Ҫурлан 7-мӗшӗнче «Сурпан» курав залӗнче «Аксар» студи ертӳҫи Алексей Васильевич Иванов тунӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать. «Сурпана» ҫитме 1, 15, 18 троллейбуссемпе кайсан «Хӗрлӗ лапам» чарӑнура, 1с, 15, 23 автобуссемпе тата 3, 4, 7, 12 троллейбуссемпе «Мода ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла. Вӑл Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринчех ларать, адресӗ: Калинин ур., 60 ҫ. Курав ахаль кунсенче 10-па 18 сехетчен, шӑматкун 10-па 17 сехетчен ӗҫлет, вырсарникун — кану кунӗ.
Хапӑлласа кӗтетпӗр!
|
2009 ҫулхи кӑрлачпа утӑ уйӑхӗсем хушшинче Красноармейски районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ӗҫ вырӑнӗ шыраса 824 ҫын пынӑ. Вӗсене пурне те ӗҫ шыракан тесе шута илнӗ, вӗсен шутӗнчен пирвай ӗҫ шыракан 51 ҫынна шута илнӗ (предприятисемпе организацисенчен ӗҫрен хӑтарнисем), 397 ҫын — хӗрарӑм, 322 ҫын — 16-29 ҫулсенчи ҫамрӑксем, 16 инвалид. Пурӗ 410 ҫынна ӗҫсӗррисен шутне тӑратнӑ. 2009 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта 169 ӗҫсӗр ҫын регистрацинче тӑрать, вӗсенчен 38-шӗ — предприятисемпе организацисенчен ӗҫрен хӑтарнисем, 97-шӗ хӗрарӑм, 51 ҫын — 16-29 ҫулсенчи ҫамрӑксем, 3-шӗ инвалид. 34-шӗ — аслӑ профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 32-шӗ — вӑтам профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 34-шӗ — пуҫламӑш профессиллӗ пӗлӳ илнисем, 61-шӗ — вӑтам пӗлӳ илнисем, 8 — тӗп пӗлӳ илнисем. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 1,75% процентпа танлашать (ӗҫ вырӑнӗ пуррисен шайӗнчен). Красноармейски районӗнче 7 уйӑхра 637 ҫынна ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. Ҫӗнӗ професси илмешкӗн 29 ҫынна вӗренме янӑ. Ытларах ҫак профессисемпе: автоводитель, токарь, электро-газосварщик, сутуҫӑ-кассир, электромонтер, котельнӑй операторӗ. |
Кӑҫал Раҫҫейре Физкультурниксен кунне 70-мӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ. Пирӗн район та ҫулсеренех ҫак куна чыслӑ кӗтсе илме тӑрӑшать. Августӑн пуҫламӑшӗнче районта яланах тӗрлӗ спорт мероприятийӗсемпе тӗрлӗ вӑйӑсем иртеҫҫӗ. Кашни учитель, тренер, спортсмен тата физкультурник хӑй ҫитӗнӗвӗсене пӗтӗмлетет - мӗн тунӑ, мӗн туса ҫитереймен, малашне мӗн тумалла... Пӗтӗмӗшле илсен, район спорт аталанӑвӗнче япӑх мар палӑрса тӑрать: районта мероприятисем ирттерессипе те, спортсменсен резервне хатӗрлессипе те, ҫӗнӗ спорт ҫитӗнӗвӗсем туптассипе те. Активлӑ тата ҫирӗп сывлӑхлӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлассипе те ӗҫсем начар мар пыраҫҫӗ. Районта спорт техникин бази палӑрмаллах ҫирӗпленчӗ: нумай функциллӗ спортплощадка хута кайрӗ, кӗҫех ҫӑмӑл сооружениллӗ тепӗр стадион хута каймалла, тренерсем хӑйсен пӗлӗвне ӳстерсе килчӗҫ, укҫа-тенкӗ ресурсӗсене сыхласа хӑварма май килчӗ (тӗнчери финанс кризисне пӑхмасӑрах). Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем те юлашки вӑхӑтра пирӗн ыйтусем ҫине тимлӗрех пӑхма тытӑнни сисӗнет. Яланхи пекех, ҫитӗнекен ӑрушӑн ятлӑ-сумлӑ спортсменсем тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. |
Утӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Ева Лисина ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Пӗлменнисене пӗлтеретпӗр — паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗн ҫуралнӑ кунӗ утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче. Ҫак каҫ Ева Лисинӑна саламлама Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Михаил Краснов, Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова, Чӑваш Республикин професиллӗ ҫыракан ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн председателӗ Сергей Павлов килчӗҫ. Ҫавӑн пекех культурӑпа ӳнер тӗлӗшӗнче ӗҫлекен ытти халӑх та пулчӗ. Михаил Краснов Роза Лизаковӑн салам хутне, Н.В Фёдоров саламласа ярса панӑ телеграммӑна вуласа пачӗ.
|
Утӑн 24-мӗшӗнче Анаткас Уҫырма культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Уйкас урамӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ пӗве хӗрринче «Юханшыва ҫӑлар» экологи уяв ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Ю.Н.Николаева пухӑннӑ ачасенчен шывпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пачӗ: «Юханшывсемпе кӳлӗсене упраса хӑварас тесе мӗн тумалла-ши?», «Шыв мӗнпе паха?» Наташа Архиповӑпа Ирина Петрова ку тӗлӗшпе ытларах пӗлнине кӑтартрӗҫ, ыттисенчен ытларах тӗрӗс хуравларӗҫ. Фельдшерпа аккушер пунктӗнче ӗслекен Т.В.Васькова медаппа шыва кӗнӗ чухне асӑрханмалли пирки те ачасене пӗлтерме манмарӗ, инкеке лекнӗ ҫынна епле пулӑшмалли пирки каласа пачӗ. Ыйтусем пӗтсен, калаҫӑва вӗҫленсен вара ачасемпе аслисем пӗве ҫывӑхӗнчи тавралӑха ӑпӑр-тапӑртан тасатрӗҫ — «юханшыва ҫӑлар» субботник ирттерчӗҫ.
|
Пӗлетӗр-и, ыран, утӑн 25-мӗшӗнче, наци радиовӗ Вӑрнар районӗнче дискотека ирттерет? Пӗлмесен — халӗ пӗлтӗр ӗнтӗ. Савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑ уявӗ Калининӑри культура ҫуртӗнче иртӗ. Паллах, каҫхине. Ку пӗрремӗш дискотека мар. Иккӗмӗш. Пӗрремӗшӗ икӗ эрне каялла, Элӗк районӗнче пулнӑ, Юнтапара. Халӑха питӗ килешнине пула дискотекӑсене малалла та ирттерме палӑртнӑ. Вӑт... ыран иккӗмӗшӗ пулать. 21 сехет тӗлне пухӑнмалла.
Сӑмах май... паян, утӑн 24-мӗшӗнче наци радиовӗ яланхи пек 22 сехетчен мар, 24 сехетчерех юрӑ шӑрантарчӗ. 22 сехет хыҫҫӑн Стас Владимиров юрӑҫпа калаҫу иртрӗ.
|
«Чӑваш Ен» наци радиовӗ радиоспектакльсен ярӑмне пуҫларӗ. Эфирта К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсене итлеме пулать. Паянхи кун тӗлне таватӑ спектакль ҫырма ӗлкернӗ, вӗсенчен иккӗшне радио итлекенсем илтме пултарчӗҫ те ӗнтӗ. Пӗри А. Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» драми, тепри — Н. Сидоровӑн «Шӑнкӑрав курӑкӗ» мелодрами. Ҫитес вӑхӑтра А. Пӑрттан Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем», Н. Угаринӑн «Чечек ӑшӗнчи пӳрт» мелодрамӑсене илтме май пулӗ. Театрти артистсен тӗп ушкӑнӗ хальлӗхе канура. Кану вӑхӑчӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн спектакльсене татах та ҫырса илӗҫ, пире итлеттерӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен наци радиовӗ тата 10 спектакль ҫырса илесшӗн. Ҫапла май спектакль итлес тесен сирӗн «Чӑваш Ен» наци радиовӗн хумӗ ҫинче юлас пулать! |
Утӑн 21-мӗшӗнче Роза Лизакова «Чӑваш Ен» наци радиовӗн ӗҫченӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ. Чи малтан Роза Михайловна радио ертӳҫине, Татьяна Евдокимовӑна, юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ҫак радиона йӗркелекенсен хушшинче унӑн тӳпи пысӑк тесе пӗлтерчӗ. Калаҫӑвӑн тӗп ыйтӑвӗ радио ӗҫлеме пуҫланӑранпа иртнӗ виҫӗ уйӑхри ӗҫе сӳтсе явасси, тишкересси пулчӗ. Культура министрӗ радио палӑртнӑ ҫулпа аталанни пирки пӗлтерчӗ — халӑх итлет, ун урлӑ хыпарсем пӗлет. Кӑларӑмсенче ахаль ҫынсем хутшӑнни те радиова халӑха ҫывӑхлатать. Паянхи кун тӗлне ӗҫтешсен ушкӑнӗ йӗркеленнӗ, радиовӑн тӗп ярӑмӗсем палӑрнӑ та ӗнтӗ. Радио ӗҫченӗсем виҫӗ уйӑх хушшинче палӑрнӑ йывӑрлӑхсене пӗлтерчӗ — министр вӗсене пӗрле татса пама сӗнчӗ. Хальлӗхе «Чӑваш Ен» наци радиовӗ тӗрӗслев мелӗпе ӗҫлет. Эсир ӑна 72,14 тата 105,0 хумсем ҫинче итлеме пултаратӑр. Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулинсенче пралуклӑ радиовӗн виҫҫӗмӗш пускӑчӗ урлӑ итлеме май пур.
|
Нумай пулмасть «Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ тухрӗ. 2009 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн номерӗнче мӗн кӑсӑкли пур-ха? Хаҫатӑн тӗп теми — ҫамрӑксен уйӑхӗ тата ҫӗртмен 27-мӗшӗнче палӑртнӑ ҫамрӑксен кунӗ. Ку кӑларӑмра эсир ҫамрӑксен пурнӑҫӗпе, тин ҫеҫ аслӑ шкул пӗтернӑ ҫамрӑксем пирки вуласа пӗлме пултаратӑр. Хаҫат ҫавӑн пекех авалхи чӑваш ячӗсен ыйтӑвне те кӑларса тӑрнатать — эсир ку тӗлӗшпе Салампи Хусанкай, шкулта веренекен Илемпи Филимонова, Нарспи Орешкина студентка шухӑшӗсемпе паллашма пултаратӑр. Анна Васильева сассине хит-парадсенче илтсе-и? Хаҫатра вара ун сӑнӗпе те паллашма пулать — Сетнер Никишкин ҫак хӳхӗм хӗре «ПЧ» хаҫата хӑнана илсе килнӗ. Ҫавӑн пекех Ҫемен Элкер кун-ҫулӗпе, Куҫма Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӑн черетлӗ пайӗпе паллашма май пур. Ӗмӗр каялла чӑвашсем куҫ пӑсӑласран епле сыхланнӑ? Хуравне, паллах, ҫак хаҫатра тупма пулать.
Хаҫата кунтан уҫласа илме пулать: PC09.07.13.zip (1,1 Mb) |
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗпе 19-мӗшӗ хушшинче Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗнче чӗлхе экспедицийӗ пулчӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗ институчӗн Уралпа алтай чӗлхисен уйрӑмӗ тата халӑхсемпе чӗлхесен хутшӑнӑвӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗ. Чӑваш Енрен ҫак ӑслӑлӑх ҫулҫӳревне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ хутшӑнчӗ. Ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак тӑрӑхри калаҫу чӑваш чӗлхин авалхи уйрӑмлӑхӗсене упраса хӑварнӑ. Чи малтан вӗсене Николай Иванович Ашмарин асӑрханӑ — «Говоры Козьмодемьянского уезда» (1898 ҫ.) статьяра тӗплӗн пӗлтернӗ. Экспедицине А.В. Дыбо (профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ), О.А. Мудрак (профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ), И.В. Самарина (ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), А.А. Сосаева (ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), А.В. Кузнецов (филологи ӑслӑлӑхӗсен кандилачӗ) килнӗ. Пухнӑ материала пуҫтарса вӗсем ушкӑнпа монографи кӑларма шутлаҫҫӗ. Ӑслӑлӑх ҫулҫӳревне килнисем Етӗрне районӗн пуҫлӑхӗсене, Пушкӑрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне, шкул тата вулавӑш ӗҫченӗсене, ҫаван пекех ӑслӑхӑл ӗҫне тума пулӑшнӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ калаҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |