Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарта 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачана шыраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Екатерина Кораблева ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл ют чӗлхе шкулӗнчен тухнӑ. 20 сехет те 18 минутра вӑл картишри пӗр ҫурт камери ҫине лекнӗ. 21 сехетре вара иртен-ҫӳрен унӑн сумкине тупнӑ. Хӗрача килне таврӑнман.

Ӑна полицейскисем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шыраҫҫӗ. Катя 169 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ кӑвак. Сӑрӑ польтопа, хура атӑпа, капрон колготкӑпа, шурӑ блузкӑпа, хура юбкӑпа пулнӑ вӑл.

Катя пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 02, 102, 020 (кӗсье телефонӗнчен) е (8352) 62-46-58 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тепӗр пуҫлӑхсем хӑйсем патӗнче тӑрӑшнисем ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татма васкамаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисен йышне «Лесцентр» суту-илӳ ҫурчӗ те лекнӗ теме пулать — вӑл та хӑй патӗнче вӑй хунисем ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн хайхисемпе татӑлма васкаман.

Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ суту-илӳ ҫурчӗн директорӗн ҫумне ӗҫ законодательствине пӑснишӗн административлӑ майпа айӑпланӑ.

«Лесцентрта» станочникра тимленӗ, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫрен пӑрахнӑ ҫынна шалу тӳлесе татассине нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑснӑ. Парӑмӗ пысӑках пулман-ха: 6381 тенкӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр ҫынна та асӑннӑ суту-илӳ ҫурчӗ шалу пама васкаман.

Йӗркене пӑснӑшӑн директор ҫумне прокурор йышӑнӑвӗпе 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

 

Раҫҫейре Сергей Шойгу Петр Вершинина (сулахайри) чыслать
Сергей Шойгу Петр Вершинина (сулахайри) чыслать

Виҫӗ кун каялла, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Мускавра «Медиа-АС» пресса фестивалӗ иртнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри мероприятире федераци МИХӗсенче ӗҫлекен ҫар журналисчӗсене Раҫҫей оборона министрӗ Сергей Шойгу наградӑланӑ.

«Сиринчи ҫар операцийӗн участникне» медале «Первый канал» (чӑв. Пӗрремӗш канал), «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1), НТВ, «Комсомольская правда», «Московский комсомолец» тата ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем тивӗҫнӗ.

Сергей Шойгу аллинчен награда «ТВ Центр» канал корреспондентне Петр Вершинина та лекнӗ. Ҫак ҫамрӑк икӗ ҫул каялла Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл журналистика уйрӑмӗнче пӗлӗве туптанӑ.

Ҫамрӑк журналистӑн черетлӗ ӗҫне, «Удар ниже барреля» репортажне «ТВ Центр» каналпа ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.chuvash.org/news/1727.html
 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри шкулсене тума кӑҫал пирӗн республикӑна 583,6 миллион тенкӗ ытла укҫа килӗ. Кун пирки ҫӗршыв шайӗнчи хушӑва Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Мускавран килекен «кӗмӗле» вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасем валли хушма вырӑнсем тума ӑсатӗҫ.

Кӑҫал, акӑ, сӑмах май каласан, Шупашкарти Гладков урамӗнче 1100 вырӑнлӑх шкул туса лартмалла. Унта пуҫламӑш класра вӗренекенсен, вӑтам тата аслӑ классен уйрӑм блоксем пуласса шантараҫҫӗ. Спорт залне иккех тӑвасшӑн, бассейн та пулӗ. Кӑҫалах Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат ҫурчӗ пулнӑ шкула тӗпрен юсамалла. Шупашкарти Граждан урамӗнчи 54-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскер 500 ача вӗренмелӗх ҫитмелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑрта пӗр сутуҫӑ ҫул тултарман пӗр ҫамрӑка пирус тата сӑра сутнӑ. Куншӑн ун явап тытма тивӗ.

Полици тата прокуратура ӗҫченӗсем саккуна пӑсса алкоголь тата пирус сутнӑ икӗ тӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Ку «У прудка» лавккара пулнӑ.

Сутуҫӑ тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Унӑн икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе 3 тата 30 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ.

Хӗрарӑмӑн ҫул ҫитмен икӗ ача пур. Унӑн ҫемйи укҫа-тенкӗ енчен йывӑртарах пурӑнать. Ҫавӑнпа вӑл штраф виҫине пӗчӗклетме ыйтнӑ. Суд ҫакна тивӗҫтерсе 20 пин тенкӗ таран чакарнӑ.

 

Политика «Про Город» архивӗнчен
«Про Город» архивӗнчен

Чӑваш Ен сенаторӗсем Николай Федоров тата Вадим Николаев 2015 ҫулхи тупӑшсене кӑтартнӑ. Мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ-ха вӗсем пӗр ҫулта?

Николай Федоров пӗлтӗр 4 миллион та 810 пин тенкӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Вадим Николаев вара 6 миллион та 750 пин тенкӗ тупӑш тунӑ.

Палӑртмалла: икӗ сенатор та пӗлтӗр иномарка туяннӑ. Вӗсен пурлӑх списокӗ, арӑмӗсеннипе танлаштарсан, улшӑнман.

Аса илтерер: пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче РФ ял хуҫалӑх министрӗн должноҫӗнчен Федераци Канашӗн вице-спикерне куҫнӑ.

Вадим Николаевӑн пӗлтӗр тупӑшӗ ӳснине палӑртмалла. 2014 ҫулта вӑл 5 миллион та 300 пин ӗҫлесе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82170
 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫырнӑ. Унта ют ҫӗршывра пурӑнакансем те хутшӑннӑ.

Пирӗн республикӑра акцие хастар хутшӑннине палӑртмалла. Пӗтӗмпе вырӑс чӗлхипе 478 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диктанта 350 ҫын ҫырнӑ. ЧР Наци вулавӑшне 61 ҫын килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназие вара — 39-ӑн, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑвашри уйрӑмне 28-ӑн пынӑ.

ЧПУра диктанта тӑваттӑмӗш ҫул ҫырнӑ ӗнтӗ. Кӑҫал унта диктант текстне РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитетӑн Председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова вуланӑ.

Ку акцие Раҫҫейре 13 ирттереҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл анлӑ сарӑлнӑ.

 

Раҫҫейре

Шупашкарти виҫӗ ача пахчи Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурсра палӑрнӑ. Ака уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче Мускавра регионсен хушшинче «Эврика – Авангард 2016» конференци иртнӗ. Ӑна «Вӗренӳ, XXI ӗмӗр: проект, аталану» темӑпа йӗркеленӗ.

Конференцире вӗренӳ организацийӗсен хушшинче ҫулсерен иртекен конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Конкурсра, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари виҫӗ ача пахчине палӑртнӑ. 146-мӗш, 130-мӗш тата 178-мӗш ача пахчисем мала тухнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Кӑҫал республикӑри ҫул-йӗр шӑтӑк-путӑклӑ пулни пирки кашни кӗтесрех калаҫаҫҫӗ. Анчах ку таранччен кунашкаллине курманччӗ-ха. Канмалли кунсенче Чӑваш Енри пӗр автоҫул йӑтӑнмах тытӑннӑ.

Ку — «Етӗрне – Николаевское» ҫул ҫинче. Унта самаях пысӑк шӑтӑк пулса кайнӑ. Ку водительсемшӗн хӑрушӑ.

Асфальта йӑтӑннӑ-йӑтӑнман сапланӑ-ха. Анчах вӑхӑтлӑха ҫеҫ ку. Пысӑк шӑтӑк тӗлӗнчен водительсем асӑрханса иртеҫҫӗ халӗ.

Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑтӑк пӑрӑх тӗлӗнче пулнӑ. Унта хальлӗхе шыв-мӗн. Вӑл сӑрхӑнса пӗтсенех ҫула йӗркене кӗртме палӑртнӑ теҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66786
 

Сумлӑ сӑмах Республикӑра
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Страницӑсем: 1 ... 2584, 2585, 2586, 2587, 2588, 2589, 2590, 2591, 2592, 2593, [2594], 2595, 2596, 2597, 2598, 2599, 2600, 2601, 2602, 2603, 2604, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 14

1933
91
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
53
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...