![]() «Эткер» центрта экологие вӗренекенсен Республикӑри XVII ӑслӑлӑхпа-практика конференцийӗ иртнӗ. «Шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӗрулми икӗ хутчен ҫитӗнтерни» темӑпа («Пирӗн ҫемьери симӗс технологи» хуҫалӑхри ял хуҫалӑх опычӗ тӑвакансем» номинацире) Альбина Прохорова хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе малти вырӑна тухнӑ, — тесе пӗлтерет Шупашкар районӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ. Альбина Чурачӑкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренет. Ачасен пултарулӑх центрӗн «Ҫамрӑк натуралист» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрет, хӑйӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсемпе ентешӗсене час-часах савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Егорова Ольга Раштавӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш филилогийӗпе культура факультетӗнче, 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗрлӗрен мероприятисем иртрӗҫ. Вӗсен хушшинче сӑвӑ калакансен конкурс та иртрӗ. Университета 1-4 класра вӗренекенсем тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑнчӗҫ. Муркаш, Патӑрьел, Комсомольски, Элӗк районӗсенчен килнӗ маттурсем ытларах савӑнтарчӗҫ пире. Патӑрьел районӗнчен килнӗ Шурякова Екатерина тата Муркаш районӗнчи Прохорова Анастасия пире «Нарспи» сыпӑкне питех те хитре каласа кӑтартрӗҫ. Ачасен юратнӑ поэчӗсем К. Иванов, П. Хусанкай, В. Митта, А. Кӑлкан пулнине куртӑмӑр. Кашни ачах хӑйне май талантлӑ. Сӑвӑ вуланине сумлӑ жюри хакларӗ: Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтсем, В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Университетӑн культура керменӗнче Чӑваш чӗлхипе литературине Аслӑ шкулсенче вӗрентме пуҫланӑранпа 85 ҫул тата чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫирӗм ҫул каялла ятарлӑ чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ пулман. Чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмӗ историпе филологи факультетӗнче ҫеҫ шутланса тӑнӑ. Уйрӑм ҫулсерен аталанса та вӑй илсе пынӑ. Ҫакӑ вара 1990 ҫулта унӑн никӗсӗ ҫинче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ уҫма майсем туса панӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ. Ҫак кун факультетшӑн пысӑк уяв пулса тӑчӗ. Ир-ирех факультет хӑйӗн хисеплӗ хӑнисем валли алӑкне уҫрӗ. Республикӑн кашни кӗтесӗнчен пуҫтарӑнчӗҫ уява хӑнасем. Олимпиадӑра хӑйсен ӑсӗсене виҫме шкулта вӗренекенсем те килчӗҫ. Унсӑр пуҫне тата тӗрлӗ конкурсем иртрӗҫ факультетра. Кантӑрла иртсен пӗр сехетре университетӑн культура керменӗнче концерт пуҫланчӗ. Уяв чаршавӗ Ҫеҫпӗл Мишшин «Катаран каҫ килсен» сӑвӑ йӗркисемпе уҫӑлчӗ. Унтан факультет деканне — В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паянхи шӑматкунхи сивӗ кун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти вӗренӳ иститутӗнче пирӗн Chuvash.Org пӗрлӗхпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Хаваслӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланчӗ. Пухӑннисем умӗнче Николай Плотников (Chuvash.Org-ӑн тӗп администраторӗ), Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи), Юрий Виноградов (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ), Надежда Григорьевна Иванова (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ) тухса калаҫрӗҫ, мала тухнӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсене хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнисене 60х40 виҫеллӗ карттин, 2-мӗш вырӑна тухнисене 40х30 виҫеллӗ карттин, 3-мӗш вырӑна тухнисене 30х20 виҫеллӗ карттин лекрӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене пурне те дипломсем тата нумай пулмасть пичетленсе тухнӑ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекесем парнелерӗҫ. Мероприятие Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен Вера Никонорова ертсе пычӗ. |
Раштавӑн 16-мӗшӗнче ЧФКФ олимпиада ирттерчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне ҫаксем тухрӗҫ: 5-7 класс филологипе олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ 1-мӗш вырӑн – Васильев Дмитрий, 6 класс, МОУ «Шоркистринская СОШ»; 2-мӗш вырӑн – Петухова Ирина, 5 класс, МОУ «Аликовская СОШ»; 3-мӗш вырӑн – Викторова Алина, 6 класс, МОУ «Большеяниковская СОШ».
5-7 класс культурологипе олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ 1-мӗш вырӑн – Платонова Светлана, 7 класс, Шупашкарти 59№ шкул, Милаева Юлия, 5 класс, Шупашкарти 50№ шкул; 2-мӗш вырӑн – Васильева Екатерина, 7 класс, Шупашкарти 54№ шкул, Алексеева Татьяна, 6 класс, Шупашкарти 41№ шкул; 3-мӗш вырӑн – Ануфриева Анастасия, 4№ гимнази, Леонтьева Дарья, 7 класс, Шупашкарти 39№ шкул.
10-11 класс культурологипе олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ 1-мӗш вырӑн – Иванов Алексей, 10 класс, Шупашкарти 48№ шкул, Поликарпов Олег, 11 класс, Шупашкарти 45№ шкул; 2-мӗш вырӑн – Васильев Алексей, 10 класс, Шупашкарти 46№ шкул, Ананьев Евгений, 11 класс, Шупашкарти 49№ шкул; 3-мӗш вырӑн – Ярлыгина Анна, 10 класс, МОУ «Починокинельская СОШ», Павлов Юрий, 9 класс, Шупашкарти 50№ шкул, Смолов Александр, 11 класс, Канаш районӗнчи Катекри вӑтам шкул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() 2010 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе пӗрле «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулса калаҫма, факультетӑн вӗренӳ тата йышӑну йӗркипе паллашма, вӗренме кӗмелли экзаменсем ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Тӗлпулу университет ҫурчӗн 1 корпусӗнче, 4 хутра, 434-мӗш аудиторире, 14 сехетре иртет. Ҫак кунах раштавӑн 16-мӗшӗнче шкул ачисем хушшинче иртнӗ олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсене те тӑвӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ, дипломсемпе сертификатсем парӗҫ!
Ыйтса пӗлмелли: Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт, 229 пӳлем (4,12,14,21 маршрутлӑ троллейбуссемпе «Университет» чарӑнӑва ҫитмелле). Тел.: 45-23-39, 58-18-40. Факультетпа ҫыхӑнмалли телефон: (8-8352) 45-03-37 (31-01). E-mail: irinakir1@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сцена ҫинче — Типшӗм Сашук Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси култура ҫуртӗнче иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 11-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ самант пулчӗ — кунта Шупашкартан чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем ҫитрӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха Типшӑм Сашук, Сергей Кувшинов, тата Алёна Выйгетова савӑнтарчӗҫ. Типшӗм Сашук куракансене ялан юрлакан юрӑсемпе ҫеҫ мар, ҫӗннисемпе те паллаштарчӗ. Кӗлӗмкассисене ку концерт шутсӑр килӗшрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() <p>«Театр верснисажӗ» — раштавӑн 15-мӗшӗнче ҫак ятпа Йӗпреҫ районӗнче драма ушкӑнӗсен курав-ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Пучинкери, Чӑрӑшкассинчи, Хурамалти, Хирти Выҫлинчи культура ҫурчӗсенчи тата Хумри Юнтапари ял клубӗн ушкӑнсем Хурамал культура ҫуртӗнче хайсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Районти драма ушкӑнӗсенчи артистсем ҫулран ҫул сӑнарсене лайӑхрах кӑтартма вӗренни куҫа курӑнчӗ.</p> <p>Пучинке театр ушкӑнӗ Николай Сидоровӑн «Пушмак пӑру мыскари» комедие (режиссёрӗ — Н. Шибаева) кӑтартрӗ. Хурамалти ушкӑн вара куракансене «Ҫӗн Ҫул умӗнхи тӗлӗнтермӗш» юмахпа савӑнтарчӗ. Чӑрӑшкассисем «Упӑшки канаканни, арӑмӗ — ӗҫлекенни» постановка (ертӳҫи — И.Данилова) кӑтартрӗҫ. Хирти Выҫлинчи культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ театр ушкӑнӗ куракансем умне А. Никитинӑн «Ҫӗн ӗмерти хуняҫа» комедипе (режиссёрӗ — О. Никитина) тухрӗ. Хумри Юнтапа артисчӗсем вара З. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Михаил Васильевич сӑмах калать Паян Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ольдеевски» агрофирмӑра ҫӗнӗ теплицӑна хута ячӗҫ. Ку мероприятие Чӑваш Ен президенчӗ Михаил Васильевич Игнатьев та килчӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл теплицӑсемпе ытларах усӑ курма сӗнчӗ, вӗсенче ӳстерекен экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫ яланах халӑха кирлӗ тесе палӑртрӗ. Юлашкинчен агрофирмӑна ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ. Теплица лаптӑкӗ — 2,25 гектар. Унта энергие сахалтарах тӑкаклакан ҫӗнӗ технологисене усӑ курнӑ, чылай ӗҫе компьютер тӑвать. Теплицӑна тума «Россельхозбанкран» 148 млн. тенкӗ укҫа кивҫен илнӗ пулнӑ. «Ольдеевски» ХАО Раҫҫейри теплицӑпа ӗҫлекен пысӑк тата хӑварт аталанакан предприятисем шутне кӗрет. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1979 ҫулта никӗсленӗ. 2008 ҫултанпа выльӑх-чӗрлӗх те тытма пуҫланӑ. Ҫулталӑкне 9 пин тонна таран тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстерет, кунне 6500 тонна ытла сӗт парать. Унсӑр пуҫне кунта калча, тӗрлӗ чечексем ӳстереҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӗлпулура Раштавӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче унчченех палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн «Интеграция школы и вуза как основы системы непрерывного образования» (чӑв. «Шкулта аслӑ пӗлӳ паракан заведени — пӗр татӑлмасӑр вӗренмелли системӑн никӗсӗ») ятлӑ конференци иртрӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетне Элӗк районӗнчи шкулсен директорӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Килсе ҫитнӗ шкулсенчен ҫаксем пулчӗҫ: Юнтапари, Чӑваш Сурӑмӗнчи, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Элӗкри т.ыт. вӑтам шкулсем. Тӗлпулура паянхи кун шкулсемпе аслӑ шулсем умне тухса тӑнӑ проблемӑсене сӳтсе яврӗҫ. Вӗретекенсемпе преподавательсем кашниех хӑйӗн опычӗпе паллаштарчӗҫ. Тухса калаҫнисен сӑмахӗнче малашне пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен ҫеҫ ӗҫ кал-кал пырасса шанма пулать текен шухӑш палӑрчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |