![]() Уралеев пахчи Ҫапла, иртнӗ шӑматкун Етӗрне районӗнчи Мучар ял тӑрӑхӗнче чи капӑр та илемлӗ пахчана шырарӗҫ. Пурӗ ку тӑрӑха 6 ял кӗрет — Заштранкӑ, Кӗҫӗн Чураш, Тури Мучар, Чаканар, Шоркка тата администраци вырнаҫнӑ Анат Мучар. Шӑп вӑл ял ҫыннисен тупӑшма лекрӗ те ӗнтӗ «Xи капӑр пахча» ятне тивӗҫес тесе. Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ май чи капӑр пахча ятне Чаканарти Уралеев Владимир Николаевич хуҫалӑхӗ илме тивӗҫ пулчӗ. Чӑн та вӗсен пахчинче йӑрансене тюльпан лартса уйӑрса тухнӑ. Ҫырла тӗммисем те хитрен лараҫҫӗ, шуратнӑ улмуҫҫи вуллисем те илемлӗн курӑнаҫҫӗ, куҫа савӑнтараҫҫӗ. Сирӗн ялта кам пахчи капӑртарах? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уявра Йӑнтӑрчӑри (Тӑвай районӗ) пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулти 12 хӗрпе каччӑ ӗнер шӑнкӑрав сассине юлашки хут итлерӗҫ. Ытти хӑнасемпе пӗрле Йӑнтӑрчӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те шкул пӗтерекенсене саламларӗ. «Тунсӑхлӑ та, савӑнӑҫлӑ та сире, хаклӑ шкул пӗтерекенсем. Итрсе каякан ачалӑхӑн уявӗ ку, пурнӑҫӑн пӗр тапхӑрӗпе сывпуллашса илӗртӳллӗ пуласлӑхпа тӗл пулни. Малашлӑх ҫулӗ ҫинче сирӗн яланах телейпе ӑнӑҫу пултӑр, хаклӑ выпускниксем...» — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш халӑхӗн ӗҫпе наци тата культура йӑли-йӗркине малалла ҫирӗплетсе пырас, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫар мухтавне тата паттӑрлӑх историне илемлӗх хатӗрӗсемпе пропагандӑлас, ҫамрӑксене патриотла ӳстерес, тӑван ене хисеплесе юратма вӗрентес тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарас тӗллевпе кӑҫалхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Краноармейски ялӗнче, вӑрман ҫывӑхӗнчи «Факел» стадионта «Акатуй-2011» ирттереҫҫӗ. Хальхинче ӑна Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне тата хамӑр ентеш — Совет Союзӗн Геройӗ В.В. Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ. «Акатуй» ирттерме район администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе йӗркелӳ комитетне туса хунӑ, унӑн председательне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумне, ял хуҫалӑх, экономика тата обществӑлла инфратытӑм аталанӑвӗн управленийӗн начальникне И.В. Степанова суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш тӑрӑхӗнчи шкулсенче ҫулсерен ҫу вӗҫӗнче «Юлашки шӑнкӑрав» уяв иртет. Кӑҫал та тӑван шкулти шӑнкӑрав юлашки хутччен 11-мӗш класра вӗренекен 5 500 ачашӑн, 13 пин 9-мӗш класрисемшӗн (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 11 кл. — 7,7 пин; 9 кл. — 14,1 пин) янӑрарӗ. Кашни шкулта тенӗ пекех паян чаплӑ уявсем иртрӗҫ — шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем, вӗрентекенсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ, вӗренсе тухакансене саламларӗҫ. Ӗнер кунашкал уяв Элӗк, Канаш, Вӑрмар районӗсенче тата Канашра вӗренекенсен пулчӗ. Малашнехи ҫула ҫамрӑксен хӑйсен суйламалла пулӗ — кам малалла вӗренес тейӗ, кам пурнӑҫа урӑхла йӗркелес тейӗ. Вӗренсе тухакансене патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытма, ӳлӗмхи пурнӑҫа тӗрӗс суйлама сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай 50 ҫул тултарнине халалланӑ литературӑпа юрӑ-кӗвӗ каҫӗ иртнӗ. Юбиляра ЧР культура министрӗ Роза Лизакова саламланӑ, ЧР Президенчӗн Михаил Игнатьевӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Поэтӑн вӗрентекенӗ Виталий Станьял ӑсчах Валери Туркай хӑйне евӗрлӗ, пултаруллӑ сӑвӑҫ пулнине палӑртнӑ. Тутарстан культура министрӗн ҫумӗ Ираида Аюпова, Тутар Республикин Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Илфак Ибрагимов тата Тутар халӑх поэчӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ренат Харис юбиляра тутар наци культурине аталантарас тӗлӗшпе вӑй хунӑшӑн «Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» патшалӑх наградипе чысланӑ. Чӑваш Ен, Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗн культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Комсомольски район администрацийӗн тата ентешлӗхӗн представителӗсем поэта малашне те пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ. |
![]() Упи ял тӑрӑхӗнче Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Трак енре те черетлӗ Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗ пулчӗ. Ун вӑхӑтӗнче тӑван тавралӑха сыхлас, йывӑҫсем лартас, пушартан асӑрханас, ачасемпе ҫамрӑксен ҫуллахи канӑвне йӗркелес тата ытти ыйтусене тишкерчӗҫ. Информаци кунне хутшӑнма района Чӑваш Республикин юстици министрӗ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан информаци ушкӑнӗ килчӗ. Пирӗн ушкӑн вара (унта РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Г.Ф. Петрова, район администрацийӗн право тата кадрсен ӗҫӗн пайӗн начальникӗ А.А. Павлов тата ку йӗркесен авторӗ кӗчӗҫ) Упи ял тӑрӑхне ҫитрӗ. Ял тӑрӑхӗн ертсе пыракан специалист эксперчӗ А.А. Алексеева тата специалисчӗ И.И. Егорова тарават йышӑнчӗҫ. Ираида Ивановна каланӑ тӑрӑх, кулленхи ӗҫре ял-урама тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗпре тӑраҫҫӗ. Кашни эрне кунах ял ҫыннисем санитари кунне тухаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ ентешсене асӑнса Упире, Тусайра, Пайсупинра тата Янмурҫинра лартнӑ палӑксене сӑрланӑ, тавралла тытнӑ картасене ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче, тунтикун, Хусанта тӗрӗк халӑх театрӗсен «Науруз» X фестивалӗ уҫӑлать. Ҫак кун вырӑнти ТЮЗра (Островски урамӗ, 10) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ икӗ пайлӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагеди кӑтартать. Авалхи чӑвашсен пӗр йӑхӗ вӑрҫӑсене пула пачах арҫынсӑр тӑрса юлать. Алла хӗҫ тытса ҫапӑҫу хирне амасен тухма тивет... Ҫак спектакль хальхи куракана чӑваш хӗрарӑмӗн ҫи пуҫӗнче мӗншӗн ҫапла нумай кӗмӗл пулнине те ӑнланма пулӑшать. Пуҫламӑшӗ (куракансем ыйтнипе) — 18 сехетре.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 518-33-75 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Куснар купӑсҫисем Иртнӗ шӑматкун, ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче «Хуткупӑс — чунӑм ман» ятлӑ халӑх пултарулӑхӗн 1-мӗш уҫӑ хула фестивалӗ иртрӗ. Куславкка районӗнчен унта Яковпа Борис Фёдоров тата Сергей Утемов хутшӑнчӗҫ. Фестиваль жюрийӗ Куснар купӑҫҫисен пултарулӑхне лайӑх хакларӗ — диплом парса чысларӗ. Пысӑк хака тивӗҫнӗшӗн саламлатпӑр, халӑх пултарулӑхне упраса аталантарнӑшӑн пысӑк тав калатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Атӑл леш енче, йӑлӑм енче вырнаҫнӑ «Росинка» вӑй-хал культурипе сывлӑх центрӗн лаптӑкӗнче ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чӑваш Ен Правительствин аллейине хывни пирки масӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫырнипе чылайӑшӗ паллашрӗҫ ӗнтӗ. Йывӑҫ кунӗнче унта 50 хунав лартнӑ. Паян, ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫумӗнче учреждени ӗҫченӗсем хӑйсен аллейине хыврӗҫ. Хальлӗхе уртӑш хунавӗсем пысӑках мар пулин те темиҫе ҫултан ӳссе ҫитӗнсе вӗсем чаплӑ Ӑсчахсен аллейи пуласси шанса ӑсчахсем вӑя шеллемесӗр ӗҫлерӗҫ. Уйрӑмах Эдуард Константинович Бахмисов, Атнер Петрович Хусанкай, Иван Иванович Бойко тӑрӑшрӗҫ. |
![]() Владимир Тимофеев Паян химиксемпе гидроэлектростанци ӗҫченӗсен хулин депутачӗсен Пухӑвӗн вунпӗрмӗш ларӑвӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 2010 ҫулхи хула бюджетне мӗнле пурнӑҫланине тишкернипе, 2011 ҫулхи бюджета улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртнипе тата социаллӑ ытти ыйту сӳтсе явнипе пӗрлех хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Владимир Тимофеевӑн тивӗҫӗсене вӑхӑт ҫитмесӗрех чарса лартассине тата унӑн вырӑнне ҫӗнӗ пуҫлӑх суйлама конкурс ирттерессине йышӑнчӗҫ. Ку — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсен йышӗнчи кӑҫалхи иккӗмӗш «ҫухату». Унччен республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Емельянов хӑй ирӗкӗпе должноҫран кайнӑччӗ. Владимир Георгиевичӑн ӗҫрен кайнин сӑлтавӗ уҫӑмлӑ мар. Вӑл ҫулталӑк каялла кӑна мэр лавне кӳлӗннӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |