Н.В. Никольский ячӗллӗ педколеджра чӳкӗн 28-мӗшӗнче «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестиваль-конкурс пулса иртрӗ. Ку фестивальте, унта вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑна тӗрлӗ халӑх чӗлхипе вуласа хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи культурологи кафедринче вӗренекенӗсем те (театр ӑсталӑхӗ – ертсе пыраканӗ И.И. Иванов режиссер) педколледжа йыхравларӗҫ. Студентсем «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене выляса пачӗҫ. Еленӑпа Татьяна Оливановӑсем тата Марина Михайлова Нарспи сӑнарне тӗлӗнмелле илемлӗ калӑпларӗҫ. Сетнер сӑнарне вылякан Руслан Улисов И.И. Иванов доцентран (Тӑхтаманран) нимӗн чухлӗ те кая юлмарӗ. |
И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетри чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Раҫҫей тата регион шайӗнче пулса иртекен ӑслӑлӑх конференцийӗсене, симпозиумсене хутшӑнассипе питӗ активлӑ ӗҫлет. Акӑ, тӗслӗхрен, раштавӑн 5-мӗшӗнче культурӑпа искусство институтӗнче «Взаимодействие традиционных и инновационных процессов в социокультурной среде» (Халӑх культури таврашӗнче иртекен йӑла-йӗркепе инноваци процесӗсен ҫыхӑнӑвӗ) ятпа иртнӗ ӑслӑлӑх конференцийӗнче И.В.Софронова, Г.Г.Ильина доцентсем тухса калаҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех 3 курс студентки Чернова Светлана «Чӑвашсен йӑли-йӗркинче пуканепе усӑ курнин пӗлтерӗшӗ» темӑпа ҫырнӑ докладне вуларӗ. 2008 ҫулхи раштавӑн 17-20-мӗшӗсенче Калмӑк Республикин тӗп хулинче, Элистара, Раҫҫей шайӗнчи «Танцевальный фольклор народов России» (Раҫҫей халӑхӗсен ташӑ пултаруллӑхӗ) ятлӑ конференци иртмелле. Унта чӑваш ташши пирки тухса калаҫма пирӗн преподавательсенчен В.А.Милютин доцент каять. |
Тутарстанра тухса тӑракан «Тӑван ен» хаҫат 75 ҫулхи юбилейне уявларӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1933 ҫулта пичетрен тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1000 тиражпа, «Коммунар» ятпа пичетленнӗ. Хаҫатӑн Ҫӗпрелте хӑйӗн типографийӗ пулнӑ. Вӑхӑт шунӑ ҫеммӗн хаҫат та улшӑнса пынӑ. 1967 ҫулта ячӗ «Ҫӗнӗ ҫул» (выр. «Новый путь») пулса тӑнӑ. Хальхи ятпа 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа тухать. Редактор вырӑнне тӗрлӗ вӑхӑтра А. Гатауллин, М. Ильмурзина, Е. Жирнова, Р. Замалтдинова, тата ыттисем йышӑннӑ. Паян хаҫат 5 пинлӗ тиражпа тухать. Тӗп редактор — Т.П. Игнатьева. Хаҫат учредителӗ — ТР «Татмедиа» массӑллӑ ҫыхӑну агентстви. Хаҫат малашне те вулакансен кӑмӑлне каясса шанатпӑр! Малашне те интереслӗ, пурнӑҫри пулӑмсене туллин ҫутатма сунатпӑр!
|
Чӑваша Чӑваш пулма тата Чӑваш пулнӑшӑн пӗр пайтасӑр пулӑшакан кунта та сахал, инҫетри Турци ҫӗр-шывӗнче пурӑннӑ Кемаль Чапрас тӑванӑмӑрӑн вара чун ӑшши тӑван турккӑ халӑхӗшӗн те, хурӑнташ ытти тӗрӗк халӑхӗсемшӗн те ҫитетчӗ. Ҫав шутра чӑвашсем валли те. Вӑл йыхравланипех Ҫӗньял пултарулӑх ҫуртӗн артисчӗсем Турцири фестивальсене темиҫе те хутшӑнчӗҫ, лауреатсем пулса таврӑнчӗҫ, чӑваш юрри-кӗввине телеэфир урлӑ та пӗтӗм тӗнчене янраттарчӗҫ. Чӑваш ҫамрӑкӗсем те Кемаль Чапрас пулӑшнипех хурӑнташ патшалӑхсенчи университетсенче тӳлевсӗр вӗренеҫҫӗ. Журналист пулнӑ май, вӑл хӑй те Чӑваш Ене темиҫе те ҫитсе курнӑ, чӑвашсем ҫинчен нумай статья ҫырса кӑларнӑ.
Ҫавӑнпах Ҫӗньял Пултарулӑх Ҫуртӗнче 2008 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Асӑну концерчӗ иртет. Вӑл 18:00 сехетре пуҫланать.
ЧӐВАШ ЧУНӖАслӑ Концерт
1. „Ахрӑм” ансамбль (ертӳҫи Николай Алексеев) 2. „Ҫӗньял” фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Земфира Яковлева) 3. „Ҫӑлкуҫ” ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи Андрей Патри) 4. |
2008 ҫулхи раштавӑн 1-3-мӗшӗсенче Хусанта «Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ вӗренӳ саккунӗсен условийӗсенчи вӗрентӳ тытӑмӗн патшалӑх тата тӑван чӗлхисем» темӑпа регионсен наукӑпа практика семинарӗ иртрӗ. Унта чӑваш, якут, пушкӑрт, палкар, хакас, алтай, тува, тутар тата ытти хӑш-пӗр тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхе тата вӗрентӳ специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӗп ыйту — вӗренӳ стандарчӗсенчи наци компоненчӗн пуласлӑхӗ. Тӳрӗрех каласан, наци компоненчӗ текен ӑнлану ҫук ҫӗнӗ саккунта. Ҫакӑ тӑван чӗлхене, тӑван халӑх историне вӗрентес йӗркене урӑх ҫулпа чуптарать. Вырӑс мар чӗлхесен патшалӑх чӗлхин статусне, вӗрентӳ саккуне кӗртнӗ улшӑнусемпе пӗтерсе, наци республикисенче тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтӑва шкулсемпе общественнӑҫ аллине парас шухӑш тӗп вырӑнта тӑрать. Ку мӗн патне илсе ҫитерме пултарни каламасӑрах паллӑ. Малашне ку саккунпа килӗшӳллӗн Республикӑн патшалӑх чӗлхине вӗрентес ӗҫ - патшалӑх ыйтӑвӗ тата ӗҫӗ мар иккен, уйрӑм ҫынсен, тӗрлӗ пӗрлешӗвсен тата шкулсен ӗҫӗ. Чӑваш е ытти наци чӗлхисене вӗрентес ыйтӑва патшалӑх мар, ашшӗ-амӑш пухӑвӗсенче татса пама пуҫласан, паллах, ним ыррине те ан кӗт. |
Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай. |
Паян 12 сехетре чаплӑ уяв туса 30-мӗш автоҫулӑн 4-мӗш пайне хута ярӗҫ. 4-мӗш пайӗ Коммуналлӑ Слабода урамӗнчен пуҫланать те Мускав проспектне тухать. Ун шутне Крылов урамӗ те кӗрет. Ку пай тӑршшӗ ҫухрӑм ҫурӑ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ — кӑҫал вара, ав, хута та яма вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫул хатӗрлеме пурӗ 272 млн. тенкӗ тӑкакланӑ. 30-мӗш ҫула тӑвас шухӑш 1970-мӗш ҫулсенче кӗнӗ. 1973 ҫулта пӗрремӗш пайне хута янӑ — вӑл Гладковпа Шевченко урамӗсене ҫыхӑнтарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Малалли ӗҫе 21 ӗмӗрте пуҫӑннӑ — 2006 ҫулта хута янӑ ҫул татӑкӗ Улицкий, Гладков тата Комуналлӑ Слабода урамӗсене ҫыхӑнтарнӑ. Тӗп пайне, астӑватӑр пулӗ, Президент бульварӗ ятне те панӑччӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра талӑкне 50 пин машин йышӑнать. Паян хута яракан ҫул татӑкӗ талӑк хушшинче пӗтӗмӗшле 20 пин машин йышӑнма пултарӗ. Тепӗр ҫул Пирогов урамне ҫӗнетме шутлаҫҫӗ — вӑл Президент бульварӗпе Мускав проспекчӗ хушшинчи тӗп ҫыхӑну вырӑнӗ пулӗ.
|
Нумай пулмасть И.С. Дубановӑн «Озера, реки и родники Чувашии» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке кӑсӑклӑ пулнӑран вӑл специалистсене кӑна мар, ахаль ҫынсене те самай интереслентерчӗ. Нумай пулмасть «Наше культурное наследие» (Пирӗн культура эткерӗ) ятлӑ Раҫҫейри таврапӗлӳ литературин иккӗмӗш конкурсӗ иртрӗ. Тӑван Ен ҫутҫанталӑкӗ пайра ку кӗнеке лайӑх хака тивӗҫрӗ — чи лайӑх кӗнеке ятне илчӗ. Ҫакна та каласа хӑварас пулать: пурӗ 16 регионтан 200 кӗнеке патнелле тупӑшрӗҫ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енре тухнӑ кӗнеке чапа тухни пире те савӑнтарать!
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ленин районӗ |
Муркашри тӗп район пульницине никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитрӗ. Унӑн кун-ҫулӗ 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫланать — вӑл вӑхӑтра ӗнтӗ кунта фельдшер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ҫак юбилее халалласа нумай пулмасть районти культура ҫуртӗнче чаплӑ уяв иртрӗ. Чи малтан уява пухӑннӑ ҫынсене Муркаш район пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Иванов тата пульница тӗп тухтӑрӗ Владислав Григорьевич Данилов сӑмах тухса каларӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗп тухтӑр вырӑнне йышӑннӑ Аршуткин Н.А, Ильина В.А., Куликов Н.Ф., Огурцов Г.М., Виноградов В.В. вӑл вӑхӑтри пурнӑҫпа паллаштарчӗҫ. Уява килнӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ача-пӑча хороографи ушкӑнӗпе «Расна» фольклор ушкӑнӗн пултарулӑхӗ уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ. Пульница ӗҫченӗсем те хӑйсен ачисемпе пӗрле юрласа та ташласа кӑтартрӗҫ — вӗсене алӑ ҫупса саламларӗҫ.
Истори: Муркашри тӗп район пульницин кун-ҫулӗ 1923 ҫулта уҫнӑ фельдшер пунктӗнчен пуҫланать. 1930 ҫулта ялти тухтӑр участокне йӗркеленӗ, стационар вӑл вӑхӑтра пулман. 1933 ҫулта 25 вырӑнлӑ пульница туса лартнӑ. 1950 ҫулта вырӑн шучӗ 50 ҫитнӗ — ун валли уйрӑм йывӑҫ ҫуртсем лартнӑ пулнӑ. 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пульница валли котельнӑй хатӗрленӗ, шыв кӗртнӗ. |
Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев 1868 ҫулхи кӗркунне Чӗмпӗрте чӑваш шкулне никӗсленӗренпе 140 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна уявлама 2008 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулине Чӑваш патшалӑх университетӗнчен Вӗрентӳпе консультации пунктне делегаци тухса кайрӗ: ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ В.Г. Родионов профессор, Г.И. Федоров профессор, В.А. Абрамов доцент, В.А. Милютин доцент, «Ульяновск» хаҫат редакторӗ Л.И. Филиппова, «Хыпар» хаҫатра культура пайӗн редакторӗ Н. Смирнова, О.Н. Яковлева. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗсӗнче академик Л.П. Кураков сӗннипе йӗркеленӗ ЧПУн Вӗрентӳпе консультаци пунктӗнче вӑй хуракансем уява килнисене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв И.Я.Яковлев музейӗнче иртрӗ. Саламлама килнисем хушшинче Ульяновск облаҫӗн вӗрентӳ министерствинчен Ф.Т. Улендеева, Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономи исполкомӗн председателӗ В. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |