Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем

Район летопиҫӗнче истори пӗлтерӗшлӗ самантсем пайтах. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ район ҫыннисемшӗн тепӗр истори пӗлтерӗшлӗ кун пулса юлчӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Глухов тата ЧПУ ректорӗ Л.Кураков академикӑн пӗрлехи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак кун Чӑваш Ишек ялӗнчи Пӗлӳ ҫурчӗн никӗсӗ ҫинче аслӑ шкул умӗнхи вӗрентӳ хатӗрленӗвӗн центрне уҫрӗҫ. Кунта хамӑр районти тата ытти регионсенчи вун пӗрмӗш класра вӗренекен 90 ача аслӑ вӗрентӳ шкулӗсенче пӗлӳ пухма хатӗрлерӗҫ. Асӑннӑ Пӗлӳ ҫуртне 2000 ҫулта Л.П.Кураков ентешӗмӗр тӑрӑшӑвӗпе тата хавхаланӑвӗпе хӑй ҫуралса ӳснӗ вырӑнта уҫнӑ. Ҫавӑнтанпа кунта ҫулсеренех лицеист-ачасем вӗренеҫҫӗ.

 

— Ҫак хӑтлӑ та малашлӑхлӑ шкулта эсир пысӑк хавхаланупа вӗренессе шанас килет. Пӗлӳ ҫуртӗнче чи-чи лайӑх вӗренекен лицеистсем пулни те кӑмӑллӑ. Кайран вӗсенчен пурте тенӗ пекех Чӑваш патшалӑх университетне е ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗреҫҫӗ. Паян Патӑрьел ҫамрӑкӗсемшӗн, манӑн пӗчӗк ҫӗршывшӑн, аслӑ пӗлӳ тӗнчине туртӑнмалли, ӑнтӑлмалли тепӗр ҫул уҫӑлнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп.

Малалла...

 

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускаври «Прожектор» КК пӗтӗм Раҫҫейри «Чӑваш пики» конкурс иртӗ. Конкурса Федераллӑ чӑваш культура автономийӗ (председателӗ — РФ Патшалӑх Думин депутачӗ А.Аксаков) хатӗрлет. Конкурса Раҫҫейӗн 10 регионти пике хутшӑнӗ.

 

Конкурс 14 сехетре ҫак вырӑнта пуҫланӗ: 1-мӗш Владимирски ур., 10 "в" ҫурт.

Епле ҫитме пулать: Перово е Энтузиастсен шоссе м. ст. хуть те хӑш транспортпа Слава кинотеатр таран ҫитмелле. Унта «Прожектор» КК вырнаҫнӑ та.

 

Тӗплӗнрех кунта.

 

Билет хакӗ 200 тата 250 тенкӗ

 

Студентсем хӑйсен студент билетне кӑтартсан билета 150 (партер), 100 (амфитеатр тата балкон) тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ.

 

Маларах билет туянас тесен СТУДЕНТСЕН 8-903-255-26-80 Ольга (Чӑваш ҫамрӑкӗсен юхӑмӗ) телефонпа шанкӑравламалла, е o.a.borisova@mail.ru e-mail-па ҫыхӑнмалла.

 

Билетсен шучӗ сахал, ҫавӑнпа та билета малтан туянма сӗнетпӗр!

Малалла...

 

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Валентина Ивановна Игнатьевӑн юбилейӗ пулчӗ. Нумай ҫул хушши вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑваш филологи факультетӗнче вӑй хурать. Ӑна уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр, ҫирӗп сывӑх сунатпӑр, ӗҫре тата та ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Теплӗнрен унпа паллашма Чӑваш Википеди сайтӗнче пулать: Валентина Ивановна Игнатьева

 

Чӑваш халӑхӗ иртнӗ кармалли кунсенче «Единая Россия» партине суйласа илнине кура Н.В. Фёдоров ҫав партине кӗме шут тытнӑ. Кун синчен вӑл паян иртнӗ планёркӑра пӗлтернӗ.

«Единая Россия» парти суйлав тӑрӑх малтанхи пӗтӗмлетӳпе 52% пуҫтарнӑ. Унсӑр пуҫсӑр 22 пӗр мандатлӑ суйлав округӗсенче 17 вӑл парти ҫыннисене суйланӑ. Тепӗр икӗ депутат парти килӗшет вӗсем унта кӗресшӗн пулни паллӑ.

Ресупбликӑн патшалӑх канашӗнче малтан 73 депутат пулнӑ пулсан, халӗ унта 44 кӑна пулӗ, 22-шне вӗсенчен парти списокӗсемпе мандат илӗ. Чӑваш Ен патшалӑх канашӗн суйлавне пилӗк парти хутшӑннӑ — «Единая Россия», РФКП, РЛДП, "Раҫҫей патриочӗсем" тата "Родина". «Раҫҫейри пенсионерсен партине» Чӑваш Ен ТСК регистраци паман. Ял хуҫалӑх партийӗ суйлава хутшӑнас темен, ӑна Н.В. Фёдоров «Единая Россия» партине ертсе пыма калӗшни килӗшмен.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мускавра Чӑваш дискотекисен сезонӗ уҫӑлать. Пусламӑшӗ 18 сехет те 30 минутра.

Пурне те ҫав дискотекӑна чӗнетпӗр! Сире унта шоу-программа, чӑваш эстрадин ҫалтӑрӗ Алина Фёдорова тата ытти япаласем кӗтеҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех эсир хӑвӑр пулас мӑшӑра та тупма пултаратӑр! Пурне те тӑвансемпе пӗрле вӑхӑт иртерме чӗнетпер!!!

 

Епле ҫитмелле: ст.м. "Рязанский проспект" авт. 169, 143, 29, 160, 725; трол. 63. ст.м. "Маркситкая" авт. 51; трол. 63., чарӑну. ул. "Стахановская".

Адрес: Рязань проспекчӗ, 39 ҫурт, "40 лет Октября" КК.

 

Ҫул схеми

 

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧПГӐИ ҫуртӗнче «Этнокультура тӗпчевӗсенчи терминологи ыйтӑвӗсем» ятлӑ конференци пулса иртрӗ. Унта пухӑннӑ ӑсчахсемпе ытти хутшанакансем терминологин тӗрлӗ енчи ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ҫав енченех терминологин инсторипе те, тӗрлӗ ӑнланмалла мар япаласемпе паллашма май пулчӗ.

Конференцине Григорьев В.С. пуҫларӗ, А.П. Хусанкай ертсе пычӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫатракасси ялӗнчи кивӗ шкулӗнче ваттисене уяв ячӗпе саламларӗҫ. Хӑш-пӗрисем Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен парнесем илчӗҫ.

Юлашкинчен ваттисене валли пӗчӗк концерт кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗрисем те юрласа кӑтартрӗҫ.

 

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче «Кӗр парнисем» ятлӑ ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен пасарӗ малалла пырать. Хула пуҫлӑхӗсем пасарсем валли Шупашкарта 51, Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 вырӑн уйӑрнӑ пулсан та ытларах 13-15 вырӑнта суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Елена Таланова пӗлтернӗ тӑрӑх ку вӑл республикӑри ял ҫыннисем ку вӑхӑтра ҫӗрулмине пуҫтарса кӗртнипе ҫыхӑннӑ. Ял ӗҫченӗсем самай ӗҫлеҫҫӗ те ҫавӑнпа та хулана ҫитме вӗсен вӑхӑчӗ ҫук.

Иртнӗ эрнесем хушшинче пурӗ 81 тонна ҫӗрулми, 65 тонна ытти пахча-ҫимӗҫе сутнӑ. Сутнӑ ҫимӗҫӗн хакӗ пурӗ 690 пинпе танлашать.

Пахча ҫимӗҫе ҫак хаксемпе сутаҫҫӗ: ҫӗрулми — 4,5 тенкӗ, ҫарӑк — 5 тенкӗ, кишӗр — 5 тенкӗ, сухан — 11 тенкӗ, купӑста — 3 тенкӗ, ыхра — 40 тенкӗ, панулмисем — 5 тенкӗ, тырӑ — 5 тенкӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫурт ытларах хӑпартма пуҫланӑ. 2002 ҫулта 12,2 пин м2 хӑпартнӑ, 2003 ҫулта ҫурт хӑпартас ӗҫ малалла пысӑкланнӑ, пурӗ 12,8 пин м2 хута кӗртнӗ. 2004 ҫулта 15,2 пин м2 таран ҫитернӗ, 2005 ҫулта вара 17,5 пин м2 хута кӗртнӗ.

2006 ҫулта пурӗ 20,5 пин м2 хута кӗртесшӗн. Паянхи куна Ҫӗрпӳ хулинче 75 хваттерлӗ ҫурта хута кӗртнӗ, тата ку ҫул 74 хватерлӗ ҫурта кӗртме ӗлкересшӗн.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 71-мӗш ҫулта Козлов Михаил Алексеевич профессор вӑхатсӑр ҫӗре кӗнӗ.

 

Михаил Алексеевич 1936 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах вӑл ҫутҫанталӑкпа кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та 1955 ҫулта шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологипе хими факультетне веренме кӗнӗ. Пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухнех вӑл И.М. Олигер ертсе пынипе энтомологи тӗпчевӗсемпе ӗҫлеме пуҫланӑ. 1959 ҫулта ӑна Ленинград университечӗн биологипе тӑпра факультетне куҫарнӑ. Вӑл университета вӑл 1961 ҫулта лайӑх вӗренсе пӗтернӗ.

Хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл биологи пӗлӗвне сарассипе нумай ӗҫленӗ. Унӑн кӗнекисем тӑрӑх нумай вӗренекен вӗреннӗ, "Соты жизни" (1976), "Кольцо жизни" (1980), "Не просто букашки" (1991) кӗнекисемпе темиҫе ӑру вӗреннӗ. Илемлӗ кенекесем те ҫырнӑ, вӗсен шутӗнче «Кашни утӑмрах тӗлӗнтермӗш» (1989), «Пингвин ҫулҫӳревҫӗ» (1991), «Тупсӑмне тупасшӑн» (1993) кӗнекесем.

 

Страницӑсем: 1 ... 3717, 3718, 3719, 3720, 3721, 3722, 3723, 3724, 3725, 3726, [3727], 3728, 3729, 3730, 3731, 3732, 3733, 3734, 3735, 3736, 3737, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...