![]() Пирӗн асаттесен авалхи ҫӗршывӗ Атӑлҫи Пӑлхарстан пулнӑ. Чылай вӑхӑт хушши шӗкӗр хули ятне Пӑлхар йышӑннӑ. Чӑвашсем унта халӗ те пурӑнаҫҫӗ — тин ҫеҫ Шупашкара Якличева Валентина Михайловнӑпа Снаренкова Лиана Михайловна килнӗччӗ. Паян Пӑлхартан килнӗ хӑнасем Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пулчӗҫ. Шкулта вӗсене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем Пӑлхар хулипе паллаштарчӗҫ, унти пурнӑҫ ҫинчен каласа пачӗҫ (Валентина Михайловна чӑваш чӗлхи вӗрентет), хӑйсем пекех чӑвашлӑха упрама чӗнсе каларӗҫ. Шкул ачисем вӗсен калавне тимлӗн итлесе ларчӗҫ. Вӗрентекенсем те хӑнасене ахаль ямарӗҫ — тӗлпулу хыҫҫӑн Роза Беляева, «Юрату.ру» ушкӑна йӗркелекенӗ, хӑйӗн дискӗсене парнелерӗ. Пӑлхар хӑнисем шкул музейӗпе те паллашрӗҫ. Авалхи япаласене тытса курнӑ май хӑйсен пурнӑҫӗнчи ачалӑха аса илчӗҫ. Валентинӑпа Лиана пурне те хӑйсем патне хӑнана, Пӑлхара, чӗнчӗҫ, тараватлӑ кӗтсе илнӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗҫ.
|
![]() Кӗслепе шӑхлич Паян, карлачӑн 14-мӗшӗнче, «Ҫӑлкуҫ» хупахра чӑваш халӑхӗн хастарӗсем Сурхури сӑрипе сӑйланма пухӑнчӗҫ. Мероприятие «Сӑвар» фонд йӗркеленӗ. Авалтан пыракан чӑваш уявне Сарри Мишши, Праски Витти, А. Енилин, П. Пупин, В. Алмантай, Аксар-Сӗрмек, Тимӗр Тяпкин, М. Палтай, Е. Ерагин, Н.М. Адер тата ыттисем пухӑнчӗҫ. Сурхурине чаплӑн палартрӗҫ — кӗсле те, шӑхлич те кӗвӗ каларӗ. Кӗсле калама ятарласа пӗр студенткӑна ченсе илнӗччӗ. Пӑлхартан, Тутарстанран килнӗ хӑнасем вара уява самай илемлетрӗҫ, инҫетри чӑвашсенсен авалхи вырӑнӗнчен юрӑ-парне илсе килчӗҫ. «Сувар» фонд уяв май хисеплӗ чӑвашсене (вӗсем «суварсене» теҫҫӗ) хӑйсен хӗвел паллине парнелерӗҫ. Сурхури сарине сӑйланӑ хыҫҫӑн, тутлӑ шӳрпене ҫинӗ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем калаҫӑва куҫрӗҫ. Калаҫу сӗм ҫӗрлечченех пычӗ (ку хыпара ҫырнӑ чухне вӗсем «Ҫӑлкуҫран» саланманччӗ-ха). Кунашкал уявсене малашне те ҫакӑн пек чаплӑ ирттерме палӑртрӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксем (пӗчӗк пай, 32 тӗп сӑн), 2 пай (тулли, 115 сӑн) |
![]() Тренажерсем усӑсӑр тӑмаҫҫӗ Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче нумай пулмасть тренажерсем вырнаҫтарнӑ — вӗсемпе ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме май пулӗ. Ҫӗнӗ спорт хатӗрӗсене илме пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче шкула панӑ 250 пинлӗ грант пулӑшнӑ. Пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗсем хушшинче иртнӗ «Образовательная инициатива» ӑмӑртӑва пурӗ 300-е яхӑн шкул хутшӑннӑ. «Шкул ачисен сывлӑхне упраса ҫирӗплетесси» номинацине 35 шкул заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 5-ӗшне суйласа илсе 250 пин тенкӗ панӑ, ҫав шутра Чӑрӑшкасси шкулне те. Ҫак укҫана усӑ курсах шкулӑн 10 вӗренекенӗ ЧППУра «Вӗренӳ процесне хутшӑнакансен сывлӑхне пӑхса тӑрасси тата упрасси» курсра хӑйсен пӗлӗвне ӳстерме пултарнӑ. Чӑрӑшкасси шкулӗ спорт енӗпе яланах малта пыма тӑрӑшать. Кун пирки коридорти хисеп хучӗсемпе грамотисем питӗ лайӑх ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Шкулӑн вӗсем нумай, пурне те ҫакма стени те ҫитмест теҫҫӗ шкул ертӳҫисем. Ҫирӗп сывлӑх пулсан ҫитӗнӳсем пулаҫҫех. Ҫӗнӗ тренажерсем ку тӗлӗшпе самай пулӑшу парӗҫ. |
2010 ҫулта Чӑваш Республикин культура объекчӗсене тума тата ҫӗнетме уйӑрнӑ республика укҫа-тенкине пӗтӗмпех усӑ курнӑ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министерстви. Пӗтӗмӗшле илсен пурӗ пӗлтӗр культура объекчӗсене 31 млн тенкӗ укҫа хывнӑ. Бюджет укҫи Наци вулавӑшӗн тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ҫурчӗсене ҫӗнетме кайнӑ. Наци вулавӑшӗн ҫуртне аслӑлатма та укҫана ҫавӑнтанах илнӗ. Кӑҫалхи плансем тӑрӑх республика укҫи-тенкине Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗн ҫуртне ҫӗнетме шутлаҫҫӗ, ун валли 21,1 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хисеплӗ сайт хӑни! Сувар фонд сана ҫывхарса килекен уявпа саламлать!
Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури! Сурхури, сурхури терӗмӗр, Сурхури ҫитрӗ курӑнать. Атьӑр тухӑр, ачасем, Урам тӑрӑх кайӑпӑр, Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр, Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр. Сурхури сӑри ӗҫме кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче кӑнтӑр иртсен 2 сехетре (14:00) ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» хупаха чӗнетпӗр. |
![]() 2011 ҫулта шкулсенчи компьютерсем Microsoft компанийӗн Windows операци системипе те, ирӗклӗ усӑ каракан Linux-па та ӗҫлӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет. 2010 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче программа тивӗҫтерӗвӗн стандартлӑ (базӑллӑ) пакетне (ПТСБП, выр. СБППО) кӗрекен комплектӑн лицензи килӗшӗвӗн вӑхӑчӗ тухни вӗренӳ учрежденийӗсене самай пӑшӑрхантарса ӳкернӗччӗ — вӗсем темиҫе хут ҫӑв вӑхӑта тӑсма ыйтнӑччӗ. Ҫапла май вара Microsoft хӑйсен программисене 2011 ҫулхи 1-мӗш кварталӗнче те усӑ курма ирӗк панӑ. Паянхи куна илсен республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсем Microsoft компани кӑларакан программӑсене 1 ҫуллӑх лицензипе туянма заказ панӑ. Ҫапла май 2011 ҫулта шкулсенче Linux та, Windows та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Европӗрлӗхӗн стандартизаци органӗсем — Электротехникӑн стандартизацийӗпе ӗҫлекен Европа комитечӗ (CEN-CENELEC) тата Телекоммуникаци облаҫӗнче стандартизацилекен Европа институчӗ (ETSI) — карас телефонӗсемпе смартфонсен авӑрлав хатӗрӗсен (выр. ЗУ, зарядное устройство) универсиаллӑ, пурне те юрӑхлӑ стандарта ҫирӗплетнӗ. Авӑрлав хатӗрӗсене пӗрпеклетес ӗҫ 2009 ҫултанпа пынӑччӗ, ӑна йышӑннӑ хыҫҫӑн малашне тӗрлӗ фирмӑсем кӑларакан карас телефонӗсемпе смартфонсене авӑрласси самай ҫӑмӑлланӗ. Унсӑр пуҫне авӑрлав хатӗрӗсене утилизацилес ӗҫ те самай ҫӑмӑлланмалла — экспертсем вӗсен йышӗ чакмалла тесе шутлаҫҫӗ. Авӑрлав хатӗрӗсем валли Micro USB разъема суйласа илнӗ, энергие тухӑҫлӑ усӑ курассин рейтингӗпе вӑл 4 ҫӑлтӑртан кая мар пулӗ. Ҫӗнӗ стандартпа килӗшсе ӗҫлеме хатӗррисен йышне Apple, Huawei Technologies, LG, Motorola, NEC, Nokia, Qualcomm, Research In Motion, Samsung, Sony Ericsson, TCT Mobile (ALCATEL) тата Texas Instruments компанисем кӗнӗ. Европа Комиссийӗ ҫак стандарта пӑхӑнакан авӑрлав хатӗрӗсем 2011 ҫул пуҫламӑшӗнче сутӑнма пуҫласса шанаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, карас телефонӗсене кӑларакан хӑш-пӗр фирма хӑйсен аппарачӗсене ҫак стандарта йышӑничченех ӑна килӗшӳллӗн кӑларма пуҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӗнеке хуплашки 1985 ҫулта тухнӑ М.И. Скворцов редакциленӗ 712 страницӑллӑ чӑвашла-вырӑсла словаре туянатпӑр. Пахалӑхне кура 400-700 тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ку словарьте, 1985 ҫулта «Русский язык» издательствӑра тухнӑскерте, 40 пине яхӑн сӑмах пулмалла теҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ун ӑшӗнче 32 тӗрлӗ тӗслӗ таблица, ӳкерчӗксем пур. Словаре хатӗрлеме Андреев И.А.; Горшков А.Е.; Иванов А.И. тата ыттисем хутшӑннӑ. Енчен те сирӗн килӗрте унашкал словарь пур пулсан, вӑл сирӗн ахаль, усӑ курмасӑр выртать пулсан — p-code@mail.ru адреспа, е 50-66-17 телефонпа пӗлтерӗр. 1971 ҫулта «Советская энциклопедия» издательствӑра тухнӑ «Русско-чувашский словаре» те туянатпӑр — уншӑн та ҫавнашкал хаках паратпӑр — 400-700 тенкӗ. |
![]() Хаклӑ хӑнасем, сайтҫӑсем, чӑвашлӑхшӑн ырми-канми ӗҫлекенсем! Сире пурне те ҫитсе пыракан 2011 ҫул ячӗпе саламлатпӑр! 2011 ҫул хӗвелтухӑҫ гороскопӗпе кушак/кролик ҫулӗ пулать. Ҫӗнӗ ҫул сире ыррине ҫеҫ кӑтарттӑрччӗ, ывӑррине чӑтса ирттерме вӑй патӑрччӗ. Кӳрӗнтернине каҫарӑр, ырӑ тӑвакана — вӑй ырӑ самах каласа хӑват парӑр. Ҫӗнӗ ҫула ҫутӑ ӗмӗтсемпе кӗтсе илмелле пултӑр, начарри кивӗ ҫулта юлтӑр. Пурнӑҫра телей, ӗҫре ӑнӑҫу, пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ сунатпӑр! |
![]() Кашкӑр Хуначи Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн хастар ывӑлӗсенчен пӗри, Волков Геннадий Никандрович (Кашкӑр Хуначи), ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Волковпа сывпуллашу ыран, раштавӑн 29-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонире (Шупашкар, Президент бульварӗ, 31) иртӗ. 10-12 сехет тӗлне ҫитме пултаратӑр.
Педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 1949 ҫулта Чӑваш педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне, 1952 ҫулта Хусанти педагогика институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ. 1952-1972 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗнче аслӑ преподаватель пулса, педагогика кафедрин доценчӗ, проректор вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. 1972-1993 ҫулсенче Раҫҫей Федерациӗн ҫут-ӗҫ министерствин наци шкулӗсен НИИ секциӗн заведующиӗ пулнӑ. 1972-1982 ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗнче ӗҫленӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |