Ҫӗрпӳ хулинче Курбатов купсасен ҫурчӗ пур. Хальхи вӑхӑтра вӑл пушанма та пуҫланӑ ӗнтӗ — ҫурт ишӗле пуҫланӑ май унта никам та пурӑнасшӑн мар. Нумай пулмасть ҫурта Тихвинти Турамӑш хӗрарӑмсен мӑнастырӗ туяннӑ. Респуликӑн Патшалӑх Канашӗн Депутачӗ Валерий Андреевпа мӑнастырь Шупашкарти коопераци институчӗпе килӗшӳ тунӑ — халӗ унта институт стеденчӗсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫурта юсама тытӑннӑ. Хастар хальлӗхе студентсем кивелнӗ штукатуркӑна сӗвеҫҫӗ, ҫуп-ҫапа кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Ҫурта юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн кунта ӑс-хакӑл вырсарни шкулӗ вырнаҫӗ.
|
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшпе 13-мӗшӗ хушшинче АПШри Санта Фе хулара халӑх тунӑ япаласен 5-мӗш тӗнче куравӗ иртӗ. Унта Чӑваш Ен ӑстисем те кайӗҫ, вӗсем чӑваш тӗррине кӑтартӗҫ. Чӑвашсене курава Нью Мексика штачӗн культура министрӗ Стюарт А. Ашман чӗннӗ. Инҫетри Америкӑна пирӗн республикӑран тӑваттӑн кайӗҫ. Куравра пирӗн ӑстасем чӑваш тӗррине тӗррипе, халӑх кӗпе-тумӗпе, халӑх пуканисенпе паллаштарӗҫ. «Чӑваш Енӗн халӑх промыслӗсен пӗрлӗхӗн» специалисчӗ Вячеслав Платонов пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӗрӗпе чикӗ леш енче питӗ вӑйлӑ кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ярмӑрккара пирӗн ӑстасем паллӑ хаклавҫӑсемпе тата коллекционерсемпе паллашӗҫ.
|
Сӑн галерейисем: Кубока уҫни, Кубокри самантсем
Ҫапла, ҫу уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкарта Хӑвӑрт утакансен 23-мӗш Тӗнче Кубокӗ иртрӗ. Вырсарникун вӑл вӗҫленчӗ. Пӗтемлетӳсем тӑрӑх Раҫҫей ӑмӑртуҫисем 15 медале ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӗнче Кубокне чи малтан ҫамрӑк яшсем пуҫларӗҫ. Вӗсем 10 ҫухрӑма утрӗҫ. Шел те, Шупашкар каччи Эдик Хайбуллин вӗҫне ҫити утса тухаймарӗ — тӳресем ӑна трассӑран тухма хушрӗҫ. Пӗрремӗш Алексей Барцайкин тухрӗ. 10 ҫухрӑма вӑл 39 минут та 57 ҫеккунт хушшинче утса тухма май тупрӗ — ҫавна май тӗнче рекордне те ҫӗнетрӗ. Иккӗмӗш Динг Чен пулчӗ — Алексейрен 15 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗшӗ каллех Раҫҫей спортсменӗ пулчӗ — Денис Стрелков Алексейрен 20 ҫеккунт кая юлчӗ. Яшсем хыҫҫӑн хӗрсем тухрӗҫ. Кунта вара Раҫҫей спортсменӗсене хуса ҫитекенни пулмарӗ. Татьяна Калмыкова 10 ҫухрӑма 42 минут та 44 ҫеккунт хушшинче утса тухрӗ. Ирина Юманова малтан унпа тан утатчӗ, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен кая юла пуҫларӗ. |
Пенза хулинче Раҫҫей культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А.Г. Тархов ячӗллӗ «Тӑван Ен юррисем» (Песни родной стороны) ятлӑ регионсем хушшинчи фольклор фестивалӗ иртрӗ. Пенза ҫӗрӗ пурӗ 40 юрӑҫпа 25 фольклор ушкӑнне пухрӗ. Фестивале Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинчи «Янтал» ушкӑн та хутшӑнчӗ. Ушкӑн юрри-кӗввисем хаклакансене кӑмӑла кайрӗҫ пулас — вӗсем ушкӑна II премин лайриачӗ ятне пачӗҫ. Ушкӑнпа пӗрле килнӗ Елена Новикова уйрӑммӑн чӑваш халӑхӗн карта юррине юрласа пачӗ. Ку юрӑшӑн жюри ӑна пӗрремӗш вырӑн пачӗ. Пӗрремеш вырӑнсӑр пуҫне чи чаплӑ юрӑҫа питӗ лайӑх телевизор та пачӗҫ. «Янтал» та парнесӗр каймарӗ — ӑна DVD-вуравҫӑ парнелерӗҫ.
Chuvash.Org пӗрлӗх ҫӗнтерӳҫӗсене саламлать, малаллахи ӑмӑртусенче те ӑнӑҫу сунать.
|
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра Чӑваш Республикинче пурӑнакан пур халӑх ҫыннисен пӗрлӗхне палӑртакан «Халӑхсемпе культурӑсене пӗрлештерекен» ансамбль скульптури уҫӑлчӗ. Ӑна уҫма Н.В. Фёдоров та килчӗ. Палӑка чаплӑн уҫма пухӑннӑ мероприятине ЧПУ ректорӗ Л.П. Кураков пуҫларӗ — сӑмах тухса каларӗ. Вӑл Чӑваш Ен президентне халӑхсемпе культурӑсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пысӑк ӗҫ тунишӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Н.В. Фёдоров сӑмах каланӑ вӑхӑтра ку евӗр палӑк Раҫҫейре пӗрремӗш пулнине пӗлтерчӗ. Президент ҫакна та палӑртрӗ — пирӗн республикӑра 97 тӗрлӗ халӑх пурӑнать, 22 тӗрлӗ ентешлӗх ӗҫлет, 12 тӗслӗ тӗн пур.
Скульптурӑна ӑсталаканӗ — Владислав Зотиков. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ хуложникӗ, унӑн ӗҫӗсем чылай куравсенче пулса курнӑ. Скульптурӑра 7 хӗре кӑтартнӑ. Вӗсем ҫичӗ лепестоклӑ лотоса тытса тӑраҫҫӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ 7 метр, хӑй скульптура 5 метр. Пӗтӗмӗшле 3 тонна таяҫҫӗ.
|
Хӗвелтухӑҫ спортсменӗсен ҫулҫӳревӗ 30 сехете тӑсӑлнӑ. «Спорт» хӑна ҫуртне вырнаҫнӑ, канса илнӗ хыҫҫӑн вӗсем тӳрех ҫывӑхри лавккана васканӑ. Мӗн туяннӑ тетӗр-и? Пилӗк литр кӗрекен 15 савӑт «Архыз» минерал шывӗ. Ку 14 спортсмена виҫӗ куна анчах ҫитет. Пӗрле килнӗ врач валли аптекӑра шурӑ халат та туяннӑ. Унӑн багажӗ ҫул ҫинче ҫухалнӑ иккен. Ун пекки авиарейссенче час-часах пулать. Акӑ Шупашкара пӗр колумбиец та чӑматансӑр ҫитнӗ. Китаецсенчен ушкӑн менеджерӗ Колин анчах акӑлчанла пӗлет. Вӑл тата Юлия студентка пулӑшнипе ҫеҫ пӗр-пӗрне ӑнлантӑмӑр. Техӗмлӗ апат ҫиме юратакан китаецсем хӑйсемпе пӗрле специсем те илсе килнӗ. Китаецсем иккӗмӗш кунне тӳрех «Олимпийский» тӗп стадиона тухнӑ. Кашни спортсменӑн хӑйӗн тренировкӑсен йӗрки иккен. Хӑшӗсемшӗн кунне - виҫшер, икшер е пӗрре утни те ҫителӗклӗ. Китаецсем тренировка хыҫҫӑн тӳрех тӗп трассӑпа паллашма васкарӗҫ.
- Ӑмӑрту ирттермелли вырӑна тӗрӗсех суйласа илнӗ-ши? - ыйтрӑм команда тренерӗнчен Ю.Вэй Лиран. - Шӑрӑх та, сивӗ те мар. Сывлӑш температури шӑпах Кубок ирттерме юрӑхлӑ. Килсе ҫитнӗ спортсменсене климата хӑнӑхма та ҫӑмӑл. |
Ҫӗмӗрле хулин гербне йышӑннӑранпа нумай ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ӑна 1976 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Халӗ ҫӗннине хатӗрлеме пуҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашне ҫӗнӗ герба кӑтартнӑ хыҫҫӑн вӗсем темиҫе ҫитменлӗхе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗнӗ герба малтанхине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Гербӑн хӗрлӗ хулккан ҫинче ытллӑн тӗслӗ юман ҫулҫи. Ҫулҫи ҫӳмӗнче виҫӗ йӗкел. Ун айӗнче хумлӑ йӗр. Гербӑн ҫулти пайӗнче сулахай енче Чӑваш Ен гербӗнчен илнӗ Ама йывӑҫҫи вырнаҫнӑ. Геральдика канашӗ хулккан хӗррипе иртекен ылттӑн йӗре кӑларса пӑрахма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех кӗмӗл тӗслӗ шӑллӑ урапа та гербра вырӑнсӑр тесе каланӑ — вӑл паллӑна хула вырӑнӗнче хӳтлӗх пулнӑ е пур пулнӑ чухне ӳкереҫҫӗ иккен. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хула администрацийӗнче гербри ҫитменлӗхсене кӑларса пӑрахнӑ темиҫе ҫӗнӗ варианта кӑтартрӗҫ. Пуҫтарӑннӑ халӑх гербпа малалла ӗҫлемеллине пӗлтерчӗ. Сӑмахран, хула промышленностьне кӑтартмалла. Анчах та ӑна сӑнласа кӑтартакан паллӑ геральдика йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла.
|
Республикӑри чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗсен конкурсӗ вӗҫне ҫите пуҫларӗ ӗнтӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министерствин сайчӗ пӗлтерет. Конкурса И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа тата вӗрентӳ базине ҫирӗплетмешкӗн ирттереҫҫӗ. Ӑмӑрту 3 пайран тӑчӗ. Чи малтан вӗрентӳ пӳлӗмӗсем шкулсенче хӑйсене кӑтартмаллаччӗ, каярах район шайӗнче мала тухмаллаччӗ. Юлашки тапхӑрӗ — республика шайӗнчи. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш республикин вӗрентӳ институтӗнче республика шайне тухнисем пухӑнаҫҫӗ, вӗсен материалӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Пур хутшӑнакана та пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн жюри чи лайӑх 5 пӳлӗме суйласа илмелле. Вӑл 5 пӳлӗмпе кайран ыттисене те паллаштарӗҫ.
|
Кубок ӑмӑртуҫисем килсех пыраҫҫӗ. Ак Колумби спортменӗсем хыҫҫӑн Эквадорти ушкӑн та ҫитрӗ. Колумби ӑмӑртуҫисем пекех вӗсем икӗ пайран тӑраҫҫӗ. Ку пӗр пайӗ кӑна, иккӗмӗшӗ ӑмӑрту пуҫланас умӗн ҫитмелле. Хӑнасем пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкарти ҫанталӑк вӗсемшӗн пӗрре те ют пек курӑнман. Ӑмӑртуҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӑтартусем кӑтартма Шупашкар ҫанталӑкӗ вӗсене чарса тӑмӗ.
Хӑна ҫуртне канма кайиччен хӑнасем пулас ӑмӑртӑвӑн ҫулӗпе тата Шӗкӗр хуламӑрти Тӗп стадионпа паллашрӗҫ.
|
Ҫутҫанталӑк хӑйне хисепленине, юратнине кӑмӑллать. Ҫавна асра тытса ӗнтӗ Такана ялӗнче пурӑнакан Николай Алексеевпа Фёдор Алексеев пенсионерсем кашни ҫул кӗркуннепе ҫур кунӗсенче хӑйсен ял тӑрӑхӗнче йывӑҫсем лартаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫур кунӗсенче те вӗсем ҫырма-ҫатра ан сарӑлтар тесе 50 йӑмрапа хурӑн лартрӗҫ. Шупашкарта пурӑнса унтах ӗҫлекен, ҫапах ат ялта пӳрт тытакан Анатолий Васильев та вӗсенчен юлмасть. Вӑл 100 хурӑн таран лартрӗ. Хӑйсем лартнӑ хурӑнсемпе йӑмрасене вӗсем пӑхсах тӑраҫҫӗ — типӗ кунсенче шӑвараҫҫӗ, выльӑх кӑшлассинчен сыхлаҫҫӗ.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |