![]() Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, Г.С. Лебедев ячӗллӗ наци интернат лицейӗ «Букварьтен — илемлӗ литературӑна ҫити» ӑмӑрту пуҫлаҫҫӗ, унта 7-11 классенче вӗренекен ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Комисси халиччен пичетлемен, конкурссене тӑратман чӑвашла сӑвӑсемпе калавсем, очерксемпе повеҫсем, пьесӑсем тата литературӑн ытти жанрӗпе ҫырнӑ ӗҫсем йышӑнать. Конкурс тӗллевӗсем: чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлева чысласси, Чӑваш чӗлхи кунне тивӗҫлӗ шайра палӑртасси; шкулта вӗренекенсене литература ӗҫӗпе ҫывӑхрах туслаштарасси, ҫамрӑк ҫыравҫӑсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне ӳстерме пулӑшасси. Хайлавсене компьютерпа пичетлесе е алӑпа таса та тирпейлӗ ҫырса акан 8-мӗшӗччен коммисие ярса памалла.
Конкурсӑн йӗрки-шывне кунта вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уявра Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ. Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ. Ҫӑварни сӑри ӗҫнӗ хушӑра пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Вӗсен юрри-кӗвви пурне те килӗшрӗ. Маларах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашманскерсем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ, ыттисенче хытӑрах алӑ ҫупрӗҫ. «Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Деменцова Роза Трофимовнӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ. |
![]() Пайсупин ялӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Пайсупинти ял кану ҫуртӗнче (Красноармейски районӗн Упи ял тӑрӑхӗ) «Юхӑм» ятлӑ драма коллективӗ Анатолий Чебанов ҫырнӑ «Тарҫӑ» спектакле лартса тӑрӑхри ял халӑхне савӑнтарчӗҫ. Рольсене Геннадий Сергеев, Галина Михайлова, Алина Григорьева, Юрий Филиппов, Раиса Степанова, Геннадий Яковлев, Анюта Маркова тата Лидия Степанова вылярӗҫ. «Юхӑм» ушкӑнӑн ку пӗрремӗш спектакль мар, вӗсем унччен «Уйӑх тулнӑ каҫ» драмӑна, «Кӑмака ҫинче ларса качча каяймӑн» комедие тата ытти хайлавӗсене лартса халӑха савӑнтарнӑччӗ. Хальхинче те сӑнарсене епле кӑтарса пани куракансен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ теме пулать — вӗсем ушкӑн вӑййине ал ҫупса хакларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗр-упраҫсем Красноармейскинчи иккӗмӗш номерлӗ шкулта «Чӑваш пики — 2011» конкурсӑн пӗрремӗш турӗ иртрӗ. Унта кашни 9-11 класран пӗрер хӗр упраҫ хутшӑнчӗ. Жюри членӗсем чи маттур та ӑслӑ, хитре те капӑр, ӑста та вӑр-вар чӑваш пикине суйларӗҫ. Хӗр упраҫсем тӑван чӗлхене, халахӑн историйӗпе йӑли-йӗркине, культурине аван пӗлессипе тупӑшрӗҫ. Тата вӗсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ каларӗҫ. Конкурс вӗҫӗнче хӗрсем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлес енӗпе кулинари ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ: 9«б» класра вӗренекен Анастасия Никифорова «Чӑн-чӑн пике артистка» номинацире, 10«б» класра вӗренекен Татьяна Петрова «Чи сӑпайлӑ пике» номинацире, 11«а» класра вӗренекен Алина Ефимова «Чи савӑнӑҫлӑ пике» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илчӗҫ. «Чӑваш пики — 2011» ята вара 9«а» класра вӗренекен Ксения Петрова тивӗҫрӗ. Вӑл район шайӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Трепел. Шумы патӗнчи пурлӑх Ҫӗр айӗнчи пуянлӑх Чӑваш Енре нумаях мар — пирӗн тӑрӑхра ытларах кирпӗч ҫапма юрӑхлӑ тӑм, хӑйӑр, торф, акшар, трепел кӑлараҫҫӗ. Ытти йышшисем (ангидрит, доломит, гипс, арагонит, кварц, сланец, гранодионит) кунта сахалрах. Нефть та пур теҫҫӗ, анчах та ӑна пирӗн патра кӑларма хакла ларать. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паян, пушӑн 3-мӗшӗнче, эксперлӑ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта «Нерудэксперт» ТМЯО Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи трепел пурлӑхӗн калӑпӑшне палӑртса хатӗрленӗ отчетпа паллашнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗр хӑйӗн айӗнче C1 категорипе 5454,7 пин м³ трепел (мергел) упрать. Экспертлӑ комисси отчета пӑхса тухса вӑл калӑпӑша ҫирӗплетрӗ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ трепелне Атрать месторожденири (Улатӑр районӗ) тӑмпа хутӑшса керемика япалисене ӑсталама усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хисеплӗ чӑваш, хисеплӗ пӑлхар, хисеплӗ сувар! «Сувар» фонд сана ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлать, пушӑн (мартӑн) 5-мӗшӗнче (вӑл шӑматкун пулӗ) Ҫӑварни сӑри ӗҫме «Ҫӑлкуҫ» хупаха чӗнет! Уяв кӑнтӑрла 12 сехетре пуҫланӗ. Чӑвашлӑх саншӑн пуш сӑмах мар пулсан «Сувар» фонд уява пӗрле юнашар ларса ирттерме чӗнет. Ҫӑварние эрехсӗр уявлӗҫ. Сӑра вӗретме Ишлейсем лартнӑ та ӗнтӗ! Арҫынсене чӑваш тумӗпе килме хистеҫҫӗ, хӗрарӑмсене — тутӑрпа. |
![]() Чыслав саманчӗ Виҫӗмкун, пушӑн 1-мӗшӗнче ЧППУ акт залӗнче иртнӗ «Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем» (сӑмах май каласан, кӗнекене чӑвашла «Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тӗнче преми лауреачӗсем» ят парсан вырӑнлӑрах пулмалла) кӗнеке хӑтлавӗнче Виталий Петрович Станьяла Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Еткер» фончӗ йӗркеленӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми орденӗпе чысларӗҫ. Олег Мустаев хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, премие Виталий Петровича пӗлтӗрех панӑ. Шел те, 2010 ҫулта Чӗмпӗрте сумлӑ мероприятисем ирттерме май килменрен ордена пама халь тин май тупӑннӑ. Орденӗ чӑн та илемлӗ, сумлӑ курӑнать. Ӑна тивӗҫнӗ Виталий Петрович Станьялӑн чӑвашлӑхшӑн тунӑ ӗҫсем те сумлӑ. Премие тивӗҫнӗ ятпа эпир хастар ӑҫчаха, таврапӗлӳҫе чун-чӗререн саламлатпӑр. |
![]() Преми лауриачӗсем Паян, ҫуркуннен (календарь тӑрӑх ӗнтӗ) пӗрремӗш кунӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн акт пулӗмӗнче пӗлтӗр «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра тухнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсен биографиллӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Вӑл 13 сехет ҫурӑра пуҫланчӗ, Валери Туркай ертсе пычӗ. Хӑтлава халӑх, ытларах пайӗпе университет студенчӗсем пулчӗҫ пулин те, акт пӳлӗмӗ туллиех пухӑнчӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсем зал варрине вырнаҫса тухрӗҫ. Хӑтлава ача-пӑчасен «Эревет» ушкӑн (вӑл та ҫак премие тивӗҫнӗ) уҫрӗ. Шел те чӑвашла тумланнӑ ачасем вырӑс чӗлхипе ҫеҫ усӑ курчӗҫ. Ҫав шутра вырӑс халӑх юррине чӑвашла тумсемпе юрлани питӗ хӑйне евӗрлӗ пулчӗ — те Ҫеҫпӗл Мишшине сума сурӗҫ, те чӑваш тумӗ вырӑсла та юрлама юрӑхлине кӑтартасшӑн пулчӗҫ. Ертӳҫи маттур-ха, сӑмах ҫук, анчах залра ларакансенчен чылайӑшне ку ытлах килӗшмерӗ. |
![]() Вӗрентӳ институчӗ. foto.cheb.ru сӑнӗ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвӗ: теори тата шкул практики» темӑпа ӑслӑлӑх конференцине йыхравлать. Конференцие 2011 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче 13:00 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Конференци тӗллевӗ — чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне теори енчен ӑнлантарасси. Задачӑсем: 1) сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне пӗр-пӗринчен уйӑрмалли критерисене уҫса парасси; 2) сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне аслӑ тата вӑтам шкулсен вӗренӳ кӗнекисенче ӑнлантармалли меслетсене палӑртасси. Конференцие ӑсчах чӗлхеҫӗсене, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене йыхравлаҫҫӗ. Тухса калаҫма палӑртнӑ темӑсене вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхи кафедрине 2011 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗччен ҫитермелле. Доклад тезисӗсене «Халӑх шкулӗ» журналта пичетлесе кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. 1,5 хушӑллӑ Times New Roman Chuv шрифтпа пичетленӗ материал 3 страницӑран ытла пулмалла мар.
Институт адресӗ: 428001, Шупашкар х., М.Горький пр., 5 ҫ. Телефон: 58-47-46; Факс: 58-45-22 Эл.почта: chrio11@cap.ru Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сильвия Петровӑн Мулкачӗ Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче федераллӑ Пӗрремӗш канал эфирӗнче 2014 ҫулта иртекен хӗллехи олимп вӑййин талисманӗсене палӑртрӗҫ — суйлава пӗтӗмлетрӗҫ. Виҫӗ талисман шутӗнче пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ Сильвия Петровӑн (Тӑвай районӗ, Ҫӗнӗ Пуянкасси) ӗҫӗ те пур — сасӑлавҫӑсем унӑн Мулкачне (уншӑн 16% сасӑланӑ) те суйланӑ. Олимп вӑййи талисманӗсен ӑмартӑвӗ пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗпе раштавӑн 5-мӗшӗччен пынӑ. Пурӗ 24 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Раштавӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ ларура жюри пурӗ 11 ӗҫ суйласа илнӗ. Хӗл Мучи сӑнарӗ ПТОК (МОК) аллине лекесрен шикленсе ӑна сасӑлавран маларах кӑларма лекнӗ, ҫапла вара талисман ятне илме 10 ӗҫ тупӑшрӗҫ. Сильвия Петрова Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче вӗренет, шкул ҫумӗнче йӗркеленнӗ ачасен обществӑллӑ «Старшекласник» пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 2011 ҫулта вӑл президентӑн стипендине илме тивӗҫнӗ, чылай ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сильвийӑна эпир ҫак ҫитӗнӳпе чун-чӗререн саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |