Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хутар ял тӑрӑхӗнче (Ҫӗмӗрле районӗ) Хутар ялӗн кунне уявларӗҫ. Ку уяв ялта пӗрремеш хут иртрӗ, ял уявне таврари пӗтӗм ялти ҫынсем пухӑнчӗҫ. Илемлӗ сцена, ҫӗпӗҫ чӑваш юрри, шӳрпепе чӑваш сӑри — уява савӑнӑҫлӑ ирттерме мен кирлӗ тата? Уяв чӑнах та пурне те килӗшрӗ!
Уяв умӗн ял тӑрӑхӗнче кил-ҫӳрт илемлӗхне тата типтерлӗхне кӑтартакан конкурс та ирттерчӗҫ. "Чи типтерлӗ кил-ҫурт" ятне Николаева Н.И тивӗҫрӗ. Чи чечеклӗ пӳртумӗ вара Хутарти Е.Е. Тарасовӑн, Пилешкассинчи Р.И. Семёновӑн, Тукассинчи Р.И. Романовӑн, Янташри С.В. Макаровӑн. ПИлешкассинчи Ю.А. НАзарова вара яла типтерлӗх кӗртнӗ ӗҫне лайӑх хакларӗҫ. Ялти ватӑ ҫынсене те манса каймарӗҫ — чи ватӑ Панцева Анна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн аллинчен парне илчӗ.
Концерта Хутарти шкул-гимназири вокал ушкӑнӗ уҫрӗ. Ҫавӑн пекех юрӑ-кӗвӗпе уява килнӗ ҫынсене Хутар ял культура ҫуртӗнчи ача-пӑча ансамблӗ, ҫӑмрӑк юрӑҫсем савӑнтарчӗҫ. «Шанчӑк» ятлӑ фольклор ушкӑнӗ, Турхан ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем те вӗсенчен юлмарӗҫ — ҫапӗҫ сассисемпе юрӑсем юрласа пачӗҫ. |
Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ишек пасарӗ сутӑҫсемпе хӑнасене «Рынок закрыт» ҫырнӑ хутпа кӗтсе илнӗ. Пасар йӗри-тавра хура тумлӑ ҫынсем сыхласа тӑнӑ. Вӗсен тумӗ ҫинче «служба судебных приставов» сӑмахсем пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче суд пасара кирлӗ нормӑсене ҫитермешкӗн хушу кӑларнӑ, ҫитменлӗхсене тӳрлетмешкӗн вӑхӑт панӑ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсене пасарӑн санитарпа эпидеомологи заключенийӗ пулманни, пӗтӗмӗшле шыв пӑрӑхӗ, канализаци, сивӗтмелли оборудовани ҫукки килӗшмен. Сутӑҫсемшӗн пите-куҫа ҫумалли вырӑн ҫукки те Роспотребнадзор ӗҫченӗсене килӗшмен. Ҫитменлӗхсем шутне пасар вырӑнӗ тирпейсӗр пулни, ӑпӑр-тапӑра вырӑнта ҫунтарни, хӑвӑрт пӑсӑлакан тавара санитари йӗркисемпе сутманни, таварсене хутӑш сутни те кӗнӗ. Пасар администрацийӗ ку ҫитменлӗхсене тӳрлетменнине кура суд пасар ӗҫне 3 уйӑхлӑха пӗтерсе лартакан йышӑну кӑларнӑ. Ишек пасарӗ — Чӑваш Енри чи авалхи пасарсенчен пӗри. Суту-илӳ тумашкӑн унта ҫынсем канмалли кунсенче пухӑнаҫҫӗ. |
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗ 6 пинлӗ чикӗрен иртсе кайрӗ. 6 пинӗмӗш статья Павлов Николай Степанович (литературовед ҫинчен) пулса тӑнӑ. Халӗ пирӗн уйрӑм 252 чӗлхе уйрӑмӗсен хушшинче 87-мӗш вырӑн йышӑнать. Тӗрӗк чӗлхисем хушшинче вара — 3-мӗш вырӑнта (10 уйрӑм хушшинче). Кунсерен чӑваш уйрӑмӗ 5-10 ҫӗнӗ статьяпа пуянланать, пур статьясем лайӑхланса, пуянланса пыраҫҫӗ. Википедине тултарма PCode, Viktor, Chavash хутшӑнакансем самай пулӑшаҫҫӗ. Википедин чӑваш уйрӑмӗнче эсир чӑвашсен историйӗпе, паллӑ ҫыннисемпе, ял-хулисемпе паллашма пултаратӑр. Унсӑр пуҫне ытти енлӗ информаципе те паллашма пулать — тӗнчен пур кетесри те хуласемпе, тӗрлӗ тапхӑрти историпе (чӑвашсемпе ҫыхӑнман пулсан та), ҫынсемпе. Кӗрсе курӑр, паллашӑр! Унсӑр пуҫне сирӗн пулӑшӑва кӗтетпӗр — ҫырмалли, тултармалли тата тикӗслетмелли пайтах! Пурин валли те ӗҫ тупӑнӗ! |
Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекенсем утӑ уйӑхӗнче Тутар Республикинчи Пӑлхар хулинче пулса курнӑ. Географипе вӗрентекен Л.И.Петрикова ачасене авалхи чӑваш хули ҫинчен уроксенче пӗрре кӑна мар каласа панӑ. Ҫапах та куҫпа курни ӑсра тарӑнрах упранать, ҫавӑнпа ӗнтӗ кану тапхӑрӗнче мӑн пӗлӳпе кӑсӑкланакансен ӗлӗкхи саманари пӑлхар шӗкӗр хулине ҫитсе курас ӗмӗте пурнӑҫлама мел пулчӗ. Шкул ачисем автобуспа Теччӗ хулине ҫитрӗҫ. Кунта чӑвашсен аслӑ сӑвӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши учительсен семинаринче вӗреннӗ. Теччӗре педагогика училищин музейӗнче Ҫеҫпӗл Мишши кӗтесӗ пур. Анчах кунта нумай вӑхӑт чарӑнма май килмерӗ. Атӑл ҫыранӗнче ҫӗр каҫма тӳр килчӗ ачасене. Кӑвайт чӗртсе апатланчӗҫ. Ирхине малалла ҫула тухрӗҫ. Хула кун-ҫулӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хыҫҫӑн кӑвак тӳпе айӗнче вырнаҫнӑ архитектура палӑкӗсемпе паллаш кӑмӑл турӗҫ элӗксем. Юлашкинчен Хура палата текен вырӑна ҫитсе курчӗҫ. Ачасем ҫулҫӳреврен сӑн ӳкерчӗкӗсем, кӗнекесем, суренирсем илсе таврӑнчӗҫ. Ҫак экскурсири чи хакли — ачасен ҫамрӑк чунсенче, ӑс-тӑнӗсенче яланлӑхах авалхи асамлӑхсем, тӗлӗнтермӗшсем упранса юлӗҫ. |
Ҫурла уйӑхӗн 5-12-мӗшӗсенче Македонири Охрид хулинче тӗрӗк ҫамрӑкӗсен черетлӗ 13-мӗш Курултайӗ иртет. Унта чӑвашсен делегацийӗ те хутшӑнать. Пирӗн делегацие Чӑваш самрӑкӗсен "Сувар" пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Ультияр Цыпленков ертсе пырать, ҫавӑн пекех делегацире Стас Владимиров юрӑҫ, Констанин Малышев "Сувар" хаҫат тӗп редакторӗ тата ыттисем те. Курултай (пуху) тӗллевӗ — тӗрӗк ҫамрӑкӗсен умӗнче тӑракан ыйтусене сӳтсе явасси, вӗсене (халӑхсен чӗлхисене, культурисене упраса хӑварасси) татса пама ҫулсем тупасси, пӗрлехи туслӑха ҫирӗплетесси. |
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара «Пушӑ хир» ятлӑ уяв иртет. Вӑл Аслӑ Таяпа ялӗ ҫумӗнчи Иван Грозный ҫарӗпе тӗп тунӑ Таяпа ятлӑ ӗлӗкхи хула вырӑнӗнче иртет. Уявра ӗлӗкхи хӗҫ-пӑшалсене кӑтартӗҫ, кӗрешӳсем иртӗҫ, ташӑ-юрӑсем пулӗҫ тата ытти те. Енчен те кама та пулин чӑвашсен авалхи историйӗпе пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать пулсан вӗсемшӗн ку мероприяти питӗ кӑткӑс пулӗ. Йӗркелекенсем — Аслӑ Таяпа ял администрацийӗ, Елчӗк районӗн администрацийӗн культура пайӗ, Елчӗк музейӗ тата ыттисем. |
«Чӑваш тӗнчи» фотогаллерейинчи сӑнӳкерчӗксен шучӗ 6 пинрен иртрӗ! Юлашки хутӗнче галерейӑна Ишек муйзейӗнче тата Шупашкар районӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксене кӗртнӗ — вӗсен шучӗпе 6 пине яхӑн сӑнӳкерчек пулса тӑчӗ.
«Чӑваш тӗнчи» фотогалерейӑра эсир чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене тупма пултаратӑр: Чӑваш Ен районӗсене, ялӗсене, тавралӑхне. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре иртнӗ мероприятисемпе те паллашма пулать. Унсӑр пуҫсӑр фотогалерейӑра чӑвашсем пурӑнакан ытти тӑрӑхри сӑнӳкречӗксем те вырнаҫнӑ — Тутарстан, Мускав, Самар Ен. |
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкасси ялӗнче 200 ача вӗренмелли шкула хӑпартасси малалла пырать. Ӗҫ мӗнле пынине Чӑваш Енӗн вӗрентӳ Министерствипе Вӑрмар районӗн администрацийӗ тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Халӗ иккӗмӗш хут стенисене тата газпа ӑшӑтмалли котельнӑй ҫуртне купалаҫҫӗ. Подрядчиксем палартнӑ вӑхӑтпа тан ӗҫлесе пыраҫҫӗ.
|
Паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче ҫӗрмӗш ача ҫуралнӑ. Пӗчӗк Диана Удяковсен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Алексей Осиповичпа Оксана Юрьевнӑн ку пӗрремӗш ача. Тин ҫеҫ ашшӗпе амӑшӗ пулса тӑнӑ ҫамрӑксене ЗАГС пуҫлӑхӗ М.М.Николаева ӑшӑ сӑмах каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Н.В.Фёдоровпа Элӗк район пуҫлӑхӗн, А.И.Платоновӑн, саламӗсене вуласа пачӗ, вӗсен открыткисене парнелерӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Осиповичпа Оксана Юрьевна ача ҫуралнине ҫирӗплетекен свидетельство пачӗ.
|
Ҫитес канмалли кунсенче Сентӗрвӑрри районӗнчи Пӗчченхыр ялӗнче футбол турнирӗ иртӗ. Пӗчченхыр ялӗнчи футбол ушкӑнӗн капитанӗ юнашар ялти ҫарӑксене юлташла матча чӗннӗ. Ҫапла вара Пӗчченхыр ялте Маклашкипе Кукашни ялӗнчи футбол ушкӑнӗсем пухӑнса ӑмӑрту ирттерӗҫ. Килме пултаракансене пурне те ҫак ӑмӑртӑва чӗнетпӗр!
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |