«Туслӑх» уҫнӑ![]() «Туслӑх» ФСК Халӗ кашни район тӗпӗнче тенӗ пекех физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене уҫнӑ. Хӑш-пӗр районта вӗсем темиҫе ҫул ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ, теприсенче вара — уҫӑлаҫҫӗ ҫеҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шӑмаршӑ районӗнчи «Туслӑх» ФСК хута ячӗҫ.
Комплекса уҫма Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров, Чӑваш Енӗн физкультура, спорт тата туризм министрӗ Анатолий Николаев, Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ Валерий Петрович Фадеев, «СУОР» ТМЯО тӗп директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалах Канашӗн депутачӗ Владимир Федорович Ермолаев килчӗҫ. ФСК ҫуртӗнче сывлӑха упрамас тесен тем те пур: икӗ бассейн, тренажерлӑ тата фитнес пӳлӗмсем. Кӗрешӳ валли те, теннисла выляма та уйрӑм пӳлӗмсем пур. Ҫурт таврашӗнче ҫавӑн пекех теннис корчӗ, воллейбол тата хоккей вӑййисен лаптӑкӗсем, чупмалли сукмаксем пур. Ача-пӑча валли уйрӑм лаптӑк тунӑ. Туслӑха ҫирӗплетмелли вырӑн чӑн та нумай! Ҫуртӑн хӗрлӗ хӑйӑвне виҫҫӗн татрӗҫ: Чӑваш Ен президенчӗ, Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ тата кире пуканне йӑтассипе чемпиона тухнӑ спорт ветеранне В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кӑҫал Республика кунӗн уявӗ уйрӑмах чаплӑ иртмелле — Чӑваш патшалӑхне (республика тени патшалӑха пӗлтерет) туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни ҫул Республика кунне пӗр-пӗр районта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал черет Патӑрьел районне ҫитнӗ.
Районти уяв программи: Ҫӗртмен 24-мӗшӗ 9:00-17:00. Патӑрьел районӗн уҫӑ спорт уявӗ. Курма пырсан эстафета, кӗрешӳ, кире пуканӗ тата штанга йӑтассин ӑмӑртӑвӗсемпе, армспортпа паллашма пулӗ. Ӑмӑртусем «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра тата ипподромра иртӗҫ. 10:00-10:15. Патӑрьелти пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул умӗнче вӗрентекен палӑкне уҫни. 10:00-14:00. «Тӗлӗнтермӗш-ярмӑркка» уҫни. Патӑрьел районӗнчи алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра паллашма пулӗ. 10:00-14:00. «Тӳпене ҫитерекен ӗмӗт». Вӗҫекен ҫӗленсен уявӗ. Комаров урамри ҫӳранҫӳрекенсен лаптӑкӗ. 10:00-17:00. Пӗтӗм чӑвашсен ҫуллахи ял спорт вӑййисем. Патӑрьелти тӗп стадионта курма пулӗ. 10:00-15:00. «Хаваслӑ вӑйӑсен кунӗ». Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ районти ача-пӑча уявӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ял хуҫалӑх академи умӗнче Чӑваш патшалӑх кунне халалланӑ концерт пуҫланасси пирки пӗлтерет, пурне те ҫак савӑнӑҫлӑ уява йыхравлать.
Концерт программинче: С. Павлов, А. Федорова, В. Кузнецова, К. Петрова, Г. Ваккку, пӗртӑван Малинасем, П. Ермолаев тата ытти артистсем.
Вӗсен сассипе ташшине, артистсен пултарулӑхӗпе тулли паллашас кӑмӑллисем академи умне 19-сехет те 30 минут тӗлне ҫитмелле. Хӑвӑр килӗр, тӑван-пӗтене, юлташӑрсене чӗнӗр! | ||
![]() Хӳтӗленнӗ студентсемпе преподавательсем Ҫӗртмен 15-16-мӗшӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренекен студентсем диплом хӳтӗлерӗҫ. Кашни хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн хатӗрлеме тӑрӑшни сисӗнчӗ — комиссире ларакансем кӑна лайӑх курчӗҫ. Кашни студент диплом ӗҫне хӳтӗленӗ май вӗренӳ вӑхӑтӗнче мӗн-пур пухнӑ пӗлӗве кӑтартрӗ. Комисси пайташӗсем чылай диплом ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ. Вӗсем кашни студента диплома ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӳ ятпа саламларӗҫ, малашлӑхри пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксем (автор В. Милютин) | ||
![]() Комисси ӗҫӗ Ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхне тунӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа юбилейлӗ курав уҫӑлать.
Ӳнерҫӗсен пӗрлешӗвне 1935 ҫулта, республикӑн I художниксен пухӑвӗнче тума йышӑннӑ. Пӗрлӗхе йӗркелекенсен хушшинче сумлӑ чӑваш ӳнерҫисем тӑнӑ — А.А. Кокель, М.С. Спиридонов, Н.С. Сверчков, Ю.А. Зайцев. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешӗве патшалӑхӑн чи лайӑх аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑ ҫӑмрӑксем хушӑннӑ — Н.В. Овчинников, Р.М. Ермолаева, В.С. Гурин, П.Г. Григорьев-Савушкин, А.И. Миттов. Ӳнерҫӗсен ушкӑнӗ халӗ те сумлӑ — вӗсен хушшинче хальхи талантлӑ художниксем: Р.Ф. Федоров, В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Акатуйра Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Красноармейски вӑрманӗ ҫумӗнчи «Факел» стадионӑн ҫеремӗ ҫинче йӑлана кӗнӗ уяв, Акатуй, иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул тата Красноармейски районӗ йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Ирхине районӑн кӗтнӗ хӑнисем тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.И.Антонов вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ салтаксене чысласа лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. 9 сехетре Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Данилов районӑн ҫулталӑк хушшинчи ҫитӗнӗвӗсемпе ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен хатӗрленӗ радиорепортаж янӑрарӗ. Кӗҫех районти ал ӑстисен выставки, ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх площадкисем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. 11 сехетре савӑнӑҫлӑ уяв пуҫланчӗ. Ӑна сӑмах каласа район администрацийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Н.И.Антонов уҫрӗ. Вӑл юлашки вӑхӑтра ҫӗнсе илнӗ район ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пурне те уяв ячӗпе ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ, ӑнӑҫу сунчӗ. Уява пухӑннисем театрализациленӗ композиципе пултарулӑх ушкӑнӗсен концертне пӑхса савӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Каникул уявӗ![]() Ҫу уйӑхӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче Ӗпхӳри Калинин районӗн чӑваш вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине халалланӑ уяв иртрӗ. Унта «Элем» ансамбле ҫӳрекен вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ‚ шкул ачисем тата хӑнасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 70 яхӑн ҫын. 2009-2010 вӗренӳ ҫулӗнче асӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗ Пушкӑртстан чӑваш халӑх культурине аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунӑ. Ачасен «Акӑшсем» тата «Ягодка» ансамблӗсем районпа хулан пӗр мероприятийӗнчен те юлман. Унсӑр пуҫне Аслӑ Ҫӗнтерӗве 65 ҫул ҫитнине халалланӑ район конкурсӗнче I вырӑн йышӑнса ПР Вӗренӳ министерствин дипломне тивӗҫнӗ. Чӑннипе‚ кӑҫал вӗрентекенсемпе ачасен культура пурнӑҫӗ питӗ пуян та кӑсӑк иртрӗ. Вӗсем Салават хулинче йӗркеленӗ фольклор‚ Булгаковӑри эстрада коллективӗсен фестивальне‚ Ӗпхӳри тата Ҫтерлӗри Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене хутшӑнчӗҫ. «Элем» пултарулӑх ушкӑнне чӑвашсем пысӑк йышпа пурӑнакан тӑрӑхсенче лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсем Гафури районӗнчи Белое Озеро станцине‚ Красноусольск поселокне‚ Аургазӑ районӗнчи Треппеле‚ Архангельск районӗнчи Успенское яла‚ Ӗпхӳ районӗнчи Авдон тата Юматово поселокӗсене концертсемпе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Карайсем ӗҫ паттӑрӗсене чыслаҫҫӗ Трак тӑрӑхӗнчи тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ кӑҫал пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем — 570, пӗр ҫул ӳсекен курӑксем — 177, куккурус — 180 гектар акса, ҫӗрулми 104 гектар лартса хӑварчӗ. Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса ирттернӗрен ҫуртрисем япӑх мар шӑтса тухнӑ. Халӗ хирте калчасене лайӑх пӑхса ҫитӗнтерессипе тӑрмашаҫҫӗ: ҫумкурӑксемпе кӗрешсе гербицид сапаҫҫӗ, ҫӗрулмин рет хушшисене кӑпкалатаҫҫӗ тата ытти те. Ҫӗртмен 8-мӗшӗ Карай тӑрӑхӗнчи халӑхшӑн нумайлӑха асра юлӗ. Ҫав кун кунта 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене пӗтӗмлетмелли ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ — Акатуй — иртрӗ. Ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртсен тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ ертӳҫи Г.В. Спиридонов ку пӗрлешӳ учредителӗпе Ю.П. Капитоновпа, «Крина» пӗрлешӳ ертӳҫипе В.Н. Платоновпа, «Ирина» магазин хуҫипе В.И. Петровпа канашласа ӗлӗкхи ырӑ йӑлана чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Хальхинче ку праҫнике района йӗркеленӗренпе 75, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекенсен ҫулталӑкне халалларӗҫ. Шкул стадионне тӗрлӗ ялавсем, стендсемпе плакатсем илем кӳреҫҫӗ, хаваслӑ кӗвӗ янӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Акатуйра Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Лапсар ял тӑрӑхӗ Акатуй ирттерчӗ. Эрне маларах, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, район шайӗнчи Акатуй иртсеччӗ. Уяв кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре пуҫланчӗ. Вӑл Ҫеньял ҫумӗнчи илемлӗ лапамра иртрӗ. Ҫанталӑк пӗлӗтлӗ тӑчӗ пулин те ҫумӑр уява пӑсмарӗ. Акатуя кӑҫал вӗрентекенсен ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине, республикӑна тунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Уява «Алран кайми аки-сухи...» юрӑпа, ваттисене асӑнса пуҫларӗҫ. Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ пынӑран ял тӑрӑхӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ачасене вӗрентнӗ учительсене парнесем пачӗҫ, ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех ялсенчи тӑрӑшуллӑ ҫынсене парнесем пачӗҫ. Ҫӗньял, Ойкасси, Хӗрлӗ Ҫыр ялӗсенче вара уйрӑм ӑмӑрту ирттерчӗҫ — чи капӑр та илемлӗ кил-ҫурт хуҫисене кроликсем пачӗҫ. Акатуй вӑйӑсӑр иртмест теҫҫӗ — кӑҫал Ҫӗньял лапамӗнче вӑйӑсем валли вырӑн туллиехччӗ (пӗлтӗр футболла ҫеҫ ӑмарту иртсеччӗ). | ||
![]() Тӑван Енӗн хальхи номерӗ «Тӑван Ен» хаҫата "Чӑваш пичечӗ" киоскӗсенче пӗтӗм Чӑваш Республиккипех туянма (6-60т.) тата ҫур ҫуллӑх ҫырӑнса илме (150т.) пулать. Ку почтӑри ҫырӑнуран (184,20т.) йӳнӗрех. Анлӑ аудитори валли ҫырнӑ хаҫат тӗрлӗ информаципе тивӗҫтерет - политика, экономика, культура, йӗркелӗх хуралӗ. Тӑван ен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнисӗр пуҫне вулакан валли хуҫалӑха тытса пыма пулӑшакан (выльӑх-чӗрлӗх, кулинари, пахча ӗҫӗ), хӗр, арӑм, кинемейсем валли илемпе сӑпайлӑх рубрикисем пур. Эрнелӗх тӗплӗ телепрограмма тата гороскоп тухса тӑраҫҫӗ. Вулакан ыйтӑвӗсене редакци пур енлӗн тивӗҫтерме тӑрӑшать. Ыйтусене тӗрлӗ сферӑри специалистсем кӑна мар, юмӑҫсем те ответлӗҫ. «Ҫӑлтӑрсен пурнӑҫӗ», «Пытармасӑр» рубрикӑсенче «ТЕ» журналисчӗсем - чӑвашлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ тата паянхи паллӑ ҫыннисене (Светлана Асамат, Валентина Элпи, Марина Карягина, Альбина Юрату, Елена Иовлева, Типшӗм Сашук, Алексей Наумов т. ыт. те) калаҫтараҫҫӗ, вӗсем ҫинчен хӑш чух чӗпӗтсе, хӑш чух серьезлӑ каласа кӑтартаҫҫӗ. Тӑван хаҫатра пирӗн кулленхи пурнӑҫ-йӑлана, кӑмӑл-сипете сӑнласа шухӑшлаттаракан статьясем тата «Атӑл хумӗсем» рубрикӑра профессилле ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем тухаҫҫӗ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |