Паянтан пуҫласа ҫак уйӑхӗн 9-мӗшӗсенче Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм иртет — ҫак кунсенче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулать. Инҫе ҫула май кайма театр федераци шайӗнче хӳтӗленӗ «Халал» проект пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче тата Толпасӑпа Пишпӳлек салисенче «Ама кайӑк ҫулӗпе» юмахпа «Кая юлнӑ юрату» трагикомеди кӑтартӗҫ.
Аса илтеретпӗр, «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗлтӗр вӑл республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ» пулса тӑнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев режиссёр (унӑн тава тивӗҫлӗ ячӗсене асӑнса кайма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫынсен ятне калани те ҫителӗклӗ), Лолита Чекушкина композитор тата Ольга Ежкова художник пӗрле пулса сцена ҫине кӑларнӑ. Унта тӑвна халӑхӑмӑр ламран лама упраса пынӑ чӑнлӑхсене уҫса панӑ.
«Кая юлнӑ юрату» пьеса авторӗ — пушкӑрт драматургӗ Флорид Буляков. Ӑна театрӑн режиссёр-постановщикӗ Станислав Васильев сцена ҫине кӑларнӑ.
Юпан 19-мӗшӗнче ҫамрӑк «Янташ» ушкӑн Пушкӑртстанран таврӑнчӗ. Вӗсем Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче концертсем лартрӗҫ. Ҫавӑн пекех Авӑркас районӗн центрӗнче те — Толбазӑра — хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. «Янташ» ушкӑн концертчӗ Кожай-Семеновка ялӗнче те пулчӗ — инҫетри Чӑваш Енрен килнӗ хӑнасемшӗн кунти халӑх питӗ савӑк юлчӗ.
Ҫитес вӑхӑтра вара янташсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче концертсем кӑтартӗҫ:
- ыран, юпан 24-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче;
- юпан 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче;
- юпан 26-мӗшӗнче тепӗр концерт «Салют» культура керменӗнчех пулӗ (малтанхи куна лекейменсем валли).
Концертсене «Янташ» ушкӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа иртереҫҫӗ. Билетсене культура керменӗсен кассисенче туянма пулать.
Инди юрӑҫи Дипендра Мани тата «Янташ» ушкӑнӗ (ертӳҫи А. Никитин композитор) Пушкӑртстана гастрольпе кайӗҫ. «Урал сасси» хаҫат вӗсен маршрутне пӗлтернӗ:
Юпан (октябрӗн) 23-мӗшӗ — Авӑркас районӗ‚ Толбазӑ ялӗн культура ҫурчӗ;
24-мӗшӗ — Ӗпхӳ хули‚ «Моторостроитель» культура ҫурчӗ;
25-мӗшӗ — Пелепей хули‚ Культура ҫурчӗ;
26-мӗшӗ — Ҫтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ.
Концертсем 19:00 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Билет хакӗсем 130-200 тенкӗ.
Кӗрхи кунсен тунсӑхне илемлӗ кӗвӗ-юрӑпа пусарар. Килсемӗр!
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Пушкӑртстанра пӗрре мар пулнӑ. Чи пысӑк йышпа (70 ҫынна яхӑн) 1990 ҫулта чӑваш литература классикӗ К. Иванов 100 ҫул тултарнӑ чухне килнӗччӗ. Апла пулсан Шупашкар артисчӗсене Пушкӑртстан килӗшет‚ хӑй патне туртать‚ куракансем те вӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ. Шӑпах ҫак сӑлтавсене тӗпе хурса ансамбль пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче — ака пуҫламӑшӗнче республикӑна гастроле килме палӑртнӑ.
Кӗскен пӗлтерсен вӗсен маршручӗ ҫапла пулӗ:
● Пушӑн 28-мӗшӗ — Пелепей хули‚ Культура керменӗ;
● Пушӑн 29-мӗшӗ — Ҫтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ;
● Пушӑн 30-мӗшӗ — Федоровка ялӗ‚ Культура керменӗ;
● Пушӑн 31-мӗшӗ — Толбазӑ ялӗ‚ Культура керменӗ.
● Акан 1-мӗшӗ — Пишпӳлек районӗ‚ Пӑслӑк ялӗ;
● Акан 2-мӗшӗ — Мияки районӗ‚ Тимеш ялӗ;
● Акан 3-мӗшӗ — Чекмагуш районӗ‚ Юмаш ялӗ;
● Акан 4-мӗшӗ — Ермеккей ялӗ‚ Культура керменӗ.
Концертсем 19 сехетре (Ермеккейре — 16.00) пуҫланаҫҫӗ.
Ҫтерлӗре пултарулӑх артисчӗсен ҫӗнӗ йышӗ чӑмӑртансах пырать. «Урал сасси» хаҫат та вӗсем ҫинчен чылай ҫырать. Ак, нумай пулмасть, «Эреш» ятлӑ фольклорпа театр студийӗ концерт кӑтартса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.
Программӑна иртнӗ ҫулах хатӗрленӗрен унӑн тӗп шӑнарне «Нарспи» поэмӑн содержанийӗпе ҫыхӑнтарнӑ — хайлавӑн уйрӑм йӗркисем халах юррисемпе черетленсе пычӗҫ. Аслӑ поэтӑмӑр сӑввисене Геннадий Челпир вуласа пычӗ.
«Эреш» ушкӑнра тӗрлӗ ҫулти хӗр упраҫ юрлать — шкул ачинчен пуҫласа пенсионерсем таранах. Вӗренекенсенчен хулари 32-мӗш шкулта пӗлӳ илекен Элиза Федорована палӑртмасӑр иртме ҫук. Федоровсем килте те чӑвашлах калаҫаҫҫӗ иккен. Элиза вӗренекен шкулта та тӑван чӗлхене расписани тӑрӑх вӗренсе пыраҫҫӗ. Юрлама вара хӗр пӗрчи амӑшӗнчен‚ хор солисткинчен Елена Федороваран вӗреннӗ пулмалла. Унӑн уҫӑ сасси те‚ хӑйне сцена ҫинче мӗнлерех тыткалани те куракансене тӑвӑллӑн алӑ ҫуптарчӗ.
Концерта хутшӑннисем пурте тав сӑмахне тивӗҫрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |