Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӗнер, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш энциклопедийӗн редакци канашӗн хӑйӗн ларӑвне иртнӗ. Вӑл 4-мӗш томра хӑш сӑмахсене кӗртессипе, камӑн кун-ҫулне ҫутатса парассипе ҫыхӑннӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсемпе информаци пилитикин ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Р.М. Лизакова ертсе пычӗ.

Ку канаш йышӑннӑ тӑрӑх энциклопедине патшалӑх тытӑмӗпе ҫыхӑнман учрежденисене, аслӑ тата вӑтам професси вӗренӳ заведенийӗсене кӗртме палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗсене Чӑваш Енри уйрӑмӗсем ҫинчен ҫырса пӗлтерӗҫ. Энциклопеди редакцийӗн канашӗ йышӑннӑ тӑрӑх пурне те кӗртмӗҫ, унта лекмешкӗн учрежденийӗн Чӑваш Республикинче 10 ҫул ӗҫлемелле, е унӑн Чӑваш Ен экономикине аталантарма пулӑшнин тӳпи пысӑк пулмалла.

Энциклопедин 4-мӗш томне 2010 ҫулта кӑларма палӑртаҫҫӗ. Унта «Сн-» саспаллисенчен пуҫласа «Я» таран виҫӗ пин патнелле статья пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нумаях пулмасть Ҫеҫпӗл ячӗллӗ тӗп вулавӑшӑн В.Маяковский ячӗллӗ филиалӗнче Марина Карягина пултарулӑхне халалланӑ каҫ иртрӗ. М.Карягина — сӑвӑҫ, тележурналист, ҫыравҫӑ — паянхи чӑваш сӑмахлӑхӗн анинче хӑйӗн вырӑнне тупнӑ ӗнтӗ. Нумайӑшӗ унӑн «Хум пӑшӑлтатӑвӗ», «Тӑваткал тӗлӗксем», «Ыт-и, тӗкел-и», «Юрӑсӑр уй», «Дорога за город» сӑвӑ, «Хура тумлӑ арҫын» прозӑлла хайлав кӗнекисене пӗлеҫҫех пулӗ. Журналистикӑри ҫитӗнӳсемшӗн М.Карягина 2009 ҫулта Ҫемен Элкер премине тивӗҫлӗ пулчӗ. Чӑннипех те кӗҫӗн ӑрӑва каласа памалли те, вӗрентмелли те пурах поэтӑн.

Пултарулӑх каҫне сумлӑ поэт-писательсем, тепчевҫӗсем, студентсемпе шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ. Ю.Сементер, Р.Сарпи, А.Хусанкай, Е.Нарпи сӑмах каларӗҫ. А.Хусанкай критик, тӗслӗхрен, М.Карягина поэзире чӑваш чӗлхине ҫивӗч туйни, экспериментсем тума шикленменни, авалхи асаттесен сӑмахӗсемпе те хӑюллӑ усӑ курнине палӑртса хӑварчӗ.

Поэт сӑввисем тӑрӑх чылай композитор юрӑ кӗвӗленӗ. В.Александров кӗвӗленӗ «Туйӑнать кӑна пуль» юрра Валентина Михайлова питӗ хитре шӑрантарчӗ.

Малалла...

 

НАР
19

Уявсем иртрӗҫ
 елена | 19.02.2009 12:13 |

Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Красноармейски (Трак) салинче Нестӗр Янкас сӑвӑҫ 100 ҫул тултарнине халалланӑ пысӑк савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Унта Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ В.А. Абрамов хутшӑнса поэт пултарулӑхӗ ҫинчен доклад тунӑ. Ҫавӑн пекех университет тата факультет пирки районти шкул ачисене каласа панӑ, вӗрентекенсемпе те тӗл пулнӑ.

Тепӗр кун, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче Афиноген Кузьмин филологи наукисен кандидачӗ тата литературовечӗ 80 ҫул тултарнине анлӑ паллӑ тунӑ. Хулари наци гимназийӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсем йышлӑ пухӑннӑ. Халӑх умӗнче В.А. Абрамов доцент тухса калаҫнӑ, паллӑ тӗпчевҫе ӑшшӑн саламланӑ.

 

Челепи хулинче ҫак кунсенче «ТЭФИ-регион 2008» мероприятийӗн «Информаци телевещанийӗ» уйрӑмӗн финалӗ иртет. Уйӑхран вара «ТЭФИ-регион 2008» Шупашкара ҫитӗ — кунта «Вӗрентӳпе кану телевещанийӗ» уйрӑмне тӑратнӑ чи пултаруллӑ тележурналистсене суйласа илӗҫ. Пушӑн 26-мӗшӗнче вӗсен ячӗсене пӗлтерӗҫ.

Ӑмӑртӑва 184 телепрограмма ярса парӗҫ, вӗсенчен вара 9 номинаци валли чи пултаруллисене палӑртмалла. Ку ӗҫ, паллах, ҫӑмӑл мар — пур ярса панӑ видеоматериала пӑхса тухмашкӑн хаклавҫӑсене вуншар-вуншар сехет кирлӗ пулӗ. Орфей статуэткине ҫӗнсе илмешкӗн Шупашкарта 101 телекомпани хутшӑнӗ.

Калас пулать, Шупашкарпа юнашар вырнаҫнӑ хуласем — Хусан, Самар, Чулхула, Пермь — «ТЭФИ-регионӑн» финаллӑ мероприятийӗсене ирттерме ӗлкӗрнӗ, ӗнтӗ, хале вара Шупашкарӑн черечӗ ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн культура Министерствин ҫумӗ Алексей Белов ку мероприятине тивӗҫлӗ шайра иртерессе шантарать. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пысӑк мероприятисем унччен те иртнӗ, ҫавӑнпа та вӑл чаплӑ иртесси пирки кулянаси ҫук.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

НАР
18

Чӑн-чӑн спорт уявӗ
 lukina | 18.02.2009 11:23 |

Иртнӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мӗнпур Раҫҫей халӑхӗ килте канас вырӑнне сывлӑхне ҫирӗплетме йӗлтӗр ҫине тӑчӗ. Чӑваш республикинче те «Йӗлтӗр йӗрӗ–2009» спортпа сывлӑх уявӗ кӗрлерӗ.

Мӗнпур предприяти ӗҫченӗсем, шкул ачисем, студентсемпе вӗрентекенсем, туслӑ ҫемьесем — пурте спортсменсемпе харӑссӑн йӗлтӗр ҫине тӑма тӑрӑшрӗҫ.

Ку черетлӗ уявран чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн туслӑ йышӗ те пӑрӑнса юлас темерӗ, кашни ҫулхи пекех йӗлтӗр ҫине тӑчӗ.

Студентсен кӑмӑлне уйрӑмах вӗсемпе пӗрлех вӗрентекенсем, деканат ӗҫченӗсем те чупӑва тухни хавхалантарчӗ.

Кунта Родионовсен туслӑ ҫемйи — Виталий Григорьевич деканпа Эльвира Ильинична вӗрентекен, А.С. Егоровӑпа А.Л. Филиппов декан ҫумӗсем пулчӗҫ. Вӗсемпе пӗрлех А.Н. Лукина, О.Г. Владимирова, М.Г. Вазянова, И.В. Софронова та йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑчӗҫ. Хастар та маттур «чӑн-чӑн спортсменка» Е.Р. Афанасьева доцент та йӗлтӗр ҫинче!

Студентсен йышне факультет спорторгӗ Леня Иванов хавхалантарса тӑчӗ.

Ӑмӑрту кану кунне самаях пуянлатрӗ, чуна кантарчӗ, кӑмӑла уҫрӗ.

Малалла...

 

Ыран, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти кашни ача-пӑча вулавӑшӗсенче «Чӗлхесен тӗнчинче» мероприяти иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Ку уява ЮНЕСКО пуҫарӑвӗпе тӗнчере 2000 ҫултан пуҫласа нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем хушшинче вулавҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ, ӑна К.Чуковский ячӗллӗ хулан тӗп ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва пурте хутшанма пултараҫҫӗ, ун пӗтӗмлетӗвне ҫав кунах пӗлтерӗҫ. Малти вырӑнсене йышӑннисене парнесемпе дипломсем кӗтеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нарӑсан 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче В.В. Николаев академик ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв иртрӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культура фончӗ (ертӳҫи — ист. Ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ В.П. Иванов) йӗркеленӗ.

Астӑватӑр пулӗ, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Василий Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.

В.В. Николаев — Пушкӑртра ҫуралнӑ чӑваш, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, 30 ытла изобретени, 70 ытла ӑслӑлӑх ӗҫ авторӗ, академик, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ. Икӗ хутчен Чӑваш Республикин патшалӑх премине, ҫавӑн пекех Ӑренпур хулин хисеплӗ гражданинӗ ятне тивӗҫнӗ. Чылай хушӑ (1989 ҫултанпа) «Оренбурггазпром» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса ӗҫлерӗ вӑл. 90-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен пуҫласа чӑваш халӑхӑн историйӗпе культурине тӗпчес ӗҫе хастаррӑн хутшӑнчӗ — 10 кӗнеке кӑларчӗ. Вӗсенчен паллӑраххисем: «Чӑваш тумтирӗ: аваллӑхран паянлӑха» (Шупашкар-Ӗренпур-Мускав, 2003), «Чуваши: этническая история и традиционная культура» (Мускав, 2000), «История предков чувашей» (шел пулин те 7 кӗнекерен тӑракан ӗҫе вӗҫне ҫитереймерӗ, 3 кӗнеке ҫеҫ кӑларма ӗлкерчӗ), тата ыт.

Малалла...

 

2011 ҫулта тӗнче шайӗнчи ҫурмамарафон ӑмӑртӑвӗ Шупашкарта иртме пултарать. Нумай пулмасть Чӑваш Ен спорт Министерствине Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗрлешӗвӗнчен (ИААФ) ҫак ӑмӑртӑва ирттерме вырӑн илмешкӗн ирттерекен тендера хутшӑнма сӗнекен хут килнӗ.

Ҫурма марафон ӑмӑртӑвӗн тӗнче чемпионачӗ кашни ҫул юпа уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче иртет. Кашни ӑмӑртӑва 60 патшалӑхри 250 яхӑн паллӑ фарафонҫӑсемпе стайерсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫак спорт ӑмӑртӑвӗ Рио-де-жанейро (Бразили) хулинче иртнӗ, кӑҫал вара Британири Бирменгемра пулӗ. Ӑна курас текенсем юпан 11-мӗшӗ тӗлне ҫитмелле.

Ҫурмамарафонӑн тӗнче чемпионатне ӑҫта ирттересси пирки ИААФ кӑҫал чӳк уйӑхӗнче пӗлтерӗ. Вӑл вӑхӑтчен пирӗн министрсем хутсене пухса ҫитерӗҫ те пулӗ. Шупашкара суйлама та пултараҫҫӗ — Пирӗн Республикӑн тӗп хулинче тӗнче шайӗнчи мероприятисем пӗрре кӑна мар иртнӗ! Тата ҫак спортра хӑйсене ӑнӑҫлӑ кӑтартакан спортсменсем те пирӗн респуликӑра чылай — Валентина Егорова, Светлана Захарова, Людмила Петрова, Лидия Григорьева, Алина Иванова, Сильвия Скворцова, тата ыт.

Малалла...

 

Шупашкар районӗнче кашни ҫулах технологипе олимпиадӑсем иртеҫҫӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Уйрӑмах Кӳкӗҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул ачисем пултаруллӑ — ялан тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Паллах, ку вӗрентекенӗнчен те килет — Востриков Н.А. вара хӑй ӗҫне лайӑх пӗлет. Ак кӑҫалхи олимпиадӑра та пӗрремӗш вырӑна ун вӗренекенӗ Павлов Руслан йышӑнчӗ. 9-мӗш класра пӗлӳ пухакан ача алӑкум (прихожий) валли ӑсталанӑ «Чӑваш хӑмли» ятлӑ тӗкӗре конкурса тӑратнӑ пулнӑ. Ун ӗҫӗ чӑнах та питӗ чаплӑ — пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ!

Халӗ ӗнтӗ Русланӑн Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑна хатӗрленмелле — ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Тутар эстрада юррисен «Урмай моны» фестивалӗ ҫултан ҫул куракансене килӗшсех пырать. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 20-22-мӗшӗсенче Шупашкар-Урмай-Чӗмпӗр маршрутпа иртӗ. Ҫавӑн пекех унта ҫӗнӗлӗх те пулӗ — тутарла юрӑҫисемпе пӗрле чӑваш эстрада юрӑҫисем те тупӑшӗҫ.

Пӗрремӗш тур пуҫланчӗ те ӗнтӗ — унта конкурса хутшӑнма пултаракансене суйлӗҫ. Иккӗмӗш тур Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче нарӑсӑн 20-мӗшӗнче иртӗ. Тепӗр кун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Урмайра, фестиваль ҫуралнӑ вырӑнта, конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара ҫӗнтерӳҫӗсемпе хӑнасем Чӗмпӗрте концерт кӑтартӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 3728, 3729, 3730, 3731, 3732, 3733, 3734, 3735, 3736, 3737, [3738], 3739, 3740, 3741, 3742, 3743, 3744, 3745, 3746, 3747, 3748, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...