Республикӑра
![]() Ӗнер Раҫҫейӗн Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗпе паллаштарнӑ. Приказа РФ Юстици министерстви ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ведомствӑн республикӑри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе Ольга Никоновӑпа РФ Юстици министерствин Чулхула облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Быстревский Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Сергей Быстровский Ольга Никонова пирки ӑслӑ-тӑнлӑ специалист тесе каланӑ. Чӑваш Енри управлени пуҫлӑхӗ яваплӑха аван пӗлнине те вӑл палӑртнӑ. Ольга Никонова Чӑваш Енӗн юстици органӗсенче 8 ҫул ӗҫленӗ, РФ юстици органӗсен тытӑмӗнче — 7 ҫул ытла. Хӑйӗн карьерине вӑл чи пӗчӗк должноҫрен пуҫланӑ, ӗҫе хӑнӑхса пырса картлашка хыҫҫӑн картлашка ҫине хӑпарса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов асӑннӑ муниципалитет Республика кунне хатӗррине пӗлтернӗ. Аса илтерер, кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗ Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв мероприятийӗсене йӗркелеме, объектсене ҫӗнетме муниципалитет Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне — 10 миллион тенке — тивӗҫнӗ. Республика кунӗ тӗлӗнче Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ объектсем хута кайӗҫ: фельдешрпа акушер пункчӗ, «Юмах» ачасен кану вырӑнӗ тата ытти те. Республика кунне хатӗрленсе ирттерес ыйтусене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ ларура тишкернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗсем уяв мероприятийӗсене епле хатӗрленни пирки отчет тунӑ. Яваплӑ министрсем те сӑмах илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «РИА Рейтинг» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫемьесем мӗнле пурӑннине тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Чӑваш Ен унта пилӗк йӗрке хӑпарнӑ. Пӗлтӗр пирӗн республика 65-мӗш вырӑнта пулнӑ, кӑҫал вара 5 йӗрке ҫӳлерех йышӑннӑ. Танлаштарӑма мӗне тӗпе хурса хатӗрленӗ-ха? Калӑпӑр, ҫемье шалу илет, ҫав укҫапа пурӑнма кирлӗ япаласене туянать. Кун хыҫҫӑн мӗн чухлӗ нухрат юлнине шута илсе хакланӑ та ҫемьесен пурнӑҫне. Чӑваш Енри пӗр ачаллӑ ҫемьере кирлӗ япаласене туяннӑ хыҫҫӑн вӑтамран 22 пин те 225 тенкӗ юлать-мӗн. Икӗ ачаллисен сахалрах – 13 пин те 530 тенкӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи пирӗн регион 10-мӗш вырӑн йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен куҫса ҫӳрекен 5 ФАП туянӗ. Тепӗр 50 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ярӗҫ. Кӑҫал пӗрремӗш ФАП Красноармейски районӗнчи Именкассинче ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна Республика кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 2019 ҫул вӗҫлениччен республикӑра 50 ФАП уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен ҫуррине кӑҫал хута ярӗҫ. Кунсӑр пуҫне 2018 ҫулта куҫса ҫӳрекен пилӗк фельдшерпа акушер пункчӗ туянма палӑртнӑ. Вӗсем халӑх сахал пурӑнакан ялсене ҫитӗҫ, пулӑшу парӗҫ. Сӑмах май, халӗ Чӑваш Енре 526 ФАП ӗҫлет. Ҫӗнӗ ФАПсене 2013 ҫулта хута яма тытӑннӑ, 5 ҫулта 155 ҫӗнӗ пункт тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ирттернӗ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйту та пулчӗ. Унта каланӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем Балтика тӑрӑхӗсенчи ҫӗршывсенче вырӑс чӗлхине хӗсӗрленишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Латвире вырӑс чӗлхине хӗсӗрленӗшӗн Раҫҫейӗн санкци йышӑнмалла мар-и тесе кӑсӑкланчӗ Алексей Ксенозов ятлӑ ҫын. Пӗр енлӗ йышӑннӑ мерӑсем лару-тӑрӑва кӑткӑслатма пултарассине пӗлтерчӗ Владимир Путин. Мускав Балтика тӑрӑхӗсенчи ҫӗршывсенчи лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать иккен. Раҫҫей Президенчӗ вӗсенче пурӑнакан вырӑссене «граждан мар» тенинчен тӗлӗнет. Пӗтӗм тӗнчери правӑра ун пек сӑмах та, термин та ҫук терӗ вӑл. «Евросоюзра этем правине пӑснишӗн вӗсене (сӑмах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Балтика ҫӗршывӗсем пирки пырать. — Авт.) намӑс пуласса шанатӑп», — терӗ Владимир Путин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сар.ru сӑнӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шӑматкун каҫхине» спектакле пӗрремӗш хут кӑтартӗҫ. Кӑркӑс драматургӗн Мар Байджиевӑн пьесине тӑван чӗлхене Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев куҫарнӑ. Спектакле театрӑн ҫамрӑк артисчӗ Василий Иванов лартнӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, литература хайлавӗнче хускатнӑ ыйтусем чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх-мӗн, пьесӑра кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗ те — тӗп вырӑнта. Палӑртса хӑвармалла, Мар Байджиев – кӑркӑс прозаикӗ, публицист, драматург, журналист, театрпа кино режиссёрӗ, литературовед, куҫаруҫӑ. Унсӑр пуҫне вӑл — Кӑркӑс ССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Кӑркӑсстан халӑх писателӗ, наци киноакадемийӗн академикӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫынсен ыйтӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравларӗ. Тем ҫинчен те ыйтрӗҫ темелле ҫынсем. Ҫав шутра унччен илнӗ ипотекӑн процент ставкине чакарассипе ҫыхннӑ ыйтӑва хускатакан арҫын та тупӑнчӗ. Иваново хулинче пурӑнакан нумай ача ашшӗ Раҫҫей Правительстви иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче йышӑннӑ 1711-мӗш номерлӗ хушу пирки аса илтерчӗ. Асӑннӑ ӗҫлӗ хутӑн тӑххӑрмӗш пунктӗнче унччен илнӗ ипотекӑн процент ставкине кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫемьере иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан чакарассине каланӑ. Тӑваттӑмӗш таат ун хыҫҫӑнхи ҫуралакансене ҫӑмӑллӑх лекмест пулса тухать. Владимир Путин ку кӑлтӑка тӳрлетме шантарчӗ. Апла пулсан ачаллӑ ҫемьесене «ҫӗнӗ кайӑк» килсен унчченхи пысӑк процент ставкисене 6,5 процент таран чакарма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Евгений Андреевӑн ҫитес икӗ уйӑха следстви изоляторӗнче ирттерме тивӗ. Унта вӑл, политикӑна спортран куҫнӑскер, суд пуличченех ларӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») информаци порталӗ хыпарлать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата ҫынна вӗлерме саккас панӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Хӑшӗ-пӗри систернӗ тӑрӑх, «халӑх тарҫи» ҫапла майпа бизнесри партнерне тавӑрасшӑн пулнӑ. Тискер ӗҫ пурнӑҫланман пулин те Евгений Андреевӑн нумай вӑхӑтлӑха ирӗклӗхпе сыв пуллашма тивӗ. Палӑртса хӑвармалла, уголовлӑ ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ пӑхса тӑнипе Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тишкерекен пайӗн ӗченӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Пӗр килограмм ҫӑнӑхран миҫе ҫӑкӑр пӗҫерме пулать?» Ҫапла ыйтнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Атӑл леш енче уҫӑлнӑ «Ҫамрӑксен хули» форума пухӑннӑ ҫамрӑксенчен. Ҫак мероприяти кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртет. Палаткӑллӑ уйлӑха кӑҫал пине яхӑн ҫамрӑк пуҫтарӑннӑ. Михаил Васильевич форумри ҫамрӑксемпе калаҫнӑ май Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсемпе те сӑмахланӑ. Тӗрлӗ предприятире практика тухакан ҫак аслӑ шкул студенчӗсенчен вӑл пӗр килограмм ҫӑнӑхран миҫе ҫӑкӑр тухнине ҫеҫ мар, продукци мӗнле сутӑнни таранах ыйтса пӗлнӗ. Форума студентсем ҫеҫ мар, шкул ачисем те, тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Атӑл леш енчи «Ҫамрӑксен хули» форум ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе Улатӑра оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ. Ятарлӑ комисси вӑйлӑ ҫил кӳнӗ тӑкака шутланӑ. Уйрӑмах нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт шар курнӑ. Малтанах комисси «Стрелка» микрорайонти 37-мӗш ҫурт умӗнче чарӑннӑ. Унта тӑкак 370 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ҫил ҫурт тӑррин 300 тӑваткал метрне сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ӑна юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ материал витеҫҫӗ. Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт та самай сиенленнӗ. Ӑна 10 ҫул каялла кӑна хӑпартнӑ. Тӑрӑран нимӗн те юлманпа пӗрех. Хальлӗхе хваттерсене ҫумӑр анасран витнӗ-ха, тӗп ӗҫе специалистсем ыран пуҫӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |