![]() Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем! Сире Хула кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп! Чӑвашсен тӗп хулин ҫуралнӑ кунӗ — республикӑшӑн паллӑ пулӑм, тӗлӗнмелле илемлӗ те асра юлакан уяв; вӑл пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан пур халӑх ҫыннине пӗрлештерет. Пирӗн паян мухтанмалӑх сӑлтав ҫук мар. Чӑваш Ен тӗп хулин сӑн-сӑпачӗ ҫулсерен ҫӗнелсе пырать. Нумай хутлӑ ҫуртсем тӳпенелле ҫӗкленеҫҫӗ, автомобиль ҫулӗсене ытларах та ытларах сараҫҫӗ, парксемпе скверсем илемленсе пыраҫҫӗ, урамсемпе кил картисенче тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ производство объекчӗсем хута каяҫҫӗ, Шупашкара хӑвӑртрах аталанма май паракан пысӑк капашлӑ инвестици проекчӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен тӗп хули хӑйӗн авалхи сӑн-сӑпатне, нацин хӑй евӗрлӗхне палӑртакан енсене упраса пурӑнать. Кунта Шупашкарсен — ӗҫчен, тараватлӑ тата тӑван тӑрӑх шӑпишӗн чунтан тӑрӑшакан ҫынсен — тӳпи питӗ пысӑк. Ҫакна шанатӑп: республика тӗп хулин пуласлӑхӗ пысӑк, пӗрлехи вӑйпа эпир пур ҫӗрте те ӑнӑҫу тӑвӑпӑр. Ҫакна пурнӑҫа кӗртмешкӗн пирӗн пурте пур: ӑс-хакӑлпа пуҫаруллӑх, культурӑпа ӑслӑлӑх вӑй-хӑвачӗ, чи кирли вара — Шупашкара пӗтӗм чӗререн юратни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар сувенирӗсем Вырсарникун, ҫурлан 21-мӗшӗнче, Шупашкарта Хула кунне паллӑ тӑваҫҫӗ — ӑна халалласа вара тӗрлӗ мероприятисем хатӗрлеҫҫӗ. Уявӗ вырсарникун пулин те тӗрлӗ ӑмӑртусем маларах та иртеҫҫӗ. Паян, ҫурлан 19-мӗшӗнче, «Шупашкар сувенирӗсем» ӑмартӑва пӗтӗмлетнӗ. Тӗрлӗ япаласене — кантӑк, тимӗр, пир, хӑма, тӑм тата ыт. те — усӑ курса хатӗрленӗ сувенирсем чӑн та питӗ илемлӗччӗ. Хаклавҫӑсем хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: 1-мӗш вырӑн — Толстов М.М. ИП; 2-мӗш вырӑн — «Листок» ТМЯО; 3-мӗш вырӑн — Сахаров Е.Ю. ИП. Кашни ҫӗнтерӳҫе ятарлӑ хисеп хучӗпе тата укҫапа чысларӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвӗпе те хисеплерӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурлан 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ видеоканашлу мелӗпе районсемпе хуласен ертӳҫисемпе республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Программӑна пурнӑҫлама Чӑваш Ене 4 миллиард та 539 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Палӑртнӑ тӗллевсенчен пӗри вӑл сывлӑх сыхлавӗнчи учрежденисенче материаллӑ техника базине тӗпрен ылмаштарасси. Видеоканашлура Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Венера Муллина ҫапла пӗлтерчӗ: «Хальхи вӑхӑтра 18 ед. ҫӗнӗ йышши медицина техникине 18,5 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтарма май килнӗ. 2012 ҫул вӗҫлениччен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан 2 пине яхӑн техника илсе ҫӗнетме палӑртнӑ. 25 пульница тӗпрен юсаса ҫӗнетме укҫан уйӑрнӑ. Хальӗхе 7 муниципалитетра 13 медицина учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр обьектсенче графикран юлса пынисем те пуррине асӑрхаттарнӑ. Калӑпӑр, Муркаш районӗн тӗп пульницинче хирурги корпусӗн ҫурт тӑррине утӑ уйӑхӗнчех витсе пӗтерме палӑртнӑ пулнӑ, анчах та паянхи кун та унта ӗҫсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Раҫҫейре ларакан самолётсене лазерпа ҫутатса экипажа вӑхӑтлӑх куҫсӑр хӑварасси анлӑ сарӑла пуҫланӑ. Ку тӗлӗшпе Ростов хули малта пырать. Ҫак пӑтармахсене шута илсе ӗнтӗ ятарлӑ саккун та хатӗрлеме ӗлкӗрчӗҫ — ҫитес вӑхӑтра ӑна йышӑнса вӑя кӗртме пултараҫҫӗ. «Вести» канал пӗлтернӗ тӑрӑх кун пек тӗслӗхсем Шупашкарта та пур иккен — нумай пулмасть Мускавран килекен самолёт еннеле лазерпа ҫутатнӑ. Экипажа сиен кӳреймен, самолёт пӗр пӑтӑрмахсӑр ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Никӗс янӑ самант Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗнтӗркасси культура ҫурчӗ умӗнче Пӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ Некей паттӑра халалланӑ палӑка хатӗрлеме пуҫланӑ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсемпе депутачӗсем виҫӗ кун тӑрӑшрӗҫ — малтанхи кун хӑрнӑ улмуҫҫисене касрӗҫ, тымарӗсене кӑкларӗҫ, кайран вара никӗс ярса палӑка вырнаҫтармалли тӗпе кирпӗчрен купаларӗҫ. Халӗ ӗнтӗ палӑка вырнаҫтармалли ҫеҫ юлать.
Некей — Пӑкачав вӑрҫи вӑхӑтӗнче чапа тухнӑ чӑваш. 1774 ҫулта вӑл Пӑкачавпа пӗрле Кӑрмӑш хулине илме хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн, Пӑкачав Улатӑр енне кайсан, чӑвашсене ҫӗклес тӗлӗшпе чӑваш ҫӗрне таврӑнать. Хусантан ҫитнӗ ҫар Кӑрмӑша ярса илсе унӑн тусӗсене тыткӑна илнине пӗлсен вӑл хулана ҫитет, юлташӗсене ҫӑлать. Хулара ҫирӗпленеймен хыҫҫӑн Сӑр хӗррине куҫаҫҫӗ. Некей малалла та вӗсене хирӗҫ янӑ вырӑс салтакӗсене хирӗҫ хастар кӗрӗшет, ҫарсене пысӑк шар кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Яшпашел шкулӗ Тутарстанӑн Спас районӗнчи Яшпашел ялӗнче нумай пулмасть ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ К.Г. Яковлев, Чистай районӗнчи ЧНКЦ председателӗ П.В.Плотников, Спас районӗнчи ЧНКЦ председателӗ В.М.Якличева, районти вӗрентӳ уйрӑмӗн ертӳҫисем, вырӑнти педколлектив хутшӑннипе канашлу ирттернӗ. Тӗллев — шкулта чӑваш этнокультура компоненчӗллӗ вӗрентӳ тытӑмӗ йӗркелесе ярасси. Кун пирки «Сувар» хаҫат пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ ҫын шыв ҫулне уҫни Хальхи вӑхӑтра чӑвашла туйсем сайра хутра ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Ытларах — «ҫӗнӗлле». Каччи хӗрӗ патне каять те, ӑна илсе тухнӑ хыҫҫӑн ЗАГСа кайса ҫырӑнаҫҫӗ. Малалла вара кӑшт уҫӑлса ҫӳресен (паллӑ вырӑнсенче сӑн ӳкерсен) пӗр-пӗр столовӑя кайса апатланаҫҫӗ. Ҫапла вара чылайӑшӗн туйӗ иртет те. Чӑваш туйӗ вара танлаштарсан самай кӑткӑсрах, интереслӗрех те. Вӑл пӗр кун мар, икӗ кун тӑсӑлать. Кӗҫӗн кӗрӳсемпе туй арӑмӗсем, шилӗк, шыв ҫулне уҫни тата ытти пайсенчен тӑрать. Кашни тӑрӑхра тата вырӑнти уйрӑмлӑхсем хушӑнаҫҫӗ. Ҫурлан 6-мӗшпе 7-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче чӑн чӑвашла туй иртрӗ — Гурцев Василийпе Андреева Любовь (халӗ ӗнтӗ Гурцева хушаматлӑ) пӗрлешрӗҫ. Хӗрӗ Элӗк районӗнчи Синер ялӗнчен. Туй шавлӑ иртрӗ — туй арӑмӗсем пӗр чарӑнми такмак хыҫҫӑн такмак каласа юрларӗҫ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ. Ятарлӑ артистсем мар — тӑвансемпе ял халӑхӗ. Туйӑн иккӗмӗш кунӗ уйрӑмах интереслӗ иртрӗ. Каччӑ енчи тӑванӗсем шилӗкре парнесем панӑ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ ҫын шыв ҫулне уҫма кайрӗ. |
![]() Кӑҫал авӑнӑн 18-пе 23-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫулсерен иртекен «XXI ӗмӗрӗн Кулибинӗ» ятпа алӑпа тунӑ тракторсен куравӗ иртӗ. Машин тӑвакансен кунне халалланӑ мероприяти «Трактор кун-ҫулӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче» (Мир пр., 1) иртӗ. Йӗркелӳҫӗсем курав интереслӗ иртессе шанаҫҫӗ. Кашни номинацире виҫӗ преми пулӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара пысӑк укҫаллӑ парне кӗтет. Ӑста алӑсем тунӑ тимӗр урхамахсене Шӑмӑршӑ районӗнче те курма пулать. Тӗслӗхрен, Ярӑславри Фёдор Хайлов хуҫалӑхӗнче унашкал трактор пур. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ӑна хатӗрлеме ЗИД-4,5, ГАЗ-51, «Жигули» пайӗсем кайнӑ. Урхамах 10 ҫул ытла ӗнтӗ килти хуҫалӑхра пулӑшу кӳрет — утӑ ҫӑлма, ана сухалама унсӑр ниепле те май ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, ҫурлан 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев Чулхулари мероприятие, Федерацин Атӑлҫи округӗн территорийӗнче экстремизмпа кӗрешес ыйтусене сӳтсе явма хутшӑннӑ. Федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен субьектсен ертӳҫисемпе вырӑна тухса йӗркеленӗ ларӑва шалти ӗҫсен министрӗ — Ведомствӑсен экстремизмпа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссӗйӗн председателӗ Рашид Нургалиев ирттернӗ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, вӗрентӳ сферин, вӑй тытӑмӗсен тата тӗрлӗ конфесси представителӗсем экстремизм сӗмлӗхӗ тӗслӗхсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тӗрӗслес тӗлӗшпе хӑйсен сӗнӗвӗсене панӑ. Право хуралӗн органӗсен, Раҫҫейӗн шалти ӗҫсен министрӗн шухӑшӗпе, Интернетри информаципе уйрӑмах тимлӗ ӗҫлемеллине, мӗншӗн тесен экстремизма ҫывӑх шухӑшсенчен нумайӑшӗ шӑпах ҫак сеть урлӑ сарӑлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Президент пӗвене тӑвас ӗҫпе паллашать Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ҫумӗнчи вӑрманта, Хырла юханшывне пӳлсе мӑн плотина тунӑ. Унӑн лаптӑкӗ пысӑк — 420 гектар. Управра 15,7 миллион кубла метр шыв пуҫтарӑннӑ. Тӗп дамба тӑршшӗ икӗ ҫухрӑм. Строительсен «штабӗн» ертӳҫи Камиль Салихов тӗп инженер пӗлтернӗ тӑрӑх — федерацин Атӑлҫи округӗнче этем аллипе тунӑ ҫакнашкал объект (ӗҫмелли шыв пухмалли) хальлӗхе урӑх ҫук. Республикӑри тата Раҫҫейри «Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн ҫакӑнти шывпа республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи тата Каҫал енӗн пӗр пайӗнчи ялсене тивӗҫтерме тытӑнмалла — пурӗ 84 ял. Сӑлтавӗ паллӑ: халӗ пусӑсенчен тата артезиан шӑтӑкӗсенчен илекен шыв санитари нормисене пӗрре те тивӗҫтермест. Уйрӑммӑн илсен таврари ҫӑлсенче тимӗр тата бор виҫисем виҫӗ хут пысӑк. Акӑ мӗншӗн эпир вар-хырӑм чирӗсемпе нушаланатпӑр! Управӑн никӗсне 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хывма пикеннӗ. Виҫӗм ҫул вара ҫулталӑк вӗҫӗнче гидроузела патшалӑх комиссийӗ хута яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |