Пушкӑрт халӑх сӑмахлӑхӗн ахах-мерченӗпе — «Урал батыр» эпоспа — халӗ чӑвашсем те киленме пултараҫҫӗ. Ӑна Ӗпхӳ хулинчи П.М.Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗн ӗҫченӗ Николай Дмитриев чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак ӗҫ пирки Николай Васильевич акӑ мӗнле шухӑшлать: «Эпоса куҫарни мана пушкӑрт халӑхӗн чунне, философине ӑнланма, чӗлхин илемлӗхне туйса илме пулӑшрӗ. Куҫару ӗҫӗ тӑван чӗлхен пуянлӑхне уҫса пачӗ, икӗ халӑхӑн пӗр евӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене асӑрхама пулӑшрӗ. Эпӗ оригинала тӗпе хурса ӗҫлеме тӑрӑшрӑм, сӑвӑ виҫисене те упраса хӑвартӑм. Манӑн ӗҫӗм пушкӑртсемпе чӑвашсене тата та туслӑрах пурӑнма, ҫывӑхланма май парасса шанас килет». Николай Дмитриев асӑннӑ хайлава чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе пилӗк ҫул ытла ӗҫленӗ. Эпоса кун ҫути кӑтартас тени 75 ҫулти «шур сухала» ҫӗнӗ техникӑна — компьютера — хӑнӑхма хистенӗ. «Урал батыр» халиччен виҫӗ чӗлхепе — вырӑсла, турккӑлла, акӑлчанла — тухнӑ пулнӑ. Пушкӑртсен авалхи фольклор искусствин палӑкне тата этемлӗхӗн культура еткерне чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларма Николай Дмитриева Ӗпхӳ хулин общество аталанӑвӗн грантне тивӗҫни пулӑшнӑ. | ||
Иртнӗ уйӑхра Хӗрлӗ Чутайӗнчи В.Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейне уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртнӗ. Уява район пуҫлӑхӗ Александр Криков, ЧР Культура министерствин ӗҫченӗ Татьяна Дмитриева, Чӑваш наци музейӗн специалисчӗсем, ятарласа чӗннӗ хӑнасем, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Хӗрлӗ Чутай салинчи музей 1979 ҫулхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑмӑртаннӑ. 1988 ҫулта «халӑх» ята тивӗҫнӗ. Кӑҫалтан вӑл В.Толстов-Атнарскин ячӗпе ҫӳрет. Юлашки ҫулсенче аваллӑх управҫи халӑх тумӗпе, ал ӗҫ ӑстисен хатӗрӗсемпе самай пуянланнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар» хаҫат | ||
РФ прокуратурин следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкарти компьютер клубӗнче ӗҫленӗ Виктор Яндуткина икӗ ҫул ҫурӑ парса тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Администратора клубри компьютер ҫине вӑрланӑ Counter Strike вӑййа лартнишӗн айӑпланӑ. Система блокне компьютер клубӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӗрӗсленӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх вӑрланӑ вӑййа лартса клуб 300 пин тенкӗ тӑкакран хӑтӑлнӑ. Халӗ куншӑн клуб администраторӗн явап тытма тивӗ.
| ||
Шкул юбилейӗҪак шӑматкун, чӳкӗн 7-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкул хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне чыслӑн уявларӗ. Хӑнасем питех те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Кунта ӗҫленӗ учительсем: Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ Жуков Рудольф Васильевич, Чӑваш патшалӑх университет профессорӗ, экономика ӑслӑхӑхӗсен тухтӑре Пчелкина Валентина Викторовна, унӑн хӗрӗ, ҫак шкулта вӗреннӗ, ЧПУ доценчӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Светлана Николаевна, Чӑваш халӑх артисткисем Зоя Лисицинӑпа Тамара Гурьева юрӑҫсем, Пӗрҫырлан шкулӗн «Илем» ансамблӗ, Етӗрнери 2-мӗш шкулӑн ташӑ ӑстисем, Кӑкшӑм шкул вӗренекенӗсем, Культура ҫурчӗн юрӑ ӑстисем, "Заветы Ильича" колхозӑн хастар ӗҫченӗсем, район представителӗсем, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсем, пирӗн шкултан тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнӑ халӑх ҫав тери йышлӑн пухӑнчӗ. Иванов Мефодий Иванович ветеран шкулпа ҫыхӑннӑ интереслӗ самансем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Леонид Софронович Софронов шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне туса яма пулӑшнӑ. Хӑнасем шкулта вырнаҫнӑ колхоз тата шкул историн музейне кӗрсе кунти экспонатсемпе паллашрӗҫ. | ||
«Халап хапха тӑрринче...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш пайӗ, хайлавсем йышӑнасси, вӗҫленчӗ. Пурӗ 70 яхӑн хайлав ҫитрӗ. Ку пӗлтӗрхинчен сахалтарах, кризис алхасни сисӗнет-ши? :). Кӑҫалхи ӑмӑртӑва пур районтан та хутшӑннӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ пулӗ. Паллах, Пӑрачкав, Улатӑр районӗсене шута илмӗпӗр — конкурсӗ пирӗн чӑвашла. Уйрӑмах Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Вӑрмар, Канаш районӗнчен нумай хайлав килчӗ. Ултӑ ӗҫе йышӑнаймарӑмӑр. Пӗри пӗлтӗрхи хайлава ярса панӑ (унпа вырӑн та йышӑннӑччӗ), теприсем е топонимсене ҫеҫ ӑнлантарса панӑ (ку ӑслӑлӑх конкурсӗ мар, литература ӑмӑртӑвӗ) е ӗҫе ярса панӑ чухне йӑнӑшсем тунӑ, пире кирлӗ информацие кӑтартман. Енчен те хутшӑнакан ни хӑш ҫулхине, ни класне палӑртман пулсан — пирӗн ӑна хӑш ушкӑна кӗртмелле тет? | ||
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Елчӗкри вӑтам шкулта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Ку уява кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши 110 ҫул тултарнине халалларӑмӑр. Чи малтанах вӗрентекенсене районти Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пуҫлӑхӗ Л.В.Левый саламларӗ: район ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарчӗ. Унтан вӗрентекенсен уҫӑ урокӗсене итлесе сӳтсе яврӑмӑр: Г.В.Каринкинӑн «Упрама пӗлесчӗ аннене» (Ю. Скворцовӑн «Ултӑк» калавӗ тӑрӑх, 7 кл.); Г.А.Енейкинӑн Петӗр Эйзин «Йӑмрапа хурӑн» — (6 кл.); Е.В.Алексеевӑн Г.В.Волков «Тӑван чӗлхемӗрҫӗм» (7 кл.); Л.В.Кудрявцевӑн «Сӑвӑҫ тата вӑхӑт» (10 кл.); Е.С.Федорован «Ҫеҫпӗл Мишши юратӑвӗ» — (10 кл.); З.А.Михееван «Текст тишкерсе ӑслав хайлавӗ ҫырасси», (9 кл.). Уява килнӗ чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн тӑван чӗлхепе литература кафедрин деканӗ Е.А.Андреева уҫӑ уроксен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулчӗ, елчӗксенче чӑвашлӑх туйӑмӗ вӑйлине палӑртса хӑварчӗ. | ||
Чӗмпӗр Енре вӑл 9-мӗш хут пулчӗ ӗнтӗ. Юлашки тапхӑрта сцена ҫине 11 юрӑҫ тухрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Аслӑ Нагантинти вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Елена Васильева ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшсем — Ектерина Артемьева тата Екатерина Шепелёва. Виҫҫӗмӗш вырӑна Елена Чечуковӑпа Елена Петрукова пайларӗҫ. Юрӑҫсен ӑсталӑхне хак пама Шупашкартан ЧНК ертӳҫи Г.Архипов, Светлана Асамат юрӑҫ тата сӑвӑҫ, Татьяна Шаркова ӳнерҫӗ килсе ҫитнӗччӗ. Вӗсем кӑмӑла кайнӑ артистсене парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат, Чӗмпӗр хули. | ||
Муркаш районӗнче ҫӗнӗ каяш вырӑнне хатӗрлеҫҫӗ, вӑл районшӑн питӗ кирлӗ, ҫавӑнпа та унти ӗҫе тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Кун пирки Муркаш районӗн официаллӑ сайчӗ хыпарлать. Нумай пулмасть, иртнӗ эрнере, вырӑнти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене чӗнсе канашлу ирттернӗ. Унта пуҫлӑхсемпе ялсенче ҫӳп-ҫапа пуҫтарассипе ӑна полигона ҫитерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Район пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха туса пыракан В.Г. Никитин ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисене ку ыйтӑва халех, полигона тума пуҫланӑ вӑхӑтра татса памалли пирки пӗлтернӗ. Уйрӑмах пысӑк кӳлепеллӗ ӑпӑр-тапӑра пуҫтарасси, ҫӳп-ҫапа турттарнӑшӑн тӳлемелли хак пирки шутла хушрӗ. Ӑпӑр-тапӑра турттарма ыврӑнти усламҫӑсем те пулӑшма хатӗр пулӗ — вӗсемпе калаҫса пӑхма сӗнчӗ. Паянхи кун тӗлне полигонта хӑйӑра сарса пӗтернӗ ӗнтӗ, щебень хураҫҫӗ. Шыв пӑрӑхӗсене вырнаҫтарса пӗтернӗ, шӑтӑкӗсене те тунӑ. Хальхи вӑхӑта хӳтӗлев сийӗн Р-Пластне вырнаҫтараҫҫӗ, котлован йӗри-тавра минераллӑ тӑпрана усӑ курса кавальер хатӗрлеҫҫӗ. Район пуҫлӑхӗсем полигона вӑхӑтра туса пӗтерессе шанаҫҫӗ. | ||
Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фонд (президенчӗ Олег Мустаев) премийӗпе орденне тӑван халӑх умӗнче наука, литература, искусство, журналистика, архитектура тата спорт енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн параҫҫӗ. Кӑҫал лауреатӑн хисеплӗ ятне тата премине Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев (чӑваш халӑх ӑс-хакӑлне ӳнер витӗр ҫине тӑрса ӗҫлесе тӗнче шайне ҫитернӗшӗн), Тутарстанри чӑвашсен культурӑпа автономи председателӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Константин Яковлев (чӑваш чӗрӗлӗхӗпе пӗрлӗхӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн), Чӗмпӗрти усламҫӑ, Чӗмпӗр, Сарӑ Ту, Пенза тӑрӑхӗнчи чӑвашсен энциклопедийӗн редакторӗ тата пӗртен-пӗр спонсорӗ (чӑвашсен еткерлӗхне аталантарса упрама тӑрӑшнӑшӑн) илме тивӗҫнӗ. Пӗлсе тӑма: Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фондне ҫак ятлах телекӑларӑмӑн тӗп редакторӗ Олег Николаевич Мустаев йӗркеленӗ. 1992 ҫулта пултаруллӑ чӑвашсене татах хавхалантарас шутпа фондӑн ятарлӑ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен премине туса хунӑ. 2002 ҫулта унӑн ятарлӑ паллине ҫирӗплетнӗ, ӑна И.Я.Яковлев орденӗ ятпа преми ҫумне пама тытӑннӑ. | ||
Чӳкӗн (ноябрь) 19-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗнче «Янташ» ушкӑн ҫӗне шоу-программӑпа куракансене йыхравлать. Эсир туяннӑ билетсемпе «Маркиза» илем салонне тӳллевсӗр каймалли парнесем вылляттарӗҫ!
Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93 (Леня). | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |