Ҫул-йӗр
![]() «Шупашкар — Семферополь» тата «Симферополь – Шупашкар» маршрутпа самолетсем вӗҫме тытӑннӑ. Маларах эпир асӑннӑ хулана «Саратовские авиалинии» (чӑв. Сартури авиалинисем) авиакомпани самолетсем ҫӳретеймессине /news/19239.html|хыпарланӑччӗ__. Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Сывлӑш транспорчӗн федераци агентстви ҫав авиакомпанин ӗҫне ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе чарса лартма йышӑннӑччӗ. Ҫакна предприятире хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинчен кӑнтӑр енне самолетсем вӗҫме пуҫланӑ. «Нордвинд» авикомпани ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче самолетсене ҫӳреттерме тытӑннӑ. Крыма тата унтан Шупашкара самолетпа юнкунсерен ҫитме пулать. Шупашкартан самолет 20 сехет те 20 минутра хускалать. Кунсӑр пуҫне «Нордавиа» авиакомпани эрнекунсерен хутлать. Унӑн самолечӗ Шупашкартан 13 сехет те 35 минутра хускалать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Евгений Андреев халӗ депутат мар Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне, строительство предприятийӗн пуҫлӑхне Евгений Андреева парти пайташӗ пулма чарнӑ. Аса илтерер, ӑна икӗ уйӑхлӑха следстви изоляторне хупса хунӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх-депутат хӑйӗ ӗҫтешне вӗлерме тӑнӑ имӗш. Анчах хура ӗҫе пурнӑҫлама пакунлисем ура хунӑ пулать. 41 ҫулти депутат пирки партин регионти уйрӑмӗ парти пайташӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан унӑн пайташлӑхне чарса лартма май пуррине пӗлтернӗччӗ. Право органӗсенчен официаллӑ хыпар илсен Евгений Андреевӑн партирен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма пултарнине систернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗс пуҫарнине хыпарланӑ хыҫҫӑн партин регионти уйрӑмӗ Евгений Андреева парти пайташӗ пулма чарса лартнӑ. |
Культура
![]() Комсомольски районӗнчи «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмра чӑвашла юрлӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енри ансамбль ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоу ӳкерме хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каҫалсем телекӑларӑмра «Садра» юрра шӑрантарнӑ. Комсомольски районӗнчи «Тӗп клуб тытӑмӗ» муниципалитетӑн хысна унитарлӑ учрежденийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫалсене телекӑларӑма пӗлтӗрех чӗннӗ иккен. Чӑваш ансамбльне «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» «Алтын Майдан» пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннӑ чух курса килӗштернӗ имӗш. Чӑвашсем телекурава парнепе кайнӑ, Леонид Якубович вӗсен уҫӑ кӑмӑлне ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Шупашкарта вырнаҫнӑ «Volga Models» агентствӑн моделӗ пулнӑ Лариса Петросян кӑҫал кӗркунне Америкӑра иртекен «Тӗнче пики — 2018» илем конкурсне хутшӑнӗ. «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи конкурсра Лариса Грузи чысне хӳтӗлӗ, мӗншӗн тесен вӑл пӗлтӗр ҫак ҫӗршывӑн пӗрремӗш вице-пикин ятне тивӗҫнӗ. Апла Лариса тӗнче пики пулса 250 пин доллар ҫӗнсе илме пултарать. Лариса Петросян Ҫӗнӗ Шупашкарта 20 ҫул ытла пурӑннӑ, нумаях пулмасть Грузие куҫса кайнӑ. Халӗ вӑл илем конкурсне хутшӑнма ҫине тӑрсах хатӗрленет. Тупӑшу хыҫҫӑн вара юрӑҫ пуласшӑн. Вӑл сӑвӑсем ҫырать, вӗсене кӗвве хывать. Хӑйне ятӑн альбом кӑларма ӗмӗтленет. Палӑртса хӑвармалла, Лариса Петросян нумай ят ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫӗнӗ Шупашкар вице-пики— 2010», «Чӑваш Ен вице-пики — 2010», «Пултарулӑх пики — 2010», «Чӑваш Ен топ-моделӗ — 2012» тата «Грузин пӗрремӗш вице-пики — 2017». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Иван Петухов «Пятница» телеканалпа кӑтартакан «Орел и Решка» кӑларӑма ертсе пырасшӑн, ҫавна май вӑл ертӳҫӗсен конкурсне хутшӑнать. Кӑларӑма лекме пӗрре те ҫӑмӑл мар. Ҫапах 22 ҫулти Ваня конкурса хутшӑнакан 800 ҫын йышне лекнӗ. Палӑртса хӑварар: «Орел и Решка» - ҫулҫӳревсем пирки каласа кӑтартакан кӑларӑм. Чӑваш Ен каччине кӑларӑма лекме эсир те пулӑшаятӑр. Уншӑн сасӑламашкӑн май пур. Ҫак каҫӑпа усӑ курса хӑвӑрӑн сасса уншӑн пама пултаратӑр: https://www.youtube.com/watch?v=IPTfUmNV-8U. Видео айне «лайк» пусмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче инфляци 1,4% танлашнӑ, унӑн шайӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, улшӑнман. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра апат-ҫимӗҫ — 0,8, ытти тавар 2,2% хакланнӑ, пулӑшу хакӗ 1,3% ӳснӗ. Пуринчен ытларах сахӑр писукӗ (+24%) тата ҫӗрулми (+12%) хакланнӑ. Услам ҫупа (-4,3%) тип ҫу (-3,6%) вара йӳнелӗ. Апат-ҫимӗҫ мар таварсенчен бензин тӑруках нумай хакланнӑ: пӗр уйӑх хушшинче — 6,3%. Палӑртмалла, ҫӗршывӗпе илсен, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа бензин хакӗ 7,2% ӳснӗ. Ҫавна май Раҫҫей правительстви бензин хакне пӑхса тӑма ятарлӑ мерӑсем йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче нефть продукцийӗн акцизӗсене чакарнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна тулаша сутнӑшӑн тӳлеве хӑпартмашкӑн саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телепередачӑн ӗнерхи кӑларӑмӗнче «юрлакан стилист» тесе хӑйӗнпе паллаштарнӑ Аида Великовӑпа тата Федор Федоров ятлӑ 25-ри каччӑпа пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Каччи хӑйӗн 3 ҫулхи ача пуррине пытарчӗ, хӗрарӑм Федорӑн амӑшӗ тесе суйрӗ. Федор хӑйне тӗлӗнсе каймалла пуян, миллионер, Европӑри инвестици фончӗн пуҫлӑхӗ евӗр кӑтартрӗ. Амӑшне вӑл ҫурт илсе панӑ имӗш. Унтан тата Шупашкар каччин савнийӗ Кира ятлӑ модель пулнӑ терӗҫ Аидӑпа Федор. Ҫав пике туй умӗн хӑйӗн тепӗр савнийӗпе автоинкеке лексе кӳмепе ҫӳрекен сусӑра ҫаврӑннӑ имӗш. Ырӑ чунлӑ Федор хӗре Израильте те сипленӗ-мӗн. Анчах Федорпа кӑтартнӑ сӑн ӳкерчӗкре пачах урӑх ятлӑ пикеччӗ, ури ҫинче те вӑл, Турра шӗкӗр, чиперех тӑратчӗ. Каччӑпа паллашма пынӑ иккӗмӗш хӗрпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти суеҫӗ геройсене кӑларӑмран тухса кайма ыйтрӗҫ. Вӗсем хускалманнине кура телеертӳҫӗсем хӑйсем тӑрса утрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «В школе заставляют меня и моего сына написать заявление, что наш родной язык русский и сын хочет изучать его, а не чувашский. Мы сопротивляемся...» (чӑв. Шкулта мана тата манӑн ывӑла пирӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи, чӑваш чӗлхи мар тесе ҫырма хистеҫҫӗ, ывӑл та ӑна вӗренесшӗн. Эпир хирӗҫ тӑратпӑр...) ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра Эрбина Никитина журналист тата философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, хулара ӳссе те чӑваш чунӗллӗ амӑшӗ. Тӑван чӗлхе предмет тесе хӑш чӗлхене суйласси ирӗклӗ тесе тӳре-шара ӗнентернӗрен ку хыпар чӑннипех те тӗлӗнтерчӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ун пек хыпара ашшӗ-амӑшӗ маларах та пӗлтернӗччӗ. Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне вырӑс чӗлхи тесе суйлама хатӗрленӗ заявленисене алӑ пусма ыйтаҫҫӗ имӗш. |
Культура
![]() Кӑҫал Республика кунӗ вырсарникуна лекет. Ытти ҫул ҫав уявра халӑх каннӑ пулсан кӑҫал мӗн тӑвӗҫ ыйту республикӑра пурӑнакансене кӑсӑклантарнине ӑнланма пулать. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх инспекцийӗ ЧР Элтеперӗ Администрацине ҫак ыйтупа ҫыру та янӑ. «Чӑваш Республикинчи патшалӑх уявӗсем ҫинчен» саккунпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне патшалӑх уявӗ, ӗҫлемен уяв кунӗ тесе йышӑннӑ. Ӗҫлекенсен канмалли кунне тата ӗҫлемелли мар уяв кунне тухӑҫлӑ усӑ курас тесен Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн канмалли кунсене урӑх кунсене куҫарма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ун пек йышӑну туманнине кура ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ урӑх куна куҫмӗ», – хуравланӑ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ Ертӳҫи Юрий Васильев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Трактор савучӗсем» концернӑн Шупашкарти предприятийӗсем — «Промтрактор-Вакун» тата «Промтрактор-Промлит» — хӑйсем патне ӗҫлеме йыхравлаҫҫӗ. Хальлӗхе ҫак организацисене икӗ пин ытла ҫын ҫитмест-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ирттернӗ тӗлпулура маларах асӑннӑ организацисен ертӳҫисем Игорь Шпак тата Юрий Костромичев пӗлтернӗ. «Промтрактор – Вакун» акционерсен обществин гендиректорӗ Игорь Шпак кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне предприяти 374 ҫурмавагон кӑларнине палӑртнӑ. «Ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче хаксем ахӑртнех хытӑ улшӑнмасан, организаци тупӑшпа ӗҫлеме пуҫласси паллӑ», – тенӗ вӑл. Предприятире тӑрӑшакансем тулли ӗҫ кунӗпе тимленине, ӗҫ укҫине те вӑхӑтра илнине вӑл ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |