Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри вӑтам шкулӗнче патшалӑх комиссине ҫӗнӗ спортзала кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр асӑрхаттарусене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн усӑ курма пуҫламалли акта алӑ пусӗҫ. Чӑваш Енӗн Минстройӗ пелтерне тӑрӑх ку спортзал хуларисенчен пӗртте кая мар. |
Улатӑрта «Йӗлтӗр чӗнет» акци иртнӗ. Улатӑр хулин сайтчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Раҫҫейӗн йӗлтӗр йӗрӗ — 2006» ӑмӑрту шутне кӗрекен «Йӗлтӗр чӗнет» акци иртнӗ. Хула администрациӗнче ӗслекеннисем пурте "Янтарный" ятлӑ сиплев лагере йӗлтӗрпе ярӑнма тухнӑ. Ӑмӑртура хӗрерӑмсен хушшинче чи лайӑх кӑтартӑва Наталья Устимова тата Вероника Исаева кӑтартнӑ. Арҫынсен хушшинче чи лайӑх вӑхӑта Улатӑр хула пуҫлӑхӗ Михаил Марискин кӑтартнӑ. Иккӗмӗш вӑхӑтпа Александр Какуркин чупса тухнӑ. |
Чӑваш Енри Пӗтӗм Раҫҫей «Ҫамрӑк ӗҫ» юхӑмӗн активисчӗсем Шупашкарти 24 вӑтам шкулта вӗренекенсен СПИДпа кӗрешесси ҫинчен пултарулӑх ӗҫӗсен пуххине пичӗтлесе кӑларнӑ. Ку ҫулта юхӑмӑн активисчӗсем обществӑн йытӑвӗсем ҫинчен каласа паракан проектсем ҫинчен малалла ӗҫлес теҫҫӗ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.Ru |
Пирен сайт ҫинче эсир халӗ Н.Е. Наумовӑн Хыпар хаҫатра пичӗтленнӗ Тумтир словарьне тупма пултаратӑр. Унта эсир чӑвашсен авалхи тумпирӗ ҫинчен, ӑҫтан вӑл пирӗн пата лекни, тата ытти япала ҫинчен пӗлме пултаратӑр. |
Чӑваш спортсменки Европӑн чи малти вунӑ ҫӑмӑл атлетика спортсменкисем шутне кӗнӗ Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн (ЕҪАП) сайчӗнче иртернӗ сасӑлавне пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 20 ҫухрӑма спортла утавӗн тӗнче рекордсменки Олимпиада Иванова ҫулӑн чи малтисем шутне тухнӑ. Сасӑлава ЕҪАП членӗсем, хаҫат-журнал представителӗсем тата общественность членӗсем хутшӑннӑ. Хӗрарӑмсен хушшинче чи нумай сасса шестпа сикекен паллӑ Раҫҫей спортсменки Елена Исинбаева, арҫынсем хушшинче — Виргилиюс Алекна(Литва) тивӗҫлӗ пулнӑ. Олимпиада Ивановӑна ку хыпарпа саламлатпӑр! |
"Аксар" студи "Хура чӗкеҫ" драмӑна экран валли ӳкерес шутлӑ Алексей Иванов («Аксар» фирма) Академи театрӗ Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх лартнӑ «Хура чӗкеҫ» (Чӗкеҫ ролӗнче - Вера Кузьмина) спектакле экран валли ӳкересшӗн. Мондрамӑна автор СССР, Чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина юбилейӗ валли ҫырнӑ. Анчах пьесӑна Валерий Яковлев режиссёр тата театрӑн ӳнер руководителӗ лартма туннӑ. ҫапах та пьеса каярахпа ҫутта курнӑ. Ӑна константин Иванов театрӗнче Иван Иванов режиссёр лартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Аксар ертӳҫи Борис Чиндыков драматургпа, лартӑва музыкӑпа илемлетекен Николай Казаков композиттӑрпа калаҫса татӑлмалла. Ҫӑлкуҫ: Chuvash.Ru |
«Тантӑш» хаҫат тухнӑранпа 75 ҫул ҫитет! Ыран, кӑрлачӑн 12, Пукане театрӗнче «Тантӑш» хаҫат тухнаранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 12 Пионер сасси хаҫӑтӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ ҫутта тухнӑ. Унтанпа 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-пе 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-ччен ҫеҫ вӑрҫӑна пула вӑхӑтлӑха тухма чарӑннӑ. 1990 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хаҫата хальхи «Тантӑш» ята панӑ. Халӗ коллектива Г. Платонова ертсе пырать. Унсӑр пуҫсӑр пӗчӗк ачасем валли «Тетте» ятлӑ илемлӗ журнала кӑлараҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле премине тивӗҫлӗ пулнӑ.
Ҫӑлкуҫ: Чӑваш Енӗн Культура Министерстви |
Ҫӗрпӳ районӗн сайчӗ ҫинче пӗлтернӗ тӑрӑх ку кунсенче Ҫӗрпӳ районӑн ача-пӑча библиотекинче 2005 ҫул хушшинчи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, библиотекӑра тӑракан ачасене ҫӗнӗрен регистрациленӗ. Пӗтӗмлетӳ ӗҫесем хушшинче Ҫӗрпӳри иккӗмӗш вӑтам шкулти 4а класра вӗренекен Антон Павлов 2005 ҫул тӑршшӗпе 106 кӗнеке вуласа тухнине палӑртнӑ. Антон шкул программи тӑрӑх кӗнекесене вулать иккен тата унсӑр пуҫсӑр фантастикӑпа приключениллӗ кӗнекесене кӑмӑллать. Ҫавӑн пекех ҫав шкулта 2 класра вӗренекен Аня Петрова, Маша Беляева, Саша Никоноров ачасем нумай вуланине палӑртнӑ. |
Улатӑрти «Раштав ҫӑлтӑрӗ» ятлӑ пӑр фестивалӗ Халӗ кӑна хам дневника Шупашкарта пӑр скулптурисен шучӗ ку ҫул сахалли пулни ҫинчен ҫыртӑм. Акӑ, Улатӑр хулин администрациӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен хулинче "Раштав ҫӑлтӑрӗ" фестиваль вӗҫленни ҫинчен пӗлтерет. Улатӑрта Ӗпхӳри тата Екатеринбургри скульпторсемпе ӳкерӳҫӗсем хула ҫыннисем валли парне хатӗрленӗ: вӗсем темиҫе кун сивӗ ҫинталӑка пӑхмасӑр пӑртан скульптурӑсем хатӗрленӗ. Кӑрлачӑн 7 вӗсен скульптурӑсен экспозицине пурне те кӑтартнӑ. Ку парнене, хула пуҫлӑхӗ Михаил Марискин асӑннӑ тӑрах, Владимир Теплов протиорей пула пурнӑҫлама май килнӗ. |
2006 ҫул — Ӑс-хакал ҫутлӑхӗн ҫулталӑкӗ 2005 ҫулхи раштавӑн 28 Н. Федоров "Ӑс-хакал ҫутлӑхӗн ҫулталӑкӗ" ҫинчен указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫапла 2006 ҫул ӑс-хакал ҫутлӑхне анлӑлатма пулӑшакан ҫул пулӗ. Аса илмешкӗн: 2003 ҫул Ҫемье ҫулӗ, 2004 — Ҫамрӑксен тата сывӑ пурнӑҫ йӗркин ҫулталӑкӗ, 2005 — Парксен тата садсен ҫулталӑкӗ пулнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |