Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 1998 ҫултанпа Эстонире палӑртӑнмасӑр пурӑнакан Алексей Ястребова Раҫҫее каялла кӑларса янӑ. Ҫавӑн пекех 10 ҫул хушши ӑна Эстонине кӗме чарнӑ.
Алексей Ястребов — Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫурланӑ пултаруллӑ ӳнерҫӗ. Эстонире унӑн ӗҫӗсем Пярнуск санаторийӗнче тата пульницинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Эстони гражданствине илмешкӗн вӑл темиҫе хут та ҫырнӑ, анчах та ӗҫӗ тухман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мешӗнче Алексей Ястребова хӳтӗлесе Эстони парламенчӗн депутачӗ тата Эстони культурин ӗҫченӗ Марк Соосар сӑмах хушнӑ. Марк Соосар шухӑшӗпе Эстонин миграципе гражданлӑх депортаменчӗ Алексейе таврӑнма ҫул уҫмаллах.
|
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пирӗн сервер ӗҫлеме пӑрахрӗ. Сӑлтавӗ — «Мастерхост» хостинг компанийӗнче кондиционер системи ӗҫлеме пӑрахнинче. Шӑрӑха пула пирӗн серверта блок питанипе винчестерсем юрӑхсӑра тухнӑ. Пур материал та сыхланса юлнӑ!
Хальлӗхе сервера урӑх канал ҫинче хута ятӑмар. Каналӗ унта питӗ начар, ҫавӑнпа та сайт вӑраххӑн ӗслеме пултарать. Тунтикун тӗлне сервера хӑйӗн вырӑнне вырнаҫтарас тетпӗр.
Тавтапуҫ пурне те кӗтнӗшӗн :) |
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем» ятлӑ библиографи тӗслӗ кӗнеке кӑларчӗ. Хатӗрлекенӗ — Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем. Ку кӗнекере эсир XIX-XX ӗмӗрте пурӑннӑ, тата халӗ те вӑл ӗҫпе тӑрмашакан 80 тӗпчевҫӗпе паллашма пултаратӑр. Материалсене вулавӑшӑн, Чӑваш Енӗн патшалӑх кӗнеке палатин, Раҫҫей патшалӑх вулавӑшӗн диссертаци пӳлӗмӗн фончӗсемпе тата каталогӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн текех тӗпчевҫӗсен хӑйсен архивӗсене те усӑ курнӑ. Кӗнекене тулаш тӗпчевҫӗсене те кӗртнӗ. Вулавӑш кӗнекене хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн уйрӑмах ҫак ҫынсене пысӑк тав каласшӑн: Г.А. Дегтярёва, Л.П. Сергеева, А.П. Хусанкая, Э. Фомина. Кӗнекене Чӑваш наци вулавӑшӗн маркетинг пайӗнче туянма пулать. Е (8352) 62-38-12 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.
|
Шупашкар хӗрӗ Татьяна Чулах каллех хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе хаваслантарать. Хальхинче вӑл АПШра 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире чупас енӗпе (Ogden Newspapers 20K Classic Run) ҫӗнтернӗ. www.runners.ru ҫӑмӑл атлетика сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хутӗнче ҫӗнтерӳ ҫамӑл килмен. Чупӑвӑн вӗҫӗ таранах унӑн Кэролайн Чептануи Кени спортсменкипе кӗрешме тивнӗ. Вӗҫӗнче вара вӗсен хушшинче 1 ҫеккунтлӑ уйрӑмлӑх ҫеҫ юлнӑ. Татьяна Чулах — 1:13.29, Кени чупавҫин вара — 1:13.30 Ольга Романова, тепӗр чӑваш хӗрӗ, чупӑва 1:15.34 вӑхӑтпа вӗҫленӗ.
|
1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ 539№ Хушу кӑларса Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑшсен кунне йӗркеленӗ. 1996 ҫулта вара ку уява пӗрремӗш хут уявланӑ. Ку вулавӑшҫӑсен , библиографсен, кӗнекесене тӗпчекенсен уявӗ кӑна мар, ку уяв — пур кӗнеке юратакансен уявӗ. XXI ӗмӗрхи вулавӑш — вуламалли вырӑн кӑна мар, информаци пухмалли, унпа паллашмалли вырӑн та. Хальхи вӑхӑтра вулавӑшсем ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлеме, вӗсене хута кертме пуҫлаҫҫӗ. Чӑваш Республика президенчӗн «Чӑваш Енре ял моделльлӗ вулавӑшсене йӗркелесси» Хушӑвӗ тӑрӑх паянхи кун тӗлне ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлекен вулавӑшсен шучӗ 500 ҫитнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх думин председателӗ Борис Грызлов «Московские новости» хаҫата интервью панӑ чухне Чӑваш Енра вулавӑшсене ҫӗнӗтни, вӗсем лайӑх шайра пулнине асӑннӑ. Вулавӑшсенче ҫӗнӗ технологисене ялсен историйӗсене, йӑла-йӗркесене сыхласа хӑвармашкӑн анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Сӑмахран, депутатсемпе тӗл пулусем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшсем хӑйсен сайчӗсене те уҫаҫҫӗ. Сайчӗсенче вара район кун-ҫулӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. |
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче 18-мӗш моделлӗ вулавӑш уҫӑлнӑ. Вулавӑша уҫӑс умӗн унта юсав ӗҫӗсене иртернӗ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ. Аҫӑмҫирма ял вулавӑшӗн Михайлова Надежда вулавӑшҫӑ килнӗ ҫынсене вулавӑш кун-ҫулӗпе тата вулавӑшӑн ҫӗнӗлле ӗҫлеме май пакаран информаци мелӗсемпе паллаштарчӗ. Вулавӑша уҫнӑ тӗле ҫӗнӗ «Село гордится земляками» презентаци те хатӗрленӗ. Тав сӑмахӗсене ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петров Олег, Аҫӑмҫырми вӑтам шкул директорӗ Ильин Василий Ильич, тата ытти ял ҫыннисем каларӗҫ.
|
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элӗк салинче «Виръял шевлисем» ятлӑ XII-мӗш регионсем хушшинчи чӑваш эстрада юррисен фестивалӗ иртрӗ. Фестивале 70 ытла юрӑҫ хутшӑнчӗҫ. Вӗсен Чӑваш Енӗн 11 районӗсенчен, тата ҫавӑн пекех Тутарстанпа Чӗмпӗр облеҫӗсенчен ҫитрӗҫ. Комсомольски районӗнчи Алина Просвирнова фестивальте «Тупатӑпах» юрра юрласа кӑтартрӗ, уншӑн вара вӑл чи пысӑк оценкӑсене тивӗҫрӗ. «Гран-при» номиницишӗн 46 хутшӑнакан кӗрӗшрӗҫ пулин те ӑна Алина Просвирнова ҫӗнсе илчӗ.
|
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Калинин урамӗ тӑрӑх автомашинсене ҫӳреме чараҫҫӗ. Маларах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хупас шухӑш пулнӑ, анчах та каярах ку вӑхӑта ҫу уйӑхӗн 30-мӗшне куҫарнӑ. Автомобиль ҫулне ҫӗнетнӗ хушӑра автомашинӑсем урӑх ҫулсем тӑрӑх каймалла пулӗ. Мускав проспекчӗ енчен килекенсен Николаевпа Октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗсемпе Мир проспекчӗ тӑрӑх каймалла пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар енчен килекенсен Машин тӑвакан тӑкӑрлӑкпа Ленин Комсомолӗн урамӗ тарӑх тата Мир проспектне тухакан Кабель тӑкӑрлӑкӗ тӑрӑх каймалла пулӗ. Автомобиль ҫулне Николаев урамӗнчен пуҫласа Хуҫалӑх тӑкӑрлӑкӗ таран юсӗҫ. Юсав ӗҫӗсен авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлӗҫ. Юсав ӗҫӗсене ирттернӗ вӑхӑтра ҫула 7 метр таран сарлакалатаҫҫӗ, Пенси фончӗ патӗнче ҫӗр айӗнчен иртекен ҫул, Калинин урамӗпе Мир проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта транспорт ҫыхӑнӑвне тӑваҫҫӗ.
|
Чӑваш Енре ҫӗнӗрен йӗркеленӗ 111 ял хуҫалах коперативӗсенчен 30-шӗ хӑвӑрт аталанаҫҫӗ. Кун ҫинчен Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ. «АПК аталанӑвӗ» наци проектне хута кӗртни республикӑна самай пулӑшнӑ тесе пӗлтернӗ вӑл. Ял хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсем ӳсни кӑна мар, фермерсем ҫӗнӗлле ӗҫлени те курӑнать. Тӗслӗхрен, наци проекчӗ ӗҫлеме пуҫланиччен фермерсем ӗнесене машин мелӗпе суман, халӗ вара 200 хуҫалӑх вӑл меле усӑ курать. Вал меле усӑ курнине пула уйрӑм ҫн хуҫалӑхӗсенчен туяннӑ сӗт хисепӗ 40% таран ӳснӗ. Анчах та татса паман ыйтусем те пур. Вӗсем шутне сӗте тасатасси тата сивӗтесси кӗрет. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх 18, 1 пин уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗ 2,5 млрд. тенкӗлӗх кредит илнӗ. Ку вӑхӑта вӗсенчен ҫурри ҫак укҫапа усӑ курса хӑйсен выльӑх витисене ҫӗнетнӗ, юсанӑ ӗнтӗ.
|
Нумай пулмасть Санкт-Петербургри хастар ҫамрӑкӗсен «Питӗр чӑвашӗсем» ятлӑ хаҫатӑн ҫӗнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗрремеш, кӑларӑмӗсем кун ҫути курӗҫ. «ПЧ» хаҫат тӗллевӗ — ку тӑрӑхри чӑваш ҫамрӑкӗсене ҫыхӑнтарасси, пӗр ҫӗре пухасси, Ленинград облаҫӗпе Санкт-Петербург хулинчи пулӑмсемпе паллаштарасси. Хаҫат уйӑхра пӗр хут А4 форматпа тухмалла.
Хаҫатӑн электронлӑ версине кунта тупма май пур: http://peterchuvash.googlepages.com
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «ПЧ» хаҫат редакцийӗ |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |