Чӑваш Енре «Астӑвӑм» ярӑмӗнчен юлашки кӗнеки пичетлесе тухнӑ. Ку ярӑмӑн иккӗмӗш пайне 1995 ҫулта хатӗрлеме пуҫланӑ. Юлашки томне вара вӑрҫӑран таврӑннисен хушамачӗсене кӗртнӗ. Кӗнекере Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнчи, Ҫӗмӗрле хулипе Ҫӗмӗрле районӗнчи тата ҫавӑн пекех Вӑрмар, Тӑвай районӗнчи ветерансем ҫинчен вулама пулать.
Кӗнекен тиражӗ 2 пинрен яхӑн. Кӗнеке вулавӑшсене, маларах асӑннӑ хуласемпе районсен тӑрӑхӗсене ҫитӗ.
Ярӑма 17 ҫул каялла хатӗрлеме пуҫланӑ. Кӗнеке авторӗсен ку вӑхӑт хушшинче самай материал пухӑннӑ. Анчах та кӗнеке калӑпӑшне пурне те кӗртме май ҫук ҫав. Вал материалсене кӗртес тесе районсемпе хуласен уйрӑм «Астӑвӑм» кӗнекисене кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Астӑвӑм» кӗнекин редколлегийӗ чӑваш кӑларӑмӗ чи лайӑххисен шутӗнче тесе шутлать.
| ||
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче «Химпромра» ҫӗнӗ директора суйланӑ. Вӑл вырӑна малашне Виктор Максимов йышӑнӗ. Тӑватӑ ҫул каялла вӑл вырӑна йышӑннӑ Виктор Стародубцев вара «Химпром» директорӗсен канашӗн председателӗ вырӑнне малашне йышӑнӗ.
Максимов Виктор Александрович 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Удмурти Республикинчи Глазов хулинче ҫуралнӑ. 1974 ҫулта Уралти политехника институтне пӗтернӗ. Химпромра 1976 ҫултанпа ӗҫлет. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче тӗп директор ҫумӗ, техника пайӗн директорӗ, 4 номерлӗ уйрӑм заводӑн директорӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ.
| ||
Юр хулӑнланӗКу хӗл пирӗн асӑмра питӗ ӑшӑ ҫӑнталӑкӗпе палӑрса юлӗ. Анчах та кӑрлачӑн вӗҫӗнче хӗл килчӗ-килчех. Уйсем-хирсем каллех юрпа витӗнчӗҫ, 20 градуслӑ сивӗсем килчӗҫ. Паян та, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ене кӑнтӑрти циклон нумай юр илсе килнӗ. Ҫитес кунсенче юр хулӑнӑшӗ тата 20 см пысӑкланӗ тесе шантараҫҫӗ синоптиксем. Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗнчи юр хулӑшӑшӗн вӑтам норми 28 см пулсан халӗ вӑл Шупашкар ҫывӑхӗнче 20 см, Канаш патӗнче 15 см, Улатӑр патӗнче — 10 см патнелле. | ||
Паян чӑвашсем ҫинчен каласа паракан сайт уҫӑлчӗ. Вӑл http://history.chuvash.org адреспа вырнаҫнӑ. Сайт ҫинче чӑвашсен мӑн аслашшӗсем ӑҫтан тухни ҫинчен, вӗсен кун-ҫулӗ ҫинчен, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем ҫинчен ӑнланмалла каласа панӑ. Калава нумай ӳкерчӗксемпе ерешленӗ. Сайта хатерленӗ чухне Елена Енькка кӑларнӑ «Повествование о чувашах» ятлӑ кӗнекене усӑ курнӑ. Сайта вырӑс чӗлхи ҫинче хатӗрленӗ. Каярах ӑна пӗтӗмпех чӑвашла куҫарас кӑмӑлсем пур. | ||
Чӑваш Енӗн ҫут ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна «Чӑваш чӗкеҫӗ» конкурса 5 пин ытла ача хутшӑнасшӑн. Хутшӑнас килсен ачасен ун ҫинчен кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен пӗлтермелле. Ҫавӑн пекех Тутарстанран 224 ача, Пушкӑртстанран 221 ача хутшӑнасшӑнни пирки пӗлтернӗ. Хӑй конкурсӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртӗ. Конкурса 3-11 класр ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен пӗр сехет те вунпиллӗк минут хушшинче конкурс валли ятарласа хатӗрленӗ 30 ыйту ҫине хуравламалла. Хуравланӑ чухне пилӗк тӗсрен пӗрине ҫеҫ суйламалла. Кашни хутшӑнакан сертификат илӗ, хӑйсене чи лайӑх кӑтартнӑскерсем — парнесене тивӗҫӗҫ.
Конкурса Чӑваш патшалӑх университечӗ, «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхпа ҫутлӑх ӗҫӗнче» обществӑллӑ организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ, Чӑваш Енӗн ҫут ӗҫ Министерстви ирттереҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, 2006 ҫулта ку конкурса Чӑваш Енрен 8674 ача, Тутарстанран — 221, Пушкӑртстанран — 494, Чӗмпӗр облаҫӗнчен 80 ача хутшӑннӑ. | ||
2006 ҫулта Чӑваш Енре 854,5 тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр, 2005 ҫулхинчен 16,6% ытларах хута кӗртнӗ. Вӗсенчен 63,7% хӑпартма халӑх хӑйӗн укҫипе, е банк кредичӗпе усӑ курнӑ. Федераллӑ бюджетран уйӑрнӑ укҫапа пӗтӗм калӑпӑшӗнчен 0,3%, республикӑн тата вырӑнти бюджетпа — 0,8%, ипотека урлӑ — 1,9% хута кӗртнӗ. Ялсенче пурӗ 426,7 пин тӑваткал метр /50% патнелле/ лаптӑк ҫурт хӑпартнӑ.
Ҫавӑн пекех ҫакна палартмалла: 2006 ҫулта 165,59 ҫухрӑм (вӗсенчен 145,98 ҫухрӑм ялсенче) газ пӑрӑхӗсене хута кӗртнӗ. Куславккара 366 вырӑнлӑ шкул, Улатӑрпа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ишмелли байсейнлӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексне, Муркаш районӗнчи Вомпӑкасси ялӗнче 50 вырӑнлӑ клуб хута янӑ. Шупашкарта 8,4 ҫухрӑмлӑ ҫӗнӗ троллейбус линине тунӑ.
| ||
Чӑваш халӑх сӑвӑҫи П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче унӑн палӑкӗ умӗнче митинг иртӗ. Каҫхине вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче ӑна халалланӑ мероприяти иртӗ.
| ||
Иртнӗ ҫулӑн чӳкпе раштав уйӑхӗсенче РПППУ «Ачасене хушма пӗлӳ паракан центр» РПППУн ҫумӗнчи «ЮНИТЭКС» наркотиксене хирӗҫ конкурс иртернӗ. Конкурса пурӗ Чӑваш Енӗн 20 хулапа районсенчен 172 ӗҫ ярса панӑ. Конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене палартнӑ. Вӗсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑна Н.А. Каменщиков ячӗллӗ Улатӑрти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче 1 класра вӗренекен Анна Агеева палӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вӑл «Скажи нет наркотикам!» (Наркотисене ҫук тесе кала) илемлӗ плакатшӑн тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннӑшӑн Анӑна, ыттисене пекех, Хисеп Хутне тата Парнене тивӗҫӗ.
| ||
2007 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗнче статьясен шучӗпе 5 пине ҫитрӗ. Халӗ Чӑваш Википедийӗ 250 чӗлхе уйрӑмӗсен хушшинче 77-мӗш вырӑн йышӑнать. Ҫавна каласа хӑвармалла, нумай пулмасть Вырӑс уйрӑмӗ 125 000 статья шутне иртсе кайрӗ.
Википеди — ирӗклӗ энциклопеди. Паянхи куна Википедире 250 патнелле чӗлхе уйрӑмӗ пур! Википедири статьясене пурте улӑштарма, анлӑлатма, сӳтсе явса тӳрлетме, вулама, ҫӗннисене кӗртме пултараҫҫӗ.
2004 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхеллӗ уйрӑм уҫӑлнӑ. Вӑл унтанпа пурӗ тӑватӑ пин ытла статьяпа тулнӑ! Унта эсир халӗ Чӑваш Республикӑн паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗсемпе, ялсен историйӗпе, тата ытти тӗрлӗ информаципе паллашма пултаратӑр.
Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем, чӑваш халӑхӗн культуришӗн ҫунакансем, нумай пӗлме тӑрӑшакансем — сире пурне те Википедине хутшанма сӗнетпӗр! Статьясем ҫырӑр, пурисене анлӑлатса тултарӑр! | ||
Паян Енӗш Нӑрваш ялӗн уйрӑм сайт уҫӑлчӗ. Сайта хатӗрлекенӗ — Александр Герасимов. Сайта хатӗрлеме пуҫарнӑ ӗҫӗн сӑлтавӗ, вӑл каланӑ тӑрӑх — Интертетелте хӑйӗн ялӗ ҫинчен каласа паракан информаци сахал пулни. Сайта вӑл Арестова Мая Дмитриевна, Ванерке Владимир Алексеевич, Егоров Петр Егорович, Ефимов Алексей Никифорович тата Петров Владимир Васильевич ҫырса кӑларнӑ «Енӗш Нӑрваш. Ял историйӗ» кӗнекене усӑ курса хатӗрленӗ.
Сайтӑн адресӗ: http://enesh.info | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |