![]() Чӑрӑшкасси шкулӗ Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе тӗрлӗ шайри олимпиадӑсемпе конкурссем иртеҫҫӗ. Вӗсен ҫӗнтерӳҫисене премисемпе хавхалантараҫҫӗ. 2010 ҫул кӑтартӑвӗ тӑрӑх республикӑри 72 яш-кӗрӗме, вӗсенчен ытларахӑшӗ шкул ачисемпе студентсем, укҫан хавхалантарнӑ. 23 ҫамрӑка 60-шер пин тенкӗ тивӗҫнӗ. Преми илнисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи тата Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкулсен воспитанникӗсем те (Артемий Федоров тата Руслан Павлов) пур. Вӗсене саламлатпӑр! Малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Пшонкӑ кану центрӗнче Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче черетлӗ информаци кунӗ иртрӗ. Унӑн пӗр ушкӑнӗ (РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ А. Петрова, район администрацийӗн юридика пайӗн пуҫлӑхӗ Л. Артемьев, Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Николаев, унӑн специалисчӗ М. Александрова тата ҫак йӗркесен авторӗ) Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче пулчӗҫ. Чи малтанах тӗлпулу «Нива» хуҫалӑх ферминче иртрӗ. Унта информаци ушкӑнӗ ӗне сӑвакансемпе тата бригада ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Тепӗр тӗлпулӑвӗ вара Пшонкӑри кану центрӗнче. Кунта ял ҫыннисем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах сӑмах Альбина Валерьяновна илчӗ. Вӑл информаци кунӗн темисемпе паллаштарнӑ май кашнин ҫинчех тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. А. Петрова РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн начальникӗ пулнӑ май пенси ыйтӑвне тӗкӗнмесӗр иртсе кайма пултараймарӗ. Мӗншӗн тесен паянхи кун халӑха интереслентерекен ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать те вӑл. «Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан пенсионерсен шучӗ чакни палӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Петӗр Хусанкай палӑкӗ патӗнче Паянхи кун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Ку 104 ҫул каялла пулнӑ. Ҫак куна асра тытса паян Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвара поэтӑн вил тӑпри умӗнче Петӗр Хусанкая аса илчӗҫ, унӑн ҫуралнӑ кунне палӑртрӗҫ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Владимир Аркадьевич Милютин, Владимир Васильевич Степанов тата Николай Алексеевич Плотников масара ҫитсе палӑка тасатрӗҫ, Петӗр Хусанкайӑн магнитофон ҫине ҫырса илнӗ сассине итлерӗҫ, унӑн сӑввисене вуларӗҫ. Малалла мероприяти «Ингури» кафере иртрӗ. Кунта поэтӑн чылай сӑввипе паллашрӗҫ, «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вара ушкӑнпа черетӗн вуларӗҫ. Тепӗр ҫул та ҫапла май ҫак куна палӑртма калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн мероприяти вӗҫленчӗ.
| ||
![]() Ӑмӑртӑва килнӗ ачасем Кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, 30 градуса яхӑн сивӗ тӑракан вӑхӑтра Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче чӑваш сӑвӑҫин, ҫыравҫин тата драма ӑстин Раиса Сарпин литература каҫӗпе «Сарпи вулавӗсем» ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Конкурс кӑҫал 19-мӗш хут иртрӗ, халалласса та ӑна Раиса Васильевна 60 ҫул тултарнине халалланӑ. Йӗркелекенсем: Раиса Сарпи, Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, «Труд» (чӑв. Ӗҫ) хуҫалӑх. Конкурса ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас, сӑвӑ ҫырма ӑста ачасене палӑртас, ачасене тӑван чӗлхе илемлӗхне уҫса парас шухӑшпа ирттернӗ. Ӑмӑртура 2 номинаци пулчӗ — Раиса Сарпи сӑввисене вуласси, тата ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑвва каласа парасси. Каларӑмӑр ӗнтӗ, шартлама сивве пӑхмасӑр Нӑрваш Шӑхаль шкулне ачасем чылаййӑн пухӑннӑччӗ — 70 ытлаччӗ вӗсем. 22 шкултан килнӗччӗ. Сарпи сӑввисене вуласа малти вырӑнсене Екатерина Шурякова (1 кл, Аслӑ Арапуҫ шкулӗ), Милана Наумова (4 кл, Патӑрьелти 1№ шкул), Татьяна Жегалина (6 кл., Нӑрваш Шӑхаль шкулӗ), Анастасия Салмина (9 кл., Кивӗ Ахпӳрт шкулӗ) тухрӗҫ. Хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене вуласа пӗрремӗш вырӑнсене Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 1-мӗш класра вӗренекен Александр Кондратьев тата 6-мӗш класра вӗренекен Любовь Мешкова йышӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Митта Ваҫлейӗпе Нестер Янкас премийӗсен лауреачӗ, Трак Ен ентешӗ Геннадий Юмарт тепӗр ырӑ ӗҫ турӗ. Геннадий Федорович тӑрӑшнипе Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫитӗннӗ вӑхӑт» кӗнеке кун ҫути курчӗ. Унта чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑн И.Я. Яковлевӑн асаилӗвӗсене чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ. Вырӑсларан ӑна шӑпах Геннадий Фёдорович куҫарнӑ та. Кӗнеке калӑпӑшӗпе пысӑках мар, унта 62 страница. Вӑл «Куҫаракан сӑмахӗпе» уҫӑлать, «Ачалӑхӑм», «Пӑрӑнтӑкра», «Чӗмпӗрти шкул» тата «Гимназире» пайсенчен тӑрать, лайӑх вуланать. Ӑна С. А. Бритвина художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. И. Яковлев хӑй мӗнле ӳснине, Пӑрӑнтӑкри, Чӗмпӗрти шкулсенче, гимназире вӗреннисене, чӑвашсен ҫырулӑхне туса хурас ӗҫе епле йӗркелесе яма пикеннине, ҫӗр виҫевҫинче ӗҫленине аса илнисене хумханмасӑр вулама ҫук. Ку кӗнекене вӑтам тата аслӑ ушкӑнри ачасем валли кӑларнӑ. Вӑл шкул ачисене, уйрӑмах Яковлевҫӑсене, питӗ кирлӗ, унпа усӑ курса тӗрлӗ ҫыру ӗҫӗсем, конкурссем ирттерме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ултавпа Чӑнлӑх![]() Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Юхма Мишшин «Ултавпа Чӑнлӑх» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫин, академикӗн ҫӗнӗ романӗ хамӑрӑн ҫулӑм чӗреллӗ, революциллӗ саманара пурӑннӑ Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫинчен. Ҫырнӑ чухне автор поэт пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑхӑтсӑр вилӗмӗ ҫинчен шыраса тупнӑ нумай ҫӗнӗ материалсемпе, ӑна астӑвакансем каласа панисемпе усӑ курнӑ. Автор Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗпе Агафья Николаевнӑпа темиҫе те тӗл пулса калаҫнӑ, вӑл каласа панисене тӗплӗн ҫырса илнӗ. Вӗсем те Юхма Мишшине хӑйӗн геройне туллин те пур енлӗн ҫутатса пама пулӑшнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ӗлӗкрех мӗншен элекпӗ, ултавлӑ сӑмахсем пулнине те Юхма Мишши хӑйӗн романӗнче питӗ лайӑх ӑнлантарнӑ, вӗсене Чанлӑх ҫӗнтернине те ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ. Кӗнекене ЧОКЦра туянма пулать. Хакӗ 100 тенкӗ патнелле. | ||
![]() Горшков А.Е. Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ларусен залӗнче Горшков Анатолий Ермолаевич чӗлхеҫӗн юбилейне палӑртрӗҫ. Мероприяти кӑнтӑрла хыҫҫӑн 13 сехет те 15 минутра факультет гимнне итленипе пуҫланчӗ. Юбилей каҫне чӑваш филологи факультечӗн деканӗ Е.А. Андреева ертсе пычӗ. Чи малтан тухса сӑмах калакансем хушшинче Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Петрова С.В., университет проректорӗ Шуканов А.А. пулчӗҫ. Анатолий Горшков Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 20 ҫул ытла вӑй хунӑ. Ҫакна асра тытса мероприятие институт директорӗ Исаев Ю.Н. тата чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Дегтярёв Г.А. пычӗҫ, тухса сӑмах каларӗҫ. Ҫавӑн пекех ЧПУри Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ ячӗпе Сергеев В. | ||
![]() Конференцире 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист, патшалӑх служащийӗ, парти ӗҫченӗ В.П. Семенов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Паянхи чӗлхе пӗлӗвӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсем» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулчӗ. Ӑслӑлӑх мероприятийӗ Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗн вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Конференци ӗҫне Елчӗк район администрацийӗ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политики пайӗн пуҫлӑхӗ Л.В. Левый, Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.М. Рыбкин, пичет ӗҫӗн ветеранӗ И.П. Иноходов, Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӑн директорӗ А.Н. Чермаков, директор ҫумӗ Р.А. Федорова, Аслӑ Елчӗк шкулӗн директорӗ Н.Ф. Малышкин, «Елчӗк Ен» район хаҫачӗн корреспонденчӗ В.А. Кириллова тата Чӑваш Республикин тӗп хулинчи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен килнӗ ушкӑн — директор ҫумӗ Э. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Капитолий ҫурчӗ АПШ финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх патшалӑх парӑмӗ 14 триллин ҫитнӗ. Кашни американ ҫине пайласан ҫапла вара пӗр ҫынна 45 пин доллар лекет. Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче АПШ парӑмӗ мӗн таран ӳсме пултарассине 14,3 триллона ҫити ӳстернӗччӗ (1,9 триллион пысӑклатнӑччӗ). Халӗ ӗнче Конгресӑн малалла мӗн тумалли пирки шутлама тивӗ — е вӑл виҫене (потолока) тата та ӳстермелле, е тӑкаксене чакармалла. АПШ укҫа-тенкӗ министрӗ Тимоти Гейтнер маларах пӗлтернӗ шухӑшӗпе парӑм виҫи ҫак калӑпӑша 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫеҫ ҫитмелле пулнӑ. Министр ун чухне парӑмӑн чи пысӑк виҫине ӳстерме ыйтнӑччӗ — унсӑрӑн ун шухӑшӗпе АПШ экономики йывӑр лару-тӑруна кӗрсе ӳкме пултарать. Конгресри республиканецсем тӑкаксене виҫеллӗ тусан ҫеҫ парӑм калӑпӑшне пысӑклатма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ачасен хӗллехи канӑвне усӑллӑ та хаваслӑ ирттерес тӗллевпе шкулсен ҫумӗнче кану лагерӗсем ӗҫлерӗҫ. Матакри вӑтам шкул (Ҫӗпрел районӗ) ҫумӗнчи «Хӗллехи халап» лагере тӗрлӗ класра вӗренекен ачасем кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 9-мӗшӗччен ҫӳрерӗҫ. Лагерӗн пысӑках мар коллективӗ (ертӳҫи Т.Барышова, воспитательсем Л.Шингарева (6-мӗш класс ертӳҫи), А.Шумилова (9-мӗш класс ертӳҫи), физкультура учителӗ А.Шингарев) кану программине питӗ интереслӗ йӗркеленӗ. Кашни куна тӗрлӗ темӑна халалланӑ: «Витаминия» ҫӗршывӗнче», «Хӗл Мучин мастерскойӗ», «Раштав елки» тата ытти те. Паллах, хӗллехи каникул-тӑк, лагерьти кану та шкулти классенче кӑна иртмест. Хальхинче те акӑ ачасем уҫӑ сывлӑшра нумай уҫӑлса ҫӳренӗ, вылянӑ, ҫывӑхри вӑрмана йӗлтӗрпе кайнӑ. Юртан чи хитре кӗлетке ӑсталассипе конкурс та пулнӑ. Вӗҫен кайӑксем пирки те манман шкул ачисем, ара, ҫак пӗчӗк чунсене хӗллехи вӑхӑтра пӗрре те ҫӑмӑл мар-ҫке, апат тупма хӗн. Ҫакна шута илсе ачасем вӗсем валли пӗчӗк сырӑшсем ӑсталаса йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ. Раштав уявӗ пирки те уйрӑммӑн каламалла. Ӑна паллӑ тумасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |