Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

ПУШ
07

Шкул ачисен фольклор фестивалӗнче
 voronovera@yandex.ru | 07.03.2009 19:49 |

Ҫак кунсенче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри ҫӗнетсе илемлетнӗ Культура керменӗнче (халӗ ӑна информаципе культура центрӗ теҫҫӗ) ялти шкулта вӗренекенсем пысӑк уява — Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне пуҫтарӑнчӗҫ.

Тӑван халӑх пултарулӑхӗ ҫав тери тӗрлӗ енлӗ та кӑсӑк. Авалтан килекен пуянлӑха — чӑвашсен ырӑ йӑли-йӗркине сцена ҫинче кӑтартса пама тӗллев тытрӗҫ те ӗнтӗ шкул ачисем. Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем - В.Н.Воронова тата Н.Н.Круглова йӗркеленӗ уяв сценарийӗнче 1-10 классенче вӗренекенсем «Вӑйӑ», «Выртмара», «Ҫӑварни», «Сӗрен», «Сурхури» тата ытти уявсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сӑнарсене калӑпламашкӑн ачасен самай вӑй хума тиврӗ. Чӑвашсен ӗлӗкхи вӑхӑтри пултарулӑхӗ ҫамрӑк ӑрушӑн ҫӗнӗлӗх уҫниех: нумай япалана ялти ватӑсенчен ыйтса пӗлмелле, кӗнекесенче ҫырнисене тӗпчемелле, «асанне арчине» ухтарса пӑхмалла…Паллах, вырӑнти материалсене тӗпе хуни пӗлтерӗшлӗрех те кун пек чухне. Хамӑр таврари йӑла-йӗркене, мӑн асатте, мӑн асаннесен иртнӗ кун-ҫулне ас тутарать, вӗсене уяса пурӑнма хистет.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче Ю. Сементерӗн «Ҫиҫӗм сапаки» кӗнекен презентацийӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене поэт ӗмӗр тӑршшӗпе пуҫтарнӑ тӑватшар йӗркерен тӑракан сӑвӑсем кӗнӗ. «Шухӑшӑма мӗн май килнӗ таран кӗскен ҫавӑрса калас тӗллев мана яланах канӑҫ паман. Ҫавӑнпа та вӑл туртӑм тилхепине эпӗ асран та, алран та пӗрре те яман темелле. Халӗ вара, ҫав тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсене пӗр кӑшӑл туса кӑларас терӗм», — тесе палӑртать чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер. Хӑйӗн тӑватӑ йӗркеллӗ сӑввисем урлӑ поэт чӑваш ҫыннин паянхи шухӑш-кӑмӑлне, пурнӑҫри туртӑмӗсене, туслӑхпа юратури ӑнлавӗсене сӑнласа кӑтартать.

Уяв каҫне Чӑваш наци интернат-лицейӗнче вӗренекенсем поэтӑн тӑватӑ йӗркеллӗ хайлавӗсемпе хатӗрленӗ литература композицийӗпе уҫрӗҫ. Лицейҫӑсем илемлӗ вуланӑ композицийе итленӗ хыҫҫӑн вӗсен ертӳҫи Геронтий Лукиянович Никифоров аслӑ категориллӗ учитель ҫыравҫа поэзи анинче малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Малалла...

 

Пушӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫин Терюкалова Раиса Фоминичнӑн куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ҫитсе пыракан пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне тата ӑста 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Раиса Фоминичнӑ саламлама ӗнер курава чылай хӑна килчӗ.

Курава уҫнӑ май музей директорӗ Геннадий Козлов ҫакна каларӗ — Раиса Фоминичнӑн пултарулӑхӗ питӗ тарӑн шухӑшлӑ, ӳкерчӗксенче философи, шалти туйӑмсем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ.

Ӳнерҫӗне ҫавӑн пекех Чӑваш Ен культура министрӗ Роза Лизакова саламларӗ, вӑл Н.В. Фёдоров саламне вуласа пачӗ.

Терюкалова Раиса Фоминична ӗҫӗсен куравӗ акан 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе паллашма кӑмӑлакансене пурне те музейе килсе курма йыхравлатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Пушӑн 8-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӑпӑр. Ҫак уяв ҫывхарса пынине кура Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документсен патшалӑх архивӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗн сӑнӗ» ятлӑ сӑн галерейине хатӗрленӗ. Унта эсир пурне те курма пултаратӑр: паллӑ хӗрарӑмсене те, ахаль хула е ял ҫыннисене те.

Сӑн галерейинче эсир ҫавӑн пекех чӑваш тумне тӑхӑннӑ хӗрсене, чӑваш хӗрарӑмӗсене сӑнланӑ паллӑ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене курма пултаратӑр.

 

Курава ҫак каҫӑ урлӑ каҫма пулать

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

ПУШ
04

Конференцисем иртрӗҫ
 елена | 04.03.2009 11:38 |

Нумаях пулмасть Удмурт Республикин Глазов хулинче удмурт поэчӗ Ф.И.Васильев 75 ҫул тултарнине халалланӑ «Флор вулавӗсем 3» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференцире ЧПУри чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракан В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, Г.А.Ермакова прфессорсем, В.А.Милютин доцент хутшӑнчӗҫ. Ӑсчахсем чӑвашпа удмурт литература тӗпчевӗсенчи актуаллӑ ыйтусене хускатрӗҫ, пӗр пеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсене палӑртрӗҫ.

Ҫавӑн пекех нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче ЧПГНИ йӗркеленӗ М.Р. Романов ҫуралнӑранпа 90 ҫул, Н.И. Егоров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑх конференцийӗ «Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятпа иртрӗ. Конференцин икӗ секцийӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлерӗ. Секцисен ӗҫне факультетри тӗпчевҫӗсемпе пӗрле инҫетри тата ҫывӑхри хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче: З.Г.Аминев (Ӗпхӳ),О.Н.Пятиков (Хусан), Ф.Ф.Гаффарова (Хусан), А.А.Емельянов (Пелепей), В.

Малалла...

 

Ӗнер Кировра Атӑлҫи Федераллӑ округӗн кёкусенкай уҫӑ ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Пирӗн республика ушкӑнӗ пуш алӑпа таврӑнмарӗ — пилӗк ылтӑн медаль илсе килчӗ. Кӗрешӳ ҫӑмӑл пулмарӗ — Мӑкшӑ, Пушкӑрт Республикисемпе Киров, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗн спортсменӗсем те малти вырӑна тухма тӑрӑшрӗҫ.

Ылтӑн медальсене ҫаксем тивӗҫ пулчӗҫ:

Андрей Данилов (40 кг йыварӑшшисен хушшинче);

Денис Краснов (45 кг йыварӑшшисен хушшинче);

Роман Чернов (50 кг йыварӑшшисен хушшинче);

Сергей Петров (55 кг ытла таяканнисен хушшинче);

Кристина Фёдорова (45 кг йыварӑшшисен хушшинче);

Мала тухнӑ спортсменсем малашне хӑйсен маттурлӑхне пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртекен ӑмӑртура кӑтартма тивӗ — унта Раҫҫей шайӗнчи кӗрешӳ пулӗ. Вӑл Тамбовра иртӗ. Эпир вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Котеркассинче «Шортан» фольклор ушкӑнне республикӑн Культура министерстви халӑх ятне панӑранпа 10 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Ӑна 1992 ҫулта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Надежда Михайлова йӗркеленӗ, ҫавӑнтан пуҫласа паянхи кунчченех тӑрӑшса ертсе пырать. Чи пахи — Котеркасси тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине упрать, килес ӑрӑва парса хӑварассишӗн тӑрӑшать. Ахальтен мар ӑнтӗ тӗнчерен килекен хаклӑ хӑнасене «Шортан» юрри-ташшине кӑтартаҫҫӗ, чикӗ леш енчи ӗҫлӗ ҫынсем килӗсене таврӑннӑ чух «кун пек халӑх курманччӗ, сирӗнпе экономика ҫыхӑнӑвӗ йӗркелеме кӑмӑллӑ, авалхи халӑх» теҫҫӗ.

«Шортана» саламлама «Уяв» ушкӑнран, район администрацийӗнчен, ытти ҫӗртен пынӑ.

 

Пушӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн курав залӗнче «Ҫеҫпӗл» ансабль концерта чӗнет. Ӑна юрӑҫсен ушкӑнне йӗркеленӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ.

«Ҫеҫпӗл» — професиллӗ юрӑҫсене пуҫтарса йӗркеленӗ Чӑваш Енри пӗрремӗш юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ. Ансамбль чылай тӑрӑха ҫитсе курнӑ — СССР шутне кӗнӗ республикӑсене, Чӑваш Ен тулашӗнчи хуласене. Чӑваш Енре те ушкӑн час-часах хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать.

1994 ҫултанпа ушкӑна Чӑваш Ен халӑх артистки Ирина Резникова ертсе пырать. Ансабльте мӗн йӗркеленӗренпе ӗҫлекенсем те пур: Олег Крюков сасӑ режиссёрӗ, Владимир Тимаев гитарист. Куракансене уйрӑмах Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсен, Александр Галкинпа Маргарита Туринген сассисем килӗшеҫҫӗ. Ушкӑнри кӗвӗ вӗрентекенӗ Раҫҫейри композиторсен союзӗн пайташӗ, Чаваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин.

Малалла...

 

Нарӑсӑн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм тӗнчери «Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ӑслӑлӑх конференцийӗ иртӗ. Ӑна М.Р. Федотов ҫуралнӑранпа 90 ҫул, Н.И. Егоров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалласа ирттереҫҫӗ.

Конференцине инҫетрен килекен ӑсчахсем нумай пулӗҫ. Турцирен турккӑ чӗлхе пӗлӗвӗн обществин президенчӗ Акалын Шюкрю Халюк, тата ытти ӑсчах килӗ. Польшӑран Варшава университечӗн профессорӗ Пазымиес Анна ҫитӗ. Мускавран пысӑк ушкӑн пулӗ — Олег Мудрак, Анна Дыбо, Ирина Самарина, Светлана Бритова, Алий Чеченов профессорсем килӗҫ.

Конференци нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ.

 

М.Р. Федотов — паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, профессор. Вӑл 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районне кӗрекен Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Михаил Романович Чӑваш Республикин патшалӑх премине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче Юрий Сементерӗн «Ҫиҫӗм сапаки» сӑвӑ кӗнекин презентацийӗ иртет.

Чӑваш халӑх поэчӗн ҫӗнӗ кӗнекине халиччен пичетленмен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем кӗнӗ. Поэта саламлама чаваш халӑх поэчӗсем Валерий Туркайпа Порфирий Афанасьев, унӑн чылай сӑввине вырӑсла куҫараканӗ Аристарх Дмитриев, Чӑваш республикин халӑх артистки Тамара Гурьева, Светлана Азамат сӑвӑҫ килӗҫ. Юрий Сементерӗн сӑввисемпе Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсене «Янташ» ушкӑн янратӗҫ. Презентацие тӑратнӑ кӗнекери сӑвӑсенчен Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗренекенсем литература композицийӗ хатӗрлеҫҫӗ.

Уяв каҫӗ 15.00 сехетре пуҫланать. Кӑмӑл тӑвакансене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Октябрӗн 50-ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 63-48-76.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3727, 3728, 3729, 3730, 3731, 3732, 3733, 3734, 3735, 3736, [3737], 3738, 3739, 3740, 3741, 3742, 3743, 3744, 3745, 3746, 3747, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...