пӗтернӗ чухне ӑна пӗтес ҫӗртен кӑларса янӑ. Лот, Сигорта пурӑнма хӑраса, Сигортан кайнӑ та ту хӑвӑлӗнче пурӑна пуҫланӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ту хӑвӑлӗнче пурӑннӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пурӑннӑ. Асли кӗҫӗннине каланӑ: пирӗн атте ватӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи йӑла тӑрӑх, пирӗн пата арҫын кӗмелле, анчах ҫӗр ҫинче ун пек ҫын ҫук; апла аттене эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрар, вара хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ. Ҫав каҫхине вӗсем ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; асли [ҫав каҫхине] кӗнӗ те хӑйӗн ашшӗпе ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен. Тепӗр кунне асли кӗҫӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ. Вӗсем ҫав каҫхине те хӑйсен ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; кӗҫӗнни кӗнӗ те унпа ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен. Лотӑн икӗ хӗрӗ те хӑйсен ашшӗнчен йывӑр ҫын пулнӑ; аслӑ хӗрӗ ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хам аттемрен пулнӑ тесе] Моав ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех моавсен ашшӗ шутланать. Кӗҫӗн хӗрӗ те ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хамӑн йӑх ывӑлӗ тесе] Бен-Амми ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех аммонсен ашшӗ шутланать.

Ҫирӗммӗш сыпӑк

Авраам ҫав тӗлтен кӑнтӑралла куҫса кайнӑ та Кадеспа Сур хушшине вырӑнаҫнӑ; пӗр вӑхӑт Герар хулинче пурӑннӑ. Авраам Сарра ҫинчен, хӑйӗн арӑмӗ ҫинчен: вӑл манӑн йӑмӑк, тенӗ. [Ҫав хула ҫыннисем хӑйне ун пирки вӗлересрен вӑл: «ку — манӑн арӑм» тесе калама хӑранӑ.] Авимелех, Герар патши, хӑйӗн ҫыннисене янӑ та Саррӑна хӑй патне илсе пыртарнӑ. Авимелехе ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: акӑ эсӗ хӑв валли илнӗ хӗрарӑмшӑн вилетӗн, мӗншӗн тесессӗн унӑн упӑшки пур, тенӗ. Авимелех ӑна тӗкӗнмен пулнӑ, вӑл каланӑ: эй Патшамӑм! Эсӗ [ҫакна пӗлмен халӑха,] айӑпсӑр халӑха пӗтерӗн-и вара? «Ку манӑн йӑмӑкӑм пулать» тесе, вӑл мана хӑех каламарӗ-и? Арӑмӗ хӑй те: «ку манӑн пиччем пулать» терӗ. Эпӗ ҫакна таса чӗремпе, айӑпсӑр аллӑмпа турӑм, тенӗ. Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытса чартӑм, ҫавӑнпа сана ӑна тӗкӗнме памарӑм; халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗтӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ. Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ. Авимелех Авраама чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: эсӗ пире мӗн турӑн? эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк ҫылӑха кӗртеттӗн, ҫапла тума сан умӑнта мӗнле ҫылӑх тунӑ эпӗ? Эсӗ ман тӗлӗшӗмрен тума юраман ӗҫ турӑн, тенӗ. Авимелех Авраама тата каланӑ: ҫак ӗҫе эсӗ мӗн шухӑшпа турӑн? тенӗ. Авраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм; вӑл чӑнахах та манӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман аттемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ; Турӑ мана аттем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫапла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, терӗм. Авимелех вара [пин сикль кӗмӗл тата] вак выльӑхпа шултӑра выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем илнӗ те Авраама панӑ; Саррӑна та, арӑмне, ӑна каялла тавӑрса панӑ. Авимелех [Авраама] каланӑ: акӑ манӑн ҫӗрӗм сан умӑнта; ӑҫта кӑмӑл тӑватӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ. Саррӑна та каланӑ: акӑ эпӗ санӑн пиччӳне пин сикль кӗмӗл патӑм; вӑл санӑн хӳттӳ пулӗ, сана хӑвӑнпа пӗрле пурӑнакан пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче тӳрре кӑларӗ, тенӗ. Авраам Турра кӗлтунӑ та, Турӑ Авимелехе те, унӑн арӑмне те, унӑн хӑрхӑмӗсене те сыватнӑ, вара вӗсем ача ҫурата пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Авимелех килӗнчи пур арӑм варне те Саррӑшӑн, Авраам арӑмӗшӗн, хупса лартнӑ пулнӑ.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк

Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Сарра ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа Саррӑшӑн Хӑй мӗн каланине тунӑ. Сарра йывӑр ҫын пулнӑ та Авраама унӑн ватӑлмалӑх кунӗнче, Турӑ ӑна каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ача ҫуратса панӑ; Авраам хӑйӗн ҫуралнӑ ывӑлне, Сарра ҫуратса панӑ ывӑлне, Исаак ятлӑ хунӑ. Хӑйне Турӑ каласа хунӑ пек, Авраам саккӑрмӗш кунне Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, ӳтне каснӑ. Хӑйӗн ывӑлӗ Исаак ҫуралнӑ чухне Авраам ҫӗр ҫулта пулнӑ. Сарра каланӑ: Турӑ ман тӗлӗшрен кулмалла турӗ; ман ҫинчен илтсессӗн кирек кам та кулса ярӗ, тенӗ. Тата каланӑ: Сарра ача ӗмӗртӗ тесе Авраама кам калайӗччӗ? эпӗ ӑна ватлӑхӗнче ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ача пысӑкланнӑ, ӑна кӑкӑр пӑрахтарнӑ; [хӑйӗн ывӑлне] Исаака кӑкӑр пӑрахтарнӑ кун Авраам пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Сарра [хӑй ывӑлӗнчен, Исаакран] Агарь — Египет хӗрӗ — Авраама ҫуратса панӑ ача кулнине курнӑ та Авраама каланӑ: ҫак хӑрхӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, ҫак хӑрхӑм ывӑлӗ манӑн Исаак ывӑлӑмпа пӗрле еткер илес ҫук, тенӗ. Авраама ҫакӑ хӑйӗн ывӑлӗшӗн [Измаилшӑн] питех те аван мар пек туйӑннӑ. Анчах Турӑ Авраама каланӑ: ачупа хӑрхӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле, мӗншӗн тесессӗн санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ; Эпӗ хӑрхӑм ывӑлӗнчен те [аслӑ] халӑх кӑларӑп: вӑл та санӑн ывӑлу, тенӗ. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ҫӑкӑрпа пӗр сӑран хутаҫ шыв илсе Агаре панӑ, ӑна унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, вара ӑна ачипе пӗрле кӑларса янӑ. Вӑл ӗнтӗ тухса кайнӑ та Вирсавия пушхирӗнче аташса ҫӳренӗ. Хутаҫҫинчи шывӗ пӗтнӗ, вӑл ачине пӗр тӗм айне пӑрахса хӑварнӑ та аякка, ухӑ йӗппи вӗҫсе ӳкес чухлӗ, кайса ларнӑ. Вӑл: ачам вилӗмне ан курам, тенӗ. Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ; Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ; тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ. Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун патне пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ. Турӑ ачапа пӗрле пулнӑ; вӑл ӳссе ҫитӗннӗ те пушхирте пурӑна пуҫланӑ, ухӑ пеме вӗренсе ҫитнӗ. Вӑл Фаран пушхирӗнче пурӑннӑ; амӑшӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен арӑм илсе панӑ. Ҫав вӑхӑтра тата ҫапла пулнӑ: Авимелех [Ахусафпа, хӑйӗн тусӗпе, тата] Фихолпа, хӑйӗн ҫарпуҫӗпе, пӗрле Авраама каланӑ: эсӗ кирек мӗн тунӑ чухне те санпала Турӑ, тенӗ; эсӗ мана хама та, ывӑлӑма та, мӑнукӑма та хур тумӑп тесе халӗ ҫакӑнта Турӑпа тупа ту; эпӗ саншӑн епле лайӑх пултӑм, эсӗ те маншӑн тата ху хӑна пулса пурӑнакан ҫӗршӗн ҫапла пул, тенӗ. Авраам: тупа тӑватӑп, тенӗ. Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнӗ пулнӑ, ҫавӑншӑн Авраам Авимелехе ӳпкелесе калаҫнӑ. Авимелех [ӑна] каланӑ: ҫакна кам тунине пӗлместӗп, хӑв та мана каламарӑн: эпӗ ун ҫинчен халиччен те илтмен-ҫке, тенӗ. Авраам, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх илсе, Авимелехе панӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр канашлӑ тӑма сӑмах татнӑ. Вак выльӑх кӗтӗвӗнчен илнӗ ҫичӗ путекне Авраам уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ. Авимелех вара Авраама каланӑ: эсӗ [сурӑх кӗтӗвӗнчен илсе] уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ ҫичӗ путек кунта мӗне кирлӗ? тенӗ. [Авраам] каланӑ: ҫак ҫичӗ путеке ман аллӑмран илсем, вӗсем шыв пуссине эпӗ алтнине кӳнтелесе тӑччӑр, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫак вырӑна Вирсавия тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем иккӗшӗ те ҫакӑнта тупа тунӑ, вӗсем пӗр канашлӑ тӑмашкӑн Вирсавияра сӑмах татнӑ. Авимелех [Ахутафпа, хӑйӗн тусӗпе, тата] хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле тӑнӑ та филистимсен ҫӗрне каялла таврӑннӑ. [Авраам] Вирсавияра ката лартса тухнӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫанӑн, ӗмӗрхи Туррӑн, ятне асӑнса чӗннӗ. Ютран пынӑ ҫын пулса, Авраам филистимсен ҫӗрӗнче нумай вӑхӑт пурӑннӑ.


Ку вӗҫлӗх мар, тата пур (РБО куҫару)


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Knopka21 тӳрлетнӗ, информацие 2018-04-10 22:26:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2682 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем