![]() 1937 ҫулхи ялав Шӑп та лӑп 90 ҫул каялла чӑваш халӑхӗ хӑйсен патшалӑхне, республикӑна, туса хума май тупнӑ. Чи малтан, паллах, вӑл автономи шайӗнче ҫеҫ пулнӑ, анчах та темиҫе ӗмӗр хушши, тутарсемпе монголсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне аркатнӑ хыҫҫӑн, патшалӑхлӑ пулса тӑни халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ! Хальхи вӑхӑтра ҫӗртмен 24-мӗшӗ чӑвашра — уяв кунӗ. Ӑна 15 ҫул уявлатпӑр ӗнтӗ, 1995 ҫултанпа. Республика кунӗнче культурӑпа, экономикӑпа, спортпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ — Акатуй, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, Шупашкарти экономика канашлӑвӗ, «Ал ӑстиллӗ Руҫ», Пӗтӗм тӗнчери фейерверксен фестивалӗ, «Регионсем хушшинчи ҫыхӑну» курав, ҫуллахи ял спорт вӑййисем тата ыт.те. Уявӗ те пӗр кун мар, темиҫе кун пырать.
Пирӗн пӗрлӗх пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать!
Чӑвашсем! Пӗрле пулар! Кӳренӳсене, тӗрлӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе малалла утар! Малашлӑха хамӑр туптар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шупашкарта тӗрлӗ тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсене пухнӑ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пырать. Ҫак фестивале хутшӑнма «Влир» фламанд фольклор ушкӑнӗ кӑмӑл тунӑ. Аякри тухнӑ хӑнасем ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Элӗке ҫитрӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Бельги патшалӑхӗн Фламанд Брабанчӗ ҫӗрӗнче 1968 ҫулта йӗркеленнӗ. Ушкӑн пуҫаруҫи музыка инструменчӗсене нумай тӗпченӗ, кӗвӗсем хайланӑ. Бельги артисчӗсем Элӗкри культурӑпа кану центрӗнче фламанд халӑхӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л.Читнаев коллектива ӑнӑҫу сунчӗ. Бельгирен килнӗ коллективӑн ташшисем, тӗрлӗ инструментсемпе шӑрантарнӑ кӗввисем Элӗк районӗн ҫыннисене питӗ килӗшрӗҫ. «Валинке» артисчӗсем фламандсене чӑваш ташшине вӗрентрӗҫ. Концерт вӗҫленсен, сывпуллашнӑ май, элӗксем Хӗвеланӑҫ Европӑран килнӗ ҫынсене асӑнмалӑх чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ парнесем пачӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() паркри Елчӗк кӳлӗ Кӑҫал ҫу кунӗсем Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх тӑраҫҫӗ. Ҫумӑрӗ ҫукаласа иртет пулин те ун нӳрри таврана йӗпетме ҫитеймест. Йӑлӑм енче те пушар тухас хӑрушлӑх вӑйлӑ. Мари Элӗн вырӑнти ИӖМ (Инкеклӗ ӗҫсен министерстви) пӗлтернӗ тӑрӑх «Мари Чодра» наци паркӗнче вут алхасать. Кун пирки «Интерфакс» хыпарлать. Вут Илет посёлок патне ҫитме пуҫланӑ. Пушар пирки хыпар ИӖМе ҫитнӗ хыҫҫӑнах вӑрман хӗрринче пурӑнакан 75 ҫынна эвакуциленӗ. Ҫапах та ҫил тепӗр енчен вӗрме пуҫланине кура посёлокшӑн (унта 400 ытла ҫын пурӑнать) хӑрушлӑх ҫук пулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вырӑнти 19 сехет тӗлне вут 80 гектарта алхасать тесе пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
«Туслӑх» уҫнӑ![]() «Туслӑх» ФСК Халӗ кашни район тӗпӗнче тенӗ пекех физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене уҫнӑ. Хӑш-пӗр районта вӗсем темиҫе ҫул ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ, теприсенче вара — уҫӑлаҫҫӗ ҫеҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шӑмаршӑ районӗнчи «Туслӑх» ФСК хута ячӗҫ.
Комплекса уҫма Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров, Чӑваш Енӗн физкультура, спорт тата туризм министрӗ Анатолий Николаев, Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ Валерий Петрович Фадеев, «СУОР» ТМЯО тӗп директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалах Канашӗн депутачӗ Владимир Федорович Ермолаев килчӗҫ. ФСК ҫуртӗнче сывлӑха упрамас тесен тем те пур: икӗ бассейн, тренажерлӑ тата фитнес пӳлӗмсем. Кӗрешӳ валли те, теннисла выляма та уйрӑм пӳлӗмсем пур. Ҫурт таврашӗнче ҫавӑн пекех теннис корчӗ, воллейбол тата хоккей вӑййисен лаптӑкӗсем, чупмалли сукмаксем пур. Ача-пӑча валли уйрӑм лаптӑк тунӑ. Туслӑха ҫирӗплетмелли вырӑн чӑн та нумай! Ҫуртӑн хӗрлӗ хӑйӑвне виҫҫӗн татрӗҫ: Чӑваш Ен президенчӗ, Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ тата кире пуканне йӑтассипе чемпиона тухнӑ спорт ветеранне В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кӑҫал Республика кунӗн уявӗ уйрӑмах чаплӑ иртмелле — Чӑваш патшалӑхне (республика тени патшалӑха пӗлтерет) туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни ҫул Республика кунне пӗр-пӗр районта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал черет Патӑрьел районне ҫитнӗ.
Районти уяв программи: Ҫӗртмен 24-мӗшӗ 9:00-17:00. Патӑрьел районӗн уҫӑ спорт уявӗ. Курма пырсан эстафета, кӗрешӳ, кире пуканӗ тата штанга йӑтассин ӑмӑртӑвӗсемпе, армспортпа паллашма пулӗ. Ӑмӑртусем «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра тата ипподромра иртӗҫ. 10:00-10:15. Патӑрьелти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул умӗнче вӗрентекен палӑкне уҫни. 10:00-14:00. «Тӗлӗнтермӗш-ярмӑркка» уҫни. Патӑрьел районӗнчи алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра паллашма пулӗ. 10:00-14:00. «Тӳпене ҫитерекен ӗмӗт». Вӗҫекен ҫӗленсен уявӗ. Комаров урамри ҫӳранҫӳрекенсен лаптӑкӗ. 10:00-17:00. Пӗтӗм чӑвашсен ҫуллахи ял спорт вӑййисем. Патӑрьелти тӗп стадионта курма пулӗ. 10:00-15:00. «Хаваслӑ вӑйӑсен кунӗ». Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ районти ача-пӑча уявӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ял хуҫалӑх академи умӗнче Чӑваш патшалӑх кунне халалланӑ концерт пуҫланасси пирки пӗлтерет, пурне те ҫак савӑнӑҫлӑ уява йыхравлать.
Концерт программинче: С. Павлов, А. Федорова, В. Кузнецова, К. Петрова, Г. Ваккку, пӗртӑван Малинасем, П. Ермолаев тата ытти артистсем.
Вӗсен сассипе ташшине, артистсен пултарулӑхӗпе тулли паллашас кӑмӑллисем академи умне 19-сехет те 30 минут тӗлне ҫитмелле. Хӑвӑр килӗр, тӑван-пӗтене, юлташӑрсене чӗнӗр! | ||
![]() Хӳтӗленнӗ студентсемпе преподавательсем Ҫӗртмен 15-16-мӗшӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренекен студентсем диплом хӳтӗлерӗҫ. Кашни хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн хатӗрлеме тӑрӑшни сисӗнчӗ — комиссире ларакансем кӑна лайӑх курчӗҫ. Кашни студент диплом ӗҫне хӳтӗленӗ май вӗренӳ вӑхӑтӗнче мӗн-пур пухнӑ пӗлӗве кӑтартрӗ. Комисси пайташӗсем чылай диплом ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ. Вӗсем кашни студента диплома ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӳ ятпа саламларӗҫ, малашлӑхри пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксем (автор В. Милютин) | ||
![]() Комисси ӗҫӗ Ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхне тунӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа юбилейлӗ курав уҫӑлать.
Ӳнерҫӗсен пӗрлешӗвне 1935 ҫулта, республикӑн I художниксен пухӑвӗнче тума йышӑннӑ. Пӗрлӗхе йӗркелекенсен хушшинче сумлӑ чӑваш ӳнерҫисем тӑнӑ — А.А. Кокель, М.С. Спиридонов, Н.С. Сверчков, Ю.А. Зайцев. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешӗве патшалӑхӑн чи лайӑх аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑ ҫӑмрӑксем хушӑннӑ — Н.В. Овчинников, Р.М. Ермолаева, В.С. Гурин, П.Г. Григорьев-Савушкин, А.И. Миттов. Ӳнерҫӗсен ушкӑнӗ халӗ те сумлӑ — вӗсен хушшинче хальхи талантлӑ художниксем: Р.Ф. Федоров, В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Акатуйра Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Красноармейски вӑрманӗ ҫумӗнчи «Факел» стадионӑн ҫеремӗ ҫинче йӑлана кӗнӗ уяв, Акатуй, иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул тата Красноармейски районӗ йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Ирхине районӑн кӗтнӗ хӑнисем тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.И.Антонов вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ салтаксене чысласа лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. 9 сехетре Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Данилов районӑн ҫулталӑк хушшинчи ҫитӗнӗвӗсемпе ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен хатӗрленӗ радиорепортаж янӑрарӗ. Кӗҫех районти ал ӑстисен выставки, ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх площадкисем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. 11 сехетре савӑнӑҫлӑ уяв пуҫланчӗ. Ӑна сӑмах каласа район администрацийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Н.И.Антонов уҫрӗ. Вӑл юлашки вӑхӑтра ҫӗнсе илнӗ район ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурне те уяв ячӗпе ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ, ӑнӑҫу сунчӗ. Уява пухӑннисем театрализациленӗ композиципе пултарулӑх ушкӑнӗсен концертне пӑхса савӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Каникул уявӗ![]() Ҫу уйӑхӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче Ӗпхӳри Калинин районӗн чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине халалланӑ уяв иртрӗ. Унта «Элем» ансамбле ҫӳрекен вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ‚ шкул ачисем тата хӑнасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 70 яхӑн ҫын. 2009-2010 вӗренӳ ҫулӗнче асӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗ Пушкӑртстан чӑваш халӑх культурине аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ. Ачасен «Акӑшсем» тата «Ягодка» ансамблӗсем районпа хулан пӗр мероприятийӗнчен те юлман. Унсӑр пуҫне Аслӑ Ҫӗнтерӗве 65 ҫул ҫитнине халалланӑ район конкурсӗнче I вырӑн йышӑнса ПР Вӗренӳ министерствин дипломне тивӗҫнӗ. Чӑннипе‚ кӑҫал вӗрентекенсемпе ачасен культура пурнӑҫӗ питӗ пуян та кӑсӑк иртрӗ. Вӗсем Салават хулинче йӗркеленӗ фольклор‚ Булгаковӑри эстрада коллективӗсен фестивальне‚ Ӗпхӳри тата Ҫтерлӗри Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене хутшӑнчӗҫ. «Элем» пултарулӑх ушкӑнне чӑвашсем пысӑк йышпа пурӑнакан тӑрӑхсенче лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсем Гафури районӗнчи Белое Озеро станцине‚ Красноусольск поселокне‚ Аургазӑ районӗнчи Треппеле‚ Архангельск районӗнчи Успенское яла‚ Ӗпхӳ районӗнчи Авдон тата Юматово поселокӗсене концертсемпе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |