«Канаш» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫитнӗ. Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1931 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Сотсиалисмшӑн» ятпа тухнӑ. Ун чух ун тиражӗ 2 пинпе танлашнӑ. Хаҫат тӑватӑ листаран тӑнӑ, Улатӑрти типографинче пичетленнӗ. Хаҫатпа Георгий Ефимов, Николай Терентьев, Степан Аслан, Пётр Чичканов, Виталий Енӗш, Юрий Малышев, Леонид Маяксем тата ытти ҫыравҫасемпе сӑвӑҫсем тачӑ ҫыхӑну тытса тӑнӑ. Юбилей ячӗпе «Канаш издательство ҫурчӗн» ӗҫченӗсене Чӑваш Енӗн Культура министарствин Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ.
|
Кашни ҫул иртекен Ҫӗрпӳ Тихвин Ярмӑрккине халалласа утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче «Ӗмӗрсен ерешӗсем» курав-конкурс иртӗ. Конкурс тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркисене, культурине сыхласа хӑварса ҫӗнетесси, ҫӗнӗ ӳнер ӑҫтисене шыраса тупасси. Курав-конкурса Ҫӗрпӳ патӗнчи ярмаркка лапамӗнче иртереҫҫӗ. Конкурса Ҫӗрпӳ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакан пур ҫын та, ачи-пӑчисемпе ваттисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хутшанакансен шучӗ темӗн чухлӗ те пулма пултарать. Ялти тата хулари тӑрӑхсем авалхи «Вӑйӑра», «Сӗрен», «Мӑнкун», «Кӑшарни», «Ушах таппи» тата ытти йӑласене кӑтартӗҫ. I, II, III вырӑнсене йышӑннӑ коллективсене диплом тата хаклӑ парне лекӗ. Выступления оцениваются по 10-балльной системе, подведение итогов конкурса производится закрытым голосованием. Конкурса утӑ уйӑхӗн 7-мешӗнче пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн парнесем парса тухӗҫ.
|
Комбинат склачӗнче кладовщик пулса ӗҫлемелле пулать. Уйӑхра 13 пин ҫурӑ тӳлеҫҫӗ.
Адресӗ: Мускав, Автозаводски метро. Телефонӗ: 8(495) 362-68-68 хушмалли 2742. |
Паян Н.В. Фёдоров Шупашкар районне ӗҫпе ҫитсе курнӑ. Шупашкар районӗнче вӑл Ишлейри высоковольтлӑ завода ҫитсе курнӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Н.В. Фёдоров палӑртнӑ тӑрӑх завод Ишлей посёлокне те аталанма пулӑшӗ. «Шупашкар районӗн ялӗсене илсессӗн», — палартрӗ Н. Фёдоров, — вӗсене таса тытассинчен, тирпеленинчен вӗсен конкурентлӑхе пысӑкланать. Ялсене тирпейлесе тасатасси ӗҫе ертсе пырасси ял тӑрӑхӗсен ӗҫӗ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Ҫӗртмен 23-пе 24-мӗш хушшинче Шупашкарта декоративлӗ прикладной исскуство ӑстисен ӗҫӗсен Чӑваш Республикин Президенчӗн Н.В. Фёдоровӑн парнисене илессишӗн ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫӗйри «Руҫ ӑстисем» IV конкурс иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 70 ытла ӑста хутшӑннӑ /хӑш-пӗр ӗҫсене эсир кунта курма пултаратӑр/. Краснодар Енри Алексей Максименка гран при тата конкурсӑн тӗп парнине ҫӗнсе илнӗ. |
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ иртерекен конкурсем кашни ҫул ҫӗнӗ пултаруллӑ ачасене тупса палатрма пулӑшаҫҫӗ. Вӑл ачасене парнесене, дипломсене, уйрӑм стипендисене тивӗҫеҫҫӗ. Ку ҫул вара пӗрремеш хут Ӳнер музейӗ пултаруллӑ ачасен ӗҫӗсен куравне йеркеленӗ. Курава Пӗтӗм тӗнчери ача кунне халалласа уҫнӑ. Куравра эсир пултаруллӑ Юманов Василийӗн, Севрюгина Аннӑн тата Татьянӑн (пурте Шӑмаршӑри ача-пӑча исскуство шкулӗнчен), Оливанова Галинӑн, Алексей Владимировӑн (вӗсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнчен), Иванова Алинӑн (Вӑрнарти ача-пӑча исскуство шкулӗнчен), Смирнова Еленӑн тата Бовырин Макимӑн (вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнчен) ӗҫӗсене курма пултаратӑр. |
Германири Констанц хулинче Японири ассоциаци згидипе /JKA/ Сето-Кан Каратэ-до енӗпе Европӑн IX чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче пирӗн паллӑ ентеш, Шупашкар районӗнчи Чаканар каччи, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн аспиранчӗ, тухӑҫ халӑхӗсен кӗрешӗвӗн тренерӗ Дмитрий Фомиряков ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ. Дани, Швеци, Бельги, Франци, Чехи, Польша ҫӗршывӗсенчи спортсменсемпе кӗрешме Дима тӑхӑр хутчен татами ҫине тухнӑ, пурне те вӑхӑт ҫитиччен маларах парӑнтарнӑ. Финалта вара Украинӑри паллӑ каратистпа тӗл пулнӑ. Финалти тытӑҫу пилӗк минута пынӑ. Европӑри тата Германири асӑннӑ спорт вӑййине кӑмӑллакансем пирӗн ентеше килӗштерсе хыттӑн кӑшкӑрса хавхалантарса пынӑ. Мӗншӗн тесен журналистсем Д. Фомиряков ятне лайӑх пӗлеҫҫӗ: чӑваш каччи малтан та, 2003, 2004 ҫулсенче, кубок ҫӗнсе илнӗ. Финалти вӑйӑ ҫав тери кӑткӑс иртнӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне евӗр хитрелӗхпе палӑрнӑ. Спортсменсем каратэ техникин тӗлӗнмелле меслечӗсене питӗ хӑвӑрт пурнӑҫланӑ. Дима ӑнӑҫӑва малтанах хӑй аллине илеймен, кӑштах выляса та янӑ. Тытӑҫӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче вара вӑл тӗлӗнмелле пултарулӑх кӑтартса Украина спортсменне 4:2 шутпа парӑнтарнӑ. |
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗнче Юхма Мишши ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ячӗпе юбилей уявӗ иртнӗ. Юхма Мишшине саламлама Турцири, Болгарири, Германири ҫыравҫӑсем килнӗ. Юхма Мишши — чаплӑ ҫыравҫӑ, пысӑк ӑҫчах—академик. Вал сырнӑ ӗҫсене ҫӗр ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Аталҫи пӑлхарсен историӗ ҫинчен ҫырнӑ историллӗ романӗсемпе паллӑ. Эпир те Юхма Мишшине ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр, ырлӑхпа сывлӑх, палартнӑ ӗҫсене ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме сунатпӑр! |
Кӑҫал Мускавра иртекен "Акатуй" уявӗ 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Уяв малтанхи пекех Мускаври ВДНХра иртӗ, ВВЦра. Уяв 10 сехетре пуҫланать! Мускавра пурӑнакан кашни чӑваша уява пыма чӗнетпӗр! |
Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнарти халӑх историпе краеведени музейӗнче художниксен ӗҫӗсен «Чӑваш Ен сӑнӗсем» ятлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Куравра А.Н. Алимасов, А.В. Кокель, М.Н. Лукиянов, Праски Витти, Н.Ф. Толстов тата ытти ӳкерӳҫӗсемпе скульпторсен ӗҫӗсене курма пулать. Курав ҫӗртме уйӑхен 15-мӗшӗччен иртӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |